Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иеговӑпа сирӗн хушӑри хутшӑнусем мӗн таран ҫывӑх?

Иеговӑпа сирӗн хушӑри хутшӑнусем мӗн таран ҫывӑх?

«Турӑ патне ҫывӑхарӑр, Вӑл та сирӗн пата ҫывӑхарӗ» (ИАК. 4:8).

1. Мӗншӗн Иеговӑпа пирӗн хушӑри хутшӑнусем ҫирӗп пулмалла?

ЭСИР хӑвӑра Турра халалланӑ тата шыва кӗнӗ Иегова Свидетелӗ пулсан, сирӗн темскер питӗ хакли пур — Турӑпа сирӗн хушӑри хутшӑнусем. Анчах та Сатанан тӗнчи хӗснине пула тата хамӑр ҫитменлӗхсене пула ҫав хутшӑнусем пӑсӑлса пыма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха пирӗн май килнӗ таран ҫирӗпрех тума тӑрӑшмалла.

2. Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене эпир мӗнле ҫирӗплетме пултаратпӑр?

2 Иеговӑпа сирӗн хушӑри хутшӑнусем мӗн таран ҫывӑх? Сирӗн ҫав хутшӑнусене тата ҫирӗпрех тӑвас килет-и? Иаков 4:8-мӗшӗнче ҫавна мӗнле тумалли ҫинчен ҫапла каланӑ: «Турӑ патне ҫывӑхарӑр, Вӑл та сирӗн пата ҫывӑхарӗ». Ҫакӑнта пӗрин те, теприн те вӑй хумалли ҫинчен каланине асӑрхӑр-ха. Эпир Турӑпа ҫывӑхланас тесе утӑм тунӑ чухне кашнинче вӑл та пирӗнпе ҫывӑхланас тесе утӑм тӑвать. Ҫакна эпир мӗн чухлӗ нумайрах тӑватпӑр, ҫавӑн чухлӗ ҫирӗпрех пулӗҫ пирӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем. Ҫавна пула вӑл пире чӑннипех ҫывӑх пулса тӑрӗ, вара пирӗн туйӑмсем Иисусӑнни пекех пулӗҫ. Вӑл каланӑ: «Мана Яраканӗ, Чӑнни, пур... Эпӗ Ӑна пӗлетӗп» (Иоанн 7:28, 29). Иеговӑпа ҫывӑхланас тесен мӗнле утӑмсем тумалла?

Эпир Турӑпа мӗнле калаҫма пултаратпӑр? (3-мӗш абзаца пӑхӑр.)

3. Иеговӑпа эпир мӗнле калаҫма пултаратпӑр?

3 Иеговӑпа ҫывӑхланас тесен пирӗн унпа яланах калаҫмалла. Анчах та ҫакна мӗнле тума пулать? Аякра пурӑнакан тусупа эсир мӗнле майпа ҫыхӑну тытнӑ пулӑттӑр? Эсир, тен, час-часах пӗр-пӗрин патне ҫырнӑ тата пӗр-пӗринпе телефонпа калаҫнӑ пулӑттӑр. Иеговӑпа та эсир час-часах ӑна кӗлтунипе калаҫма пултаратӑр. (Псалом 141:2 вуласа пар.) Ҫав вӑхӑтрах эсир Иеговӑна пӗрмай унӑн Сӑмахне вуланипе тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшланипе хӑвӑрпа калаҫма май паратӑр теме пулать. (Исаия 30:20, 21 вуласа пар.) Айтӑр халӗ ҫакӑн пек икӗ енлӗ калаҫу Иеговӑпа сирӗн хушӑри хутшӑнусене мӗнле ҫирӗплетме пултарнине тата ҫавӑн пек калаҫӑва пула мӗнле майпа Турӑ сирӗншӗн чӑн-чӑн Тус пулса тӑма пултарнине пӑхса тухар.

БИБЛИ ВӖРЕННӖ ЧУХНЕ ИЕГОВА СИРӖНПЕ КАЛАҪАТЬ

4, 5. Иегова хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ сирӗнпе мӗнле калаҫать? Тӗслӗх илсе парӑр.

