Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Ҫӳлхуҫана ӗненекенпе» ҫеҫ мӑшӑрланӑр: ҫакӑ халӗ те пӗлтерӗшлӗ-и?

«Ҫӳлхуҫана ӗненекенпе» ҫеҫ мӑшӑрланӑр: ҫакӑ халӗ те пӗлтерӗшлӗ-и?

«Пухура эпӗ хама валли мӑшӑр тупма пултараймастӑп, анчах та манӑн ӗмӗр тӑршшӗпех пӗччен пурӑнас килмест».

«Ҫак тӗнчери ҫынсем хушшинче те ырӑ, кӑмӑллӑ тата тимлӗ арҫынсем пур. Вӗсем манӑн тӗне хирӗҫ мар, вӗсенчен хӑш-пӗрисем вара пухури арҫын тӑвансенчен те интереслӗрех».

Туррӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем мӑшӑр шырасси пирки ҫавнашкал калаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем Павел апостол «Ҫӳлхуҫана ӗненекенпе» ҫеҫ мӑшӑрланмалла текен канаша та питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ. Библири ҫак ӳкӗте христиансен пурин те тытса тӑмалла (1 Кор. 7:39). Эппин, мӗншӗн-ха хӑш-пӗр христиансем статья пуҫламӑшӗнчи сӑмахсене калаҫҫӗ?

МӖНШӖН ХӐШ-ПӖРИСЕМ ИККӖЛЕНЕҪҪӖ

Тен, кам та пулин качча кайман хӗрарӑм тӑвансен шучӗ авланман арҫын тӑвансенчен нумайрах тесе шутлать. Чылай ҫӗршывра ку чӑнах та ҫапла. Икӗ тӗслӗх пӑхса тухар. Кӑнтӑр Кореяра вӑтамран 100 мӑшӑрланман Свидетельрен 57-шӗ хӗрарӑм тӑвансем тата 43-шӗ арҫын тӑвансем. Колумбире Свидетельсенчен 66 проценчӗ — хӗрарӑм тӑвансем, 34 проценчӗ — арҫын тӑвансем.

Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче лару-тӑрӑва ҫакӑ та йывӑрлатса ярать: ашшӗ-амӑшӗ, Свидетель пулманскерсем, каччинчен хӑйсен хӗрӗшӗн пысӑк хулӑм укҫи ыйтма пултараҫҫӗ. Ҫавна пула чухӑнтарах арҫын тӑвансене авланма ҫӑмӑлах мар пулма пултарать. Ҫакӑн пек йывӑрлӑхсене пула хӗрарӑм тӑван, тен, «Ҫӳлхуҫана ӗненекене» ҫеҫ качча тухма май ҫукпа пӗрех тейӗ. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗнчен ҫапла ыйтма пултарать: «Христиансен пухӑвӗнче хама юрӑхлӑ мӑшӑр тупма пултарӑп-ши?» *

ИЕГОВӐНА ШАННИ ПИТӖ КИРЛӖ

Сирӗн хӑҫан та пулин ҫакӑн пек шухӑшсем пулнӑ пулсан, ҫакна шанса тӑрӑр: Иегова сирӗн лару-тӑрӑва пӗлет тата эсир мӗн туйнине питӗ лайӑх ӑнланать (2 Ҫулс. 6:29, 30).

Ҫав-ҫавах Иегова хӑйӗн Сӑмахӗнче Ҫӳлхуҫана ӗненекенпе ҫеҫ мӑшӑрланмалла тесе ӳкӗтлет. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсемшӗн мӗн лайӑх пулнине пӗлет. Вӑл вӗсем тӗрӗс мар йышӑнусем туса хӗн ан курччӑр тет. Ун вырӑнне вӑл вӗсене телейлӗ тӑвасшӑн. Неемия вӑхӑтӗнче иудейсем нумайӑшӗ Иеговӑна пуҫҫапман ют ҫӗршыв хӗрарӑмӗсене качча илнӗ. Неемия израильтянсене Соломон патшапа мӗн пулса тухнине аса илтернӗ. Турӑ Соломона юратнӑ пулин те, «ют ҫӗртен илнӗ арӑмӗсем ӑна та ҫылӑха кӗртнӗ» (Неем. 13:23—26). Ҫавӑнпа та Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсене, хӑйсенех лайӑх пултӑр тесе, хӑйсемпе пӗр пек ӗненекенсемпе кӑна мӑшӑрланма хушать (Пс. 18:8—11; Ис. 48:17, 18). Чӑн христиансем Иеговӑна хӑйсене юратнӑшӑн, хӑйсемшӗн тӑрӑшнӑшӑн питӗ пархатарлӑ тата Вӑл панӑ канашсене тытса тӑраҫҫӗ. Вӗсем Иеговӑна хӑйсен Пуҫлӑхӗ вырӑнне хурса пӑхӑнса тӑнипе ӑна Чи Аслӑ Патша вырӑнне хураҫҫӗ (Ытар. 1:5).

