Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иеговӑна яланах шанса тӑрӑр!

Иеговӑна яланах шанса тӑрӑр!

«Эй халӑх! кирек хӑҫан та Ӑна шанса тӑрӑр» (ПС. 61:9).

1—3. Павел Иеговӑна шанма мӗнле вӗренсе ҫитнӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

АВАЛХИ Римра христианин пулма хӑрушӑ пулнӑ. Христос хыҫҫӑн пыракансене пирӗн эрӑри 64 ҫулта Рима чӗртсе янӑ тесе айӑпланӑ. Ҫавӑн пекех вӗсене этемлӗхе курайманскерсем тесе шутланӑ тата хаяррӑн хӗсӗрленӗ. Эсир вӑл вӑхӑтри христианин пулнӑ пулсан, сире кирек хӑш вӑхӑтра та арестлеме, тӗрмене хупма тата асаплантарма пултарнӑ. Тен, сирӗнпе пӗр пек ӗненекен хӑш-пӗр тӑвансене туртса ҫурччӑр тесе тискер чӗрчунсем патне пӑрахнӑ пулӗччӗҫ е юпа ҫине пӑталаса хурса ҫӗрлехи тӳпене ҫутатса тӑччӑр тесе чӗртсе янӑ пулӗччӗҫ.

2 Шӑп ҫав йывӑр вӑхӑтра Павел апостол Римра иккӗмӗш хут тӗрмере ларнӑ пулмалла. Ытти христиансем ӑна пулӑшма килӗҫ-ши? Чи малтанах Павел ҫакна шансах кайман курӑнать, мӗншӗн тесен вӑл Тимофей патне ҫапла ҫырнӑ: «Сутра пӗрремӗш хут пулнӑ чухне манпа пӗрле никам та пулмарӗ — мана пурте пӑрахрӗҫ. Вӗсем уншӑн айӑпа ан юлччӑрччӗ!» Ҫав-ҫавах Павел пулӑшу илтӗм тесе палӑртнӑ. Вӑл ҫырнӑ: «Мана Ҫӳлхуҫа килсе тӗрек пачӗ». Ҫапла, Иегова Павела Ҫӳлхуҫа Иисус урлӑ кирлӗ чухлӗ вӑй парса тӑнӑ. Ҫакӑн пек пулӑшу мӗн таран усӑ панӑ? Акӑ мӗн ҫырнӑ Павел: «Эпӗ вара арӑслан ҫӑварӗнчен хӑтӑлтӑм» (2 Тим. 4:16, 17) *.

3 Павел хӑйне Иегова унччен мӗнле пулӑшса тӑнине асра тытнӑ. Ҫавӑнпа вӑл хальхи тата пулас йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме Иегова вӑй парасси пирки пӗртте иккӗленмен. Ҫавна пула вӑл ҫапла калама пултарнӑ: «Ҫӳлхуҫа мана пур усал ӗҫрен те хӑтарӗ» (2 Тим. 4:18). Павел хӑйне ҫынсем нимпе те пулӑшма пултарайман чухне те Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ пулӑшасса ялан шанма пулать тесе шутланӑ. Кун пирки унӑн пӗр иккӗленӳ те пулман!

ХӐҪАН ИЕГОВӐНА ШАНМАЛЛА

4, 5. а) Пире кирлӗ пулӑшӑва кам яланах парса тӑма пултарать? ӑ) Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене эпир мӗнле ҫирӗплетме пултаратпӑр?

4 Хӑҫан та пулин сире хӑвӑрӑн йывӑрлӑхусемпе пӗр-пӗччен тӑрса юлнӑ пек туйӑнман-и? Е эсир ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ, е сире шкулта тантӑшсем хӗснӗ, е сирӗн сывлӑх хавшама пуҫланӑ, е урӑххи те. Тен, эсир ыттисенчен пулӑшу ыйтнӑ, анчах та вӗсем сире пулӑшма пултарайман. Тӗрӗссипе каласан, хӑш-пӗр йывӑрлӑхсене ҫынсем татса пама пултараймаҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне Библире «Ҫӳлхуҫана шанса пурӑн» текен канашран усси ҫук пек туйӑнма пултарать (Ытар. 3:5, 6). Анчах та ку чӑнах та ҫапла-и? Ҫук паллах! Турӑ пире чӑннипех пулӑшма пултарать, ҫакна вара Библире ҫырса хунӑ нумай тӗслӗх ҫирӗплетсе парать.

