«Санӑн ирӗкӳ ҫапла пулнӑ»
«Эсӗ ҫакна ӑсчахсенчен, ӑслӑ-тӑнлисенчен... [пытарнӑ], ӑна пӗчӗк ачасене... [пӗлтернӗ]» (ЛУКА 10:21).
1. Мӗншӗн Иисус «Таса Сывлӑш панӑ савӑнӑҫпа» хавхаланнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
ИИСУС «Таса Сывлӑш панӑ савӑнӑҫпа» хавхаланнине эсир куҫ умне кӑларса тӑратма пултаратӑр-и? Тен, унӑн пичӗ-куҫӗ йӑл кулнипе ҫиҫме пуҫланӑ. Мӗн-ши ӑна питӗ савӑнтарнӑ? Кӑшт маларах вӑл хӑйӗн 70 вӗренекенне Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар сарма янӑ. Вӑл вӗсем хӑйсене шанса панӑ ӗҫе мӗнле туса ҫитерессине пӗлесшӗн пулнӑ. Ун чухнех ырӑ хыпара хирӗҫ тӑракан хӑватлӑ тӑшмансем сахал мар пулнӑ, калӑпӑр, ӑслӑ та нумай вӗреннӗ фарисейсем. Вӗсем витӗм кӳнине пула нумай ҫын Иисуса платник вырӑнне ҫеҫ хунӑ, унӑн вӗренекенӗсем ҫине вара мӑнкӑмӑллӑн «вӗренмен ахаль ҫынсем» ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ (Ап. ӗҫ. 4:13, ҪХ; Марк 6:3). Ҫав-ҫавах вӗренекенӗсем савӑнса таврӑннӑ. Хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах, демонсем хирӗҫ тӑрсан та, вӗсем ырӑ хыпара сарнӑ! Вӗсене хӑюллӑ та савӑнӑҫлӑ пулма мӗн пулӑшнӑ? (Лука 10:1, 17—21 вуласа пар.)
2. а) Мӗншӗн Иисусӑн вӗренекенӗсене ачасемпе танлаштарнӑ? ӑ) Мӗне пула Иисусӑн вӗренекенӗсем Библири тарӑн чӑнлӑхсене ӑнланма пултарнӑ?
2 Иисус Иеговӑна мӗн каланине асӑрхӑр-ха: «Эй, Аттем, ҫӗрпе пӗлӗт Хуҫи! Эсӗ ҫакна ӑслӑ-тӑнлисенчен пытарса ача пек айваннисене пӗлмелле тунӑшӑн Сана мухтатӑп. Ҫапла, Аттем! Санӑн ырӑ ирӗкӳ ҫавнашкал пулнӑ» (Матф. 11:25, 26, ҪХ). Иисусӑн вӗренекенӗсем пӗчӗк ачасем пулман паллах. Ҫакӑн пек сӑмахсемпе Иисус ҫакна каласшӑн пулнӑ: аслӑ пӗлӳ илнисемпе тата хӑйсене хӑйсем ӑслӑ тесе шутлакансемпе танлаштарсан, унӑн вӗренекенӗсем ачасем пек курӑннӑ. Унсӑр пуҫне Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене ачасем пекех хӑйсене кӗҫӗне хума тата вӗренес кӑмӑллӑ пулма ӳкӗтленӗ (Матф. 18:1—4). Хӑйсене кӗҫӗне хуни вӗсене мӗнле усӑ панӑ? Святой сывлӑша пула вӗсем Библири тарӑн чӑнлӑхсене ӑнланма пултарнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Христосӑн вӗренекенӗсене ним вырӑнне те хуман ӑслӑ та вӗреннӗ ҫынсем хӑйсен мӑнкӑмӑллӑхне тата Сатанана пула ӑсӗ-тӑнӗпе тӗттӗмлӗхре тӑрса юлнӑ.