Эсир, паллах ӗнтӗ, хӑвӑра Турӑран пӑрса яма пултаракан ҫынпа «пӗрле ют сӳсмен» тӑхӑнасшӑн мар (2 Кор. 6:14). Библири ҫак канаш яланах хӳтӗлет, яланах усӑ парать. Хальхи вӑхӑтра нумай христианин ҫак канаша итленӗ те вӑхӑт иртнӗҫемӗн хӑйсем тӗрӗс йышӑну тунине ӑнланса илнӗ. Анчах та хӑш-пӗрисем хӑйсене пачах урӑхла тытнӑ.

ПӖЛТЕРӖШНЕ ХАЛӖ ТЕ ҪУХАТМАН

Австралири Мэгги * ятлӑ хӗрарӑм тӑван Свидетель пулман арҫынпа тӗл пулма пуҫласан мӗн пулса тухни пирки ҫапла каласа панӑ: «Унпа пӗрле пулас тесе эпӗ пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене час-часах сиктереттӗмччӗ. Иеговӑпа хам хушӑри хутшӑнусем самаях хавшаса кайрӗҫ». Индире пурӑнакан Ратана хӑйӗнпе пӗр класра вӗренекене юратса пӑрахнӑ пулнӑ. Вӑл Библи вӗренме те пуҫланӑ, анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫавна вӑл Ратанӑна юрас тесе кӑна туни паллӑ пулса тӑнӑ. Юлашкинчен Ратана Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ та качча каяс тесе урӑх тӗне тытса тӑма пуҫланӑ.

Камерунра пурӑнакан Ндэнькейпе мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. Вӑл 19 ҫулта качча кайнӑ. Пулас упӑшки ӑна хӑвӑн тӗне тытса тӑма чӑрмантармӑп тесе сӑмах панӑ. Анчах та туй хыҫҫӑн икӗ эрне иртсен, вӑл ӑна христиансен тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме чарнӑ. Ндэнькей каласа парать: «Хама пӗр-пӗччен тӑрса юлнӑ пек туйнӑран эпӗ питӗ хытӑ макӑртӑм. Эпӗ тек хамӑн пурнӑҫпа хуҫаланма пултарайманнине ӑнланса илтӗм. Хам мӗн тунишӗн эпӗ питӗ ӳкӗнтӗм».

Паллах ӗнтӗ, Свидетель пулман мӑшӑрсем пирки вӗсем пурте тӳрккес те хаяр теме май ҫук. Ҫапах та, Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫынпа мӑшӑрланнинчен эсир ҫавӑн пек хӗн курмастӑр пулин те, ҫакӑ юратакан ҫӳлти Аттепе сирӗн хушӑри хутшӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳрӗ? Сире телейлӗ пулма панӑ канаша итлеменнине пӗлсе тӑнине пула эсир хӑвӑра мӗнле туйнӑ пулӑттӑр? Эсир тунӑ йышӑну ҫине Иегова мӗнле пӑхни чи кирли мар-и вара? (Ытар. 1:33.)

