Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова каҫарни саншӑн мӗне пӗлтерет?

Иегова каҫарни саншӑн мӗне пӗлтерет?

«Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ], этеме юратакан, ырӑ кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ... айӑпа, усал ӗҫе, ҫылӑха каҫаракан... Турӑ» (ТУХ. 34:6, 7).

1, 2. а) Иегова Израиль халӑхне хӑйӗн мӗнле лайӑх енӗсене кӑтартнӑ? ӑ) Ҫак статьяра мӗнле ыйту пӑхса тухӑпӑр?

 НЕЕМИЯ вӑхӑтӗнче левитсен ушкӑнӗ пӗтӗм халӑхшӑн кӗлтунӑ чухне Израиль халӑхӗ Иеговӑн ӳкӗчӗсене час-часах итлемен тесе палӑртнӑ. Анчах та Иегова вӗсене ҫине-ҫинех каҫарнӑ. Вӑл — «каҫарма юратакан, ырӑ та хӗрхенекен кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ Турӑ». Неемия вӑхӑтӗнче тыткӑнран таврӑннисене Иегова ырлӑх кӑтартсах тӑнӑ (Неем. 9:16, 17).

2 Пирӗнтен кашни хӑйӗнчен ҫапла ыйтма пултарать: «Иегова каҫарни маншӑн мӗне пӗлтерет?» Ҫак кирлӗ ыйту ҫине хуравлас тесе Иегова хӑй каҫарнӑ икӗ арҫынпа хӑйне мӗнле тытнине пӑхса тухар. Ҫав ҫынсем Давидпа Манассия патшасем пулнӑ.

ДАВИД ТУНӐ ЙЫВӐР ҪЫЛӐХСЕМ

3—5. Давид йывӑр ҫылӑх мӗнле тунӑ?

3 Давид Турӑран хӑракан ҫын пулнӑ пулин те, вӑл йывӑр ҫылӑхсем тунӑ. Ҫав ҫылӑхсенчен иккӗшӗ пӗр мӑшӑрпа — Урияпа тата Вирсавипе — ҫыхӑннӑ пулнӑ. Ҫав ҫылӑхсем виҫҫӗшне те пысӑк инкек кӳнӗ. Ҫапах та Турӑ Давида мӗнле тӳрлетни Иегова епле каҫарни ҫинчен нумайӑшне уҫса парать. Мӗн пулса иртнине айтӑр пӑхса тухар.

4 Давид Израиль ҫарне Раввӑна, аммонсен тӗп хулине, ярса илме янӑ. Ҫав хула Иерусалимран пӗр 80 километр тухӑҫалла, Иордан юханшыв леш енче вырнаҫнӑ пулнӑ. Давид хӑй Иерусалима тӑрса юлнӑ та хӑйӗн керменӗн тӑрринчен ҫӑвӑнакан Вирсавие курах кайнӑ. Унӑн упӑшки килӗнче пулман. Давид Вирсави ҫине пӑхса тӑрса аскӑн шухӑшпа ҫав тери хӗрсе кайнӑ та ӑна хӑйӗн керменне чӗнсе килме янӑ, унта вӑл вара унпа аскӑн ӗҫ тунӑ (2 Патш. 11:1—4).

5 Вирсавин ҫие юлнине пӗлсен, Давид унӑн упӑшкине, Урияна, вӑл хӑйӗн арӑмӗпе ар хутшӑнӑвне кӗрессе шанса, Иерусалима чӗннӗ. Анчах та Урия хӑйӗн килне те кӗмен — Давид ӑна ҫавна тума тем пек хӗтӗртсен те. Ҫавӑнпа та патша ҫар пуҫлӑхӗ патне «ӑҫта чи вирлӗ ҫапӑҫу пулать, Урияна ҫавӑнта тӑрат» та ытти ҫар ҫыннисем унран пӑрӑнччӑр тесе ҫыру вӑрттӑн ҫырса янӑ. Тӑшмансем Урияна, Давид шутласа хунӑ пекех, хӑвӑртах вӗлернӗ (2 Патш. 11:12—17). Ҫапла вара урӑх ҫын мӑшӑрӗпе аскӑн ӗҫ тунисӗр пуҫне патша тата тепӗр ҫылӑх тунӑ — айӑпсӑр ҫынна вӗлернӗ.