3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
3 Иисус савӑнмаллипех савӑннинчен тӗлӗнме кирлӗ мар. Иегова Библири тарӑн чӑнлӑхсене хӑйсене кӗҫӗне хуракан тӗрлӗ йышши ҫынна, вӗсем мӗнле пӗлӳ илнине пӑхмасӑрах, епле уҫса панине кура Иисус питӗ савӑннӑ. Ансат та ӑнланмалла чӗлхепе вӗрентни Ашшӗне юрӑхлӑ пулнине курма Иисуса питӗ кӑмӑллӑ пулнӑ. Иегова улшӑннӑ-и? Ҫавӑн пек вӗрентни ӑна халӗ те юрӑхлӑ пулнине ӑҫтан курма пулать? Иегова мӗнле вӗрентнинчен Иисус савӑнӑҫ илнӗ пекех, эпир те ҫак ыйтусене тӗпченӗ чухне савӑнӑҫ илӗпӗр.
ТАРӐН ЧӐНЛӐХСЕМ ӐНЛАНМАЛЛА ПУЛСА ПЫРАҪҪӖ
4. «Хурал башнин» ансатлатнӑ кӑларӑмӗ нумайӑшӗшӗн мӗнле майпа чӑн-чӑн парне пулса тӑнӑ?
4 Юлашки ҫулсенче Иеговӑн организацийӗ хӑй парса тӑракан канашсемпе хушусене уҫӑмлӑрах тата ӑнланмалларах тума тӑрӑшать. Виҫӗ тӗслӗх пӑхса тухар. Пӗрремӗшӗ вӑл — «Хурал башнин» ансатлатнӑ кӑларӑмӗ *. Ҫак кӑларӑм чӗлхене пӗлсех кайманнисемшӗн тата япӑх вулакансемшӗн чӑн-чӑн парне пулса тӑнӑ. Ҫемье пуҫӗсем хӑйсен ачисем ҫак кӑларӑма пула «Хурал башнине» лайӑхрах ӑнланма пуҫланине асӑрханӑ. Тӑвансем нумайӑшӗ тав туса Ертсе пыракан совета ҫырусем ҫырса янӑ. Пӗр хӗрарӑм тӑван «Хурал башнине» сӳтсе явнӑ чухне хурав памастӑмччӗ тесе ҫырнӑ. «Унччен эпӗ алӑ ҫӗклеме питӗ вӑтанаттӑмччӗ»,— каласа панӑ вӑл. Халӗ вара пачах урӑхла! Ҫак хӗрарӑм тӑван пӗр вӑхӑт хушши ансатлатнӑ кӑларӑмпа усӑ курнӑ хыҫҫӑн ҫапла ҫырнӑ: «Халӗ эпӗ пухӑвӑн кашни тӗлпулӑвӗнче темиҫе хут хурав паратӑп. Эпӗ хӑрама пӑрахрӑм! Тавах Иеговӑна та, сире те!»
5. «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ кӑларӑмӗн хӑш-пӗр лайӑх енӗсем ҫинчен каласа парӑр.
5 Иккӗмӗш тӗслӗх вӑл — акӑлчан чӗлхипе каларнӑ «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ кӑларӑмӗ. Ҫак кӑларӑм тухма пуҫлани ҫинчен кашни ҫул иртекен пухура 2013 ҫулхи октябрӗн 5-мӗшӗнче пӗлтернӗ *. Ҫак Библири сӑвӑ йӗркисенче нумайӑшӗнче сӑмахсен йышне сахаллатнӑ, ҫав вӑхӑтрах вӗсен пӗлтерӗшӗ улшӑнман кӑна мар, ӑнланмалларах пулса тӑнӑ. Сӑмахран, Иов 10:1-мӗш сӑвӑ йӗркинче унччен 27 сӑмах пулнӑ, халӗ вара — 19. Ытарӑшсем 8:6-мӗшӗнче сӑмахсен шучӗ 20-рен 13 таран чакнӑ. Ҫӗнӗ куҫарура ҫак икӗ сӑвӑ йӗркине те ӑнланма ҫӑмӑлрах. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ пӗр арҫын тӑван, вун-вун ҫул хушши Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑраканскер, акӑ мӗн каланӑ: «Эпӗ тин кӑна Иов кӗнекине вуласа тухрӑм. Эпӗ ӑна халӗ ҫеҫ чӑннипех ӑнлантӑм пулас!» Нумайӑшӗ хӑйсем мӗн туйни пирки ҫавӑн пекрех калать.
6. Матфей 24:45—47-мӗш сӑвӑ йӗркисене тӗплӗнрех ӑнлантарса пани пирки эсир мӗн шутлатӑр?
