Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Пурнӑҫра чӑннипех ӑнӑҫлӑ пулма тӑрӑшӑр

Пурнӑҫра чӑннипех ӑнӑҫлӑ пулма тӑрӑшӑр

«Ҫӳрекен ҫулу ӑнӑҫлӑ пулӗ, пур ӗҫне те ӑслӑ-тӑнлӑ тӑвӑн» (ИИС. Н. 1:8).

1, 2. а) Нумай ҫыншӑн мӗн вӑл ӑнӑҫлӑх? ӑ) Ӑнӑҫу ҫине эсир мӗнле пӑхнине мӗн пӗлме пулӑшать?

 ПУРНӐҪРА ӑнӑҫлӑ пуласси мӗн вӑл? Нумай ҫынна ҫак ыйтӑва парсан, тӗрлӗ хурав илтме пулать. Сӑмахран, нумайӑшӗ шутланӑ тӑрӑх, пысӑк вырӑн йышӑнакан, укҫаллӑ тата лайӑх пӗлӳ илнӗ ҫын — ӑнӑҫлӑ ҫын. Теприсемшӗн ӑнӑҫу вӑл — ҫемьере пӗр-пӗринпе, юлташсемпе тата пӗрле ӗҫлекенсемпе килӗштерсе пурӑнни. Туррӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем ӑнӑҫлӑха пухура илекен тивӗҫсемпе е сӑваплӑ ӗҫри ҫитӗнӳсемпе те ҫыхӑнтарма пултараҫҫӗ.

2 Ӑнӑҫлӑх ҫине мӗнле пӑхнине пӗлес тесе хӑвӑр кама ӑнӑҫлӑ тесе шутлатӑр, кампа мухтанатӑр тата кама хисеплетӗр, ҫав ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисен ячӗсене ҫырса тухма пулать. Вӗсем мӗнпе палӑрса тӑраҫҫӗ? Пуян та паллӑ ҫынсем-и вӗсем? Обществӑра ятарлӑ вырӑн йышӑнса тӑраҫҫӗ-и? Ҫак ыйтусем ҫине мӗнле хуравлани сирӗн чӗрере мӗн пуррине кӑтартса пама пултарать, ҫакӑ вара хӑвӑр тӑвакан йышӑнусемпе хӑвӑр ума лартакан тӗллевсем ҫине самаях витӗм кӳме пултарать (Лука 6:45).

3. а) Иисус Навинӑн хӑй ҫулӗ ҫинче ӑнӑҫлӑ пулас тесе мӗн тумалла пулнӑ? ӑ) Халӗ эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Пуринчен ытла Иегова пире ӑнӑҫлӑ тесе шутлани кирлӗ, мӗншӗн тесен пирӗн пурнӑҫ вӑл пире ырланинчен килет. Иегова Иисус Навина ятарлӑ ӗҫ, израильсене Пама пулнӑ ҫӗре илсе кӗме, хушсан, ӑна Моисей саккунне «кунӗн-ҫӗрӗн» вулама тата унта мӗн ҫырнине тытса тӑма хушнӑ. Турӑ ӑна шантарса каланӑ: «Вара ҫӳрекен ҫулу ӑнӑҫлӑ пулӗ, пур ӗҫне те ӑслӑ-тӑнлӑ тӑвӑн» (Иис. Н. 1:7, 8). Иисус Навин хӑй ҫӳрекен ҫулӗ ҫинче ӑнӑҫлӑ пулнине эпир пӗлетпӗр. Пирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Ӑнӑҫлӑх ҫине эпир Турӑ пӑхнӑ пек пӑхнине мӗнле пӗлме пултаратпӑр? Ҫавна пӗлес тесе, айтӑр, Библире каласа панӑ икӗ арҫыннӑн пурнӑҫне пӑхса тухар.

ПУРНӐҪРА СОЛОМОН ӐНӐҪЛӐ ПУЛНӐ-И?

4. Соломон ӑнӑҫлӑ пулнӑ тесе мӗншӗн калама пулать?

