Вӗсем хӑйсене сӑваплӑ ӗҫе кӑмӑлтан халалланӑ. Нью-Йорк штатӗнче
ТЕМИҪЕ ҫул каялла Сесарпа унӑн арӑмӗ Росио Калифорни штатӗнче лӑпкӑ та канӑҫлӑ пурӑннӑ. Сесар ҫурт-йӗре ӑшӑтас, унти сывлӑша тасатас тата уҫӑлтарас тӗлӗшпе тулли ӗҫ кунӗпе ӗҫленӗ, Росио вара медицина центрӗнче тулли мар ӗҫ кунӗпе вӑй хунӑ. Вӗсем хӑйсен килӗнче пурӑннӑ, ача-пӑча та пулман вӗсен. Кӗҫех вӗсен пурнӑҫӗ тӗпрен улшӑннӑ. Мӗн пулнӑ-ха вара?
Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи филиал 2009 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче ҫав ҫӗршыври пур пухӑва та ҫыру янӑ. Ҫав ҫырура пӗр-пӗр профессие алла илнӗ тӑвансене Уолкиллри (Нью-Йорк штачӗ) филиала сарас ӗҫре доброволецсем пулмашкӑн Вефильте вӑхӑтлӑха ӗҫлеме заявлени ҫырма хавхалантарнӑ. Вефильте миҫе ҫултисем ӗҫлеме пултараҫҫӗ, вӗсенчен аслӑраххисем те заявлени ҫырма пултарнӑ. Сесарпа Росио каласа параҫҫӗ: «Хамӑр миҫере пулнине шута илнӗ май эпир ҫакна ӑнлантӑмӑр: Вефильте ӗҫлеме пирӗн валли хальхи пек майлӑ самант урӑх пулмасан та пултарать. Ҫавӑнпа та эпир ҫав мая алран вӗҫертес мар терӗмӗр». Ҫак мӑшӑр тӳрех заявлени ҫырнӑ.
Ҫулталӑк ытла вӑхӑт иртсен те Сесарпа Росиона Вефиле чӗнмен. Анчах та вӗсем алла усман: пурнӑҫне ансатлатса пынипе вӗсем утӑм хыҫҫӑн утӑм туса хӑйсен тӗллевӗ патне ҫывхарса пынӑ. Сесар каласа парать: «Эпир хамӑр гаражран пӗр пӳлӗмлӗ хваттер турӑмӑр, хамӑр ҫурта вара тара пама шут тытрӑмӑр. Унтан эпир хамӑр ӗмӗтленнӗ 200 тӑваткал метрлӑ, икӗ ҫул каярах туса лартнӑ ҫуртран 25 тӑваткал метрлӑ хваттере куҫрӑмӑр. Халӗ вара пире Вефиле ӗҫлеме чӗннине йышӑнма ҫӑмӑлрах пулнӑ пулӗччӗ». Ҫакӑн хыҫҫӑн мӗн пулнӑ-ха? «Пӗчӗк хваттере куҫнӑранпа пӗр уйӑх иртсен,— каласа парать Росио,— пире Уолкиллре вӑхӑтлӑх доброволецсем пулса ӗҫлеме чӗнчӗҫ. Чӑнах та, хамӑр пурнӑҫа ансатлатнипе эпир Иеговӑна хамӑра пиллеме май патӑмӑр».
ВӖСЕМ ХАРПӐР ХӐЙНЕ ШЕЛЛЕМЕННИ ПИЛЛӖХСЕМ КӲНӖ
Сесарпа Росио пекех, ҫӗр-ҫӗр тӑванӑн Нью-Йорк штатӗнче ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫе хутшӑнас тесе нумайӑшне хӑварма-пама тивнӗ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем Уолкиллри филиала сарас ӗҫе *. Иеговӑшӑн нумайрах ӗҫлес тесе мӑшӑрсенчен чылайӑшӗн хӑйсен хӑтлӑ ҫурчӗсене хӑварма, лайӑх ӗҫрен тухма тата хӑйсен килӗнчи юратнӑ чӗрчунӗсене хӑварма тивнӗ. Вӗсем хӑйсене ҫавӑн пек шеллеменнине Иегова пилленӗ-и? Паллах, пилленӗ!
