Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Хӑвӑн ирӗкне тума вӗрентсем мана»

«Хӑвӑн ирӗкне тума вӗрентсем мана»

«Хӑвӑн ирӗкне тума вӗрентсем мана: Эсӗ — манӑн Туррӑм» (ПС. 142:10).

1, 2. Туррӑн ирӗкне шута илни пире мӗнле пулӑшма пултарать тата ҫав тӗлӗшрен Давид патша тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентме пултарать?

 ЭСИР пӗр-пӗр ҫӗре кайнӑ чухне ҫав вырӑна ҫӳлтен пӑхма май паракан компьютерлӑ картографи системипе хӑҫан та пулин усӑ курнӑ-и? Тавралӑха ҫавӑн пек уҫӑмлӑ курма май пулнӑран чи лайӑх ҫул суйласа илме ҫамӑлтарах. Ҫавнашкал принципах пире кирлӗ йышӑнусем тунӑ чухне пулӑшма пултарать. Эпир япаласем ҫине пирӗнтен ҫӳллӗ тӑракан Пултаракан пӑхнӑ пек пӑхатпӑр пулсан, ҫакӑ пире Иегова ырлакан ҫулпа пыма май парӗ (Ис. 30:21).

2 Давид, авалхи Израиль патши, пурнӑҫ тӑршшӗпе тенӗ пекех Туррӑн ирӗкне шута илес енчен чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Давидпа, Иегова Турра пӗтӗм чӗререн парӑнса пурӑннӑ ҫынпа, пулса иртнӗ хӑш-пӗр ӗҫсене пӑхса тухар та вӑл хӑйне ҫавӑн чухне мӗнле тытнинчен мӗне вӗренме пултарнине курма тӑрӑшар (3 Патш. 11:4).

ДАВИД ИЕГОВӐН ЯТНЕ ХИСЕПЛЕНӖ

3, 4. а) Голиафа хирӗҫ тухма Давида мӗн хавхалантарнӑ? ӑ) Туррӑн ячӗ пирки Давид мӗн шутланӑ?

3 Давид филистимсен Голиаф ятлӑ кӗрешӳҫӗне хирӗҫ мӗнле тухнине пӑхса тухар. Мӗншӗн ҫамрӑк Давид виҫӗ метра яхӑн ҫӳллӗш тата лайӑх хӗҫ-пӑшалланнӑ улӑппа ҫапӑҫма шутланӑ? (1 Патш. 17:4.) Хӑюллӑ пулнӑран-и? Е Турра ӗненнӗрен-и? Ҫак паттӑрла ӗҫе тумашкӑн хӑюлӑх та, ӗненӳ те кирлӗ пулнӑ. Анчах та Давида ҫав улӑпа хирӗҫ тухма хавхалантарнӑ тӗп сӑлтав Иеговӑна тата унӑн аслӑ ятне хисеплени пулнӑ. Туррӑн халӑхне Голиаф хисеп туманшӑн Давид ҫилленсе кайнӑ та ҫапла каланӑ: «Чӗрӗ Туррӑн ҫарне ҫапла мӑшкӑллама ҫак ӳт кастарман филистим камах вара вӑл?» (1 Патш. 17:26.)

4 Голиафа хирӗҫ утнӑ май ҫамрӑк Давид каланӑ: «Эсӗ мана хирӗҫ хӗҫпе, сӑнӑпа тата хулканпа килетӗн, эпӗ вара сана хирӗҫ эсӗ хурланӑ Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль ҫарӗсен Турри, ячӗпе пыратӑп» (1 Патш. 17:45). Турра шаннипе Давид филистимсен кӗрешӳҫине чулравран пенӗ пӗр чул катӑкӗпех вӗлернӗ. Ку хутӗнче кӑна мар, мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпех Давид Иеговӑна шанса тата унӑн ятне хисеплесе пурӑннӑ. Унсӑр пуҫне Давид израильсене Иеговӑн «сӑваплӑ ячӗпе» мухтанма хавхалантарнӑ. (1 Ҫулсеренхи 16:8—10 вуласа пар.)

