«Вӑхӑтлӑх пурӑнакансем» пек тӑрса юлар
«Сире эпӗ ют ҫӗртен килнӗ ҫынсем вырӑнне, ҫул ҫӳрекен ҫынсем [«вӑхӑтлӑх пурӑнакансем», ҪТ] вырӑнне хурса тархаслатӑп: чуна тапӑнакан ӳт аскӑнлӑхӗнчен пӑрӑнӑр» (1 ПЕТР 2:11).
1, 2. а) Камсем пирки Петр «суйласа илнисем» тенӗ? ӑ) Мӗншӗн вӑл вӗсем пирки «вӑхӑтлӑх пурӑнакансем» тенӗ?
ИИСУС пӗлӗте хӑпарнӑ хыҫҫӑн пӗр 30 ҫула яхӑн вӑхӑт иртсен, Петр апостол «ют ҫӗре килсе [«вӑхӑтлӑха пурӑнакансем», ҪТ], Понтра, Галатире, Каппадокире, Асийӑра, Вифинире саланса пурӑнакансем... суйласа илнисем», патне ҫыру ҫырнӑ (1 Петр 1:1, 2). Петр хӑйӗн пекех святой сывлӑшпа суйласа лартнисем тата «ҫӗнӗрен ҫуратса... иксӗлми еткер илессине иккӗленмесӗр шанса тӑма панисем [«чӗрӗ шанчӑк памашкӑн ҫӗнӗрен ҫуратнисем», ҪХ] пирки «суйласа илнисем» тенӗ. (1 Петр 1:3, 4 вуласа пар.) Анчах та мӗншӗн-ха вӑл каярахпа ҫав суйласа илнисем пирки «ют ҫӗртен килнӗ... ҫул ҫӳрекен ҫынсем [«вӑхӑтлӑх пурӑнакансем», ҪТ]» тесе каланӑ? (1 Петр 2:11.) Мӗншӗн-ха пире ҫакӑ интереслентермелле, вӗт хальхи вӑхӑтра 650 яхӑн хастарлӑ Свидетельтен пӗри кӑна хӑйӗн пирки святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христианин тесе шутлать.
2 Пӗрремӗш ӗмӗрте святой сывлӑшпа суйласа лартнисене «вӑхӑтлӑх пурӑнакансем» тени вырӑнлӑ пулнӑ. Вӗсен, ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра ҫав ушкӑнран ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисен, яланлӑхах ҫӗр ҫинче пурӑнмалла пулман. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисен «пӗчӗкҫӗ кӗтӗвӗ» шутне кӗнӗ май Павел апостол ӑнлантарса панӑ: «Пирӗн тӑван ҫӗр-шывӑмӑр вара — ҫӳлте, пӗлӗт ҫинче. Эпир хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Хуҫамӑр унтан килессе кӗтетпӗр» (Лука 12:32; Флп. 3:20, ҪХ). Ҫакӑ вӑл святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христианин вилсен, Сатана тытса тӑракан ҫӗре хӑварать те пӗлӗтре вилӗмсӗр пурнӑҫ илет тенине пӗлтерет. (Филиппӑ 1:21—23 вуласа пар.) Вӗсем ҫӗр ҫинче вӑхӑтлӑха кӑна пурӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем — «вӑхӑтлӑх пурӑнакансем».
3. «Урӑх сурӑхсем» пирки мӗнле ыйту тухса тӑрать?
3 «Урӑх сурӑхсем» пирки вара мӗн калама пулать? (Иоанн 10:16.) Библи вӗрентнӗ тӑрӑх, вӗсем ҫӗр ҫинче яланлӑхах пурӑнакансем пулса тӑрӗҫ. Вӗсем унта ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнӗҫ. Анчах та мӗншӗн эпир вӗсем пирки те вӑхӑтлӑх пурӑнакансем теме пултаратпӑр?
