Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Турра итле те вӑл тупа туса сӑмах панинчен усӑ ил

Турра итле те вӑл тупа туса сӑмах панинчен усӑ ил

«Турӑ... Хӑйӗнчен аслине асӑнса тупа тумашкӑн никам та ҫуккине кура, Хӑйне Хӑй асӑнса тупа туса каланӑ» (ЕВР. 6:13).

1. Иегова сӑмах пани ҫылӑхлӑ ҫынсем сӑмах панинчен мӗнпе уйӑрӑлса тӑрать?

 ИЕГОВА — «чӑнлӑх Турри» (Пс. 30:6, Мухтав юррисен кӗнеки, 1912 ҫ.). Ҫылӑхлӑ ҫынсене яланах шанма май ҫук, анчах та Турӑ шанӑҫа тивӗҫлӗ, мӗншӗн тесен «Турӑ улталаса калас ҫук» (Евр. 6:18; Йыша шутлани 23:19 вуласа пар). Турӑ ҫынсем валли мӗн тума сӑмах парать, ҫавсем яланах пурнӑҫланаҫҫӗ. Сӑмахран, Турӑ ҫӗр ҫинче пултарнӑ чухне, кашни тапхӑр умӗн хӑй мӗн тӑвасси пирки каланӑ. Вара пурте «ҫапла пулса тӑнӑ». Пултарнӑ чухнехи улттӑмӗш кун вӗҫӗнче «Турӑ Хӑй пултарнине пурне те курнӑ та: акӑ питех те аван» тенӗ (Пулт. 1:6, 7, 30, 31).

2. Мӗн вӑл Туррӑн канӑҫлӑх кунӗ тата мӗншӗн вӑл ҫав куна сӑваплӑ тунӑ?

2 Ҫӗр ҫинче пултарнисем пурте питех те аван тенӗ хыҫҫӑн Иегова ҫиччӗмӗш кун пуҫланни ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫакӑ — Туррӑн канӑҫлӑх кунӗ. Вӑл — 24 сехете тӑсӑлакан кун мар, нумай вӑхӑта пыракан тапхӑр. Ҫав тапхӑр вӑхӑтӗнче Турӑ ҫӗр ҫинче нимӗн те пултармасть (Пулт. 2:2). Туррӑн канӑҫлӑх кунӗ халӗ те пырать-ха (Евр. 4:9, 10). Библире ҫав кун хӑҫан пуҫланни ҫинчен тӳррӗн каламан. Ҫакӑ Адамӑн арӑмне, Евӑна, пултарнӑ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт иртсен, 6 000 ҫула яхӑн каялла, пуҫланнӑ. Христосӑн Пин ҫуллӑх Патшалӑхӗ кӗҫех ертсе пыма пуҫлӗ те Турӑ ҫӗр тӗлӗшӗнчен палӑртса хунӑ тӗллеве — ҫӗре рай туса хурса унта пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынсене ӗмӗр-ӗмӗрӗпе пурӑнтарас тӗллеве — пурнӑҫлӗ (Пулт. 1:27, 28; Ӳлӗм. 20:6). Ҫавӑн пек телейлӗ пуласлӑх пуласса эпир шанма пултаратпӑр-и? Паллах! Вӗт «Турӑ ҫиччӗмӗш куна пилленӗ, ӑна сӑваплӑ тунӑ». Ҫакӑ, кирек мӗнле йывӑрлӑхсем сиксе тухсан та, Туррӑн тӗллевӗ унӑн канӑҫлӑх кунӗн вӗҫӗнче пурпӗр пурнӑҫлать тесе шантарать (Пулт. 2:3).

3. а) Туррӑн канӑҫлӑх кунӗн пуҫламӑшӗнче мӗнле пӑлхав ҫӗкленӗ пулнӑ? ӑ) Ҫав пӑлхава пусарса лартма шут тытни ҫинчен Иегова мӗнле пӗлтернӗ?