5. Мӗнле майпа хальхи ҫынсем, Голиаф пекех, Иеговӑн ятне хисеплеменнине кӑтартаҫҫӗ?

5 Иегова сирӗн Турӑ пулнипе эсир мухтанатӑр-и? (Иер. 9:24.) Кӳршӗсем, пӗрле ӗҫлекенсем, пӗр класра вӗренекенсем е тӑван-хурӑнташсем Иегова ҫинчен япӑх калаҫнӑ чухне тата унӑн Свидетелӗсенчен тӑрӑхласа кулнӑ чухне эсир хӑвӑра мӗнле тытатӑр? Иеговӑн ятне чыссӑрлатнӑ чухне Турӑ пулӑшассине шанса эсир унӑн ятне хӳтӗлеме тӑратӑр-и? Чӑнах та, хӑш-пӗр чухне «шӑпланмалли вӑхӑт», анчах та Иегова Свидетелӗсем тата Иисус хыҫҫӑн пыракансем пулнинчен пирӗн вӑтанмалла мар (Еккл. 3:1, 7; Марк 8:38). Иеговӑна тата унӑн хыпарне хисеплемен ҫынсемпе калаҫнӑ чухне пирӗн тимлӗ те кӑмӑллӑ пулмалла пулин те, Голиаф мӑшкӑлласа каланине илтсен «питӗ хӑраса, сехӗрленсе ӳкнӗ» израильсем пек пулар мар (1 Патш. 17:11). Ун вырӑнне Иегова Туррӑн ятне сӑваплӑ тӑвас тесе ҫирӗп тӑрӑр. Эпир ҫынсене Иегова чӑннипе мӗнле Турӑ пулнине пӗлме пулӑшасшӑн. Ҫавӑнпа та ыттисене Иегова патне ҫывхарма питӗ кирлине курма пулӑшас тесе эпир унӑн ҫырса хунӑ Сӑмахӗпе усӑ куратпӑр (Иак. 4:8).

6. Мӗнле питӗ кирлӗ сӑлтава пула Давид Голиафа хирӗҫ ҫапӑҫма тухнӑ тата пирӗн пуринчен ытла мӗн тума тӑрӑшмалла?

6 Давид Голиафпа ҫапӑҫнинчен эпир тата мӗне вӗренме пултаратпӑр? Давид ҫапӑҫма йӗркеленсе тӑнӑ ҫар патне чупса пынӑ та ыйтнӑ: «Ҫак филистима вӗлерекене, Израиле намӑсран хӑтаракана мӗн тӑвӗҫ?» Ҫынсем хӑйсем унччен каланӑ сӑмахсенех тепӗр хут каланӑ: «Эхер те ӑна [Голиафа] кам та пулин вӗлерес пулсассӑн, патша ҫав ҫынна пысӑк пуянлӑх парнеленӗ пулӗччӗ, вӑл ӑна хӑйӗн хӗрне те качча парӗччӗ» (1 Патш. 17:25—27). Анчах та Давидшӑн парне илесси чи кирли пулман. Унӑн чылай пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллев пулнӑ: вӑл чӑн Турра мухтава кӑларасшӑн пулнӑ. (1 Патшасен 17:46, 47 вуласа пар.) Пирӗн пирки мӗн калама пулать? Пуринчен ытла эпир пуянлӑх пухса, тӗнчере паллӑ ҫын пулса хамӑр ята чапа кӑларасшӑн-и? Паллах ӗнтӗ, эпир Давид пек пуласшӑн. Вӑл юрланӑ: «Манпа пӗрле Ҫӳлхуҫана аслӑлӑр, пӗрле тӑрса Унӑн ятне мухтавлар» (Пс. 33:4). Ҫавӑнпа та Турра шанса тӑрар та пуринчен ытла хамӑр ята чапа кӑларас тесе мар, унӑн ятне мухтава кӑларас тесе тӑрӑшар (Матф. 6:9).