Пӗтӗм тӗнчипе пирӗн тӑвансем, «Ҫӳлхуҫана ӗненекенпе» ҫеҫ мӑшӑрланмалла текен канаша итленӗскерсем, ҫакӑн пек туни чи лайӑх йышӑну тесе палӑртнӑ. Мӑшӑрланман христиансем Иеговӑн чӗрине савӑнтарма шут тытнӑ, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен пулас мӑшӑрне Турӑшӑн ӗҫлекенсем хушшинче кӑна шыраҫҫӗ. Японири Митико ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Тӑван-хурӑнташӗсем ӑна Иеговӑна юратман арҫынна качча тухма ӳкӗтленӗ. Ҫакӑн пек хӗснине хирӗҫ тӑнисӗр пуҫне вӑл тусӗсемпе пӗлӗшӗсенчен хӑш-пӗрисем пухурах мӑшӑр тупнине курнӑ. Вӑл каласа парать: «Иегова — „телейлӗ Турӑ“, апла пулсан, пирӗн телей эпир мӑшӑрланнипе мӑшӑрланманнинчен килмест тесе эпӗ хама ҫине-ҫинех аса илтерсе тӑтӑм. Вӑл пирӗн чӗрери ӗмӗтсене пурнӑҫлама пултарнине те эпӗ ӗненетӗп. Ҫавӑнпа та авланас е качча каяс килсен те хамӑра юрӑхлӑ ҫын тупаймарӑмӑр пулсан, пирӗншӗн пӗр вӑхӑт хушши мӑшӑрланмасӑр пурӑнни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ» (1 Тим. 1:11, ҪТ). Каярахпа Митико питӗ лайӑх арҫын тӑвана качча кайнӑ, ҫавӑнпа та мӑшӑрланма васкаманнишӗн вӑл питӗ савӑнать.

Хӑш-пӗр арҫын тӑвансен те хӑйсене юрӑхлӑ мӑшӑра тӗл пуличчен пӗр вӑхӑт хушши кӗтмелле пулнӑ. Сӑмахран, Австралире пурӑнакан Билл ятлӑ арҫын тӑван хӑйне Свидетель пулман хӗрсем килӗшетчӗҫ тесе каласа парать. Анчах та вӑл вӗсемпе пӗринпе те туслашма тӑрӑшман. Мӗншӗн? «Ӗненменнисемпе пӗрле ют сӳсмен» тӑхӑнасси патне илсе пыракан пӗрремӗш утӑма та унӑн тӑвас килмен. Ҫулсем иртнӗ май ӑна темиҫе хӗрарӑм тӑван килӗшнӗ пулнӑ, анчах та вӗсен ун патне ун пек туйӑмсем пулман. Билл хӑйӗн мӑшӑрне тӗл пуличчен 30 ҫул кӗтнӗ. «Эпӗ нимӗншӗн те ӳкӗнместӗп,— каласа парать Билл, вара вӑл ҫапла ӑнлантарса парать,— эпӗ питӗ телейлӗ: эпир пӗрле ырӑ хыпар сарма ҫӳретпӗр, пӗрле Библи вӗренетпӗр, пӗрле Турра пуҫҫапатпӑр. Мана арӑмӑн тусӗсемпе хутшӑнма питӗ килӗшет, мӗншӗн тесен вӗсем пурте — Иеговӑн ӗҫлекенӗсем. Библи принципӗсем пире хамӑрӑн мӑшӑрлӑ пурнӑҫа ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ».

ИЕГОВӐНА КӖТӖР

Эсир хӑвӑр ӗҫӗрсене Иеговӑн тӑрӑшакан аллине шанса панӑ вӑхӑтра хӑвӑр енчен мӗн тума пултаратӑр? Сӑмахран, хӑвӑр мӗншӗн мӑшӑрланманни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Ҫакна эсир пуринчен ытла «Ҫӳлхуҫана ӗненекенпе» ҫеҫ мӑшӑрланмалла текен Туррӑн канашне тытса тӑрас тесе тӑватӑр пулсан, ҫакӑншӑн сире мухтаса илме пулать. Эсир унӑн Сӑмахӗ тӑрӑх пурӑнма ҫирӗп шут тытни Иеговӑна савӑнтарнине шанса тӑрӑр (1 Патш. 15:22; Ытар. 27:11). «Чӗрӗрте мӗн пуррине» Турра кӗлӗре каласа парӑр (Пс. 61:9). Хӗрӳллӗн те пӗр вӗҫӗмсӗр Иеговӑна йӑлӑнӑр, вара сирӗн кӗлӗсем тарӑнрах пулӗҫ, чунран тухса тӑрӗҫ. Илӗртӳсене хирӗҫ тӑрас тата тӗрӗс мар шухӑшсемпе кӗрешес тесе эсир пӗтӗм вӑя хуратӑр пулсан, сирӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем кунран-кун ҫирӗпленсе пырӗҫ. Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ пур ӗҫлекенӗпе те интересленет, вӗсене вӑл питӗ хаклать. Вӑл сирӗншӗн тӑрӑшать, сире мӗн кирлине шута илет. Вӑл кашнине мӑшӑр парӑп тесе сӑмах памасть. Анчах та сире чӑннипех мӑшӑр кирлӗ пулсан, Иегова сире мӗн кирлипе мӗнле тивӗҫтермеллине питӗ лайӑх пӗлет (Пс. 144:16; Матф. 6:32).