ДАВИД ХӐЙ ҪЫЛӐХНЕ ӐНЛАНСА ИЛЕТ

6. Давид ҫылӑха кӗрсен, Турӑ хӑйне мӗнле тытнӑ тата ҫакӑ Иегова ҫинчен мӗн калать?

6 Паллах ӗнтӗ, Иегова мӗн пулса иртнине пурне те курнӑ. Ун куҫӗнчен нимӗн те пытанса юлаймасть (Ытар. 15:3). Каярахпа патша Вирсавие качча илнӗ пулин те, «Давид тунӑ ҫак ӗҫ Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫ пулнӑ» (2 Патш. 11:27). Давид ҫавнашкал йывӑр ҫылӑхсем тусан, Иегова хӑйне мӗнле тытнӑ? Вӑл Давид патне Нафан пророка янӑ. Иегова — каҫаракан Турӑ, ҫавӑнпа та вӑл хӗрхенӳ кӑтартма сӑлтав тупасшӑн пулнӑ. Иегова хӑйне ҫавӑн пек тытни сан чунна хускатмасть-и? Вӑл Давида ҫылӑхӗ ҫинчен каласа пама хистемен, ун вырӑнне вӑл Нафана патша патне унӑн ҫылӑхӗсем мӗн тери йывӑр пулнине кӑтартакан калава каласа пама янӑ. (2 Патшасен 12:1—4 вуласа пар.) Ҫак ҫӑмӑлах мар ыйтӑва татса парас тесе ҫавӑн пек майпа усӑ курни питӗ витӗмлӗ пулнӑ!

7. Нафан калавне итлесе пӗтерсен, Давид хӑйне мӗнле тытнӑ?

7 Нафан илсе панӑ тӗслӗхре Давид тӗрӗсмарлӑха тӳрех асӑрханӑ. Вӑл калаври пуян ҫын ҫине ҫилленнӗ те Нафана каланӑ: «Турӑ пур! ҫавӑн пек тунӑ ҫын вилӗме тивӗҫлӗ». Унсӑр пуҫне Давид ҫавӑн пек тӗрӗсмарлӑхран сиен курнӑ ҫынна кирлӗ чухлӗ тӳлесе татмалла тенӗ. Унтан Нафан Давида каланӑ: «[Ҫавӑн пек тунӑ] ҫын — эсӗ вӑл». Ҫакна илтсен Давид шартах сикнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Давида ҫав ӗҫсемшӗн сан килӳнтен «хӗҫ» хӑпмӗ, ҫемйӳне инкек пырса ҫапӗ тата хӑвӑн ҫылӑхусемшӗн пурин умӗнче намӑс курмалла пулӗ тесе каланӑ. Хӑйӗн ҫылӑхӗсем ҫав тери йывӑр пулнине ӑнланса илсен, вӑл хурланса каланӑ: «Эпӗ Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗтӗм» (2 Патш. 12:5—14).

ДАВИДӐН КӖЛЛИ ТАТА ТУРРӐН КАҪАРӐВӖ

8, 9. 50-мӗш Псаломри сӑмахсем Давидӑн тарӑн туйӑмӗсем ҫинчен мӗн уҫса параҫҫӗ тата вӗсенчен эпир Иегова ҫинчен мӗн пӗлетпӗр?

8 Каярахпа Давид патша 50-мӗш Псалома хывнӑ. Ҫав псаломри сӑмахсем вӑл питӗ хытӑ куляннине кӑтартаҫҫӗ. Давид Иеговӑна пулӑшсам тесе йӑлӑннӑ. Анчах та вӑл хӑй тӗрӗс мар тунине ӑнланса илнисӗр пуҫне хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн те ӳкӗннӗ. Пуринчен ытла Давид хӑйӗнпе Турӑ хушшинчи хутшӑнусем ҫинчен шутланӑ. «Сан умӑнта, пӗр Сан умӑнта ҫылӑха кӗтӗм»,— тенӗ вӑл. Давид Иеговӑна йӑлӑннӑ: «Ман ӑшӑма таса чӗре туса хур, ӑшӑмри сывлӑша ҫӗнетсе ҫирӗп ту... Ху ҫӑлассипе каллех савӑнтар мана, хӑватлӑ Сывлӑшупа тӗреклӗлентер мана» (Пс. 50:3—6, 9—14). Хӑвӑн йӑнӑшусене эсӗ, Давид пекех, Иеговӑна чӗререн, ним пытармасӑр каласа паратӑн-и?

