«Вӑхӑтлӑх пурӑнакансем» тӗрӗс пуҫҫапма пӗрлешнӗ
«Ют ҫӗршыв ҫыннисем сирӗн ҫӗр ӗҫченӗсем тата иҫӗм ҫитӗнтерекен пахчаҫисем пулӗҫ. Сире вара Иеговӑн священникӗсем тесе чӗнӗҫ» (ИС. 61:5, 6, ҪТ).
1. Хӑш-пӗрисем ют ҫӗршыв ҫыннисем ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ, анчах та ҫакӑн пек шутлани мӗншӗн тӗрӗс мар?
ҪЫНСЕМ «ют халӑх ҫынни» текен сӑмахсене усал сӑмахсем пек усӑ курса ыттисене ним вырӑнне те хуманнине, вӗсенчен йӗрӗннине уҫӑмлӑн кӑтартаҫҫӗ тесе унчченхи статьяра палӑртнӑччӗ. Ҫын хӑйпе пӗр ҫӗршывра пурӑнакан ют халӑх ҫыннисене хӑйӗнчен начартарах тесе шутлать пулсан, вӑл вӗсене хисеплеменнине кӑтартать. Унсӑр пуҫне, ҫакӑн пек пӑхни ҫав ҫын фактсене пӗлменнине уҫса парать. «Этемлӗх расисем» буклетра ҫапла каланӑ: «Этемлӗх расисем — Библире вӗсем ҫинчен каланӑ пекех — тӑвансем». Тӑвансем пӗр-пӗринчен питӗ уйрӑлса тӑма пултараҫҫӗ, ҫапах та вӗсем пурпӗр тӑвансем.
2, 3. Авалхи Израильте пурӑннӑ ют халӑх ҫыннисем ҫине Иегова мӗнле пӑхнӑ?
2 Паллах ӗнтӗ, эпир кирек ӑҫта пурӑнсан та, пирӗнпе юнашар ют халӑх ҫыннисем пулаҫҫех. Саккун килӗшӗвне пула Иегова Турӑпа ятарлӑ хутшӑнусем тытса тӑнӑ авалхи Израильте те ҫапла пулнӑ. Израиль халӑхӗнчен тухман ҫынсен сахал права пулнӑ пулин те, израильсен вӗсене хисеплемелле тата хӑйсене вӗсемпе тӗрӗс тытмалла пулнӑ. Пирӗншӗн мӗн тери чаплӑ тӗслӗх! Чӑн христиансем хушшинче ҫынна камне кура уйӑрасси тата ҫын ҫинчен малтанах япӑх шутласа хурасси пулмалла мар. Мӗншӗн? Петр апостол каланӑ: «Халӗ ӗнтӗ чӑнахах пӗлтӗм: Турӑшӑн пур ҫын та — пӗрех, Турӑран хӑраса тӑракан ҫын, тӳрӗлӗхпе пурӑнакан ҫын кирек епле халӑх ҫынни пулсан та Турӑшӑн кӑмӑллӑ» (Ап. ӗҫ. 10:34, 35).
3 Авалхи Израильте пурӑннӑ ют халӑх ҫыннисене израильсемпе ҫывӑх хутшӑнни усӑ парса тӑнӑ. Ҫавӑнта Иегова ют халӑх ҫыннисем ҫине мӗнле пӑхни курӑнса тӑнӑ. Ҫулсем иртсен, Павел апостол Иегова пирки ҫапла каланӑ: «Турӑ Вӑл иудейсен Турри кӑна-и? Е урӑх халӑхсен Турри те? Паллах, урӑх халӑхсен те» (Рим 3:29, ҪХ; Иоиль 2:32).
4. Мӗншӗн «Турӑ Израилӗ» шутӗнче ют халӑх ҫыннисем ҫук тесе калама пулать?