4 Библире Турӑ пур ҫын патне янӑ хыпарне ҫырса хунине эсир, паллах ӗнтӗ, пӗлетӗр. Анчах та ҫак кӗнекере Иеговӑпа эсир хӑвӑр ҫывӑхланма пултарни ҫинчен каланӑ-и? Каланӑ паллах! Эсир тӑтӑшах Библие вуланӑ тата тӗпченӗ чухне унта мӗн калани ҫине хӑвӑр мӗнле пӑхни ҫинчен тата ӑна пурнӑҫра мӗнле тытса тӑмалли ҫинчен шухӑшлӑр. Ҫапла тунипе эсир Иеговӑна хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ хӑвӑрпа калаҫма май паратӑр. Ҫакӑ, паллах ӗнтӗ, сире унпа тата ытларах ҫывӑхланма пулӑшӗ (Евр. 4:12; Иак. 1:23—25).

5 Сӑмахран, Иисус «ҫӗр ҫинче хӑвӑр валли пурлӑх ан пухӑр» тесе калани ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Эсир Турӑ Патшалӑхне хӑвӑр пурнӑҫра мала хурас тесе мӗн тума кирлине пурне те тӑватӑр пулсан, ҫак сӑмахсене вуланӑ чухне Иегова хӑвӑра ырланине туйса илетӗр. Анчах та эсир Иисусӑн сӑмахӗсенче хӑвӑр пурнӑҫа ансатлатма тата Турӑшӑн нумайрах ӗҫлеме кирлине куратӑр пулсан, ҫакӑнпа Иегова сире хӑйӗнпе тата ытларах ҫывӑхланмашкӑн эсир мӗн тума пултарнине кӑтартать (Матф. 6:19, 20).

6, 7. а) Библи вӗренни эпир Иеговӑна юратни тата вӑл пире юратни ҫине мӗнле витӗм кӳрет? ӑ) Библи вӗреннӗ чухне пирӗн мӗнле тӗп тӗллев пулмалла?

6 Чӑнах та, Библие тӗпченӗ чухне эпир Иеговӑшӑн тата лайӑхрах ӗҫлемешкӗн мӗнле улшӑнусем тумалли ҫинчен пӗлсе пыратпӑр. Унсӑр пуҫне Турӑ Сӑмахне вӗренни пире Иегова тунӑ ырӑ ӗҫсемпе унӑн лайӑх енӗсене те пӗлме пулӑшать. Ҫакна пула эпир Иеговӑна тата ытларах юратма пуҫлатпӑр. Эпир Турра мӗн чухлӗ хытӑрах юратма пуҫлатпӑр, вӑл та пире вӑйлӑрах юратма пуҫлать, ҫапла вара пирӗн хушӑри туслӑх ҫирӗпленсе пырать. (1 Коринф 8:3 вуласа пар.)

7 Анчах та Турӑ Сӑмахне вӗренни пире Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑштӑр тетпӗр пулсан, пирӗн хамӑр ума тӗрӗс тӗллев лартмалла. Иоанн 17:3-мӗшӗнче каланӑ: «Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вӑл — Сана, пӗртен-пӗр чӑн Турра, пӗлни тата Хӑв янӑ Иисус Христоса пӗлни». Эпир Библие вуланӑ чухне ҫӗннине тата интереслине нумай пӗлме пултаратпӑр, анчах та вӗреннӗ чухне пирӗн тӗп тӗллев пулмалла: Иегова мӗнле Турӑ пулнине лайӑхрах пӗлме тӑрӑшмалла. (Тухни 33:13 вуласа пар; Пс. 24:4.)

8. а) Иегова хӑйне Азария патшапа мӗнле тытни ҫинчен хӑш-пӗрисем мӗн шутлама пултараҫҫӗ? ӑ) Иеговӑна пӗлни пире вӑл яланах тӗрӗссине тӑвать тесе шанма мӗнле пулӑшӗ?