3 Анчах та Туррӑн канӑҫлӑх кунӗн пуҫламӑшӗнче инкек сиксе тухнӑ. Туррӑн пӗлӗтри ывӑлӗсенчен пӗри турӑ — Иеговӑна хирӗҫ пыракан — пулма шут тытнӑ. Вӑл пӗрремӗш суя каланӑ та Евӑна улталанӑ, ҫавна пула Ева Иеговӑна итлемен (1 Тим. 2:14). Унтан Ева хӑйӗн упӑшкине пӑлхав ҫӗклеме ӳкӗте кӗртнӗ (Пулт. 3:1—6). Ҫут тӗнчен историйӗнчи ҫак шутсӑр йывӑр самантра та, Туррӑн тӗрӗслӗхӗ пирки иккӗлентернӗ чухне, Иегова хӑйӗн тӗллевӗ пурпӗр пурнӑҫланассине тупа туса ҫирӗплетсе парас мар тенӗ. Ун вырӑнне вӑл — хӑй палӑртса хунӑ вӑхӑтра ӑнланмалла пулнӑ сӑмахсемпе — пӑлхава мӗнле пусарса лартасси ҫинчен ҫеҫ каланӑ: «Санпала [Сатанапа] арӑм хушшине, сан вӑрлӑхупа арӑм вӑрлӑхӗн хушшине тӑшманлӑх хурӑп; арӑмран ҫураласси [пама пулнӑ Вӑрлӑх] санӑн пуҫна ҫапса ҫӗмӗрӗ, эсӗ ӑна ури тупанӗнчен сӑхӑн» (Пулт. 3:15; Ӳлӗм. 12:9).

ТУПА ТУНИ — СӐМАХСЕМ ТӖРӖССИНЕ ҪИРӖПЛЕТСЕ ПАРАКАН САККУНЛӐ МАЙ

4, 5. Авраам сӑмах панӑ чухне мӗнле саккунлӑ майпа усӑ курнӑ?

4 Этемлӗх историйӗн пуҫламӑшӗнче Адампа Евӑна хӑйсен сӑмахӗсем тӗрӗс пулнине тупа туса ҫирӗплетсе пама кирлӗ пулман курӑнать. Турӑ пӗр ҫитменлӗхсӗр пултарнисене —Турра юратакансене тата хӑйсене ун пек тытакансене — тупа тума кирлӗ мар; вӗсем яланах тӗрӗссине калаҫҫӗ тата пӗр-пӗрне пӗтӗмпех шанаҫҫӗ. Анчах та пӗрремӗш мӑшӑр ҫылӑха кӗнӗ хыҫҫӑн ҫитменлӗхлӗ пулса тӑрсан, пурте улшӑннӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн суяпа ултав ҫынсем хушшинче анлӑ сарӑлнӑ, ҫавӑнпа та ҫынсем, кирлӗ ӗҫсенче хӑйсен сӑмахӗсем тӗрӗс пулнине ҫирӗплетсе парас тесе, тупа тума пуҫланӑ.

5 Авраам патриарх ҫав саккунлӑ майпа — тупа тӑвассипе — сахалтан та, виҫӗ хутчен усӑ курнӑ (Пулт. 21:22—24; 24:2—4, 9). Сӑмахран, вӑл Елам патшине тата унпа пӗрле пулнӑ патшасене ҫӗнтерсе таврӑннӑ чухне тупа тунӑ. Салимпа Содом патшисем Авраама тӗл пулма тухнӑ. Ҫавӑн пекех Мелхиседек, Салим патши, «Ҫӳлти Туррӑн священникӗ» пулнӑ. Ҫавӑнпа вӑл Авраама пилленӗ те Турра, вӑл Авраама тӑшманӗсене ҫӗнтерме пулӑшнӑшӑн, мухтанӑ (Пулт. 14:17—20). Унтан, Содом патши хӑйӗн ҫыннисене тӑшман аллинчен ҫӑлнӑшӑн Авраама парне парасшӑн пулнӑ чухне, Авраам тупа тунӑ: «Аллӑма Ҫӳлти Ҫӳлхуҫа Турӑ енне, тӳпепе ҫӗр Патши енне, ҫӗклетӗп [«те тупа тӑватӑп», ҪТ], санӑн: эпӗ Аврама пуйтартӑм темелле ан пултӑр — санӑн мӗнпур тупрунтан ҫипне те, ура сыррин чӗнне те илмӗп» (Пулт. 14:21—23).