хутшӑнаҫҫӗ, теприсем Уорвикри пӗтӗм тӗнчери тӗп управленийӗн ҫурчӗсене тума пулӑшаҫҫӗСӑмахран, инженер-электрик Уэйпа унӑн арӑмӗ Дебра, утмӑлалла ҫывхарса пыраканскерсем, Канзас штатӗнчи хӑйсен килне тата пӗтӗм харпӑрлӑхне тенӗ пекех сутнӑ та Вефилӗн штатра тӑман ӗҫченӗсем пулса ӗҫлес тесе Уолкилле куҫса килнӗ *. Вӗсен хӑйсен пурнӑҫӗнче нумайӑшне улӑштарма тивнӗ пулин те, вӗсем ҫавна тума кирлӗ пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вефильте туса тӑракан хӑйӗн ӗҫӗ пирки Дебра ҫапла калать: «Хӑш-пӗр чухне эпӗ хама пирӗн публикацисенче Райра ҫуртсем тунине кӑтартакан ӳкерчӗке лекнӗ пекех туятӑп!»
Мелвинпа Шэрон Уорвикри стройкӑра пулӑшас тесе Кӑнтӑр Каролинӑри хӑйсен ҫурчӗпе харпӑрлӑхне сутнӑ. Ҫакна тума вӗсене ҫӑмӑлах мар пулнӑ пулин те, вӗсем историри ҫак пӗлтерӗшлӗ проекта хутшӑнасси пирки пысӑк чыс тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем калаҫҫӗ: «Эпир тӑвакан ӗҫ пӗтӗм тӗнчери организацие усӑ парать. Ҫакна пӗлни чӑннипех кӑмӑла ҫӗклет».
Кеннет, унччен ҫурт тӑваканскер, тата унӑн арӑмӗ, Морин, Уорвикри стройкӑна ӗҫлеме Калифорнирен килнӗ чухне вӗсем 55 ҫулсенче пулнӑ. Куҫса килмешкӗн вӗсем пухури пӗр хӗрарӑм тӑванпа хӑйсен ҫуртне пӑхса тӑма калаҫса татӑлнӑ тата тӑван-хурӑнташӗсене Кеннетӑн ватӑ ашшӗне пӑхма ыйтнӑ. Вефильте ӗҫлес тесе ҫавсене хӑварма тивнӗшӗн вӗсем ӳкӗнеҫҫӗ-и? Ҫук! «Эпир питӗ нумай пиллӗх илсе тӑратпӑр,— каласа парать Кен.— Ҫакӑ вӑл пирӗн пӗр йывӑрлӑх та ҫук тенине пӗлтерет-и? Ҫук паллах. Анчах та ҫакӑ питӗ пархатарлӑ ӗҫ, ыттисене те эпир ҫак сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнма чунтан сӗнетпӗр».
ЙЫВӐРЛӐХСЕНЕ ҪӖНТЕРСЕ ПЫНИ
Пулӑшма кӑмӑл тунисенчен нумайӑшӗн хӑш-пӗр чӑрмавсене ҫӗнтерме тивнӗ. Сӑмахран, Уильямпа Сандра, утмӑлтан иртнӗскерсем, Пенсильвани штатӗнче лӑпкӑ та канлӗ пурнӑҫпа пурӑннӑ. Вӗсем механизмсем валли детальсем тӑвакан компание ӑнӑҫлӑ тытса тӑнӑ, унта вара 17 ҫын ӗҫленӗ. Уильямпа Сандра хӑйсем ҫӳрекен пухӑвне мӗн ачаранах ҫӳренӗ. Вӗсен тӑван-хурӑнташӗсенчен нумайӑшӗ ҫав тавралӑхра пурӑнать. Ҫавӑнпа Уолкиллре штатра тӑман ӗҫченсем
пулма май сиксе тухсан, вӗсем хӑйсем мӗне хӑнӑхнӑ, ҫавсене пурне те хӑварма тивессине ӑнланнӑ. «Паллах ӗнтӗ, хамӑр хӑнӑхнӑ вырӑна хӑварма питӗ йывӑр пулчӗ»,— калать Уильям. Анчах та вӗсем нумай кӗлтунӑ хыҫҫӑн куҫса кайма килӗшнӗ. Ҫакӑншӑн вӗсем пӗртте ӳкӗнмеҫҫӗ. «Вефиль ҫемйинче пуласси тата унти тӑвансемпе ҫума-ҫумӑн ӗҫлесси калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ парать,— малалла калать Уильям.— Эпир Сандрӑпа халӗ нихҫанхинчен те телейлӗрех!»Гавайӑра прораб пулса ӗҫленӗ Рикине Уорвикри стройкӑра пулӑшса тӑма Вефилӗн штатра тӑман ӗҫченӗ пулма чӗннӗ. Унӑн арӑмӗ, Кендра, упӑшки ҫак сӗннӗ ӗҫе йышӑнтӑр тенӗ. Анчах та вӗсен пӑшӑрханма витӗмлӗ сӑлтав пулнӑ — вӗсен 11 ҫулхи ывӑлӗ Джейкоб. Вӗсем Нью-Йорк штатне пӗтӗм ҫемйипех куҫса каймалла-ши тата ывӑл хӑйӗншӗн ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхӗ-ши тесе шутласа тӑнӑ.