4 Турӑ святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен пухӑвӗпе ҫӗнӗ килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн Израиль халӑхӗпе Турӑ хушшинче ятарлӑ хутшӑнусем пулма пӑрахнӑ. Ҫавӑнпа та святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен пухӑвӗ «Турӑ Израилӗ» пулса тӑнӑ (Гал. 6:16). Павел ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ҫав ҫӗнӗ халӑхра «эллин та, иудей те, ӳт кастарни те, ӳт кастарманни те, варвар та, скиф та, чура та, ирӗкли те ҫук, пӗр Христос анчах, Христос Вӑл — пуринче те» (Кол. 3:11). Ҫавӑнпа та христиансен пухӑвӗнче никам пирки те ют халӑх ҫынни тесе шутламалла мар.
5, 6. а) Исаия 61:5, 6-мӗш сӑвӑ йӗркисем пирки мӗнле ыйту тухса тӑма пултарать? ӑ) Исаия асӑннӑ «Иеговӑн священникӗсем» тата «ют ҫӗршыв ҫыннисем» камсем вӗсем? б) Ҫав икӗ ушкӑн хушшинче мӗнле пӗрпеклӗх пур?
5 Ҫапах та кам та пулин Исаия кӗнекинчи 61-мӗш сыпӑкра ҫырса хунӑ, христиансен пухӑвӗ ҫинче пурнӑҫланса пыракан пророкла сӑмахсем ҫине тӗллесе кӑтартма пултарать. Ҫав сыпӑкӑн 6-мӗш сӑвӑ йӗркинче «Иеговӑн священникӗсем» (ҪТ) пулса ӗҫлекенсем пирки асӑннӑ. Пиллӗкмӗш сӑвӑ йӗркинче ҫав «священниксене» пулӑшакан тата вӗсемпе пӗрле ӗҫлесе тӑракан «ют ҫӗршыв ҫыннисем» ҫинчен каланӑ. Ҫав сӑмахсене мӗнле ӑнланмалла?
6 «Иеговӑн священникӗсем» святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем пулнине эпир ӑнланатпӑр. Вӗсем вилӗмрен «малтан чӗрӗлсе тӑрӗҫ» те «Турӑпа Христосӑн священникӗсем пулӗҫ, Христоспа пӗрле пин ҫул патшара ларӗҫ» (Ӳлӗм. 20:6). Унсӑр пуҫне Турра чунтан парӑнса пурӑнакан христиансем нумайӑшӗ ҫӗр ҫинчи Райра пурӑнма шанаҫҫӗ. Вӗсем пӗлӗтре ӗҫлесскерсемпе пӗрле ӗҫлеҫҫӗ, ҫывӑх хутшӑнаҫҫӗ пулин те, вӗсем, сӑнарлӑ каласан, ют халӑх ҫыннисем. Ҫав христиансем «Иеговӑн священникӗсене», вӗсен «ҫӗр ӗҫченӗсем» тата «иҫӗм ҫитӗнтерекен пахчаҫисем» (ҪТ) пулса, савӑнсах пулӑшса тӑраҫҫӗ. Вӗсем ырӑ хыпар сарнипе тата ыттисене чӑнлӑха вӗрентнипе святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене Турра мухтама пулӑшаҫҫӗ. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем те, «урӑх сурӑхсем» те ҫынсене чӑнлӑха вӗрентеҫҫӗ тата вӗсене юрату кӑтартса ҫав чӑнлӑх тӑрӑх пурӑнма пулӑшаҫҫӗ (Иоанн 10:16).
АВРААМ ПЕКЕХ «ВӐХӐТЛӐХ ПУРӐНАКАНСЕМ»
7. Хальхи христиансем хӑш енчен Авраам тата авалхи шанчӑклӑ ӗҫлекенсем евӗрлӗ?