ИЕГОВА АВРААМА ТУПА ТУСА СӐМАХ ПАРАТЬ

6. а) Авраам пире мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ? ӑ) Авраам итлени пире мӗнле усӑ парать?

6 Ҫылӑхлӑ этемлӗхе ырӑ тӑвас тесе Иегова Турӑ та, сӑмахран, ҫакӑн пек сӑмахсем каласа тупа тунӑ: «Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа» (Иез. 17:16). Библире Иегова Турӑ хӑҫан-хӑҫан тупа туни ҫинчен 40 хут ытла каланӑ. Тен, чи паллӑ тӗслӗх — Турӑ Авраама тупа туса каланисем. Нумай ҫул хушшинче Иегова Авраампа темиҫе килӗшӳ тунӑ, урӑхла каласан, ӑна темиҫе хутчен сӑмах панӑ. Ҫав килӗшӳсенчен Авраам хӑйӗн ҫемйинчен, Исаак ывӑлӗ урлӑ, пама пулнӑ Вӑрлӑх пулассине пӗлнӗ (Пулт. 12:1—3, 7; 13:14—17; 15:5, 18; 21:12). Ҫавӑн хыҫҫӑн вара Иегова Авраама хытӑ тӗрӗсленӗ — Вӑл ӑна юратнӑ ывӑлне парнене кӳме хушнӑ. Авраам тӳрех итленӗ те Исаака парнене кӳме тӑнӑ, анчах Туррӑн ангелӗ ӑна чарнӑ. Унтан Турӑ тупа тунӑ: «Хампа тупа тӑватӑп, ҫак ӗҫе тунӑшӑн, [Маншӑн] хӑвӑн ывӑлна, пӗртен-пӗррескерне, хӗрхенменшӗн Эпӗ сана пиллесех пиллӗп, санӑн вӑрлӑхна йышлӑлантарнӑҫемӗн йышлӑлантарӑп, ӑна тӳпери ҫӑлтӑрсем чухлӗ, тинӗс хӗрринчи хӑйӑр чухлӗ тӑвӑп; санӑн вӑрлӑху хӑйӗн тӑшманӗсен хулисене туртса илӗ; эсӗ Манӑн сӑмахӑма итленӗшӗн санӑн вӑрлӑху урлӑ ҫӗр ҫинчи пур халӑх та пиллӗх илӗ» (Пулт. 22:1—3, 9—12, 15—18).

7, 8. а) Турӑ Авраама мӗнле тӗллевпе тупа тунӑ? ӑ) Турӑ тупа туса сӑмах пани Иисусӑн «урӑх сурӑхӗсене» мӗнле усӑ парать?

7 Мӗншӗн Турӑ хӑйӗн сӑмахӗ пурнӑҫланӗ тесе Авраама тупа тунӑ? Ҫавна вӑл Христоспа пӗрле еткерҫӗсем пулмаллисене тата «тӑхӑмсене», е пама пулнӑ вӑрлӑхӑн тепӗр пайне кӗрекенсене, хӑйӗн сӑмахӗ тӗрӗс пулнине шантарса калас тата вӗсен ӗненӗвне ҫирӗплетес тесе тунӑ. (Еврейсем 6:13—18 вуласа пар; Гал. 3:29, ҪХ.) Павел апостол ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, Иегова «тупа тунӑ [«Хӑй сӑмах панине тупапа ҫирӗплетнӗ», ҪХ]. Турӑ улталаса калас ҫук, апла пире пама пулни те, тупа туни те — иккӗшӗ те — улшӑнма пултараймаҫҫӗ... эпир вара, питех те хавхаланса, хамӑр умӑрти ӗмӗте ҫирӗп ярса тытрӑмӑр [«пире хамӑр умӑрти шанчӑка ярса тытма хытӑ хавхалантарас тесе тунӑ», ҪТ]».

