Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова хӑйӗн савӑнӑҫлӑ халӑхне пуҫтарать

Иегова хӑйӗн савӑнӑҫлӑ халӑхне пуҫтарать

«Халӑха пух, арҫынсемпе хӗрарӑмсене те, ачасене те... ютран килнӗ ҫынсене те пуҫтар» (САК. АСТ. 31:12).

1, 2. Ҫак статьяра эпир теократи пухӑвӗсем ҫинчен мӗн пӗлӗпӗр?

 ПӖТӖМ тӗнчери конгрессем тата область конгресӗсем — Иегова Свидетелӗсен хальхи историйӗн пайӗ, пирӗнтен нумайӑшӗ вара ҫав конгрессемпе ҫыхӑннӑ асаилӳсене хаклать. Ҫав савӑнӑҫлӑ тӗлпулусенче нумайӑшӗ пӗрре анчах мар пулнӑ, хӑш-пӗрисем вара, тен, вун-вун ҫул хушшинче нумай хутчен пулнӑ.

2 Пин-пин ҫул каялла Турӑ халӑхӗ те сӑваплӑ пухусем ирттернӗ. Эпир Библире Турӑ халӑхӗн пухӑвӗсем ҫинчен мӗн каланине тата вӗсемпе хальхи конгрессем хушшинче мӗнле пӗрпеклӗхсем пуррине пӑхса тухӑпӑр. Ҫавӑн пекех унта ҫӳрени пире мӗнле усӑ панине те пӗлӗпӗр (Пс. 43:2; Рим 15:4).

ПЫСӐК ПӖЛТЕРӖШЛӖ ПУХУСЕМ — АВАЛХИСЕМ ТАТА ХАЛЬХИСЕМ

3. а) Библире асӑннӑ Иегова халӑхӗн пӗрремӗш пысӑк пухӑвӗ мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ? ӑ) Израильсене пухусене мӗнле чӗнсе пухнӑ?

3 Эпир пӗлекен пӗрремӗш пысӑк пухӑва Турӑ халӑхӗ Иеговӑран ӳкӗтсем илме Синай тӑвӗ айне пухӑннӑ. Ҫакӑ вӑл тӗрӗс пуҫҫапакансен историйӗнче чӑннипех те паллӑ событи пулнӑ. Ҫавӑн чухне Иегова израильсене Саккун панӑ, хӑйӗн вӑйне кӑтартнӑ. Ҫав куна вӗсем нихӑҫан та манса кайман паллах (Тух. 19:2—9, 16—19; Тухни 20:18; Саккуна астутарни 4:9, 10 вуласа пар). Ҫав пуху Израильпе Турӑ хушшинчи хутшӑнусем малашне мӗнле пулассине кӑтартса панӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑнах Иегова хӑйӗн халӑхне епле пухмалли ҫинчен каланӑ. Вӑл Моисее икӗ кӗмӗл трупа тума хушнӑ, вӗсемпе «пӗтӗм халӑха» чӗнсе пухма тата ӑна «пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре» пуҫтарма усӑ курмалла пулнӑ (Йыша шутл. 10:1—4). Ҫав пухусем мӗн тери хумхануллӑ пулни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха!

4, 5. Мӗншӗн Моисей тата Иисус Навин йӗркеленӗ пухусем пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ?

4 Израиль халӑхӗ пушхирте 40 ҫула яхӑн ҫӳренӗ хыҫҫӑн Моисей пӗтӗм халӑха пухӑва пуҫтарнӑ. Ҫакӑ Израиль халӑхӗн историйӗнчи пысӑк пӗлтерӗшлӗ вӑхӑтра пулса иртнӗ. Израильсем Пама пулнӑ ҫӗре кӗме хатӗр пулнӑ. Моисей ҫав вӑхӑта хӑйӗн тӑванӗсене Иегова вӗсемшӗн мӗн тунине, малашне те мӗн тӑвассине пурне те аса илтермелли майлӑ вӑхӑт тесе шутланӑ (Сак. аст. 29:1—15; 30:15—20; 31:30).