7 Сатанан йӗркесӗр тӗнчинче чӑн христиансем ют ҫӗршывран килнӗ ҫынсем е «вӑхӑтлӑх пурӑнакансем» пекех пулни ҫинчен унчченхи статьяра каланӑччӗ ӗнтӗ. Ҫак енчен вӗсем Авраам тата Туррӑн авалхи шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем евӗрлӗ, вӗсем пирки ҫӗр ҫинче «ҫул ҫӳрекенсем, ютран килнӗ ҫынсем [«вӑхӑтлӑх пурӑнакансем», ҪТ]» тенӗ (Евр. 11:13). Эпир пӗлӗтре пурӑнма шанатпӑр-и е ҫӗр ҫинче-и, кирек мӗнле пулсан та пирӗн, Авраам пекех, Иеговӑпа хамӑр хушӑмӑрта ятарлӑ хутшӑнусем пулма пултараҫҫӗ. Иаков ҫапла ӑнлантарса парать: «„Авраам Турра ӗненнӗ, ҫакна Турӑ тӳрӗлӗх шутне кӗртнӗ“. Авраама вара „Туррӑн тусӗ“ тесе чӗнме пуҫланӑ» (Иак. 2:23, ҪХ).
8. Иегова Авраама мӗн тума сӑмах панӑ тата Авраам ҫавӑн пек сӑмах пани ҫинчен мӗн шутланӑ?
8 Турӑ Авраампа унӑн тӑхӑмӗсем урлӑ пӗр халӑх кӑна мар, ҫӗр ҫинчи пур ҫемье те пиллӗх илӗ тесе сӑмах панӑ. (Пултарни 22:15—18 вуласа пар.) Туррӑн ҫак сӑмахӗсем малашлӑхра кӑна пурнӑҫланмалла пулнӑ пулин те, вӗсем пурнӑҫа кӗрессе Авраам шанма пӑрахман. Вӑл тата унӑн ҫемйи пурнӑҫӗн чылай пайне вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳресе ирттернӗ. Ҫав вӑхӑт хушшинче Авраам Иеговӑн тусӗ пулма пӑрахман.
9, 10. а) Хӑш енчен эпир Авраамран тӗслӗх илме пултаратпӑр? ӑ) Эпир ытти ҫынсене мӗнле йыхрава пӗлтерсе тӑма пултаратпӑр?
9 Авраам хӑйӗн шанчӑкӗ пурнӑҫланасса мӗн чухлӗ кӗтме тивессине пӗлмен пулин те, вӑл Иеговӑна сахалрах юратса, парӑнса пурӑнма пуҫламан. Вӑл Турӑ сӑмах панине асра тытнӑ, ҫавӑнпа та пӗр-пӗр вырӑна яланлӑхах пурӑнма куҫса килнӗ ҫын пуласшӑн пулман (Евр. 11:14, 15). Авраам тӗслӗхне пирӗн тытса пымалла та ансат пурнӑҫпа пурӑнмалла. Нумай пурлӑх пухасси, обществӑра лайӑх вырӑн йышӑнасси тата карьера тӑвасси пурнӑҫра чи кирли тесе шутламалла мар пирӗн! Кӗҫех пӗтес тӗнчере йӗркеллӗ теекен пурнӑҫпа пурӑнас тесе тӑрӑшма кирлех-ши? Вӑхӑтлӑха пыракан япаласем ҫумне мӗн тума ҫыпҫӑнас-ха? Авраам пекех эпир чылай лайӑххине кӗтетпӗр. Эпир хамӑр шанчӑк пурнӑҫланасса тӳсӗмлӗн кӗтме хатӗр. (Рим 8:25 вуласа пар.)
10 Иегова унчченхи пекех халӗ те пур халӑх ҫыннине те Авраам вӑрлӑхӗ урлӑ килекен пиллӗхсене илме чӗнет. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ «Иеговӑн священникӗсем» те, «ют ҫӗршыв ҫыннисем» те, е урӑх сурӑхсем, ҫав йыхрава ҫынсем пӗтӗм тӗнчипе илтчӗр тесе 600 ытла чӗлхепе пӗлтерсе тӑраҫҫӗ.