8 Иеговӑна лайӑхрах пӗлсе пынӑ май эпир Библире мӗншӗн вӑл хӑш-пӗр ӗҫсене апла е капла тунине ӑнлантарса паман чухне те ытлашши пӑшӑрханмӑпӑр. Сӑмахран, 4 Патшасен 15:1—5-мӗш сӑвӑ йӗркисенче Иегова хӑйне Иуда патшипе, Азарияпа, мӗнле тытни ҫинчен каласа пани пирки эсир мӗн шутлатӑр? Вӑл вӑхӑтра тӳпем вырӑнсенче «халӑх ҫав-ҫавах чӳк парнисем парса тӑнӑ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ», анчах та Азария «Ҫӳлхуҫа умӗнчи тивӗҫӗсене пурне те... туса пынӑ». Ҫакна пӑхмасӑрах «патшана Ҫӳлхуҫа тилҫе чирӗ ертнӗ, вара вӑл мӗн виличченех ҫав чирпе асапланнӑ». Мӗншӗн? Библири ҫак вырӑнта кун пирки нимӗн те каламан. Ҫакӑ пире Иеговӑн Азарияна наказани пама витӗмлӗ сӑлтав пулнӑ-ши тесе пӑшӑрхантармалла-и е иккӗлентермелле-и? Эпир Иеговӑна питӗ лайӑх пӗлетпӗр пулсан, пӑшӑрханмӑпӑр та, иккӗленмӗпӗр те. Иегова яланах «виҫеллӗ хаса», е наказани, панине эпир астӑватпӑр (Иер. 30:11). Ҫавӑнпа та эпир Иегова Азарияна мӗншӗн наказани панине пӗлмесен те, Вӑл тӗрӗс суд тунӑ тесе шанма пултаратпӑр.

9. Иегова Азарияна мӗншӗн тилҫе чирӗпе чирлеттерсе ӳкернине мӗнле фактсем ӑнланма пулӑшаҫҫӗ?

9 Анчах ку хутӗнче Библири тепӗр вырӑнта Азария патша ҫинчен ытларах каласа панӑ. Ӑна ҫавӑн пекех Озия ятпа та пӗлнӗ (4 Патш. 15:7, 32). Ҫав ӗҫсем ҫинченех 2 Ҫулсеренхи 26:3—5, 16—21-мӗш сӑвӑ йӗркисенче каласа панӑ. Унта эпир Озия пӗр вӑхӑт хушши Иеговӑна юрӑхлӑ ӗҫсем туса пурӑннӑ пулин те, каярахпа «унӑн чӗри ӑна тӗп тумаллах мӑнаҫланса кайнӑ» тесе вулатпӑр. Вӑл священниксен ҫеҫ тума юранӑ ӗҫе тума хӑтланса пӑхнӑ. Ӑна 81 священник ӳкӗте кӗртме тӑрӑшнӑ. Озия вара хӑйне мӗнле тытнӑ? Вӑл питӗ мӑнкӑмӑлланса кайнӑран священниксем ҫине «тарӑхса кайнӑ». Ҫавӑнпа ӗнтӗ Иегова ӑна тилҫе чирӗпе чирлеттерсе ӳкернӗ!

10. Иегова хӑйӗн ӗҫӗсене капла е апла тунине мӗншӗн пирӗн хӑш-пӗр чухне пӗлмесен те юрать тата эпир Иеговӑна ытларах шанма вӗренес тесе мӗн тума пултаратпӑр?

10 Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? Азария патша ҫинчен калакан калавра Иегова ӑна мӗншӗн наказани панине ӑнланма пулӑшакан фактсем ҫителӗклӗ пур. Анчах та Библире пӗр-пӗр ӗҫ пирки тӗпӗ-йӗрӗпех каласа паман пулсан, эпир мӗн тӑвӑпӑр-ши? Туррӑн тӳрӗлӗхӗ пирки иккӗленӗпӗр-ши? Е эпир Турӑ яланах тӗрӗссине туса тӑнине ӗненме пулӑшакан информаци Библире ҫителӗклӗ тесе шутлӑпӑр-ши? (Сак. аст. 32:4.) Эпир Иегова мӗнле Турӑ пулни ҫинчен лайӑхрах пӗлсе пынӑ май ӑна тата унӑн ҫулӗсене хытӑрах юратма пуҫлатпӑр, вара пире вӑл кӑна е ӑна мӗншӗн апла е капла тунине ӑнлантарса пани кирлех те пулмӗ. Турӑ хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ мӗн калани ҫинчен эпир мӗн чухлӗ нумайрах шухӑшлатпӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах эпир ӑна шанма пуҫлатпӑр (Пс. 76:13, 14). Ҫапла вара Иегова пире тата ҫывӑхрах пулса тӑрӗ, хамӑрпа ун хушшинчи хутшӑнусем те ҫирӗпрех пулӗҫ.