5 Ҫавӑнпа та ҫынсем нимпе те пулӑшма пултарайман чухне ан тарӑхӑр. Ун вырӑнне, Павел апостол пек, ҫав йывӑрлӑхсем ҫине Иеговӑна пӗтӗмпех шанма тата вӑл сире юратса сирӗншӗн мӗнле тӑрӑшнине курма паракан май ҫине пӑхнӑ пек пӑхӑр. Ҫакӑ сире ӑна хытӑрах шанма тата унпа хӑвӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗпрех тума пулӑшӗ.

МӖНШӖН ИЕГОВӐНА ШАНМАЛЛА

6. Мӗншӗн хамӑра йывӑр килнӗ чухне Иеговӑна шанма ҫӑмӑлах мар пулма пултарать?

6 Сӑмахран, сире пӗр-пӗр йывӑрлӑх хурлантарать тейӗпӗр. Эсир хӑвӑр мӗн тума пултарнине пурне те турӑр та кӗлӗре хӑвӑр хуйха Турра шанса патӑр. Иегова пулӑшассине шанса халӗ эсир кулянма пӑрахма пултаратӑр-и? Пултаратӑр паллах! (Псалом 61:9; 1 Петр 5:7 вуласа пар.) Иеговӑпа пирӗн хушӑри туслӑх ҫирӗп пултӑр тесен пирӗн ӑна шанма вӗренмелле. Анчах та ҫакна тума яланах ҫӑмӑл мар. Мӗншӗн? Сӑлтавсенчен пӗри — Иегова кӗлӗсем ҫине тӳрех хуравламасан та пултарать (Пс. 12:2, 3; 73:10; 88:47; 89:13; Аввак. 1:2).

7. Мӗншӗн Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине хӑш-пӗр чухне тӳрех хуравламасть?

7 Мӗншӗн Иегова хӑш-пӗр чухне пирӗн кӗлӗсем ҫине тӳрех хуравламасть? Библире Иеговӑна ашшӗпе танлаштарнӑ (Пс. 102:13). Ашшӗ хӑйӗн ачи мӗн ыйтнине пурне те тӳрех памасть. Мӗншӗн тесен ачан ҫак вӑхӑтра мӗн те пулин илес килни каярахпа ӑна йӑлӑхтарма пултарнине ашшӗ пӗлет. Ҫавӑн пекех вӑл ачашӑн мӗн чи лайӑххи пулнине тата ҫакӑ ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарнине ӑнланать. Вӑл ачана мӗн кирлине, ҫавна ӑна хӑҫан памаллине те пӗлет. Ачи мӗн ыйтнине пурне те тӳрех парса тӑнӑ пулсан, ашшӗ унӑн чури пулса тӑнӑ пулӗччӗ. Иегова, пирӗн ҫӳлти Аттемӗр, пире юратать. Пирӗн ӑслӑ Пултаракан пулнӑ май вӑл пире мӗн кирлине пӗлет, ҫавӑнпа та эпир мӗн ыйтнине пире хӑҫан парсан лайӑх пулнине хӑй шутласа хурать. Эппин, Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине мӗнле хуравланине кӗтсе илни пирех усӑ парӗ. (Исаия 29:16; 45:9 танлаштарса пӑхӑр.)

8. Иегова пире мӗн тесе сӑмах парать?

8 Иегова эпир мӗн чӑтса ирттерме пултарнипе пултарайманнине питӗ лайӑх пӗлнине те асра тытӑр (Пс. 102:14). Вӑл пире кирлӗ чухлӗ вӑй парать. Паллах ӗнтӗ, хӑш-пӗр чухне чӑтма пӗр вӑй та юлман пек туйӑнма пултарать. Анчах та Иегова пире хамӑр вӑй ҫитнинчен ытла чӑтма памӑп тесе сӑмах парать. Вӑл пире «ҫӑмӑллӑх та парӗ». (1 Коринф 10:13 вуласа пар.) Эппин, эпир мӗн чухлӗ чӑтма пултарнине Иегова питӗ лайӑх пӗлет тесе шанма пирӗн сӑлтав ҫителӗклӗ.