7. Эпир калакан хыпара ҫынсем итлемен чухне те сӑваплӑ ӗҫе малалла тӑвас тесе эпир хамӑр ӗненӗве мӗнле ҫирӗплетме пултаратпӑр?

7 Голифа хирӗҫ хӑюллӑ тухмашкӑн Давидӑн Иеговӑна пӗтӗмпех шанмалла пулнӑ. Ҫамрӑк чухнех, кӗтӳҫре ҫӳренӗ чухне, Давид Иеговӑна кашни кун шанса тӑнипе хӑйӗн ӗненӗвне ҫирӗплетсе пынӑ (1 Патш. 17:34—37). Пире те сӑваплӑ ӗҫе малалла тумашкӑн, уйрӑмах ҫынсем эпир калакан хыпара итлесшӗн мар чухне, ҫирӗп ӗненӳ кирлӗ. Ҫавӑн пек ӗненӗве хамӑрӑн кулленхи ӗҫсенче Турра шанса тӑнипе аталантарма пулать. Сӑмахран, ҫынсене турттаракан транспортра эпир ҫумра ларакансемпе Библири чӑнлӑх ҫинчен калаҫу пуҫлама пултаратпӑр. Килтен киле ырӑ хыпар каласа ҫӳренӗ чухне урамра тӗл пулакан ҫынсемпе мӗншӗн-ха калаҫса пӑхас мар? (Ап. ӗҫ. 20:20, 21.)

ДАВИД ИЕГОВӐНА КӖТНӖ

8, 9. Давид хӑйне Саул вӗлересшӗн пулнӑ чухне Иеговӑн ирӗкӗ хӑйӗншӗн чи кирли пулнине мӗнле кӑтартнӑ?

8 Давид Иеговӑна шанма хатӗр пулнине кӑтартакан тепӗр тӗслӗх вӑл — Давид Саул ҫине, Израилӗн пӗрремӗш патши ҫине, Иегова пӑхнӑ пек пӑхни. Кӗвӗҫекен Саул виҫӗ хутчен Давида сӑнӑпа стена ҫумне пӑталаса лартасшӑн пулнӑ, анчах та лешӗ кашнинче пӑрӑнма ӗлкӗрнӗ те патшана тавӑрас темен. Юлашкинчен Давидӑн Саултан тарма тивнӗ (1 Патш. 18:7—11; 19:10). Вара Саул Израильри чи лайӑх ҫынсенчен виҫӗ пинӗшне суйласа илнӗ те пушхире Давида шырама кайнӑ (1 Патш. 24:3). Унта Саул, ӑна-кӑна шухӑшламасӑрах, Давидпа ун ҫыннисем пытанса ларнӑ ҫӗр хӑвӑлне кӗнӗ. Давид хӑйне вӗлересшӗн пулнӑ патшаран хӑтӑлас тесе ҫак майпа усӑ курма пултарнӑ. Тепӗр тесен, Иегова Давида Саул вырӑнне Израиль патши тӑвасшӑн пулнӑ вӗт (1 Патш. 16:1, 13). Давид хӑйӗн ҫыннисен канашне итленӗ пулсан, Саул патшана вӗлернӗ пулӗччӗҫ. Анчах Давид каланӑ: «Хамӑн хуҫамӑм ҫине, Ҫӳлхуҫа ҫу сӗрсе янӑ ҫын ҫине, алӑ хума Ҫӳлхуҫа мана ирӗк ан патӑр». (1 Патшасен 24:5—8 вуласа пар.) Саул Турӑ суйласа лартнӑ патша пулма пӑрахман пулнӑ-ха. Иегова ун чухне Саула патшаран кӑларса яман пирки Давид ӑна хирӗҫ нимӗн те тӑвасшӑн пулман. Саул тумтирӗн арки вӗҫне кӑна касса илнипе Давид ӑна сиен тӑвасшӑн пулманнине кӑтартнӑ (1 Патш. 24:12).