«ТУРӐ ПУЛТАРНИЙӖ ПУРТЕ ХАЛИЧЧЕНЕХ ЙЫНӐШАТЬ»
4. Ҫынсем политика, наука урлӑ тата укҫа-тенкӗпе усӑ курса мӗне пӗтерме пултараймаҫҫӗ?
4 Иегова ҫак йӗркесӗр тӗнчене хальлӗхе пулма панӑран, пурте, ҫав шутрах христиансем те, Сатана Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленине пула малалла та хӗн-асап курӗҫ. Рим 8:22-мӗш сӑвӑ йӗркинче ҫырнӑ: «Турӑ пултарнийӗ пурте халичченех йынӑшнине, асапланнине эпир пӗлетпӗр». Политика, наука урлӑ тата укҫа-тенкӗпе усӑ курса этемлӗхӗн пурнӑҫне лайӑхлатас текен ҫынсем пур. Анчах та вӗсем ҫынсен хӗн-асапне пӗтерме пултараймаҫҫӗ.
5. Миллион-миллион ҫын 1914 ҫултан пуҫласа мӗн тума шут тытнӑ тата мӗншӗн?
5 1914 ҫултан пуҫласа миллион-миллион ҫын патшана ларнӑ Иисус Христос енне йышӑннӑ та унӑн подданнӑйӗсем пулса тӑнӑ. Вӗсем Сатана тӗнчин пайӗ пуласшӑн мар. Сатана тӗнчине вӗсем пулӑшса тӑма килӗшмеҫҫӗ. Ун вырӑнне вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗпе тата хӑйсен мӗн пуррипе усӑ курса Турӑ Патшалӑхне пулӑшса тӑраҫҫӗ (Рим 14:7, 8).
6. Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсене ютран килнӗ ҫынсем теме пулать?
6 Иегова Свидетелӗсем — 200 ытла ҫӗршывра пурӑнакан тата унти саккунсене пӑхӑнса тӑракан граждансем. Анчах та вӗсем, кирек ӑҫта пурӑнсан та, ютран килнӗ ҫынсем евӗрлӗ. Вӗсем политикӑпа ҫыхӑннӑ тата социаллӑ ыйтусенче нейтралитета ҫирӗп тытса тӑраҫҫӗ. Вӗсем халех хӑйсене Турӑ пама пулнӑ ҫӗнӗ тӗнчен гражданӗсем тесе шутлаҫҫӗ. Ҫак ҫитменлӗхлӗ тӗнчере хӑйсен вӑхӑтлӑх пурӑнас кунӗсем хӑвӑрт вӗҫленсе пынине кура вӗсем савӑнаҫҫӗ.
7. Туррӑн ӗҫлекенӗсем мӗнле майпа ҫӗр ҫинче яланлӑхах пурӑнакансем пулса тӑрӗҫ?
7 Кӗҫех Иисус Христос Сатанан йӗркесӗр тӗнчине тӗп тӑвӗ. Христосӑн пӗр ҫитменлӗхсӗр правительстви ҫӗре ҫылӑхпа хӗн-хуртан хӑтарӗ. Ҫав правительство Иеговӑн тӳрӗ те аслӑ влаҫне хирӗҫ ҫӗкленӗ пӑлхавран нимӗн те хӑвармӗ — курӑнаканнине те, курӑнманнине те. Турра чун-чӗререн парӑнса пурӑнакансен ҫӗр ҫинчи Райра яланлӑхах пурӑнакансем пулма май пулӗ. (Ӳлӗмхине 21:1—5 вуласа пар.) Ун чухне Турӑ пултарнийӗ пурте «пӗтессинчен хӑтӑлӗ те Турӑ ачисен ирӗклӗхӗпе мухтавне пая кӗрӗ» (Рим 8:21).
ЧӐН ХРИСТИАНСЕН ХӐЙСЕНЕ МӖНЛЕ ТЫТМАЛЛА?
8, 9. «Ӳт аскӑнлӑхӗнчен пӑрӑнӑр» тенипе Петр мӗн каласшӑн пулнине ӑнлантарса парӑр.