8 Турӑ Авраама тупа тунинчен святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем кӑна усӑ илсе тӑмаҫҫӗ. Авраам «вӑрлӑхӗ» урлӑ «ҫӗр ҫинчи пур халӑх та пиллӗх илӗ» тесе тупа тунӑ Иегова (Пулт. 22:18). Ҫав «пур халӑх» шутне Христоса пӑхӑнса тӑракан «урӑх сурӑхсем», ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗрӗпех пурӑнма шанакансем, кӗреҫҫӗ (Иоанн 10:16). Пӗлӗтре пурӑнма шанатпӑр-и эпир е ҫӗр ҫинче-и, кирек мӗнле пулсан та пирӗн Турра яланах итлесе пурӑннипе ҫав шанчӑка «ярса тытмалла». (Еврейсем 6:11, 12 вуласа пар.)

АВРААМА СӐМАХ ПАНИПЕ ҪЫХӐННӐ ТУПА ТУНИСЕМ

9. Авраамӑн йӑхӗ Египетра чуралӑхра пулнӑ чухне Иегова мӗн тесе тупа тунӑ?

9 Темиҫе ӗмӗр иртсен, Иегова Авраама панӑ сӑмаха пурнӑҫлӑп тесе каллех тупа тунӑ. Ҫакӑ вӑл хӑйӗн сӑмахӗсене Моисея Египетра чуралӑхра пулнӑ Авраам йӑхне калама ярсан пулса иртнӗ (Тух. 6:6—8). Ҫавӑн ҫинчен асӑнса Турӑ каярахпа каланӑ: «Эпӗ Израиль халӑхне суйласа илнӗ кун... аллӑма ҫӗклесе, вӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухса, вӗсем валли Хам суйласа илнӗ ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан вырӑна... илсе ҫитерме тупа тунӑ» (Иез. 20:5, 6).

10. Израиле Египетран хӑтарнӑ хыҫҫӑн Иегова вӗсене мӗн тума сӑмах панӑ?

10 Израиль Египет чуралӑхӗнчен ирӗке тухнӑ хыҫҫӑн Иегова вӗсене каллех тупа туса сӑмах панӑ: «Эсир Манӑн сӑмахӑма итлесессӗн, Манӑн халалӑма пурӑнӑҫласа пырсассӑн, ытти пур халӑх хушшинче Манӑн еткерӗм пулатӑр, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм ҫӗр Манӑн, эсир Манӑн патшалӑхӑм, священниксен патшалӑхӗ пулатӑр, сӑваплӑ халӑх пулатӑр» (Тух. 19:5, 6). Турӑ Израиле калама ҫук пысӑк чыс тунӑ! Ҫав халӑх ҫыннисем Турра итленӗ пулсан, вӗсен ытти пур ҫынна та пиллӗх кӳрекен священниксен патшалӑхӗ пулас шанчӑк пулнӑ пулӗччӗ. Каярахпа, ун чухне Израиль валли хӑй мӗн тунине сӑнласа панӑ май, Иегова каланӑ: «Эпӗ... сана тупа турӑм, санпа ҫураҫу турӑм» (Иез. 16:8).

11. Турӑ Израиле килӗшӳ тума тата хӑй суйласа илнӗ халӑх пулма сӗнсен, вӗсем мӗн тунӑ?

11 Ун чухне Иегова израильсене итлесе пурӑнма вӑйпа тупа тутарман; ҫавӑн пекех Иегова вӗсене ятарлӑ халӑх пулма ирӗксӗрлемен. Ун вырӑнне вӗсем хӑйсен ирӗкӗпе каланӑ: «Ҫӳлхуҫа каланине пурне те тӑвӑпӑр» (Тух. 19:8). Виҫӗ кун иртсен, Иегова Турӑ хӑй суйласа илнӗ халӑхран мӗн тума ыйтни ҫинчен Израиле пӗлтернӗ. Чи малтан вӑл вӗсене Вунӑ заповедь панӑ, унтан Моисей Тухни 20:22—​23:33-мӗшӗнче ҫырса хунӑ ытти ӳкӗтсем ҫинчен каласа тухнӑ. Израиль мӗнле хуравланӑ? «Пӗтӗм халӑх пӗр ҫӑвартан хуравланӑ: Ҫӳлхуҫа каланине пурне те тӑвӑпӑр» (Тух. 24:3). Ҫавӑн хыҫҫӑн Моисей саккунсене «халал кӗнекине» ҫырса хунӑ та, пӗтӗм халӑх илтме пултартӑр тесе, сасӑпа вуласа панӑ. Вара халӑх виҫҫӗмӗш хут тупа тунӑ: «Ҫӳлхуҫа мӗн каланине пурне те тӑвӑпӑр» (Тух. 24:4, 7, 8).