6 Виҫҫӗмӗш тӗслӗх вӑл — нумаях пулмасть хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисене ӑнланас тӗлӗшрен тунӑ улшӑнусем. Сӑмахран, 2013 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башни» кӑларӑмӗнче «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» кам иккенне тӗплӗнрех ӑнлантарса пани пирӗн кӑмӑла ҫӗклерӗ Матф. 24:45—47). Унти статьяра шанчӑклӑ чура Ертсе пыракан совета пӗлтерет тенӗ, «тарҫӑсем [«килтисем», ҪТ]» вара шанчӑклӑ чура парса тӑракан апатпа тӑранса пурӑнакансене пурне те — святой сывлӑшпа суйласа лартнисене те, «урӑх сурӑхсене» те — пӗлтерет тесе ӑнлантарса панӑ (Иоанн 10:16). Ҫак чӑнлӑхсене пӗлсе пыни тата вӗсене ыттисене каласа пама май пурри — пирӗншӗн чӑн-чӑн савӑнӑҫ! Ҫакӑ ансат та ӑнланмалла чӗлхепе вӗрентни Иеговӑна юрӑхлӑ пулнине кӑтартса памасть мар-и?
(БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНИНЕ АНСАТ ЧӖЛХЕПЕ ӐНЛАНТАРСА ПАНИ
7, 8. Библири хӑш-пӗр пророкла сӑнарсем ҫинчен каласа парӑр.
7 Эсир Иеговӑшӑн вун-вун ҫул хушши ӗҫлетӗр пулсан, пирӗн литературӑра Библире ҫырса панӑ хӑш-пӗр событисене мӗнле ӑнлантарса пани майӗпен улшӑнса пынине асӑрхарӑр пулӗ. Мӗншӗн ҫавӑн пек калама пулать? Унччен пирӗн публикацисенче Сӑваплӑ Ҫырури ӗҫсем пуласлӑхра кама е мӗне пӗлтерсе тӑрасси ҫинчен тата мӗнле пурнӑҫланасси ҫинчен ытларах ҫырнӑ. Библире каласа панӑ событисем пулассин сӑнарӗсем тесе шутланӑ. Библире мӗн каланине ҫавӑн пек ӑнлантарса пама витӗмлӗ сӑлтавсем пур-и? Пур паллах. Сӑмахран, Иисус «Иона пророк хӑвачӗ [«палли», ҪТ]» ҫинчен каланӑ. (Матфей 12:39, 40 вуласа пар.) Иисус палӑртнӑ тӑрӑх, Иона пӗр вӑхӑт хушши хӑйӗншӗн виле шӑтӑкӗ пулса тӑма пултарнӑ пысӑк пулӑн варӗнче пулнӑ, анчах та Иегова ӑна ҫӑлнӑ. Иисус ҫакӑн пирки хӑй пӗр вӑхӑт хушши виле шӑтӑкӗнче пулассине пророкла кӑтартса парать тесе каланӑ.
8 Сӑваплӑ Ҫырура ытти пророкла сӑнарсем те пур. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем ҫинчен Павел апостол ҫырса панӑ. Сӑмахран, вӑл Авраампа Агарь тата Сарра хушшинчи хутшӑнусем Иеговӑпа Израиль халӑхӗ тата Туррӑн организацийӗн пӗлӗтри пайӗ хушшинчи хутшӑнусене пророкла кӑтартса тӑрать тесе палӑртнӑ (Гал. 4:22—26). Ҫавӑн пекех Моисей саккунӗнче нумайӑшӗ, ҫав шутра сӑваплӑ чатӑр, храм, Тасалмалли кун тата аслӑ священник «пулас чӑн-чӑн ырӑлӑхсен мӗлки» пулнӑ (Евр. 9:23—25; 10:1, ҪХ). Ҫак пророкла сӑнарсене тӗпчени — интереслӗ те ӗненӗве ҫирӗплетекен ӗҫ. Апла пулсан, Библире каласа панӑ кашни сӑнар, ӗҫ тата япала кама та пулин е мӗне те пулин пӗлтерет тесе пӗтӗмлетӳ тумалла-ши пирӗн?
9. Библире Навуфей ҫинчен каласа панине унччен мӗнле ӑнлантарса панӑ пулнӑ?