8 Христиансен хӑйсене мӗнле тытма кирли ҫинчен Петр ҫапла ӑнлантарса парать: «Эй савнӑ тӑванӑмсем! сире эпӗ ют ҫӗртен килнӗ ҫынсем вырӑнне, ҫул ҫӳрекен ҫынсем вырӑнне хурса тархаслатӑп: чуна тапӑнакан ӳт аскӑнлӑхӗнчен пӑрӑнӑр» (1 Петр 2:11). Ҫак канаша святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене панӑ, анчах та ӑна Иисусӑн ытти сурӑхӗсен те тытса тӑмалла.
9 Хамӑра мӗн килӗшнине Пултаракан палӑртса хунӑ йӗрке тӑрӑх ҫырлахтарнинче ним япӑххи те ҫук. Унсӑр пуҫне, вӗсем пирӗн пурнӑҫа савӑнӑҫлӑрах тӑваҫҫӗ. Сӑмахран, пирӗн тутлӑ ҫиес-ӗҫес, кӑмӑла ҫӗклекен ӗҫсем тӑвас тата туссемпе вӑхӑта савӑнӑҫлӑ ирттерес килет. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра ар ҫыхӑнӑвӗсене кӗрес килнинче те ним япӑххи те ҫук тата ҫавӑ вырӑнлӑ та (1 Кор. 7:3—5). Анчах та Петр «чуна тапӑнакан ӳт аскӑнлӑхӗсем» пирки — тӗрӗс мар шухӑш-ӗмӗтсем пирки — каланӑ. Библин хӑш-пӗр куҫарӑвӗсенче вӗсем пирки «ҫылӑхлӑ шухӑш-ӗмӗтсем» (New International Version) е «ирсӗр шухӑш-ӗмӗтсем» (Смысловой перевод) тенӗ. Ҫын мӗн тӑвас килни Иеговӑн уҫӑмлӑ палӑрса тӑракан тӗллевне хирӗҫ пырать пулсан тата унпа Турӑ хушшинчи хутшӑнусене сиен тума пултарать пулсан, ҫавӑн пек кӑмӑл-туртӑма тытса чармалла. Эпир хамӑр мӗн тӑвас килнине тӗрӗс мар майпа ҫырлахтарсан, ҫакӑ вилӗм патне те илсе ҫитерме пултарать.
10. Христиансем ҫак тӗнчен пайӗ пулччӑр тесе Сатана вӗсене мӗнле майсемпе илӗртме тӑрӑшать?
10 Сатанан тӗллевӗ вӑл — чӑн христиансене ҫак тӗнчере хӑйсем пирки «вӑхӑтлӑх пурӑнакансем» тесе шухӑшлаттарма пӑрахтарасси. Вӑл пире укҫа-тенке юратакан, аскӑн ӗҫе хутшӑнакан, чап-мухтавшӑн ҫунакан, пур енчен те пӗрремӗш пулма антӑхакан тата хамӑр халӑх ытти халӑхсенчен лайӑхрах тесе мухтанакан ҫын тӑвасшӑн. Анчах та ҫавсем пурте Сатана танатисем пулнине уйӑрса илме пӗлмелле пирӗн. Ӳт аскӑнлӑхне сирсе янипе эпир Сатанан йӗркесӗр тӗнчин пайӗ пулас килменнине уҫҫӑнах кӑтартатпӑр. Ҫак тӗнчере эпир вӑхӑтлӑх пурӑнакансем кӑна пулнине ҫирӗплетсе паратпӑр. Чӑннипе вара эпир Туррӑн ҫӗнӗ те тӳрӗлӗхлӗ тӗнчинче яланлӑхах пурӑнакансем пуласшӑн. Ҫак тӗллеве пурнӑҫа кӗртес тесе эпир вӑй хуратпӑр.
ЫРӐ ТӖСЛӖХ КӐТАРТНИ
11, 12. Хӑш-пӗр ҫынсем ют ҫӗршывран килнӗ ҫынсем ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ тата Иегова Свидетелӗсем пирки мӗн калама пултараҫҫӗ?