9. Кӗлӗре пулӑшу ыйтнӑ хыҫҫӑн хуравне тӳрех илмерӗмӗр пулсан, пирӗн мӗн тумалла?

9 Эсир кӗлӗре пулӑшу ыйтнӑ хыҫҫӑн хуравне тӳрех илмерӗр пулсан, тӳсӗмлӗ пулӑр. Иегова сире пулӑшасшӑн пулнине асра тытӑр, мӗншӗн тесен вӑл сире мӗн кирлине парас тесе чи майлӑ вӑхӑта кӗтсе тӑрать. Библире каланӑ: «Иегова сире кӑмӑлланине кӑтартмашкӑн кӗтсе тӑрӗ, ҫавӑнпа та вӑл сире хӗрхенӳ кӑтартмашкӑн ҫӗкленӗ. Мӗншӗн тесен Иегова — тӗрӗс суд тӑвакан Турӑ. Ӑна кӗтекенсем пурте телейлӗ» (Ис. 30:18, ҪТ).

«АРӐСЛАН ҪӐВАРӖ»

10—12. а) Хытӑ чирлекен тӑван-хурӑнташне пӑхса пурӑнакан христианинӑн мӗнле йывӑрлӑхсем пулма пултараҫҫӗ? ӑ) Йывӑр вӑхӑтра Иеговӑна шанса тӑни унпа хамӑр хушӑри хутшӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳрет? Тӗслӗх илсе парӑр.

10 Чӑтма ҫук йывӑр пулнӑ чухне сире, Павел пекех, «арӑслан ҫӑварне» кӗҫ-вӗҫ ҫакланас пек туйӑнма пултарать. Ҫавӑн пек чухне Иеговӑна шанма питӗ йывӑр, ҫав-ҫавах ӑна питӗ хытӑ шанмалла. Сӑмахран, сирӗн ҫемьере кам та пулин хытӑ чирлет, эсир вара ӑна пӑхса тӑратӑр тейӗпӗр. Тен, эсир кӗлӗре ӑслӑлӑхпа вӑй пама ыйтатӑр *. Эсир мӗн тума пултарнине пурне те туса тӑнӑ чухне Иегова сирӗнпе мӗн пулса пынине курса тӑни тата сире йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме, хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗн кирлине пурне те парса тӑни сире канӑҫлӑх памӗ-ши? (Пс. 31:8.)

11 Анчах та хӑш-пӗр чухне Иегова сире пулӑшмасть пек туйӑнма пултарать. Сӑмахран, тухтӑрсенчен пӗри капла тумалла, тепри пачах урӑхла тумалла теме пултарать. Е тӑван-хурӑнташсем сире пулӑшас вырӑнне лару-тӑрӑва япӑхлатса яма пултараҫҫӗ. Кун пек чухне те Иеговӑран пулӑшу ыйтма тата унпа ҫывӑхланса пыма ан чарӑнӑр. (1 Патшасен 30:3, 6, 7 вуласа пар.) Каярахпа, Иегова сире мӗнле пулӑшнине ӑнланса илсен, унпа сирӗн хушӑри хутшӑнусем тата ҫирӗпрех пулӗҫ.

12 Ҫакӑ чӑнах та ҫапла пулнине хӑйӗн ватӑ ашшӗпе амӑшне виличченех пӑхса пурӑннӑ Линда * та ӑнланса илнӗ. Вӑл каласа парать: «Час-часах эпӗ те, упӑшка та, шӑллӑм та мӗн тумаллине пӗлместӗмӗрччӗ. Эпир вӑхӑтран вӑхӑта хамӑра вӑйсӑр ҫын пек туяттӑмӑрччӗ. Иегова пирӗнпе яланах пулнине халӗ эпир уҫҫӑн куратпӑр. Вӑл пире, ниҫта кайса кӗме май ҫук пек туйӑннӑ чухне те, вӑй тата шӑп мӗн кирлине парса тӑчӗ».

13. Пӗр хӗрарӑм тӑвана пӗр инкек хыҫҫӑн теприне чӑтса ирттерме Иеговӑна шанса тӑни мӗнле пулӑшнӑ?