4 Соломон нумай енчен питӗ ӑнӑҫлӑ пулнӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӑл нумай ҫул хушши Иеговӑран хӑраса, Ӑна итлесе пурӑннӑ, Иегова вара ӑна нумай пилленӗ. Иегова Соломона: «Мӗн парас сана, ыйт»,— тесе каласан, вӑл халӑха ертсе пыма ӑслӑлӑх пама ыйтнӑ. Иегова вара ӑна ӑслӑлӑх та, пуянлӑх та панӑ. (3 Патшасен 3:10—14 вуласа пар.) Унӑн ӑслӑлӑхӗ «тухӑҫ ывӑлӗсен ӑсӗнчен те, Египет ҫыннисен пур ӑслӑлӑхӗнчен те пысӑкрах пулнӑ». Соломонӑн «ячӗ таврари пур халӑх хушшинче те чапа тухнӑ» (3 Патш. 4:30, 31). Пуянлӑхӗ пирки калас пулсан, ылтӑна кӑна вӑл кашни ҫул 25 тонна илсе тӑнӑ! (2 Ҫулс. 9:13.) Вӑл ют ҫӗршывсемпе ҫыхӑну тытас, ҫурт-йӗр тата суту-илӳ тӑвас тӗлӗшрен чаплӑ ҫитӗнӳсем тунӑ. Соломон Турра шанчӑклӑ пулнӑ чухне унӑн ӗҫӗсем ӑнса пынӑ (2 Ҫулс. 9:22—24).

5. Соломон каланӑ тӑрӑх, Турӑ куҫӗ умӗнче камсем ӑнӑҫлӑ?

5 Соломон Екклесиаст кӗнекинче ҫырни тӑрӑх, вӑл пуянсем тата пысӑк вырӑн йышӑнса тӑракансем кӑна ӑнӑҫлӑ та телейлӗ пулма пултараҫҫӗ тесе шутламанни курӑнать. Вӑл ҫырнӑ: «Эпӗ ӗнтӗ ҫакна пӗлсе ҫитрӗм: вӗсемшӗн хӑйсенӗн пурӑнӑҫӗнче савӑнассинчен, ырӑ тӑвассинчен лайӑхраххи нимӗн те ҫук. Ҫын ӗҫет-ҫиет пулсассӑн, кирек мӗнле ӗҫӗнче те ыррине курать пулсассӑн, ку вӑл — Турӑ панӑ телей» (Еккл. 3:12, 13). Ҫак ырлӑхсем Турӑпа туслӑ тата вӑл ырлакан ҫынна чӑн-чӑн савӑнӑҫ кӳрсе тӑнине Соломон ӑнланнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тӑвать: «Турӑран хӑра, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑн: унта этеме кирли йӑлтах пур» (Еккл. 12:13).

6. Чӑн-чӑн ӑнӑҫлӑх мӗн иккенне пӗлме Соломонӑн тӗслӗхӗ пире мӗнле пулӑшать?

6 Нумай ҫул хушши Соломон Иеговӑран хӑраса, ӑна итлесе пурӑннӑ. «Хӑйӗн ашшӗ Давид панӑ йӗркепе пурӑнса, Соломон Ҫӳлхуҫана юратса-ӗненсе пурӑннӑ» тесе вулатпӑр эпир (3 Патш. 3:3). Ҫакӑ мар-и-ха чӑн-чӑн ӑнӑҫлӑх? Иегова Турӑ кӑтартса-ертсе пынипе Соломон Турра тӗрӗс пуҫҫапмалли чаплӑ храм туса лартнӑ тата Библири виҫӗ кӗнекене ҫырнӑ. Паллах ӗнтӗ, эпир Соломон тунине тӑваймӑпӑр. Анчах та Соломон Турра шанчӑклӑ пулнӑ чухне кӑтартнӑ тӗслӗх пире чӑн-чӑн ӑнӑҫлӑх мӗн иккенне пӗлме тата ӑнӑҫлӑ пулас тесен мӗн тумаллине ӑнланма пулӑшать. Сӑмахран, Турӑ Соломона пуянлӑх, ӑслӑлӑх, чап тата власть ҫинчен ҫырма хавхалантарнӑ. Нумайӑшӗ паян ҫавсемсӗр ӑнӑҫлӑ пулма май ҫук теҫҫӗ. Анчах Соломон ҫынсем ҫавсемшӗн ҫунни вӑл «ҫил хӑвалани», урӑхла каласан, ҫавсене илме тӑрӑшни вӗсене чӑннипе телейлӗ тумасть тенӗ. Укҫа юратакансенчен нумайӑшӗ тата ытларах пуясшӑн пулнине асӑрхаман-и эсир? Пурлӑхсӑр тӑрса юлас мар тесе пӑшӑрханнӑран вӗсем час-часах канӑҫа ҫухатаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, пӗр-пӗр кун вӗсен пуянлӑхӗ ыттисен аллине куҫӗ. (Екклесиаст 2:8—11, 17; 5:9—11 вуласа пар.)