12. Израиле хамӑн ятарлӑ халӑхӑм пулӑн тесе сӑмах панӑ хыҫҫӑн Иегова хӑйне мӗнле тытнӑ тата израильсем Турра сӑмах панӑ хыҫҫӑн хӑйсене мӗнле тытнӑ?

12 Иегова Саккун килӗшӗвӗ тӑрӑх мӗн тума сӑмах панине тӳрех пурнӑҫлама пуҫланӑ. Вӑл пуҫҫапма чатӑр туса лартма хушнӑ та унта ӗҫлеме священниксене суйласа илнӗ. Ҫав священство ҫылӑхлӑ ҫынсене унпа ҫывӑхланма пулӑшнӑ пулӗччӗ. Анчах та израильсем хӑйсене Турра халалланине хӑвӑрт манса кайнӑ та «Израилӗн Святойне хурланӑ [«кӳрентернӗ», Мухтав юррисен кӗнеки, 1912 ҫ.]» (Пс. 77:41). Сӑмахран, Моисей Синай тӑвӗ ҫинче саккун илнӗ вӑхӑтра, израильсем, Моисей хӑйсене пӑрахса хӑварнӑ тесе шутласа, чӑтӑмсӑр пулнипе Турра ӗненме пӑрахма пуҫланӑ. Ҫавӑнпа вӗсем ылтӑн пӑру тунӑ та каланӑ: «Эй Израиль, акӑ сана Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ турру!» (Тух. 32:1, 4.) Унтан вӗсем «Ҫӳлхуҫа уявӗ» теекен уява паллӑ тума пуҫланӑ, хӑйсем тунӑ йӗрӗхе пуҫҫапнӑ, парнесем кӳнӗ. Ҫавна курсан Иегова Моисея каланӑ: «Эпӗ кӑтартнӑ ҫултан вӗсем часах пӑрӑнса кайрӗҫ» (Тух. 32:5, 6, 8). Шел пулин те, ҫавӑнтанпа Израиль Турра нумай хутчен тупа тунӑ, кайран вара вӗсене пӑснӑ (Йыша шутл. 30:2).

ТЕПӖР ИКӖ ХУТЧЕН ТУПА ТУНИ

13. Турӑ Давид патшана мӗн пирки тупа туса сӑмах панӑ тата ҫавӑ пама пулнӑ Вӑрлӑхпа мӗнле ҫыхӑннӑ?

13 Давид патшара ларнӑ чухне Иегова тепӗр икӗ хутчен тупа туса сӑмах панӑ, ҫаксем вара Турра итлекенсене пурне те усӑ памалла пулнӑ. Пӗрремӗшӗнчен, вӑл Давида унӑн аслӑ пуканӗ, е престолӗ, ӗмӗр-ӗмӗрӗпех ҫирӗп тӑрӗ тесе тупа тунӑ (Пс. 88:36, 37; 131:11, 12). Ҫакӑ пама пулнӑ Вӑрлӑха «Давид Ывӑлӗ» тесе чӗнмелле пулнине пӗлтерет (Матф. 1:1; 21:9). Давид хӑйне кӗҫӗне хурса ҫав пулас вӑрлӑха манӑн «Ҫӳлхуҫа» тенӗ, мӗншӗн тесен Христосӑн пысӑкрах вырӑн йышӑнмалла пулнӑ (Матф. 22:42—44).

14. Вӑрлӑх пирки Иегова мӗн тесе тупа туса сӑмах панӑ тата ҫакӑ пире мӗнле усӑ парать?