11 Петр христиансенчен, вӗсем «вӑхӑтлӑх пурӑнакансем» пулнӑран, мӗн кӗтнине малалла 12-мӗш сӑвӑ йӗркинче (ҪХ) ӑнлантарса парать: «Ытти халӑхсем хушшинче ырӑ туса пурӑнӑр, вӗсемшӗн тӗслӗх пулӑр. Вара вӗсем, халӗ сире усал тӑвакансем тесе хурлаҫҫӗ пулин те, сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса, Турӑ килнӗ кун Ӑна мухтаччӑр». Ют ҫӗршыв ҫыннисене, пӗр-пӗр ҫӗршывра вӑхӑтлӑх пурӑнакансене, час-часах тиркеҫҫӗ. Хӑйсен кӳршисенчен уйрӑлса тӑнӑшӑн кӑна вӗсем ҫине усал ҫынсем ҫине пӑхнӑ пек пӑхма пултараҫҫӗ. Вӗсен калаҫӑвӗ, ӗҫӗсем, тумтирӗ, тен, сӑн-пичӗ те урӑхларах пулма пултарать. Анчах та вӗсем ырӑ туса пурӑнаҫҫӗ, урӑхла каласан, лайӑх тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ пулсан, вӗсене хурласа калани тӗрӗс мар пулнине кӑтартса параҫҫӗ.
12 Чӑн христиансем те ытти нумай ҫынран хӑш-пӗр енчен, калӑпӑр, мӗнле калаҫнипе е мӗнле вӑйӑ-кулӑ суйласа илнипе уйрӑлса тӑма пултараҫҫӗ. Ҫынсем час-часах вӗсене мӗнле тӑхӑннинчен, мӗнле ҫипуҫпа ҫӳренинчен палласа илеҫҫӗ. Ҫавнашкал уйрӑмлӑхсене пула улталаннӑ ҫынсем хӑш-пӗр чухне христиансене айӑплаҫҫӗ, усал тӑвакансем тесе хурлаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах ытти ҫынсем, вӗсем хӑйсене лайӑх тытнине кура, вӗсене ырлама пултараҫҫӗ.
13, 14. Мӗнле майпа «ӑслӑлӑха хӑй ӗҫӗсем тӳрре кӑлараҫҫӗ»? Тӗслӗхсем илсе парӑр.
13 Хамӑра лайӑх тытни ыттисене пире хурласа калама нимӗнле сӑлтав та ҫуккине курма пулӑшӗ. Иисуса та, Турра пур тӗлӗшрен те шанчӑклӑ пулнӑ пӗртен-пӗр ҫынна, суйса айӑпланӑ. Хӑшӗ-пӗрисем ун пирки «ку ҫын ҫиме те, эрех ӗҫме те юратать, куланай пуҫтаракансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ» тесе каланӑ. Анчах та вӑл хӑйне лайӑх тытнипе унашкал ҫын пулманнине кӑтартса панӑ. «Ӑслӑлӑха хӑй ӗҫӗсем тӳрре кӑларчӗҫ»,— тенӗ Иисус (Матф. 11:19). Паян та ҫакӑ вырӑнлӑ. Тӗслӗхрен, Зельтерсри (Германи) Вефиль ҫывӑхӗнче пурӑнакан хӑш-пӗр ҫынсем унта ӗҫлекен тӑвансем темле ӑнланмалла мар пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та Зельтерс бургомистрӗ вефилецсене хӳтӗлесе ҫапла каланӑ: «Унта ӗҫлекен Свидетельсем хӑйсене майлӑ пурӑнаҫҫӗ, анчах та ҫакӑ таврари ҫынсене нихӑш енчен те чӑрмантармасть».