9 Унччен пирӗн литературӑра Библире каланӑ кашни сӑнар, ӗҫ тата япала кама та пулин е мӗне те пулин пӗлтерет тесе ӑнлантарса панӑ. Тӗслӗхшӗн Навуфейпа мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. Патша арӑмӗ, усал Иезавель, хӗтӗртнипе ӑна тӗрӗс мар суд туса айӑпланӑ та унтан вӗлернӗ. Ҫакна пурне те Иезавелӗн упӑшки, Ахав, Навуфейӗн иҫӗм пахчине ярса илме пултартӑр тесе тунӑ (3 Патш. 21:1—16). 1932 ҫулта ҫакӑнта пророкла сӑнарсем палӑрса тӑраҫҫӗ тесе ӑнлантарнӑ. Ахавпа Иезавель Сатанапа унӑн организацине, Навуфей Иисуса, Навуфей вилӗмӗ Христоса асаплантарса вӗлернине пӗлтерет тесе шутланӑ. Анчах та каярахпа, 1961 ҫулта тухнӑ «Сан яту хисеплентӗр» (акӑл.) кӗнекере Навуфей святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене, Иезавель вара христиан тӗнчинчи тӗнсене пӗлтерет тесе каланӑ. Ҫавӑнпа та Навуфейӑн Иезавель аллинчен мӗнле хӗн курма тивни вӑл юлашки кунсенче святой сывлӑшпа суйласа лартнисене мӗнле хӗсӗрленине пророкла кӑтартса тӑрать тенӗ. Ҫакӑн пек ӑнлантарса пани Турӑ халӑхӗн ӗненӗвне чылай ҫул хушши ҫирӗплетсе тӑнӑ. Мӗншӗн-ха халӗ эпир ҫав япаласене урӑхла ӑнлантаратпӑр?
10. а) Библири хӑш-пӗр вырӑнсене ӑнлантарса панӑ чухне шанчӑклӑ чура асӑрхануллӑрах пулнине мӗнле кӑтартать? ӑ) Хальхи вӑхӑтра пирӗн публикацисенче мӗн ҫинчен ытларах каланӑ?
10 Иегова пулӑшнине пула «шанчӑклӑ та *.
ӑслӑ чура» ҫулсерен ӑслӑрах е асӑрхануллӑрах пулса пырать. Ҫак лайӑх ен шанчӑклӑ чурана мӗнле те пулин пӗтӗмлетӳ тӑвас тӗлӗшрен — Сӑваплӑ Ҫырура витӗмлӗ сӑлтав пур чухне ҫеҫ Библири пӗр-пӗр вырӑн ӑна е кӑна пӗлтерет тесе калас тӗлӗшрен — асӑрхануллӑ пулма пулӑшать. Ҫитменнине тата Библири пророкла сӑнарсем пирки унччен мӗнле ӑнлантарса панине нумайӑшне ӑнланма питӗ йывӑр. Ҫавӑн пек вӗрентӳсен хӑш-пӗр енӗсене — ку камӑн сӑнарӗ пулнине тата мӗншӗн унӑн сӑнарне пӗлтернине — ӑнланма, астуса юлма тата пурнӑҫра тытса тӑма ҫӑмӑлах мар. Анчах та ҫав сӑнарсем кама е мӗне пӗлтерме пултарни ҫинчен тата вӗсем мӗнле пурнӑҫланса пыни ҫинчен тӗплӗн тӗпченӗ чухне ӑса вӗрентекен тата нравственность енчен усӑ паракан Библири уроксене куҫран вӗҫертме пултарни пуринчен ытла пӑшӑрхантарнӑ. Ҫавӑнпа та хальхи вӑхӑтра пирӗн публикацисенче Библири ӑса вӗрентекен ӗҫсем ҫинчен, сӑмахран, ӗненӳпе чӑтӑмлӑха ҫирӗплетме, Турра чунтан парӑнса пурӑнма тата ытти лайӑх енсене аталантарма пулӑшакан ӗҫсем ҫинчен ытларах калаҫҫӗ11. а) Халӗ эпир Навуфей ҫинчен каласа панине мӗнле ӑнланатпӑр тата мӗншӗн унӑн тӗслӗхӗ пире ҫывӑх? ӑ) Мӗншӗн юлашки ҫулсенче пирӗн публикацисенче пӗр-пӗр сӑнар кама е мӗне пӗлтерни ҫинчен сайра-хутра калаҫҫӗ? (Ҫак брошюрӑри «Вулакансен ыйтӑвӗсем» статьяна пӑхӑр.)