Хӑш-пӗр чухне сирӗн туйӑмсем псалом юрлакан Давидӑнни пекех пулма пултараҫҫӗ. Вӑл каланӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа, часрах илтсемччӗ мана: чунӑм халран каять; Хӑвӑн сӑнна манран ан пытарсам» (Пс. 142:5—7, 10). Ҫавӑн пек вӑхӑтсенче чӑтӑмлӑ пулӑр та хӑвӑрӑн ҫӳлти Аҫуна сирӗн тӗлӗшрен унӑн мӗнле ирӗк пулнине кӑтартма май парӑр. Ҫакна эсир унӑн Сӑмахне вуланипе тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшланипе тума пултаратӑр. Ҫапла эсир унӑн хушӑвӗсене тата вӑл авалхи вӑхӑтра хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗнле пулӑшса тӑнине лайӑхрах пӗлме пуҫлатӑр. Турра итлесе тӑнине пула эсир ӑна малашне те пӑхӑнса тӑма кирлине тата хытӑрах шанма тытӑнатӑр.

Мӑшӑрланман христиансене Иегова хаклать, пухӑва та вӗсем нумай пулӑшу параҫҫӗ

Эсир халӗ мӑшӑрланман пулсан, телейлӗ пулас, вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курас тесе тата мӗн тума пултаратӑр? Тата ытларах ӑнкаруллӑ, уҫӑ кӑмӑллӑ, ӗҫчен, ырӑ кӑмӑллӑ пулма тата Турра чунтан парӑнса пурӑнма вӗренӗр, ҫавӑн пекех ырӑ ятлӑ пулма тӑрӑшӑр. Ҫаксем пурте мӑшӑрлӑ пурнӑҫа телейлӗ тума питӗ кирлӗ (Пулт. 24:16—21; Руфь 1:16, 17; 2:6, 7, 11; Ытар. 31:10—27). Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне шырӑр, ҫакна ырӑ хыпар сарас ӗҫе тата пухури ӗҫсене туллин хутшӑннипе кӑтартӑр. Ҫак ӗҫсене туса тӑни сире тӗрӗс мар йышӑнусем тӑвассинчен хӳтӗлесе тӑрӗ. Билл, ун ҫинчен маларах асӑннӑччӗ, авланичченхи вӑхӑт ҫинчен ҫапла калать: «Ҫулсем питӗ хӑвӑрт иртсе кайрӗҫ! Эпӗ вӑхӑта Иеговӑшӑн пионер пулса ӗҫлесе ирттертӗм».

Чӑнах та, «Ҫӳлхуҫана ӗненекенпе» ҫеҫ мӑшӑрланмалла текен канаш халӗ те пӗлтерӗшне ҫухатман. Ҫак канаша тытса тӑнипе эсир Иеговӑна мухтава кӑларатӑр тата чӑннипех телейлӗ пулатӑр. Библире ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫаран хӑракан ҫын, Унӑн ӳкӗчӗсене хытӑ юратакан ҫын телейлӗ. Унӑн килӗнче — тулӑхлӑх, пуянлӑх, унӑн тӳрӗлӗхӗ ӗмӗртен ӗмӗре пырать» (Пс. 111:1, 3). Ҫавӑнпа та «Ҫӳлхуҫана ӗненекенпе» ҫеҫ мӑшӑрланмалла текен канаша тытса тӑма ҫирӗп шут тытӑр.

^ 7 абз. Ку статьяна хӗрарӑм тӑвансем мӗнле пӑхнине-шухӑшланине шута илсе сӳтсе явнӑ, анчах та ҫак принципсем арҫын тӑвансемпе те ҫыхӑннӑ.

^ 13 абз. Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.