5 Шӑп ҫавӑн чухне Моисей Турӑ халӑхӗ яланах вӗренме пӗрле пухӑнӗ тесе каласа панӑ пулас. Кашни ҫичӗ ҫулта, хӳшӗ уявӗ вӑхӑтӗнче, арҫынсен, хӗрарӑмсен, ачасен тата ютран килнӗ ҫынсен — вӗсем «итлеччӗр... вӗренччӗр, сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑртан хӑраса тӑччӑр, ҫак саккунӑн пур сӑмахне те пурӑнӑҫлама тӑрӑшчӑр» тесе — Иегова суйласа илнӗ вырӑна пухӑнмалла пулнӑ. (Саккуна астутарни 31:1, 10—12 вуласа пар.) Ҫавӑнпа та Турӑ халӑхӗн историйӗн малтанхи тапхӑрӗнче Иегова хӑйӗн халӑхне пӗрле пуҫтарса хӑйӗн ӳкӗчӗсемпе хӑйӗн ирӗкне вӗрентесшӗн пулни уҫҫӑн курӑннӑ. Израильсем Пама пулнӑ ҫӗре пӗтӗмпех ҫӗнсе илнӗ пулин те, вӗсен тавра суя тӗнлӗ халӑхсем пурӑннӑ, ҫавӑнпа та Иисус Навин пӗтӗм Израиле, вӗсене Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнма хавхалантарас тесе, пӗрле пухнӑ. Ҫав кун халӑх Иеговӑшӑн ӗҫлӗпӗр тесе тупа тунӑ (Иис.Н. 23:1, 2; 24:1, 15, 21—24).

6, 7. Иегова халӑхӗ нумаях пулмасть ирттернӗ конгрессене мӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ тесе калама пулать?

6 Иегова халӑхӗн хальхи историйӗнче те пысӑк пӗлтерӗшлӗ конгрессем пулнӑ — ҫав конгрессене пула теократи ӗҫӗ анлӑ сарӑлма пуҫланӑ тата Библири хӑш-пӗр чӑнлӑхсене лайӑхрах ӑнланма тытӑннӑ (Ытар. 4:18). Библи Тӗпчекенсем Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн ирттернӗ пӗрремӗш пысӑк конгресс 1919 ҫулта Сидар-Пойнтра (Огайо штачӗ, АПШ) иртнӗ, унта вара 7 000 яхӑн ҫын пулнӑ. Ҫав конгресра пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар сарас ӗҫе пуҫарса янӑ. 1922 ҫулта ҫавӑнтах иртнӗ тӑхӑр кунлӑх конгресра Джозер Рутерфорд хавхалантаракан доклад тухса каланӑ та итлекенсене ҫакӑн пек сӑмахсемпе хавхалантарнӑ: «Ҫӳлхуҫан шанчӑклӑ та чӑн свидетелӗсем пулӑр. Вавилонтан чул ҫинче чул та юлмиччен кӗрешме ан чарӑнӑр. Хыпара пур ҫӗрте те пӗлтерӗр. Иегова — Турӑ пулнине тата Иисус Христос — патшасен Патши тата хуҫасен Хуҫи пулнине тӗнчен пӗлмелле. Ҫак кун — пур кунран та аслӑраххи. Акӑ, Патша патшара ларать! Эсир — унӑн хыпарҫисем. Ҫавӑнпа та Патшапа унӑн патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерӗр, пӗлтерӗр, пӗлтерӗр». Ҫавна пула конгреса килнисем, ҫавӑн пекех Туррӑн пӗтӗм халӑхӗ те ырӑ хыпара тата хастарлӑрах сарма пуҫланӑ.