ПУР ХАЛӐХ ҪЫННИНЕ ТЕ ЮРАТӐР
11. Пур халӑх ҫыннине Соломон мӗн тума чӗннӗ?
11 Пирӗн эрӑчченхи 1026 ҫулта храма Иеговӑна халалланӑ ятпа ирттернӗ аслӑ пухура Соломон, Иегова Авраама сӑмах панипе килӗшӳллӗ, каланӑ сӑмахсенче пур халӑх ҫынни те Иеговӑна мухтаса тӑма пӗрлешӗ тесе палӑртнӑ. Чун-чӗререн кӗлтунӑ чухне вӑл каланӑ: «Хӑвӑн Израиль халӑхӗ хушшинчен тухман ҫын, ют халӑх ҫынни, Санӑн ятушӑн инҫетри ҫӗртен килсессӗн,— вӗсем Санӑн чаплӑ яту ҫинчен, Санӑн хӑватлӑ аллупа Санӑн пысӑк вӑю ҫинчен илтеҫҫех ӗнтӗ,— ҫапла килсе, вӑл ҫак Ҫурт умӗнче кӗлтусассӑн, илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан; ют халӑх ҫынни Хӑвӑнтан мӗн тархасласа ыйтнине пӗтӗмпех тусамччӗ ун чухне: ҫапла ҫӗр ҫинчи пур халӑх та Санӑн ятна пӗлсе тӑтӑр, Санран Хӑвӑн халӑху Израиль хӑранӑ пек хӑраччӑр» (3 Патш. 8:41—43).
12. Мӗншӗн хӑш-пӗрисем Иегова Свидетелӗсем пирки темскерле «ют халӑх ҫыннисем» тесе шутлама пултараҫҫӗ?
12 Ют халӑх ҫынни тесе ют ҫӗршыва килнӗ е унта пурӑнакан, ҫавӑн пекех пӗр-пӗр вырӑна урӑх ҫӗртен килнӗ ҫынна калаҫҫӗ. Иегова Свидетелӗсене шӑп ҫавӑн пек сӑнласа пама пулать. Вӗсем тӗрлӗ ҫӗршывра пурӑнаҫҫӗ пулин те, пӗлӗтри Турӑ Патшалӑхӗпе унӑн Патшине, Иисус Христоса, кӑна чунтан парӑнса пурӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем хӑйсем пурӑнакан ҫӗршывра политика тӗлӗшӗнчен никам майлӑ та тӑмаҫҫӗ — хӑш-пӗрисем вӗсем пирки хальхи обществӑри темскерле ют ҫынсем тесе шутласан та.
13. а) Хамӑртан уйрӑлса тӑракан ҫынсем пирки ют халӑх ҫыннисем тесе шутлама пӑрахма эпир мӗнле вӗренме пултаратпӑр? ӑ) Иегова чи малтанах шутласа хунӑ тӑрӑх, ҫынсен пӗр-пӗрин ҫине ют халӑх ҫыннисем ҫине пӑхнӑ пек пӑхмалла пулнӑ-и? Ӑнлантарса парӑр.
13 Ют халӑх ҫыннисене час-часах вӗсем ыттисем пек мар пулнӑран палласа илеҫҫӗ. Вӗсем ыттисенчен хӑйсен чӗлхипе, йӑли-йӗркипе, ҫипуҫӗпе, мӗн тата мӗнле тӑхӑнса ҫӳренипе уйрӑлса тӑма пултараҫҫӗ. Ҫапах та, вӗсем кирек мӗнле халӑхран тухнине пӑхмасӑрах, вӗсене ытти пур ҫынпа пӗрлештерекен пӗрпеклӗхсем ҫав уйрӑмлӑхсенчен чылай кирлӗрех. Ҫав чӑн е шухӑшласа кӑларнӑ уйрӑмлӑхсене асӑрхамасӑр тӑма вӗренетпӗр пулсан, эпир вӗсем ҫине ют халӑх ҫынни ҫине пӑхнӑ пек пӑхмӑпӑр. Ҫӗр ҫинче пурте пӗр правительствӑна пӑхӑнса пурӑннӑ пулсан, никам та ют ҫӗршыв ҫынни пулман пулӗччӗ. Иегова чи малтанах шутласа хунӑ тӑрӑх, пур ҫыннӑн та пӗр ҫемье пек пӗр влаҫа — унӑн влаҫне — пӑхӑнса пурӑнмалла пулнӑ. Ҫӗр ҫинчи халӑхсем халӗ ыттисем ҫине ют ҫӗршыв ҫыннисем ҫине пӑхнӑ пек пӑхма чарӑнӗҫ-ши?