«Пуринчен ытла эпир ӑҫта Иеговӑна юратакан ҫамрӑксем пур, ҫавӑн пек пухӑва тупма тӑрӑшрӑмӑр,— калать Рики.— Джейкоба эпир лайӑх туссем тупма пулӑшасшӑн пултӑмӑр». Анчах та вӗсем ҫӳреме пуҫланӑ пухура ҫамрӑксем сахал пулнӑ, ҫав-ҫавах унта темиҫе вефилец ӗҫленӗ. Рики малалла каласа парать: «Ҫав пухура пӗрремӗш хут пулнӑ хыҫҫӑн эпӗ Джейкобран килӗшрӗ-и сана тесе ыйтрӑм, мӗншӗн тесен унта унпа пӗр ҫулхисем никам та ҫукчӗ. Вӑл мана: „Атте, ан пӑшӑрхан. Вефильте ӗҫлекен ҫав ҫамрӑксем манӑн туссем пулӗҫ“,— терӗ».
Ҫамрӑк вефилецсем чӑнах та Джейкобӑн тусӗсем пулса тӑнӑ. Ҫакӑ вара мӗн панӑ? «Пӗррехинче каҫхине эпӗ ывӑлӑн пӳлӗмӗ ҫумӗнчен иртсе пынӑ чухне унтан ҫутӑ тухса тӑнине асӑрхарӑм,— аса илет Рики.— Эпӗ вӑл электронлӑ вӑйӑсем выляса ларнине курасса кӗтнӗччӗ, анчах та вӑл Библи вуласа ларатчӗ! Унран мӗн тӑватӑн тесе ыйтсан, вӑл каларӗ: „Эпӗ халӗ ҫӗнӗ вефилец вӗт, ҫавӑнпа та Библие ҫулталӑк хушшинче вуласа тухасшӑн“». Мӗн калас ӗнтӗ, Рикипе Кендра питӗ савӑннӑ. Вӗсем куҫса килни Рикине Уорвикри ҫуртсене тӑвас ӗҫе хутшӑнма май панисӗр пуҫне вӗсен ывӑлне те чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума пулӑшнӑ (Ытар. 22:6).
ПУЛАСЛӐХ ПИРКИ НИМЛЕ ПӐШӐРХАНУ ТА ҪУК
Уолкиллпе Уорвикри стройка хӑҫан та пулин вӗҫленетех, ҫавӑнпа та ҫав доброволецсем Вефильти хӑйсен ӗҫӗ вӑхӑтлӑха пулнине ӑнланаҫҫӗ. Хӑйсемпе малашне мӗн пуласси е мӗн тӑвасси пирки вӗсем пӑшӑрханаҫҫӗ-и? Ҫук паллах! Флоридӑри вӑтам ҫулхи икӗ мӑшӑр хӑйсен туйӑмӗсем ҫинчен мӗн каланипе нумайӑшӗ килӗшет. Джон, ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫӗн ертӳҫи, хӑйӗн арӑмӗпе, Пс. 118:116). Льюис, пушар системи тӗлӗшӗпе ӗҫлекен инженер-проектировщик, тата унӑн арӑмӗ, Кениа, Уолкиллре ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем акӑ мӗн калаҫҫӗ: «Иегова пире мӗн кирлине пурне те парса тӑнине эпир пӗрре анчах мар курнӑ. Вӑл пире мӗнле, хӑҫан тата ӑҫта пулӑшасса эпир пӗлместпӗр пулин те, вӑл ҫавна пурпӗр тӑвасса хытӑ шанса тӑратпӑр» (Пс. 33:11; 36:25).