9 Иегова Давида ҫылӑхӗсем кӳнӗ сиенрен хӳтӗлемен. Ҫав ҫылӑхсем Давида пурнӑҫ тӑршшӗпех йывӑрлӑхсем кӳрсе тӑнӑ. Анчах та Давид ӳкӗннӗрен — унӑн «ӳкӗнекен, йӑваш чӗрине» кура — Иегова ӑна каҫарнӑ. (Псалом 31:5 вуласа пар; Пс. 50:19.) Пурне те Тума Пултаракан Турӑ ҫын мӗнле туйӑмсене, сӑлтавсене пула ҫылӑх тунине ӑнланать. Ҫавӑнпа та Турӑ ҫынсенчен суйласа лартнӑ судьясене Давидпа Вирсавие Моисей саккунӗнче каланӑ пек вӗлермелле темен (Лев. 20:10). Ун вырӑнне Давидпа Вирсавие вӑл хӑй суд тунӑ та вӗсене хӗрхеннӗ. Турӑ вӗсен ывӑлне, Соломона, Израилӗн патши пулма та суйласа лартнӑ (1 Ҫулс. 22:9, 10).

10. а) Иегова Давида каҫарма мӗнле сӑлтав тупма пултарнӑ? ӑ) Иегова каҫартӑр тесен ҫыннӑн мӗн-мӗн тумалла?

10 Иегова Давида тепӗр сӑлтава пула — Давид Саула хӗрхеннӗрен — каҫарнӑ пулмалла (1 Патш. 24:4—7). Эпир хамӑра ыттисемпе мӗнле тытатпӑр, Иегова та пирӗнпе ҫавӑн пек тытать тесе ӑнлантарнӑ Иисус. «Ан айӑплӑр, вара хӑвӑра та айӑпламӗҫ,— тенӗ Иисус,— мӗнле айӑплӑр, хӑвӑра та ҫаплах айӑплӗҫ; мӗнле виҫепе виҫӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫӗҫ» (Матф. 7:1, 2). Иегова пирӗн ҫылӑхсене — мӑшӑра улталани тата ҫынна вӗлерни пек йывӑр ҫылӑхсене те — каҫарнине пӗлни кӑмӑла ҫӗклет! Вӑл ҫавна тутӑр тесен, пирӗн ыттисене каҫарма хатӗр пулмалла, ӑна хамӑр ҫылӑхсене каласа памалла тата хамӑр ҫылӑхсем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхса хамӑр шухӑш-кӑмӑла улӑштармалла. Ҫылӑха кӗнӗ ҫынсем чунтан ӳкӗннӗ чухне Иегова вӗсене «савӑнмалли вӑхӑт» парать, урӑхла каласан, вӗсене таса совесть илме пулӑшать. (Апостолсен ӗҫӗсем 3:19, 20 вуласа пар.)

МАНАССИЯН ЙЫВӐР ҪЫЛӐХӖСЕМПЕ ӲКӖНӖВӖ

11. Манассия мӗнле ирсӗр ӗҫсем тунӑ?

11 Иегова мӗн таран каҫарма хатӗр пулнине кӑтартакан Библири тепӗр тӗслӗхе пӑхса тухар. Давид патшана ларнӑранпа пӗр 360 ҫул иртсен, Манассия Иуда патши пулса тӑнӑ та 55 ҫул хушши патшара ларнӑ. Иегова ӑна ҫав вӑхӑт хушшинче тунӑ ирсӗр ӗҫсемшӗн сивленӗ. Сӑмахран, Манассия Ваал валли парне вырӑнӗсем туса лартнӑ, «тӳпери мӗнпур ҫара» пуҫҫапнӑ, хӑйӗн ывӑлӗсене вут-ҫулӑм витӗр кӑларнӑ, ҫынсене ӑрӑмлама, тухатлама хавхалантарнӑ. Вӑл «Ҫӳлхуҫа умӗнче... юрӑхсӑр ӗҫ нумай тунӑ» (2 Ҫулс. 33:1—6).