7, 8. Мӗне пула Соломон шанчӑклӑ пулма пӑрахнӑ тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ?

7 Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Соломон Иеговӑна шанчӑклӑ пулма, итлеме пӑрахнине эсир пӗлетӗр паллах. Турӑ Сӑмахӗнче каланӑ: «Соломонӑн ватлӑх кунӗсенче арӑмӗсем ун чӗрине урӑх турӑсем еннелле ҫавӑрнӑ; ӗнтӗ унӑн чӗрийӗ хӑй ашшӗн Давидӑн чӗри пек пулман: Ҫӳлхуҫа Турра пӗтӗмпех парӑнса тӑман... [...] Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ Соломон» (3 Патш. 11:4—6).

8 Соломонпа кӑмӑлсӑр пулнине кӑтартса Иегова ӑна каланӑ: «Манӑн халалӑмпа Манӑн йӗркемсене уяманшӑн, хӑвна мӗн хушнине астуса тӑманшӑн санран патшалӑха туртса илетӗп те хӑвӑн чуруна паратӑп» (3 Патш. 11:11). Питӗ шел! Соломон чылай енчен ӑнӑҫлӑ пулнӑ пулин те каярахпа вӑл Иеговӑна кулянтарнӑ. Соломон ӑнӑҫсӑр ҫын пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесен вӑл пурнӑҫра чи кирлине туса тӑман — Турра шанчӑклӑ пулма пӑрахнӑ. Пирӗнтен кашни хӑйӗнчен ыйтма пултарать: «Соломонпа пулса иртнинчен эпӗ ӑса вӗренӗп-ши? Ҫавӑ мана пурнӑҫра ӑнӑҫлӑ пулма пулӑшӗ-и?»

ЧӐННИПЕХ ӐНӐҪЛӐ ПУРНӐҪ

9. Тӗнчери ҫынсен шухӑшӗпе Павел ӑнӑҫлӑ ҫын пулнӑ-и? Ӑнлантарса парӑр.

9 Павел апостолӑн пурнӑҫӗ Соломон патшан пурнӑҫӗнчен питӗ уйрӑлса тӑнӑ. Вӑл слон шӑмминчен тунӑ трон ҫинче ларман тата патшасемпе пӗрле ӗҫсе-ҫимен. Пачах урӑхла, унӑн ӗҫмесӗр, ҫимесӗр пурӑнасси те, ҫарамас юласси те, сивве тӳсесси те пулнӑ (2 Кор. 11:24—27). Иисуса Мессия тесе йышӑнсан, Павела иудей тӗнӗнчи ҫынсем хисеплеме пӑрахнӑ. Иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем ӑна курайман. Ӑна тӗрмене хупа-хупа лартнӑ, пушӑпа тата хулӑпа хӗненӗ, пӗррехинче чулпа пере-пере пӗтернӗ. Павел каланӑ тӑрӑх, ӑна тата ытти христиансене усал сӑмахпа хӑртнӑ, хӗсӗрленӗ, хурланӑ. Вӑл ҫырнӑ: «Эпир тӗнчешӗн халичченех ҫӳпӗ пек, пурте таптакан тусан пек» (1 Кор. 4:11—13).

10. Мӗншӗн хӑшӗ-пӗрисене Павел ӑнӑҫлӑ пуласшӑн мар пек туйӑнма пултарнӑ?