13 Иеговӑна пӗтӗмпех шанса тӑни пире пысӑк инкексене те чӑтса ирттерме пулӑшӗ. Акӑ мӗн пулса иртнӗ Ронда ятлӑ хӗрарӑм тӑванпа. Унӑн упӑшки, Свидетель пулманскер, унран уйрӑлнӑ. Ҫавӑн чухнех унӑн шӑллӗ пурнӑҫшӑн хӑрушӑ чирпе, волчанкӑпа (ӳт туберкулезӗпе), чирлесе ӳкнӗ. Тепӗр темиҫе уйӑхран шӑллӗн арӑмӗ вилет. Ҫаксем хыҫҫӑн кӑштах сывлӑш ҫавӑрса илсен, Ронда тулли пионер пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. Унтан кӗҫех унӑн амӑшӗ вилсе кайнӑ. Мӗне пула Ронда ҫак инкексене чӑтса ирттерме пултарнӑ? Вӑл ӑнлантарса парать: «Эпӗ кашни кунах Иеговӑран, пӗчӗк йышӑнусем тунӑ чухне те, мӗн тумаллине кӑтартма ыйтрӑм. Ҫакна пула Иегова маншӑн тата ҫывӑхрах пулса тӑчӗ. Эпӗ хама е ытти ҫынсене мар, ӑна шанма вӗренсе ҫитрӗм. Вӑл мана чӑнах та пулӑшса тӑчӗ — мана мӗн кирлине пурне те парса тӑчӗ. Эпӗ хама Иегова алӑран ҫавӑтса пынӑ пек туяттӑмччӗ».

Эпир Иеговӑна шаннипе шанманни хамӑр ҫемьере те тӗрӗсленме пултарать (14—16 абзацсене пӑхӑр.)

14. Сирӗн ҫывӑх тӑванна пухуран кӑларса янӑ пулсан, Иегова сире мӗнле пулӑшма пултарать?

14 Тепӗр йывӑрлӑх ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Сӑмахран, сирӗн ҫывӑх тӑванна пухуран кӑларса янӑ тейӗпӗр. Пухуран кӑларса янисемпе пирӗн хамӑра мӗнле тытмалли ҫинчен Библире мӗн каланине эсир лайӑх пӗлетӗр (1 Кор. 5:11; 2 Иоанн 10). Анчах та хӑш-пӗр чухне пухуран кӑларса яма йышӑннине пӑхӑнса тӑма питӗ йывӑр пек е пачах май ҫук пек туйӑнма пултарать *. Сирӗн ҫӳлти Атте сире Библире ҫак тӗлӗшрен мӗн каланине тытса тӑма вӑй парасса шанатӑр-и эсир? Ҫакӑн пек лару-тӑру ҫинчен эсир хӑвӑра Иеговӑпа ҫывӑхланма тата унпа хӑвӑр хушӑри туслӑха ҫирӗплетме паракан май тесе шутлатӑр-и?

15. Мӗншӗн Эдемра Адам Иегова мӗн тума хушнине итлемен?

15 Ҫак тӗлӗшрен пӗрремӗш ҫынпа, Адампа, мӗн пулса тухнине аса илер. Турра итлемесен чӗрӗ тӑрса юлӑп тесе шутланӑ-ши вӑл? Ҫук, мӗншӗн тесен Сӑваплӑ Ҫырура «Адам улталанман» тенӗ (1 Тим. 2:14). Апла пулсан, мӗншӗн-ха вӑл Иеговӑна итлемен? Адам хӑйне Ева панӑ ҫимӗҫе ҫинӗ, мӗншӗн тесен вӑл Иеговӑран ытларах хӑйӗн арӑмне юратнӑ пулмалла. Вӑл хӑйӗн Турри, Иегова, мӗн каланине итлес вырӑнне арӑмне итленӗ (Пулт. 3:6, 17).

16. Кама пирӗн пуринчен ытла юратмалла тата мӗншӗн?