12. Манассия Иегова енне мӗнле ҫаврӑннӑ?

12 Юлашкинчен Манассияна тӑван ҫӗрӗнчен Вавилона илсе кайса тӗрмене хупнӑ. Унта вӑл, тен, Моисей Израиле каланӑ сӑмахсене аса илнӗ: «Хуйхӑ-асап ҫитсессӗн — вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл санӑн патна пӗтӗмпех килсе тӑрӗ — эсӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, енне ҫаврӑнӑн та Унӑн сассине итлӗн» (Сак. аст. 4:30). Манассия Иегова енне ҫаврӑннӑ. Ҫавна вӑл мӗнле тунӑ? Вӑл «питех те йӑвашланнӑ» тата Турра кӗлтунӑ (2 Ҫулс. 33:12, 13). Манассия мӗнле сӑмахсемпе кӗлтунине Библире ҫырса хуман, анчах та вӗсем Давид патша 50-мӗш Псаломра каланӑ сӑмахсем пекрех пулнӑ пулас. Кирек мӗнле пулсан та, Манассия хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне пӗтӗмпех улӑштарнӑ.

13. Мӗншӗн Иегова Манассияна каҫарнӑ?

13 Манассиян кӗллисем ҫине Иегова хуравланӑ-и? «Турӑ вара ӑна тӑнланӑ, унӑн кӗллине илтнӗ». Давид пекех Манассия хӑй мӗнле йывӑр ҫылӑхсем тунине ӑнланса илнӗ те чунтан ӳкӗннӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ ӑна каҫарнӑ та каялла Иерусалима илсе килсе патшана лартнӑ. «Манассия вара Ҫӳлхуҫа Турӑ иккенне пӗлнӗ» (2 Ҫулс. 33:13). Пирӗн хӗрхенекен Турӑ чунтан ӳкӗнекенсене каҫарнине кӑтартакан ҫак тӗслӗх питӗ йӑпатать!

ИЕГОВА ЯЛАНАХ КАҪАРАТЬ-И?

14. Ҫылӑх тунӑ ҫынна Иегова каҫарассипе каҫарманни мӗнрен килет?

14 Туррӑн хальхи ӗҫлекенӗсенчен нумайӑшӗн нихӑҫан та, Давидпа Манассия пек, йывӑр ҫылӑхсем тунӑшӑн каҫару ыйтма тивмӗ. Анчах та Иегова ҫав икӗ патшана каҫарни пирӗн Турӑ — ҫылӑха кӗнӗ ҫын чӑннипех ӳкӗнет пулсан — йывӑр ҫылӑхсене те каҫарма хатӗр пулнине ӑнланма пулӑшать пире.

15. Иегова пур ҫынна та вӗсем ҫылӑхӗсемшӗн яланах каҫарманнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

15 Паллах ӗнтӗ, ҫакӑнтан Иегова пур ҫынна та вӗсен ҫылӑхӗсемшӗн яланах каҫарать тесе шухӑшламалла мар. Ҫавӑнпа та Давидпа Манассиян шухӑш-кӑмӑлне Израильри тата Иудӑри кутӑн халӑхӑн шухӑш-кӑмӑлӗпе танлаштарса пӑхар. Давида питлес тата ӳкӗнме май парас тесе Турӑ ун патне Нафана янӑ. Давид пархатарлӑ пулса ҫав майпа усӑ курнӑ та ӳкӗннӗ. Манассия, хӑйне шутсӑр йывӑр килсен, хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн чунтан ӳкӗнме кирлине ӑнланса илнӗ. Анчах та Израильпе Иуда халӑхӗ тӑтӑшах ӳкӗнмен. Ҫавӑнпа Иегова вӗсене каҫарман. Вӗсем хӑйсене япӑх тытни ҫинчен мӗн шутланине кӑтартас тесе вӑл вӗсем патне ҫине-ҫинех пророкӗсене ярса тӑнӑ. (Неемия 9:30 вуласа пар.) Тыткӑнрисем Вавилонран таврӑнсан та Иегова вӗсем патне хӑйӗн шанчӑклӑ хыпарҫисене, калӑпӑр, Ездра священника тата Малахия пророка, ярсах тӑнӑ. Иудейсем Иеговӑн ирӗкне туса тӑнӑ чухне пысӑк савӑнӑҫпа савӑннӑ (Неем. 12:43—47).