10 Савл ятлӑ, каярахпа Павел апостол пулса тӑнӑ ҫамрӑк ҫынна пысӑк пуласлӑх кӗтнӗ. Вӑл паллӑ ҫемьерен пулнӑ, Гамалиил ятлӑ хисеплӗ учитель патӗнче вӗреннӗ, ҫавӑнпа вӑл каярахпа ҫапла ҫырнӑ: «Иудей тӗнне ман чухлӗ пӗлекен, ӑна ман пек ҫирӗп тытса тӑракан хамӑн тантӑш хушшинче сахалччӗ» (Гал. 1:14). Савл еврей, грек чӗлхисене лайӑх пӗлнӗ, Рим гражданӗ пулнӑ, ҫавна пула вӑл питӗ хаклакан ҫӑмӑллӑхсемпе, правасемпе усӑ курма пултарнӑ. Вӑл тӗнчере ӑнӑҫлӑ пулма шутланӑ пулсан, ятлӑ-сумлӑ тата укҫаллӑ ҫын пулнӑ пулӗччӗ. Анчах та вӑл суйласа илнӗ пурнӑҫ ҫулӗ ыттисемшӗн — тен, хӑш-пӗр хурӑнташӗсемшӗн те — ӑссӑрла пек туйӑннӑ. Мӗншӗн?

11. Павел мӗне хакланӑ, хӑй умне мӗнле тӗллевсем лартнӑ тата мӗншӗн?

11 Павел Иеговӑна юратнӑ тата пуян та паллӑ ҫын пулассинчен ытларах ӑна Турӑ ырлани кирлӗ пулнӑ. Павел, чӑнлӑха пӗлсе пынӑ май, ҫак тӗнчери ҫынсем нумайӑшӗ ним вырӑнне те хуман япаласене — тӳлесе илме панӑ парнене, христиансен сӑваплӑ ӗҫне тата пӗлӗтре пурӑнас шанчӑка — хаклама пуҫланӑ. Павел тавлашуллӑ ыйту пуррине, ӑна татса пама кирлине пӗлнӗ. Вӗт Сатана кашни ҫынна Турӑшӑн ӗҫлеме чарма пултаратӑп тесе каланӑ (Иов 1:9—11; 2:3—5). Павел кирек мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулсан та, Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма тата тӗрӗс пуҫҫапма ҫирӗп шут тытнӑ. Ҫакӑн пек тӗллев лартса пурӑнасси ҫак тӗнчери ҫынсемшӗн ӑнӑҫлӑх шутланмасть.

12. Мӗншӗн эсир Турра шанатӑр?

12 Эсир Павел пекех ҫирӗп шухӑшлӑ-и? Турра шанчӑклӑ пулма яланах ҫӑмӑл мар, анчах та ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлсан, Иегова пире ырласса тата пиллессе пӗлетпӗр, шӑпах ҫакӑ ӗнтӗ чӑн-чӑн ӑнӑҫлӑх (Ытар. 10:22). Эпир халех пиллӗхсем илетпӗр, пуласлӑхра вара тата нумайрах пиллӗхсем илессе шанма пултаратпӑр. (Марк 10:29, 30 вуласа пар.) Ҫавӑнпа та эпир «ултавлӑ пуянлӑха мар... Пире савӑнса пурӑнма мӗн кирлине» туллин паракан «чӗрӗ Турра» шанатпӑр. Эпир «ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн мул» пухатпӑр. «Ҫав мул вара — пуласлӑхӑн ҫирӗп никӗсӗ» (1 Тим. 6:17—19, ҪХ). Ҫапла, тепӗр ҫӗр-ҫӗр ҫул иртсен, пин-пин ҫултан та каялла ҫаврӑнса пӑхӑпӑр та: «Эпӗ суйласа илнӗ пурнӑҫ ҫулӗ мана чӑннипех ӑнӑҫлӑ турӗ!» — тесе калӑпӑр. Ҫавӑн пек пуласси пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр.

ПУРЛӐХУ ӐҪТА?

13. Пурлӑх пирки Иисус мӗнле канаш панӑ?

13 Иисус пурлӑх пирки ҫапла каланӑ: «Ҫӗр ҫинче хӑвӑр валли пурлӑх ан пухӑр: кунта кӗве те ҫиет, тутӑхса та пӗтет, кунта вӑрӑсем те алтса кӗрсе вӑрлаҫҫӗ; эсир хӑвӑр валли тӳпере пурлӑх пухӑр: унта кӗве те ҫимест, тутӑхса та пӗтмест, унта вӑрӑсем те алтса кӗрсе вӑрламаҫҫӗ: ӗнтӗ пурлӑху ӑҫта, чӗрӳ те ҫавӑнтах пулӗ» (Матф. 6:19—21).

14. Ҫӗр ҫинче пурлӑх пухни мӗншӗн тӗрӗс мар?