9 Давид Саула юлашки хут курнӑ чухне Турӑ суйласа лартнӑ патшана каллех хисеп тунӑ. Ун чухне Давид Авессӑпа Саул тапӑрне кӗрсен вӑл ҫывӑрнине курнӑ. Саула Турӑ Давид аллине пачӗ тесе шутланӑ Авесса, ҫавӑнпа вӑл ӑна сӑнӑпа ҫӗр ҫумне пӑталаса лартма сӗннӗ, анчах та Давид ҫавна тума ирӗк паман (1 Патш. 26:8—11). Давид яланах Туррӑн ирӗкне ӑнланма тӑрӑшнӑ, ҫавӑнпа та вӑл, Авесса мӗн сӗннине пӑхмасӑрах, пӗр иккӗленмесӗр Иегова мӗн хушнине тунӑ.

10. Мӗнле йывӑр лару-тӑрупа эпир тӗл пулма пултаратпӑр тата хамӑра хӗснине хирӗҫ тӑма пире мӗн пулӑшӗ?

10 Ыттисем пире Иеговӑн ирӗкне тума пулӑшас вырӑнне ҫынсем шутланӑ пек тутарас тесе хӗтӗртме пултараҫҫӗ. Авесса пекех, хӑш-пӗрисем пире пӗр-пӗр ӗҫе Иеговӑн ирӗкне шута илмесӗрех тутарасшӑн пулӗҫ тен. Ҫавӑн пек хӗснине хирӗҫ тӑрас тесен пирӗн Иегова ку е вӑл япала ҫине мӗнле пӑхнине ӑнланмалла та унӑн ҫулӗпе пырас тесе ҫирӗп шут тытмалла.

11. Давид хӑйӗн пурнӑҫӗнче Туррӑн ирӗкӗ чи кирли пулнине мӗнле кӑтартнӑ тата эпир ун пек пулас тесе мӗн тума пултаратпӑр?

11 Иегова Турра Давид кӗлтунӑ: «Хӑвӑн ирӗкне тума вӗрентсем мана». (Псалом 142:5, 8, 10 вуласа пар.) Давид хӑйӗн шухӑшне шанса тӑрас е ҫын сӑмахӗ хыҫҫӑн каяс вырӑнне хӑйне Турӑ вӗренттӗр тенӗ. Вӑл Иеговӑн пӗтӗм ӗҫӗ ҫинчен, унӑн алли тунӑ ӗҫсем ҫинчен шухӑшланӑ. Сӑваплӑ Ҫырӑва тӑрӑшса вӗреннипе тата Иегова хӑйне ҫынсемпе мӗнле тытни ҫинчен калакан Библири тӗслӗхсем ҫинчен шухӑшланипе эпир Туррӑн ирӗкне пӗлсе пыма пултаратпӑр.

ДАВИД ПРИНЦИПСЕМПЕ МӖНЛЕ УСӐ КУРМАЛЛИНЕ ӐНЛАННӐ

12, 13. Давид хӑйне валли виҫӗ ҫар ҫынни илсе килнӗ шыва мӗншӗн ҫӗр ҫине тӑкнӑ?