14, 15. Иегова Свидетелӗсем, пӗтӗмӗшле илсен, мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ?
14 Эпир пурӑнакан тӗнчере нумайӑшӗ хӑйсене эгоистла тытать тата хӑйсен халӑхӗ ытти халӑхран лайӑхрах тесе шутлать. Анчах та пур халӑх ҫыннине те юратакансем пуррине пӗлме питӗ кӑмӑллӑ. Паллах ӗнтӗ, ыттисем ҫинчен япӑххине шутлама пӑрахма йывӑр пулма пултарать. Тэд Тернер, Си-эн-эн телевидени сетьне никӗслекен, тӗрлӗ ҫӗршыври пултаруллӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫлени ҫинчен ҫапла каланӑ: «Ҫав ҫынсемпе курса калаҫни ман асра тарӑн йӗр хӑварчӗ. Эпӗ ытти ҫӗршыв ҫыннисем ҫине „ют халӑх ҫыннисем“ ҫине пӑхнӑ пек мар, пӗр планета ҫинче пурӑнакан граждансем ҫине пӑхнӑ пек пӑхма вӗрентӗм. Маншӑн „ют халӑх ҫынни“ тени усал сӑмах каланипе пӗрех пулса тӑчӗ, ҫавӑнпа Си-эн-энра ҫав сӑмахсемпе эфирта та, пӗрле ӗҫлекенсем хушшинче те усӑ курмалла мар тесе йышӑнтӑм».
15 Иегова Свидетелӗсем — пӗтӗм тӗнчери чӑннипех Турӑ шухӑшланӑ пек шухӑшлама тӑрӑшакан пӗртен-пӗр ушкӑн. Япаласем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма вӗреннине пула вӗсем ытти халӑх ҫыннисемпе хутшӑнма чаракан чӑрмавсене хӑйсен ӑс-тӑнӗпе чӗринче пӗтерсе пыраҫҫӗ. Ытти халӑх ҫыннисем шанчӑка тивӗҫлӗ мар тесе шутлас тата вӗсене кураймасӑр пурӑнас вырӑнне, Иегова Свидетелӗсем тӗрлӗ халӑхӑн чаплӑ енӗсемпе пултарулӑхне курма тата хаклама вӗренсе пыраҫҫӗ. Турӑ халӑхӗн ҫав уйрӑмлӑхӗ ҫинчен тата ҫавӑ сире ыттисемпе хутшӑннӑ чухне мӗнле пулӑшни ҫинчен эсир шухӑшласа пӑхнӑ-и?
ТӖНЧЕРЕ «ЮТ ХАЛӐХ ҪЫННИСЕМ» УРӐХ ПУЛМӖҪ
16, 17. Ӳлӗмхине 16:16 тата Даниил 2:44-мӗшӗнчи сӑмахсем пурнӑҫланни сирӗншӗн мӗне пӗлтерӗ?