11 Навуфей ҫинчен каласа пани халӗ пирӗншӗн уҫӑмлӑрах та, ӑнланмалларах пулса тӑчӗ. Ҫак тӳрӗ ҫын Иисусӑн е святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен сӑнарӗ пулнӑшӑн мар, Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑшӑн вилнӗ. Ыттисем влаҫпа тивӗҫсӗр усӑ курнӑ чухне те вӑл Иеговӑн Саккунне пӑхӑнса тӑнӑ (Йыша шутл. 36:7; 3 Патш. 21:3). Ҫак тӗслӗх пире питӗ ҫывӑх, мӗншӗн тесен эпир пурте ҫавӑн пек хӗсӗрлевпе тӗл пулма пултаратпӑр. (2 Тимофей 3:12 вуласа пар.) Ҫак ӗненӗве ҫирӗплетекен тӗслӗхе тӗрлӗ йышши ҫын ҫӑмӑллӑнах ӑнланма, астуса юлма тата пурнӑҫра тытса тӑма пултарать.
12. а) Библире мӗн каланисем пирки мӗнле пӗтӗмлетӳ тумалла мар? ӑ) Мӗне пула эпир тарӑн чӑнлӑхсене те лайӑх ӑнланма пултаратпӑр? (Сноскӑна пӑхӑр.)
12 Апла пулсан, Библире мӗн каланине ӑса вӗрентекен, пурнӑҫра усӑ паракан калавсем *.
вырӑнне кӑна хумалла-ши? Ҫук. Хальхи вӑхӑтра пирӗн публикацисенче Библире каланӑ хӑш-пӗр ӗҫсем кама е мӗне пӗлтерни тата вӗсем мӗнле пурнӑҫланса пыни ҫинчен сахалрах ҫыраҫҫӗ, ытларах Библири пӗр событи тепринпе мӗнле ҫыхӑнни пирки калаҫҫӗ. Сӑмахран, Навуфей йывӑр вӑхӑтра айӑпсӑр тӑрса юлни тата унӑн вилӗмӗ пире Христосӑн тата святой сывлӑшпа суйласа лартнисен айӑпсӑрлӑхне аса илтерсе тӑрать тесе тӳррӗн калама пулать. Навуфейӑн тӗслӗхӗ пире «урӑх сурӑхсенчен» нумайӑшӗн айӑпсӑрлӑхне те аса илтерсе тӑрать. Ҫавнашкал ансат та уҫӑмлӑ танлаштарусем — Турӑ мӗнле вӗрентнин уйрӑмлӑхӗИИСУСӐН ТӖСЛӖХӖСЕНЕ УҪӐМЛӐРАХ ӐНЛАНТАРСА ПАНИ
13. Иисусӑн тӗслӗхӗсене ансатрах та уҫӑмлӑрах чӗлхепе ӑнлантарса пани ӑҫтан курӑнать?
13 Иисус Христос — ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чи аслӑ Вӗрентекен. Вӑл тӗслӗхсемпе усӑ курса вӗрентме юратнӑ (Матф. 13:34). Тӗслӗхсем вӗсем питӗ витӗмлӗ, мӗншӗн тесен вӗсем йывӑр шухӑшсене ансат майпа ӑнлантарса панине пула пирӗн ӑстӑнпа чӗрене хускатаҫҫӗ. Иисусӑн тӗслӗхӗсене пирӗн литературӑра вӑхӑт иртнӗҫемӗн ансат та ӑнланмалла чӗлхепе ӑнлантарса пама пуҫланӑ теме пулать-и? Пулать паллах! Кӑвас чусти, сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи тата сӗреке ҫинчен калакан Иисусӑн тӗслӗхӗсене 2008 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнчи «Хурал башни» (выр.) журналта лайӑхрах ӑнланма пулӑшнӑшӑн эпир питӗ савӑнтӑмӑр. Халӗ эпир ҫак тӗслӗхсем Турӑ Патшалӑхӗпе ҫыхӑннине тата ҫак йӗркесӗр тӗнчере Христосӑн чӑн вӗренекенӗсене пухас ӗҫ мӗн тери ӑнса пынине кӑтартса панине тата лайӑхрах ӑнланатпӑр.