14 Ҫыншӑн ҫӗр ҫинчи пурлӑх шутне укҫа кӑна кӗмест. Ҫавсем шутне Соломон мӗн ҫинчен ҫырнӑ тата ҫынсем мӗне питӗ хаклаҫҫӗ, ҫавсем кӗреҫҫӗ — ятлӑ-сумлӑ пулни, чап-мухтав тата власть. Соломон Екклесиаст кӗнекинче мӗн каланӑ, Иисус та ҫавӑн ҫинченех каланӑ — ҫак тӗнчен пурлӑхӗ ӗмӗрлӗхе пымасть. Тӗнчере ҫавӑн пек пурлӑх питӗ хӑвӑрт пӗтнине эсир асӑрханӑ пулӗ тата вӗсене ҫӑмӑллӑнах ҫухатма пулать. Дейл Брунер, профессор тата теолог, ҫавӑн пек пурлӑх ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Чап-мухтав нумая пыманни пурне те паллӑ. Паян эсӗ паттӑр, тепӗр ҫулне сана манса кайнӑ. Ку ҫулӗнче финанс тӗлӗшӗнчен ӑнӑҫлӑ пулни тепӗр ҫулне банкротпа вӗҫленме пултарать... [Иисус] ҫынсене юратать. Самантлӑха пыракан чап-мухтав хыҫҫӑн хуйха ӳкесси пулатех тесе асӑрхаттарса калать вӑл. Чап нумайлӑха пымасть. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсен ӗмӗчӗ ан татӑлтӑр тет. Кашни кунах кам та пулин, нумаях пулмасть чи ҫӳлте пулнӑскер, аяла тӑрса юлать». Ҫынсенчен нумайӑшӗ ҫак сӑмахсемпе килӗшет. Анчах та нумай ҫын-и Иисусӑн сӑмахӗсене хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫине витӗм кӳме парать? Сирӗн пирки мӗн калама пулать?

15. Пирӗн мӗнле йышши ӑнӑҫу патне ӑнтӑлмалла?

15 Хӑш-пӗр тӗн пуҫлӑхӗсем хӑйсен проповечӗсенче ӑнӑҫлӑ пулма тӑрӑшни тӗрӗс мар тата ӑнӑҫлӑ пулма хӑтланса та пӑхмалла мар тесе каланӑ. Анчах та ҫав тӗлӗшрен вӑй хумалла мар тесе Иисус нимӗн те каламан. Ун вырӑнне вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене урӑххине тума — тӳпери нихӑҫан пӗтми пурлӑха пухма — вӑй хурӑр тесе хавхалантарнӑ. Пуринчен ытла пирӗн Иегова умӗнче ӑнӑҫлӑ пулма тӑрӑшмалла. Ҫапла, Иисусӑн сӑмахӗсем пире кашни ҫын хӑй умне мӗнле тӗллевсем лартассине хӑй суйласа илет тесе аса илтереҫҫӗ. Тӗрӗссипе каласан, эпир хамӑр чӗре мӗн суйласа илнине, урӑхла каласан, мӗне эпир питӗ хаклатпӑр, ҫавсене пурнӑҫа кӗртес тесе вӑй хурӑпӑр.

16. Мӗн пирки эпир ҫирӗп шанма пултаратпӑр?

16 Пирӗн чӗрере Иеговӑна юрӑхлӑ пулас шухӑш пур пулсан, вӑл пире мӗн кирлипе пуринпе те тивӗҫтерессе шанма пултаратпӑр. Павел апостол пекех, тен, пирӗн те хӑш-пӗр чухне ҫинӗ-ҫимен е ӗҫнӗ-ӗҫмен пурӑнма тивӗ (1 Кор. 4:11). Кирек мӗнле пулсан та, Иисусӑн ӑслӑ канашне йӑлтах шанма пултаратпӑр. Вӑл каланӑ: «„Мӗн ҫиес“, „мӗн ӗҫес“, „мӗн тӑхӑнас“ тесе ан кулянӑр. Мӗншӗн тесен ҫавсемшӗн пуриншӗн те урӑх халӑх ҫыннисем тӑрӑшаҫҫӗ. Вӑл япаласем пурте сире кирлине вара Ҫӳлти Аҫӑр ахалех пӗлсе тӑрать. Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне, Унӑн тӳрӗлӗхне ӑнтӑлса шырӑр, ытти вара сирӗн пурте пулӗ» (Матф. 6:31—33, ҪХ).