16 Кӗҫех пур халӑх та Туррӑн влаҫне хирӗҫ «еврейла Армагеддон теекен» юлашки ҫапӑҫӑва тухӗ (Ӳлӗм. 16:14, 16; 19:11—16). Даниил пророк 2 500 ҫул ытла каялла Туррӑн тӗллевне хирӗҫ пыракан ҫынсен патшалӑхӗсемпе мӗн пулассине Турӑ хавхалантарнипе малтанах каласа хунӑ. Вӑл ҫырнӑ: «Ҫав патшалӑхсен саманинче Тӳпери Турӑ нихӑҫан арканми патшалӑх туса лартӗ, ку патшалӑх урӑх халӑх аллине лекмӗ; вӑл пур патшалӑха та аркатса тӑкӗ, хӑй вара ӗмӗр-ӗмӗрех пулӗ» (Дан. 2:44).
17 Ҫак пророкла каланӑ сӑмахсем пурнӑҫланни сирӗншӗн мӗне пӗлтерни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Ҫынсем палӑртса тухнӑ ҫӗршыв чиккисем, хӑш-пӗр енчен кашни ҫынна ют ҫӗршыв ҫынни тӑваканскерсем, тӑрса юлмӗҫ. Ҫынсем тӗрлӗ сӑн-питлӗ, характерлӑ пулни Турӑ пултарнӑ япаласенче тӗлӗнмелле тӗрлӗлӗх пуррине кӑна кӑтартса парӗҫ. Ҫавӑн пек чаплӑ пуласлӑх пире пурсӑмӑра та хамӑра Пултаракана, Иегова Турра, малалла та мухтаса, чысласа тӑрас тесе вӑй ҫитнӗ таран пурне те тума хавхалантарса тӑмалла.
18. Иегова Свидетелӗсем пӗр-пӗрин пирки ют халӑх ҫынни тесе шутламаннине мӗнле тӗслӗх кӑтартса парать?
18 Пӗтӗм тӗнчипе ҫавӑн пек улшӑнусем пулса иртессине ӗненнине пуш ӗмӗт темелле-ши? Ҫук. Ҫавӑ пурнӑҫланасса эпир чӑннипе шанма пултаратпӑр. Халех Иегова Свидетелӗсем ыттисем пирки ют халӑх ҫыннисем тесе шутламаҫҫӗ. Сӑмахран, нумаях пулмасть, пӑхса-йӗркелесе тӑрас ӗҫе ансатлатас тата Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара ӑнӑҫлӑрах сарас тесе, хӑш-пӗр пысӑках мар филиалсене пӗрлештернӗ (Матф. 24:14). Филиалсене пӗрлештернӗ чухне, патшалӑх саккунӗсем ирӗк панӑ таран, ҫӗршывсем хушшинчи чикӗсене шута илмен. Ҫакӑ Иисус Христос, Иегова суйласа лартнӑ Пуҫлӑх, ҫынсем туса лартнӑ чӑрмавсене пӗтерсе пынине тата вӑл кӗҫех ҫӗнтерессине курӑнмалла кӑтартса паракан тата тепӗр паллӑ! (Ӳлӗм. 6:2.)
19. Чӑнлӑхӑн таса чӗлхине пула Иеговӑн халӑхӗ мӗн тума пултарнӑ?
19 Иегова Свидетелӗсем тӗрлӗ халӑхран тухнӑ тата тӗрлӗ чӗлхепе калаҫаҫҫӗ, анчах та вӗсем чӑнлӑхӑн таса чӗлхипе калаҫма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑ вара вӗсене пӗр-пӗринпе нихӑҫан арканми пӗрлӗхпе пӗрлештерет. (Софония 3:9 вуласа пар.) Ҫак тӗрлӗ халӑхран тӑракан ҫемье хальхи йӗркесӗр тӗнчере пурӑнать, анчах та унӑн пайӗ пулса тӑман. Ҫак ҫемье халӗ пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ пулни ҫӗнӗ тӗнчере ют халӑх ҫынни пулманнине ҫирӗплетсе парать. Унта кашни ҫын ҫӳлерех илсе панӑ сӑмахсем тӗрӗс пулнине ӑнланса илӗ: «Этемлӗх расисем — Библире вӗсем ҫинчен каланӑ пекех — тӑвансем» (Этемлӗх расисем).
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]