14. а) Ырӑ Самари ҫынни ҫинчен калакан ытарлӑха унччен мӗнле ӑнлантарса панӑ пулнӑ? а) Халӗ эпир ҫак ытарлӑха мӗнле ӑнланатпӑр?
14 Иисусӑн тӗрлӗ вак-тӗвекрен тӑракан тӗслӗхӗсем е ытарлӑхӗсем пирки мӗн калама пулать? Ҫавсенчен хӑш-пӗрисем, паллах — пророкла каланӑ ытарлӑхсем. Теприсем — ӑса вӗрентеҫҫӗ. Анчах та ҫавсенчен хӑшӗ пророкла каланине пӗлтерет, хӑшӗ пӗлтермест — мӗнле пӗлме пулать ҫавна? Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫак ыйтӑва лайӑхрах ӑнланма пуҫланӑ. Тӗслӗхшӗн ырӑ Самари ҫынни пирки калакан ытарлӑха мӗнле ӑнлантарса панине пӑхса тухар (Лука 10:30—37). 1924 ҫулта «Хурал башнинче» (акӑл.) Самари ҫынни Иисуса, Иерусалимран Иерихон патнелле анакан ҫул Эдемра пӑлхав ҫӗкленӗ хыҫҫӑн этемлӗх ирсӗрленсе пынине, вӑрӑ-хурахсем пысӑк корпорацисемпе ҫӑткӑн усламҫӑсене тата священникпа левит тӗн организацийӗсене пӗлтерет тесе ҫырнӑ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра пирӗн литературӑра Иисусӑн ҫак ытарлӑхӗпе христиансене пурне те ҫынна камне кура уйӑрса тӑмалла мар тесе аса илтерсе тӑмашкӑн усӑ кураҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫак ытарлӑх пулӑшу кирлӗ ҫынсене пирӗн, уйрӑмах вӗсене Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑха вӗрентнипе, пулӑшмалла тесе пире аса илтерет. Чӑнах та, Иегова хӑйӗн вӗрентӗвӗсене уҫӑмлӑ та ӑнланмалла туни пире савӑнӑҫ парать!
15. Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
15 Тепӗр статьяра эпир вунӑ хӗр ҫинчен калакан Иисусӑн ытарлӑхне пӑхса тухӑпӑр (Матф. 25:1—13). Ҫак тӗслӗхпе усӑ курса Иисус юлашки кунсенче пурӑнакан хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗн каласшӑн пулнӑ? Ҫак ытарлӑхри кашни сӑнар, ӗҫ тата япала пирки ытарлӑн каланӑ, пророкла каланӑ темелле-ши? Е Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене юлашки кунсенче пулӑшса тӑмашкӑн ҫак тӗслӗхпе вӗсене ӑса вӗрентес тесе усӑ курасшӑн пулнӑ-ши? Айтӑр пӑхса тухар.
^ 4 абз. Ансатлатнӑ кӑларӑм акӑлчан чӗлхипе 2011 ҫулта тухма пуҫланӑ. Халӗ вара ҫак кӑларӑм тата темиҫе чӗлхепе тухса тӑрать.
^ 5 абз. «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ кӑларӑмне ытти чӗлхесемпе те кӑларма хатӗрлеҫҫӗ.
^ 10 абз. Сӑмахран, «Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр» кӗнекере Библире каласа панӑ 14 ҫын ҫинчен сӳтсе явнӑ. Ҫак кӗнекере, тӗпрен илсен, ку кама е мӗне пророкла сӑнарласа пани ҫинчен мар, ӑса вӗрентекен япаласем ҫинчен каланӑ.
^ 12 абз. Чӑнах та, Турӑ Сӑмахӗнче «ӑнласа илме йывӑртарах тӗлсем те пур», сӑмахран, Павел ҫырнӑ ҫырусен хӑш-пӗр пайӗсем. Анчах та Библие ҫыракансене пурне те святой сывлӑш хавхалантарнӑ. Святой сывлӑша пула чӑн христиансем паян Библие, ҫав шутрах «Туррӑн тарӑн шухӑшӗсене те», ӑнланма пултараҫҫӗ (2 Петр 3:16, 17; 1 Кор. 2:10).