12 Давид хӑйне мӗнле тытнинчен эпир тепӗр япалана вӗренме пултаратпӑр. Вӑл принципсемпе мӗнле усӑ курмаллине пӗлнӗ тата вӗсем тӑрӑх пурӑнасшӑн пулнӑ. Сӑмахран, пӗррехинче Давид «Вифлеем хапхи умӗнчи пусӑран» шыв ӗҫесчӗ тенӗ. Давидӑн виҫӗ ҫар ҫынни хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр филистимсем ярса илнӗ хула патне ҫитсе шыв ӑсса килнӗ. Анчах та «Давид ҫак шыва ӗҫес темен, ӑна Ҫӳлхуҫана мухтаса ҫӗре тӑкнӑ». Мӗншӗн? Вӑл ӑнлантарса панӑ: «Эй Ҫӳлхуҫамӑм, ҫак шыва ӗҫесрен хӑтарсам мана! Маншӑн хӑйсен чунне панӑ арсен юнне ӗҫӗп-и вара? Вӗсем ӗнтӗ хӑйсен пурӑнӑҫне хӗрхенмесӗр шыв ӑсса килчӗҫ» (1 Ҫулс. 11:15—19).

13 Саккун тӑрӑх юна Иегова умне тӑкмаллине, ҫиме юраманнине Давид пӗлнӗ. Ҫавна мӗншӗн тума кирлине те вӑл ӑнланнӑ. «Ӳтӗн чунӗ... юнра» пулнине Давид пӗлнӗ. Анчах та ҫакӑ юн мар, шыв пулнӑ-ҫке. Мӗншӗн Давид ҫав шыва ӗҫесшӗн пулман? Вӑл юн ҫинчен калакан саккунри принципа ӑнланнӑ. Иегова юна хакланине вӑл пӗлнӗ. Ҫав виҫӗ арҫын шыв илсе килнӗ чухне вилме пултарнӑран, Давид ӑна ӗҫни вӗсен юнне ним вырӑнне те хуманни пулнӑ пулӗччӗ тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа та вӑл шыва ҫӗр ҫине тӑкас тенӗ (Лев. 17:11; Сак. аст. 12:23, 24).

14. Давида япаласем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма мӗн пулӑшнӑ?

14 Туррӑн саккунӗ Давидӑн кулленхи пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Вӑл юрланӑ: «Эй Туррӑм, эпӗ Санӑн ирӗкне туса тӑрасшӑн, Санӑн саккуну — чӗрем варринчех» (Пс. 39:9). Давид Туррӑн саккунне вӗреннӗ те ун ҫинчен тарӑннӑн шухӑшланӑ. Иеговӑн ӳкӗчӗсене пурнӑҫласа тӑни хӑйнех усӑ парать тесе шанса тӑнӑ вӑл. Ҫавӑнпа та вӑл Моисей Саккунӗнчи правилӑсене кӑна мар, ҫав правилӑсем урлӑ пӗлме пултарнӑ принципсене те тытса пырасшӑн пулнӑ. Библи вӗреннӗ чухне пирӗн мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла. Ҫапла тунипе эпир хамӑр пӗлсе пыракан принципсене кулленхи пурнӑҫӑн пайӗ туса хума тата Иеговӑна юрӑхлӑ йышӑнусем тума пултаратпӑр.

15. Соломон Туррӑн Саккунне хисеплеменни мӗнле палӑрнӑ?

15 Иегова Турӑ Давид ывӑлне, Соломона, уйрӑмах кӑмӑлланӑ. Анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн Соломон Туррӑн Саккунне хисеплеме пӑрахнӑ. Вӑл Иеговӑн ӳкӗтне, Израиль патшисен «нумай арӑм» илмелле мар текеннине, пурнӑҫламан (Сак. аст. 17:17). Соломон ют халӑх хӗрарӑмӗсене нумайӑшне качча илнӗ. Вӑл ватӑлса ҫитсен, «арӑмӗсем ун чӗрине урӑх турӑсем еннелле ҫавӑрнӑ». Соломон хӑйне тӳрре кӑларас тесе кирек мӗн каласан та, «Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ... хӑйӗн ашшӗ пекех, Турӑ ҫулӗпе ҫӳрекен Давид пекех, пулайман» (3 Патш. 11:1—6). Чӑнах та, Турӑ Сӑмахӗнче ҫырса хунӑ саккунсемпе принципсем тӑрӑх пирӗн пурӑнмалла! Сӑмахран, ҫакӑ авланма е качча кайма шутланӑ чухне питӗ кирлӗ.