ТУРӐ КУҪӖ УМӖНЧЕ ӐНӐҪЛӐ ПУЛМА ТӐРӐШӐР

17, 18. а) Чӑн-чӑн ӑнӑҫлӑх мӗнрен килет? ӑ) Ӑнӑҫлӑх мӗнрен килмест?

17 Ҫакна ӑнланни те питӗ кирлӗ: чӑннипех ӑнӑҫлӑ пулни сирӗн ҫитӗнӳсенчен е тӗнчере пысӑк вырӑн йышӑннинчен килмест. Ҫавӑн пекех чӑн-чӑн ӑнӑҫлӑх христиансен пухӑвӗнче мӗн чухлӗ тивӗҫ шанса панинчен те килмест. Ҫавӑн пек пиллӗх эпир Турра итлесе-пӑхӑнса тата ӑна шанчӑклӑ пулнинчен килет. Турӑ пире калать: «Ун пек ҫынсем [«управляющийсем», ҪТ] кирек хӑшӗ те шанчӑклӑ пулмалла» (1 Кор. 4:2). Пирӗн шанчӑклӑ тӑрса юлмалла. Иисус каланӑ: «Вӗҫне ҫитиччен тӳсекенӗ ҫӑлӑнӗ» (Матф. 10:22). Ҫӑлӑнса юлни — акӑ мӗн чӑннипе ӑнӑҫлӑ пулнине уҫӑмлӑн ҫирӗплетсе парать! Эсир ҫакӑнпа килӗшетӗр пуль.

18 Ҫӳлерех калани ҫинчен шухӑшланӑ май эсир Турра шанчӑклӑ пулни паллӑ ҫын пулнипе, пӗлӳ илнипе, укҫа-тенкӗллӗ пулнипе тата обществӑра мӗнле вырӑн йышӑннипе ҫыхӑнманнине курма пултаратӑр; ҫавӑн пекех вӑл ӑс-тӑнран та, талантран та, пултарулӑхран та килмест. Кирек мӗнле лару-тӑрура пулсан та эпир Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пултаратпӑр. Пӗрремӗш ӗмӗрте Турӑ халӑхӗ хушшинче пуяннисем те, чухӑннисем те пулнӑ. Павел пуян христиансене «ырӑ ӗҫ тума» тата «ырӑ ӗҫсемпе пуян» пулма ӳкӗтленӗ. Пуяннисем те, чухӑннисем те «чӑн-чӑн пурнӑҫа ҫирӗп ярса тытма» (ҪТ) пултараҫҫӗ (1 Тим. 6:17—19, ҪХ). Ҫакӑ паян та вырӑнлӑ. Пирӗн пурин те пӗрпек май тата пӗрпек яваплӑх пур: Турра шанчӑклӑ тӑрса юлмалла тата «ырӑ ӗҫсемпе пуян» пулмалла. Ҫапла вара, эпир хамӑра Пултараканӑн куҫӗ умӗнче ӑнӑҫлӑ пулӑпӑр тата ӑна юрӑхлӑ пулнине пӗлсе савӑнӑпӑр (Ытар. 27:11).

19. Ӑнӑҫлӑ пулас тесе эсир мӗн тунӑ пулӑттӑр?

19 Тен, хӑвӑр лару-тӑрӑва эсир йӑлтах улӑштарма пултараймастӑр, анчах та ҫав лару-тӑрура хӑвӑра мӗнле тытасси ҫине витӗм кӳме пултаратӑр. Яланах шанчӑклӑ пулма тӑрӑшӑр. Вӑй хунин усси пурах. Иегова сире халӗ тата ӗмӗр-ӗмӗрӗпех туллин пиллесси пирки ан иккӗленӗр. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене Иисус мӗн каланине нихӑҫан та ан манӑр: «Вилмелле пулсан та, ӗненӳпех вил [«шанчӑклӑ пул», ҪТ], вара Эпӗ сана пурӑнӑҫ пуҫ кӑшӑлне тӑхӑнтартӑп» (Ӳлӗм. 2:10, ҪХ). Акӑ мӗн вӑл — чӑн-чӑн ӑнӑҫлӑх!

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]