14 Тепӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Мускавра пурӑнакан Иегова Свидетелӗсене тӗрлӗ усал ӗҫ туса пурӑнаҫҫӗ тесе суйса айӑпланӑ. Хӑш-пӗрисем каланӑ тӑрӑх, Свидетельсем ҫемьесене аркатаҫҫӗ, ҫынсене хӑйсем ҫине ал хума хистеҫҫӗ тата медицина пулӑшӑвне илме чараҫҫӗ. Анчах та 2010 ҫулхи июнь уйӑхӗнче Страсбургра (Франци) ҫынсен прависене хӳтӗлекен Европа сучӗ Мускаври влаҫсем Иегова Свидетелӗсене пуҫҫапма чӑрмантарнипе тӗрӗс мар тунӑ тата вӗсен Свидетельсене пухусене пуҫтарӑнма чарма право пулман тесе йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех ҫын прависене хӳтӗлекен Европа сучӗ Раҫҫей сучӗсем Свидетельсем хӑйсене тӗрӗс мар тытаҫҫӗ тесе айӑпланине нимӗнпе те ҫирӗплетсе парайман тесе палӑртнӑ. Европа сучӗ каланӑ тӑрӑх, ҫав судсем Раҫҫейри хытӑ саккунсемпе усӑ курса Иегова Свидетелӗсене тӗрӗс мар айӑпланӑ.
ТИВӖҪЛИПЕ ПӐХӐНСА ТӐНИ
15. Чӑн христиансем пӗтӗм тӗнчипе Библири мӗнле принципа тытса тӑраҫҫӗ?
15 Иегова Свидетелӗсем пӗтӗм тӗнчипех Петр христиансене мӗн тума кирли ҫинчен каланине туса тӑраҫҫӗ. Вӑл ҫырнӑ: «Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫашӑн этем пуҫлӑхӗсене пӑхӑнса тӑрӑр: патшана пӑхӑнӑр, вӑл — чи аслӑ пуҫлӑх; аслӑ пуҫлӑхсене те пӑхӑнӑр» (1 Петр 2:13, 14). Чӑн христиансем ҫак тӗнчен пайӗ пулмасан та, вӗсем, Павел христиансене каланӑ пек, кӑмӑл тусах влаҫсене пӑхӑнса тӑраҫҫӗ — вӗсен саккунӗсем Туррӑн саккунӗсене хирӗҫлемен чухне. (Рим 13:1, 5—7 вуласа пар.)
16, 17. а) Эпир влаҫа хирӗҫ тӑманнине мӗн ҫирӗплетсе парать? ӑ) Влаҫра тӑракан ҫынсенчен хӑш-пӗрисем мӗн тесе калаҫҫӗ?
16 Иегова Свидетелӗсем хальхи тӗнчере правительствӑна хирӗҫ тӑрас е ытти ҫынсене тиркенине кӑтартас тесе мар хӑйсене «вӑхӑтлӑх пурӑнакансем» пек тытаҫҫӗ. Правительствӑра кам-кам пулмалли е ҫынсен йывӑрлӑхӗсене мӗнле татса памалли ҫинчен кашни хӑйне майлӑ шутлама пултарнине вӗсем ӑнланаҫҫӗ. Хӑш-пӗр тӗн ушкӑнӗсемпе танлаштарсан, Иегова Свидетелӗсем политикӑна хутшӑнмаҫҫӗ. Вӗсем нихӑҫан та влаҫра тӑракан ҫынсене халӑха ҫапла е капла ертсе пымалла тесе хистемеҫҫӗ. Иегова Свидетелӗсен правительствӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗклес е ыттисене ҫавна тума хӗтӗртес шухӑш та ҫук.