Карменпа, Уорвикре вӑхӑтлӑх доброволецсем пулса ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем калаҫҫӗ: «Иегова ку таранччен пире мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑчӗ. Ҫавӑнпа та эпир ҫакӑн пек шухӑш патне пырса ҫитрӗмӗр: Иегова пире кунта каярахпа пӑрахас тесе илсе килмен» (ҪИТМЕН ПУРНӐҪ МӖН ИККЕННЕ ПӖЛМӖР
Нью-Йорк штатӗнче ӗҫлекен доброволецсенчен нумайӑшӗ ҫавӑнти стройкӑна каяс мар теме нумай сӑлтав тупма пултарнӑ. Анчах та вӗсем Иегова ҫакӑн пек чӗнсе каланине тимленӗ: «Мана... сӑнаса пӑхӑр... Эпӗ сирӗн валли тӳпе анисене уҫмӑп-и, сирӗн ҫине иксӗлми пиллӗх ямӑп-и?» (Мал. 3:10.)
Эсир Иеговӑна сӑнаса пӑхас, ҫапла вара унӑн иксӗлми пиллӗхӗсене хӑвӑр ҫинче туяс тейӗр-ши? Ҫак савӑнӑҫлӑ ӗҫе, Нью-Йорк штатӗнче пыракан е урӑх ҫӗрте пыракан теократи стройкисене, хутшӑнас тесе хӑвӑр мӗн-мӗн тума пултарни ҫинчен кӗлтуса шухӑшласа пӑхӑр. Вара эсир Иегова сире мӗнле пилленине хӑвӑрах куратӑр (Марк 10:29, 30).
Инженер-строитель Дейл тата унӑн арӑмӗ, Кэти, Уолкилле ӗҫлеме Алабама штатӗнчен килнӗ. Вӗсем сӑваплӑ ӗҫе ҫавӑн пек майпа тума чунтан сӗнеҫҫӗ. Вӗсем калаҫҫӗ: «Хӑвӑр хӑнӑхнӑ вырӑнсене хӑварма хӑю ҫитерсен, Иеговӑн сывлӑшӗ мӗнле витӗм кӳрсе тӑнине курма сирӗн май пулӗ». Ҫакӑн пек сӑваплӑ ӗҫе хӑвӑра халаллас тесен сирӗн мӗн тумалла? Дейл калать: «Хӑвӑр пурнӑҫа ансатлатӑр, ансатлатӑр, унтан татах та ансатлатӑр. Ҫакӑншӑн эсир нихӑҫан та ӳкӗнмӗр!» Ҫурҫӗр Каролина штатӗнчи Гари 30 ҫул хушши прораб пулса ӗҫленӗ. Унӑн арӑмӗ, Морин, каланӑ тӑрӑх, вӗсемшӗн Уорвикре ӗҫленӗ чухне илнӗ пиллӗхсенчен пӗри вӑл — «пӗтӗм пурнӑҫне Вефильте Иеговӑшӑн ӗҫлесе ирттернӗ хаклӑ тӑвансемпе хутшӑнни, вӗсемпе пӗрле ӗҫлени». Гари калать: «Вефильте ӗҫлес тесен ансат пурнӑҫпа пурӑнмалла. Ҫак тӗнчере ҫавӑн пек пурӑнма шут тытни — чи лайӑххи». Джейсон, опытлӑ электрик, тата унӑн арӑмӗ, Дженнифер, Уолкилле Иллинойс штатӗнчен килнӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, Вефиль стройкинче ӗҫлесси вӑл — «ҫӗнӗ тӗнчере пурнӑҫ мӗнлерех пулассине курма паракан чаплӑ майсенчен пӗри». Ҫакӑн ҫумне Дженнифер ҫапла хушса калать: «Иегова эсӗ мӗн тунине пурне те хаклани ҫинчен, эпир тӑвакан ӗҫ Вӑл пирӗн валли хатӗрлекен пуласлӑхра та усӑ парса тӑрасси ҫинчен шухӑшланине пула чӗрере тулли савӑнӑҫ. Иегова пире нихӑҫан та туллин пиллемесӗр хӑвармасть».