7 Библи Тӗпчекенсем 1931 ҫулта Колумбусра (Огайо штачӗ) савӑнсах ҫӗнӗ ят — Иегова Свидетелӗсем текен ята — йышӑннӑ. Унтан 1935 ҫулта Вашингтонра Рутерфорд тӑван Ӳлӗмхине кӗнекери «аслӑ пуканпа Путек умӗнче» тӑракан «имсӗр-сумсӑр ҫын» кам иккенне ӑнлантарса панӑ (Ӳлӗм. 7:9—17). Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи хӗрсе ҫитнӗ вӑхӑтра, 1942 ҫулта, Норр тӑван конгресра «Мир. Нумая тӑсӑлӗ-ши вӑл?» ятлӑ доклада тухса каланӑ. Вӑл Ӳлӗмхине кӗнекери 17-мӗш сыпӑкри сӑнарлӑ «хӗрлӗ тискер кайӑк» мӗн иккенне ӑнлантарса панӑ та вӑрҫӑ хыҫҫӑн ырӑ хыпар сарас ӗҫре тата нумайрах тума тивет тесе палӑртнӑ.

8, 9. Мӗншӗн хӑш-пӗр конгрессем уйрӑмах хавхалануллӑ пулнӑ?

8 Кливлендра (Огайо штачӗ) 1946 ҫулта иртнӗ «Савӑнӑҫлӑ халӑхсем» ятлӑ теократи конгресӗнче Норр тӑван «Ҫӗнетсе улӑштарнипе тата сарӑлассипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем» ятлӑ доклада тухса калани уйрӑмах интереслӗ пулнӑ. Ҫав докладпа хавхаланнӑ пӗр арҫын тӑван ҫырнӑ: «Ҫав каҫ мана сцена ҫинче ун хыҫӗнче тӑма тӳр килчӗ, вара вӑл эпир тӑвакан ӗҫ питӗ кирлӗ пулни ҫинчен, унтан Бруклинри Вефильпе типографие сармалли плансем ҫинчен каланӑ чухне пурте ҫине-ҫинех тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗҫ. Сцена ҫинчен тӑвансен пичӗ-куҫӗ курӑнмастчӗ пулсан та, вӗсен савӑнӑҫне ҫӑмӑллӑнах туйма пулатчӗ». 1950 ҫулта Нью-Йоркра иртнӗ пӗтӗм тӗнчери конгресра пулнисем «Христианла Грек Ҫырӑвӗсем — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвне» — хальхи чӗлхепе куҫарнӑ Библин пӗрремӗш пайне — илме хавас пулнӑ. Ҫав куҫарура Туррӑн ятне, вӑл ӑҫта пулмалла пулнӑ, ҫавӑнта лартнӑ (Иер. 16:21).

9 Хӗсӗрленӗ е ырӑ хыпар сарма чарнӑ тапхӑр вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ Свидетелӗсене пуҫтарнӑ конгрессем уйрӑмах хавхалануллӑ пулнӑ. Адольф Гитлер Иегова Свидетелӗсене Германире пӗтерме тупа тунӑ, анчах та 1955 ҫулта Нюрнбергра, Гитлер парадсем ирттернӗ вырӑнтах, конгреса 107 000 ҫын пухӑннӑ. Вӗсенчен нумайӑшӗ савӑннипе куҫҫульне тытса чарма пултарайман! Польшӑра 1989 ҫулта иртнӗ «Турра чунтан парӑнса пурӑнни» ятлӑ виҫӗ конгресра 166 518 делегат пулнӑ, ҫав делегатсенчен нумайӑшӗ Совет Союзӗнчен, Чехословакирен тата Хӗвелтухӑҫ Европӑри ытти ҫӗршывсенчен килнӗ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем 15—20 Иегова Свидетелӗнчен ытларах пухӑннӑ тӗлпулура пӗрремӗш хут пулнӑ. Киевра 1993 ҫулта «Туррӑн вӗрентӗвӗ» ятлӑ пӗтӗм тӗнчери конгресра 7 402 ҫын шыва кӗнӗ чухне мӗнле савӑнӑҫ пулни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Иегова Свидетелӗсен пӗр кунра ҫавӑн чухлӗн шыва кӗни нихӑҫан та пулман (Ис. 60:22; Аггей 2:7).