14 Иккӗмӗшӗнчен, Иегова Давида ҫав хӑйне евӗрлӗ пӗртен-пӗр Патша ҫынсемшӗн аслӑ священник та пулса ӗҫлӗ тесе пророкла калама хавхалантарнӑ. Израильте патша священник пулма, священник патша пулма пултарайман. Священниксем Левий йӑхӗнчен пулнӑ, патшасем — Иуда йӑхӗнчен. Анчах та Давид хӑйӗн пуласлӑхра мухтава тухас еткерҫи пирки ҫапла пророкла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар, тенӗ. Ҫӳлхуҫа тупа тунӑ, Вӑл ӑна улӑштармӗ: Эсӗ — ӗмӗрлӗх священник, Мелхиседек евӗрлӗ священник» (Пс. 109:1, 4). Давид пророкла каласа хунӑ пекех, халӗ Иисус Христос, пама пулнӑ Вӑрлӑх, пӗлӗтрен патшара ларса ертсе пырать. Ҫавӑн пекех вӑл ӳкӗнекен ҫынсене Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшнипе аслӑ священник пулса ӗҫлет. (Еврейсем 7:21, 25, 26 вуласа пар.)

ҪӖНӖ ТУРӐ ИЗРАИЛӖ

15, 16. а) Библире мӗнле икӗ Израиль халӑхӗ ҫинчен каланӑ тата вӗсенчен хӑшне паян Турӑ пиллет? ӑ) Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене тупа тӑвас тӗлӗшрен мӗн тума хушнӑ?

15 Израиль халӑхӗ Иисус Христоса сирсе янӑшӑн Иегова та вӗсене юлашкинчен сирсе янӑ, ҫавӑнпа вӗсем «священниксен патшалӑхӗ» пулмалли мая ҫухатнӑ. Иисус иудейсен пуҫлӑхӗсене каланӑ: «Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен туртса илӗҫ те ӑна унӑн ҫимӗҫне кӳрекен халӑха парӗҫ» (Матф. 21:43). Ҫав ҫӗнӗ халӑх пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче, Иерусалима пухӑннӑ Иисусӑн 120 вӗренекенӗ ҫине святой сывлӑш ансан, пуҫланса кайнӑ. Ҫав вӗренекенсене «Турӑ Израилӗ» теме пуҫланӑ, вара кӗҫех вӗсен шучӗ темиҫе пине ҫитнӗ. «Турӑ Израилӗ» шутне вӑл вӑхӑтра пӗлекен пур халӑхри ҫынсем кӗнӗ (Гал. 6:16).

16 Израиль халӑхӗпе танлаштарсан, ҫӗнӗ Турӑ Израилӗ Турра итлесе пурӑннипе лайӑх ҫимӗҫ кӳрсе тӑрать. Турӑ Израилӗ тытса тӑракан ӳкӗтсенчен пӗри тупа тӑвассипе ҫыхӑннӑ. Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне ҫынсем суйса е кирлӗ-кирлӗмаршӑн тупа тунӑ (Матф. 23:16—22). Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене вӗрентнӗ: «Пачах та тупа ан ту... Сирӗн сӑмахӑр „ҫапла, ҫапла“ е „ҫук, ҫук“ тени анчах пултӑр [«сирӗн „ҫапла“ текен сӑмах „ҫапла“ тенине, сирӗн „ҫук“ тени „ҫук“ тенине пӗлтертӗр», ҪТ]; унтан ытлашши усалтан вӑл» (Матф. 5:34, 37).

17. Тепӗр вӗренмелли статьяра мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

17 Ҫакӑ нихӑҫан та тупа тума юраманнине пӗлтерет-и? Тата кирлӗрех ыйту: пирӗн „ҫапла“ тени „ҫапла“ тенине пӗлтертӗр тесен пирӗн мӗн тумалла? Ҫак ыйтусене тепӗр вӗренмелли статьяра пӑхса тухӑпӑр. Туррӑн Сӑмахӗнче мӗн калани ҫинчен шухӑшланӑ май Иеговӑна яланах итлесе пурӑнма ҫирӗп шут тытар. Вара Турӑ савӑнӗ те пире хӑй тупа туса сӑмах панипе килӗшӳллӗ ӗмӗр-ӗмӗрӗпех пиллесе тӑрӗ.

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]