16 Ҫакӑ пирӗн хамӑрӑн тӑван-хурӑнташсене юратмалла мар тенине пӗлтерет-и? Ҫук паллах! Анчах та пирӗн пуринчен ытла Иеговӑна юратмалла. (Матфей 22:37, 38 вуласа пар.) Турра хытӑ юратнипе эпир хамӑр тӑван-хурӑнташсене, Иеговӑшӑн вӗсем халӗ ӗҫленипе ӗҫлеменнине пӑхмасӑрах, тата лайӑхрах пулӑшма пултаратпӑр. Ҫавӑнпа та Иеговӑна хытӑрах юратма, шанма вӗренсе пырӑр. Пухуран кӑларса янӑ ҫывӑх тӑвану пирки хытӑ пӑшӑрханатӑр пулсан, хӑвӑр мӗн туйнине кӗлӗре Иеговӑна каласа парӑр (Рим 12:12; Флп. 4:6, 7) *. Ҫак чуна ыраттаракан лару-тӑру ҫине Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетме паракан май ҫине пӑхнӑ пек пӑхӑр. Ҫакӑ сире Иеговӑна шанса тӑма пулӑшӗ тата ӑна итлени яланах усӑ пани пирки иккӗленме памӗ.

ИЕГОВӐНА КӖТНӖ МАЙ

Ырӑ хыпар сарас ӗҫе тӑрӑшса тунипе Иеговӑна шанса тӑнине кӑтартӑр (17-мӗш абзаца пӑхӑр.)

17. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе тӑрӑшса тунипе эпир Иеговӑна шанса тӑнине мӗнле кӑтартатпӑр?

17 Мӗншӗн Иегова Павела «арӑслан ҫӑварӗнчен» хӑтарнӑ? Апостол ӑнлантарса парать: «Ырӑ Хыпара манӑн пӗлтерсе ҫитермелле пултӑр тесе, ытти халӑхсем пурте ҫавна илтме пултарччӑр тесе» (2 Тим. 4:17, ҪХ). Эпир, Павел пекех, ырӑ хыпар сарас ӗҫе тӑрӑшса тӑватпӑр пулсан, Иегова пире мӗн кирлине пурне те парса тӑрасса шанма пултаратпӑр (Матф. 6:33). Пире, Патшалӑх хыпарҫисене, Иегова «Хӑйӗн Ырӑ Хыпарне шанса» панӑ тата вӑл пире хӑйӗнпе «пӗрле ӗҫлекенсем» вырӑнне хурать (1 Фес. 2:4; 1 Кор. 3:9, ҪТ). Туррӑн ӗҫӗнче мӗн тума пултарнине пурне те тума тӑрӑшатпӑр пулсан, Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравлассине кӗтме пире ҫӑмӑлрах пулӗ.

18. Эпир Иеговӑна шанма вӗренес тата унпа хамӑр хушӑри туслӑха ҫирӗплетес тесе мӗн тума пултаратпӑр?

18 Ҫавӑнпа та Турӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене халех ҫирӗплетме пуҫлар. Сире пӗр-пӗр йывӑрлӑх питех те кулянтарать пулсан, ҫакӑн ҫине Иеговӑпа ҫывӑхланмалли май ҫине пӑхнӑ пек пӑхӑр. Турӑ Сӑмахне, Библие, вулӑр, тӗпчӗр тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлӑр. Иеговӑна яланах кӗлтӑвӑр тата уншӑн тӑрӑшса ӗҫлӗр. Ҫак ӗҫсене тӑватпӑр пулсан, Иегова пире халӗ те, пуласлӑхра та кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пулӑшӗ.

^ 2 абз. Павела арӑсланран е урӑх хӑрушлӑхран хӑтарнӑ пулмалла.

^ 10 абз. Хӑйсен чирӗпе кӗрешекен е чирлӗ тӑван-хурӑнташӗсене пӑхакан христиансене пулӑшас тесе ятарлӑ статьясем кӑларнӑ. «Вӑранӑр!» журналӑн ҫак кӑларӑмӗсене пӑхӑр: 1994 ҫулхи февралӗн 8-мӗшӗ (акӑл.), 1997 ҫулхи февралӗн 8-мӗшӗ (выр.), 2000 ҫулхи майӑн 22-мӗшӗ (выр.) тата 2001 ҫулхи январӗн 22-мӗшӗ (выр.).

^ 12 абз. Ятсене улӑштарнӑ.

^ 14 абз. Ҫак брошюрӑри «Пухуран кӑларса яни — юратса панӑ йӗрке» статьяна пӑхӑр.

^ 16 абз. Камӑн ҫывӑх тӑванӗ Иеговӑна хӑварнӑ, ҫавсене пулӑшас тесе ятарласа хатӗрленӗ статьяна пӑхӑр: 2006 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчи «Хурал башни» (выр.), 17—21 страницӑсем.