10. Хӑш конгрессем сирӗншӗн уйрӑмах асра юлнӑ тата мӗншӗн?

10 Область конгресӗсем е пӗтӗм тӗнчери конгрессенчен хӑшӗ-пӗри, тен, сирӗншӗн уйрӑмах асра юлнӑ. Эсир хӑвӑрӑн пӗрремӗш конгреса е, тен, хӑвӑр шыва кӗнӗ конгреса астӑватӑр⁠-и? Вӗсем сирӗншӗн — Иеговӑна пуҫҫапнипе ҫыхӑннӑ пысӑк пӗлтерӗшлӗ событисем. Сирӗн вӗсене нихӑҫан та манмалла мар. Ҫав асаилӳсене хаклӑр! (Пс. 41:5.)

ЯЛАНАХ ПУЛАКАН САВӐНӐҪЛӐ ТӖЛПУЛУСЕМ

11. Турӑ израильсене кашни ҫул мӗнле уявсене пухӑнма хушнӑ?

11 Иегова израильсене Иерусалима ҫулталӑкра пӗрре килекен виҫӗ уява пухӑнма хушнӑ: тутлӑлла ҫӑкӑр уявне, эрнесен уявне (каярахпа Аллӑмӗш кун уявӗ теекенскер) тата хӳшӗ уявне. Ҫав уявсем тӗлӗшӗнчен Турӑ каланӑ: «Санӑн мӗнпур арҫынну ҫулталӑкра виҫӗ хутчен Патша умне, [хӑвӑн] Ҫӳлхуҫу умне, пырса тӑтӑр» (Тух. 23:14—17). Ҫемье пуҫӗсем нумайӑшӗ ҫав уявсем Иеговӑна пуҫҫапас тӗлӗшрен питӗ кирлӗ пулнине ӑнланнӑ, ҫавӑнпа ӗнтӗ унта пӗтӗм ҫемйипе ҫӳренӗ (1 Патш. 1:1—7; Лука 2:41, 42).

12, 13. Ҫулталӑкра пӗрре килекен уявсене кайса килес тесе израильсенчен нумайӑшӗн мӗн тумалла пулнӑ?

12 Израиль ҫыннин ҫемйине ҫавӑнта кайса килесси мӗне пӗлтерни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Сӑмахран, Иосифпа Марийӑн Назаретран Иерусалима ҫитмешкӗн 100 километр утмалла пулнӑ. Сирӗн шутпа эсир ҫав ҫула пӗчӗк ачасемпе мӗн вӑхӑт хушшинче утса тухнӑ пулӑттӑр? Иисус ача чухне Иерусалима ҫӳрени ҫинчен вуласан, ҫавнашкал ҫулҫӳреве тӑван-хурӑнташсем тата пӗлӗшсем ушкӑнпа тухни курӑнать. Вӗсене ҫул ҫӳреме, пӗрле апат хатӗрлеме тата пӗлмен вырӑнта ҫӗр каҫма вырӑн шырама ҫӑмӑлах мар пулнӑ пулмалла. Анчах та ҫул ҫӳреме хӑрушах мар пулнӑ, мӗншӗн тесен Иисус 12 ҫулта пулнӑ пулин те, ӑна ашшӗпе амӑшӗ хӑш-пӗр енчен ирӗк панӑ. Ҫак уявсем, уйрӑмах ҫамрӑксемшӗн, мӗн тери манми кунсем пулнӑ пулас! (Лука 2:44—46.)