16. а) Ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнменшӗн Израиль халӑхӗпе мӗн пулса тухнӑ? ӑ) Израиль халӑхӗнчи ҫынсене Иегова мӗнле май парать?

16 Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне хӑйӗн Ашшӗн туйӑмӗсене палӑртса ҫапла каланӑ: «Эй Иерусалим, Иерусалим! пророксене пӗтерекен, хӑв патна янисене чулпа персе вӗлерекен! чӗп амӑшӗ хӑй чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, Эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарма тӑрӑшрӑм, анчах эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр! Акӑ ӗнтӗ сирӗн ҫуртӑр пушанса юлать» (Матф. 23:37, 38). Ҫылӑхлӑ та ӳкӗнмен халӑха сӑнарлӑ Израильпе, е «Турӑ Израилӗпе», улӑштарнӑ (Матф. 21:43; Гал. 6:16). Израиль халӑхӗнчи уйрӑм ҫынсем пирки вара мӗн калама пулать? Вӗсем Турра тата Иисус Христос панӑ парнене ӗненеҫҫӗ пулсан, Иегова вӗсене каҫарма тата хӗрхенме хатӗр. Ҫавнашкал май хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнмесӗр вилнӗ, анчах та тасалнӑ ҫӗр ҫинче вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрас ҫынсемшӗн те уҫӑлӗ (Иоанн 5:28, 29; Ап. ӗҫ. 24:15).

ИЕГОВА КАҪАРНИ ПИРЕ МӖНЛЕ УСӐ ПАРАТЬ?

17, 18. Иегова пире каҫартӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?

17 Иегова каҫарма хатӗр пулнине кура пирӗн мӗн тумалла? Пирӗн хамӑра Давидпа Манассия пекех тытмалла. Хамӑр ҫылӑхлӑ пулнине пирӗн йышӑнмалла, хамӑр ҫылӑхсемшӗн ӳкӗнмелле, Иеговӑна пире каҫарсам тесе йӑлӑнмалла тата унран хамӑр ӑша таса чӗре туса хур тесе ыйтмалла (Пс. 50:12). Эпир йывӑр ҫылӑх турӑмӑр пулсан, старейшинӑсем пире пулӑшма пултарччӑр тесе вӗсене ҫавӑн ҫинчен каласа памалла (Иак. 5:14, 15). Эпир кирек мӗнле йывӑр ҫылӑх тунине пӑхмасӑрах Иегова, вӑл хӑйӗн пирки Моисее каланӑ пекех, «этеме юратакан, ырӑ кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ, чӑн Турӑ, тӳрӗлӗхе упракан, ырӑлӑхне пин сыпӑка ҫитиччен кӑтартса тӑракан, айӑпа, усал ӗҫе, ҫылӑха каҫаракан... Турӑ» пулнине пӗлни чуна йӑпатать. Иегова улшӑнман (Тух. 34:6, 7).

18 Иегова ӳкӗнекен Израиль ҫыннисене йӑлтах каҫарӑп тесе сӑмах панӑ. Вӗсен ҫылӑхӗсем «хӗп-хӗрлӗ» пусма пек пулсан та, вӑл вӗсене «юр» пек шуратӑп тенӗ. (Исаия 1:18 вуласа пар.) Иегова каҫарни пирӗншӗн мӗне пӗлтерет? Эпир Иегова каҫарнишӗн пархатарлӑ пулса ӳкӗнетпӗр пулсан, пирӗн ҫылӑхсемпе йӑнӑшсем пӗтӗмпех каҫарӑнӗҫ.

19. Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

19 Иегова ҫынсене кӑмӑл тусах каҫарнӑ пек эпир те ыттисене кӑмӑл тусах мӗнле каҫарма пултаратпӑр? Йывӑр ҫылӑх тунӑ хыҫҫӑн чунтан ӳкӗннисене каҫарас килменни ан пултӑр тесе мӗн тума пулать? Тепӗр статья пире хамӑр чӗресене тӗрӗслесе пӑхма пулӑшӗ, ҫавна пула эпир ытларах та ытларах хамӑр Атте, «ырӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ» Иегова, пек пулма пултарӑпӑр (Пс. 85:5).

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]