17 «Патшана хисеплӗр»,— тенӗ Петр. Ҫавӑнпа та христиансем патшалӑх чиновникӗсене хисепленине тата чыс тунине кӑтартас тесе вӗсене итлесе тӑраҫҫӗ (1 Петр 2:17). Хӑш-пӗр чухне чиновниксем Иегова Свидетелӗсем пирки хӑрушӑ ҫынсем теме нимӗнле сӑлтав та ҫук теҫҫӗ. Тӗслӗхрен, нимӗҫсен Штеффен Райхе политикӗ, Бранденбург ҫӗрӗн правительствинче пулнӑскер, каярахпа нимӗҫсен парламент членӗ пулса тӑнӑскер, каланӑ: «Иегова Свидетелӗсем лагерьсенче тата тӗрмесенче лайӑх енсем кӑтартнӑ, ҫав лайӑх енсемсӗр демократиллӗ, конституциллӗ патшалӑх унччен те пулма пултарайман, халӗ те пулма пултараймасть. Вӗсем СС хӗсӗрленине чӑтӑмлӑн тӳссе ирттернӗ тата тӗрмере пӗрле ларакансене хӗрхеннине кӑтартнӑ. Пирӗн общество ют ҫӗршыв ҫыннисемпе, ҫавӑн пекех политика тата идеологи тӗлӗшӗнчен урӑхла шухӑшлакан ҫынсемпе япӑхрах та япӑхрах тытма пуҫланине шута илнӗ май ҫав лайӑх енсем пирӗн ҫӗршывӑн кашни гражданне питӗ кирлӗ пулса тӑчӗҫ».
ЮРАТУ КӐТАРТНИ
18. а) Мӗншӗн пире пӗтӗм тӑванлӑха юратма йывӑр мар? ӑ) Хӑш-пӗрисем Иегова Свидетелӗсем пирки мӗн калаҫҫӗ?
18 Петр апостол ҫырнӑ: «Ӗненекенсене тӑванӑн курса [«пӗтӗм тӑванлӑха», ҪТ] юратӑр, Турӑран хӑраса тӑрӑр» (1 Петр 2:17). Иегова Свидетелӗсем Турра юрӑхлӑ пулма пӑрахасран хӑраҫҫӗ, ҫакӑ вара вӗсене унӑн ирӗкне тума тата ытларах хавхалантарать. Вӗсем Турӑшӑн ӗҫлесе тӑракан тӑвансемпе пӗрле пӗтӗм тӗнчери организацире Иеговӑшӑн ӗҫлеме хавас. Ҫавӑнпа та вӗсене «пӗтӗм тӑванлӑха» юратма йывӑр мар. Хальхи вӑхӑтра ҫавӑн пек юрату ҫынсем хушшинче сайра-хутра тӗл пулать. Акӑ мӗншӗн Свидетель мар ҫынсене эпир пӗр-пӗрне юратни хӑш-пӗр чухне тӗлӗнтерет. Сӑмахран, Америкӑри туризм агенствинче ӗҫлекен хӗрарӑм Германире 2009 ҫулта иртнӗ пӗтӗм тӗнчери конгресра Свидетельсем ют ҫӗршывран килнӗ делегатсене ӑшшӑн, хапӑл туса йышӑнни питӗ тӗлӗнтернӗ. Экскурсовод пулса ӗҫленӗ ҫулсем хушшинче нихӑҫан та ун пеккине курман тесе каланӑ вӑл. Каярахпа Свидетельсенчен пӗри палӑртнӑ: «Вӑл пирӗн ҫинчен каланӑ сӑмахсенче савӑнса тӗлӗнни палӑрса тӑратчӗ». Конгресра Свидетельсене сӑнакан ҫынсем ҫавнашкал каланине эсир те илтмен-и?
19. Эпир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ тата мӗншӗн?
19 Иегова Свидетелӗсем Сатана тӗнчинче чӑнах та «вӑхӑтлӑх пурӑнакансем» пек пулнине чылай майсемпе кӑтартнине пӗлтӗмӗр ӗнтӗ эпир. Вӗсем малалла та «вӑхӑтлӑх пурӑнакансем» пулма ҫирӗп шут тытнӑ. Вӗсен шанчӑкӗ — кӗҫех Туррӑн ҫӗнӗ те тӳрӗлӗхлӗ тӗнчинче яланлӑхах пурӑнакансем пулас шанчӑк — ҫирӗп тата фактсем ҫинче никӗсленсе тӑрать. Сирӗн шанчӑк та ҫавнашкалах-и?
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]