16. «Ҫӳлхуҫана ӗненекенпе» кӑна мӑшӑрланмалла текен Иеговӑн саккунӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

16 Иеговӑна ӗненмен ҫынсем пире килӗштернине кӑтартма пуҫласан, эпир хамӑра мӗнле тытатпӑр? Турӑ шухӑшланӑ пек шухӑшлама тӑрӑшакан Давид пек-и? Е эпир, Соломон пек, Иеговӑн ӳкӗчӗсене ним вырӑнне те хумастпӑр-и? Чӑн Туррӑн ӗҫлекенӗсене «Ҫӳлхуҫана ӗненекенпе» кӑна мӑшӑрланмалла тенӗ (1 Кор. 7:39). Христианин ҫемье ҫавӑрма шутлать пулсан, унӑн мӑшӑрӗ хӑйӗнпе пӗрпек ӗненекен христианин пулмалла. Ҫак саккунран эпир Иегова пире ӗненменнисем патне юрату туйӑмӗсене ан аталантарӑр тенине курма пултаратпӑр. Ҫавӑнпа та эпир ӗненменнисемпе мӑшӑрланмӑпӑр кӑна мар, вӗсем пире килӗштернӗрен хӑйсемпе ҫӳреме сӗннине те йышӑнмӑпӑр.

17. Порнографи танатине ҫакланасран пире мӗн пулӑшӗ?

17 Ҫавӑн пекех Турӑ мӗн-мӗн тума хушнине чунтан пӗлесшӗн пулнӑ Давид тӗслӗхӗ пире порнографи пӑхас илӗртӗве хирӗҫ тӑма мӗнле пулӑшнине пӑхса тухӑпӑр. Аяларах илсе панӑ Библи сӑвӑ йӗркисене вуласа тухӑр, вӗсенче мӗнле принципсем пурри ҫинчен шухӑшлӑр тата Иегова порнографи ҫинчен мӗн шухӑшланине ӑнланма тӑрӑшӑр. (Псалом 118:37; Матфей 5:28, 29; Колоссӑ 3:5 вуласа пар.) Эпир унӑн ҫӳллӗ шайра тӑракан нормисем ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, порнографи танатине ҫакланмӑпӑр.

ЯЛАНАХ ИЕГОВӐНА ШУТА ИЛӖР

18, 19. а) Давид ҫитменлӗхлӗ ҫын пулнӑ пулин те, Турра юрӑхлӑ пулма ӑна мӗн пулӑшнӑ? ӑ) Эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ?

18 Давид нумай енчен лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ пулин те, вӑл темиҫе йывӑр ҫылӑх тунӑ (2 Патш. 11:2—4, 14, 15, 22—27; 1 Ҫулс. 21:1, 7). Анчах та Давид ҫылӑх тунӑ хыҫҫӑн ялан ӳкӗннӗ. Вӑл Турӑ умӗнче «таса чӗрепе» ҫӳренӗ (3 Патш. 9:4). Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Мӗншӗн тесен Давид Иеговӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗ пурӑнма тӑрӑшнӑ.

19 Хамӑр ҫитменлӗхсене пӑхмасӑрах эпир Иеговӑна юрӑхлӑ пулма пултаратпӑр. Ҫавна асра тытнӑ май Турӑ Сӑмахне тӑрӑшса вӗренер, мӗн пӗлни ҫинчен тарӑннӑн шухӑшлар тата мӗн пӗлнипе тӳрех усӑ курма пуҫлар. Вара эпир, псалом юрлакан пекех, хамӑра кӗҫӗне хурса кӗлӗре Иеговӑран ҫапла ыйтма пултаратпӑр: «Хӑвӑн ирӗкне тума вӗрентсем мана».

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]