13 Израильсем тӑван ҫӗршывӗсӗр пуҫне ытти ҫӗрте те пурӑнма пуҫласан, уявсене вӗсем нумай халӑхсем патӗнчен килме пуҫланӑ. Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулта Аллӑмӗш кун уявне пархатарлӑ иудейсемпе прозелитсем Иерусалима ак ҫак вырӑнсенчен килнӗ: Италирен, Ливирен, Критран, Кӗҫӗн Азирен тата Месопотамирен (Ап. ӗҫ. 2:5—11; 20:16).

14. Ҫулленхи уявсене ҫӳрени израильсене мӗнле усӑ панӑ?

14 Шанчӑклӑ израильсем ҫав уявсене чи пысӑк тӗллевпе — хӑйсен пин-пин пархатарлӑ тӑванӗпе пӗрле Иеговӑна савӑнса пуҫҫапас тесе — ҫӳренӗ. Ҫакӑ ҫулленхи уявсенче пулнисем ҫине мӗнле витӗм кӳмелле пулнӑ? Хуравне Иегова халӑха хӳшӗ уявӗ тӗлӗшӗнчен мӗн-мӗн тумаллине каланӑ сӑмахсенче тупма пулать: «Уявӑнта савӑн, ху та, хӑвӑн ывӑлупа хӗрӳ те, арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан левит та, ютран килнӗ ҫын та, тӑлӑх ача та, тӑлӑх арӑм та — пурте савӑнӑр; [Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн ятне асӑнма] суйласа илес вырӑнта Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, ҫичӗ кун уяв ту; Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, эсӗ мӗн тунине пурне те, санӑн аллу тӑвакан пур ӗҫе те пиллӗ, эсӗ вара савӑнса анчах пурӑнӑн» (Сак. аст. 16:14, 15; Лука 11:28 вуласа пар).

ХАМӐРӐН КОНГРЕССЕНЕ МӖНШӖН ХАКЛАМАЛЛА?

15, 16. Конгрессенче пулас тесе сирӗн мӗн-мӗн тума тиврӗ? Мӗншӗн вӑй хумаллах пулнӑ?

15 Авалхи вӑхӑтра пулнӑ пысӑк пухусем — Туррӑн хальхи халӑхӗшӗн чаплӑ тӗслӗхсем! Иртнӗ ӗмӗрсем хушшинче нумайӑшӗ улшӑннӑ пулин те, ҫавӑн пек тӗлпулусен тӗп тӗллевӗ улшӑнман. Библи ҫырнӑ вӑхӑтра вӗсенче пулас тесе самаях вӑй хумалла пулнӑ. Паян та нумайӑшӗн ҫавнах тумалла. Анчах та вӑй хунин усси пысӑк. Ҫавӑн пек пысӑк пухусем Иеговӑна пуҫҫапас тӗлӗшрен халӗ те питӗ кирлӗ. Вӗсенче эпир Турӑпа хамӑр хушӑмӑрти ҫывӑх хутшӑнусене упраса хӑварма пулӑшакан пӗлӳ илетпӗр. Конгрессем пире мӗн пӗлнине пурнӑҫра тытса пыма, йывӑрлӑхсенчен пӑрӑнма ӳкӗтлеҫҫӗ, ҫавӑн пекех халран яракан тӗллевсем ҫинчен мар, кӑмӑла ҫӗклекеннисем ҫинчен шухӑшлама, вӗсене пурнӑҫа кӗртме хавхалантараҫҫӗ (Пс. 121:1—4).

16 Конгрессем унта килекенсене яланах савӑнӑҫ кӳреҫҫӗ. 1946 ҫулта иртнӗ пӗр пысӑк конгресс ҫинчен тунӑ отчетра ҫакна палӑртнӑ: «Стадионра канлӗ вырнаҫса ларнӑ пин-пин свидетеле курни кӑмӑла ҫӗклет тата пысӑк оркестр ҫумне нумай сасӑ хутшӑннӑ хыҫҫӑн трибунӑсем ҫинчен Иеговӑна мухтакан савӑнӑҫлӑ Патшалӑх юррисем янӑрама тытӑнсан чӗре тата ытларах савӑнӑҫпа тулса пычӗ». Отчетра малалла каланӑ: «Пӗрле ӗненекенсене ырӑ тӑвас тесе конгресс делегачӗсем пур уйрӑмра та ӗҫлес тесе доброволецсен уйрӑмне пынӑ». Область конгресӗсенче е пӗтӗм тӗнчери конгрессенче сирӗн те ҫавнашкал туйӑмсем пулнӑ⁠-и? (Пс. 109:3; Ис. 42:10—12.)

17. Юлашки вӑхӑтра конгрессем йӗркелес тӗлӗшрен мӗнле улшӑнусем пулса иртнӗ?

17 Конгрессене йӗркелес тӗлӗшрен хӑш-пӗр улшӑнусем тунӑ. Сӑмахран, Туррӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем конгрессем сакӑр куна пыма пултарнине те астӑваҫҫӗ! Ун чухне программа ирхи, кӑнтӑрла хыҫҫӑнхи тата каҫхи пайсенчен тӑнӑ. Ырӑ хыпар сарасси те программӑн пайӗ пулнӑ. Час-часах программа ирхи тӑххӑрта пуҫланнӑ та каҫхи тӑххӑрта вӗҫленнӗ. Доброволецсем тӑвансем валли ирхи, кӑнтӑрлахи тата каҫхи апата хатӗрлес тесе тӑрӑшса ӗҫленӗ. Халӗ вара конгрессем кӗскерех, программӑна тимлӗрех итлес тесе тӑвансем апатне хӑйсемпе пӗрле илсе килеҫҫӗ.

18, 19. Конгрессенчен эсир мӗн-мӗн чӑтӑмсӑррӑн кӗтетӗр тата мӗншӗн?

18 Тахҫантанпах ӗнтӗ конгрессен программинче эпир пурсӑмӑр та чӑтӑмсӑррӑн кӗтекен япаласем пур. Сӑмахран, эпир Библире пророкла каланисене тата унӑн вӗрентӗвӗсене лайӑхрах ӑнланма пулӑшакан докладсемпе ҫӗнӗ публикацисем урлӑ «вӑхӑтра апат» илсе тӑратпӑр (Матф. 24:45). Ҫавӑн пек публикацисем час-часах тӳркӑмӑллӑ ҫынсене Библири чӑнлӑхсене ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Библи тӑрӑх хатӗрленӗ, чуна ҫӗклекен драмӑсем ҫамрӑккисене те, ваттисене те хӑйсен шухӑш-кӑмӑлӗсене тӗрӗслесе пӑхма тата Турра ӗненмен ҫак тӗнчен сиенлӗ шухӑшӗсенчен сыхланма хавхалантараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех шыва кӗнипе ҫыхӑннӑ доклад пире пурне те хамӑр пурнӑҫра мӗне мала хумалли ҫинчен шухӑшласа пӑхма пулӑшать тата ыттисем хӑйсене Иеговӑна халалланине шыва кӗнипе кӑтартнине курса савӑнма май парать.

19 Конгрессем тахҫантанпах тӗрӗс пуҫҫапассин уйрӑлми пайӗ. Вӗсем пире савӑнӑҫлӑ пулма, йывӑр вӑхӑтра Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшаҫҫӗ, уншӑн тата ытларах ӗҫлеме хавхалантараҫҫӗ. Ҫавӑн пек тӗлпулусем ҫӗнӗ туссем тупма май параҫҫӗ, пирӗн пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑха хаклама пулӑшаҫҫӗ тата вӗсем урлӑ Иегова хӑйӗн халӑхне пиллесе, пулӑшса тӑрать. Паллах ӗнтӗ, пирӗн пурсӑмӑрӑн та конгресӑн кашни пайӗнче пулас та усӑ илес тесе хамӑр ӗҫсене майлаштармалла (Ытар. 10:22).

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]