КӖЛТУНӐ ЧУХНЕ ЭСИР ИЕГОВӐПА КАЛАҪАТӐР

11—13. Иегова кӗлӗсене итленине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

11 Кӗлтунипе эпир Иеговӑпа ҫывӑхланса пыратпӑр. Эпир ӑна мухтатпӑр, тав тӑватпӑр тата унран мӗн тумаллине кӑтартма ыйтатпӑр (Пс. 31:8). Анчах та Иеговӑпа сирӗн хушӑри хутшӑнусем ҫирӗп пулччӑр тесен вӑл кӗлӗсене илтет тесе шанса тӑмалла.

12 Хӑш-пӗрисем кӗлӗ вӑл чуна ҫеҫ канӑҫлӑх парать тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, ҫынсем хӑйсен шухӑшӗсене сӑмахпа каланӑран, хӑйсен йывӑрлӑхне ӑнланса илнӗрен тата хӑйсен шухӑшӗсенче ҫав йывӑрлӑха мӗнле татса памаллине палӑртса хунӑран кӑна вӗсене хӑйсен кӗлли ҫине хурав панӑ пек туйӑнать. Чӑнах та, кӗлӗ ҫак енчен те усӑ парать. Анчах Иегова пирӗн чӗререн каланӑ кӗлӗсене итленине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

13 Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: Иисус ҫӗр ҫине киличчен Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсен кӗллисем ҫине мӗнле хуравланине курнӑ. Каярахпа, ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне, Иисус хӑйӗн шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗне кӗлӗре каласа панӑ. Вӑл ҫӗрӗпе те Турра кӗлтунӑ. Иисус хӑйне Иегова итлемест тесе шутланӑ пулсан, ҫавна вӑл тунӑ пулӗччӗ-ши? (Лука 6:12; 22:40—46.) Кӗлӗ чуна канӑҫлӑх панисӗр пуҫне урӑх нимӗн те памасть тесе шутланӑ пулсан, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене кӗлтума вӗрентнӗ пулӗччӗ-ши? Эппин, Иисус кӗлӗсене Иегова чӑннипех итленине пӗлнӗ. Пӗррехинче вӑл каланӑ: «Эй Аттем! Мана илтнӗшӗн тав тӑватӑп Сана; Эсӗ Мана кирек хӑҫан та илтессе Эпӗ пӗлетӗп». Эпир те Иегова кӗлӗсене итлекен тесе шанма пултаратпӑр (Иоанн 11:41, 42; Пс. 64:3).

14, 15. а) Хамӑр кӗлӗсенче мӗн кирли ҫинчен тӳррӗн ыйтни пире мӗнле усӑ парать? ӑ) Кӗлтуни Кэтие Иеговӑпа ҫывӑхланма мӗнле пулӑшнӑ?

14 Эсир кӗлӗре мӗн кирли ҫинчен тӳррӗн ыйтатӑр пулсан, Иегова мӗнле хуравланине — унӑн хуравӗсем аран-аран палӑрса тӑнӑ чухне те — курма сире ҫӑмӑлрах пулӗ. Кӗлӗсем ҫине хуравланине кура Иегова сирӗншӗн тата ҫывӑхрах пулса тӑрӗ. Унсӑр пуҫне эсир Иеговӑна хӑвӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен мӗн чухлӗ нумайрах каласа паратӑр, ҫавӑн чухлӗ ҫывӑхрах пулӗҫ унпа сирӗн хушӑри хутшӑнусем.

15 Сӑмахран, Кэти * тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл сӑваплӑ ӗҫе яланах хутшӑннӑ пулин те, ҫак ӗҫ ӑна савӑнӑҫ паман. Вӑл каласа парать: «Мана ырӑ хыпар сарма пачах килӗшместчӗ. Эпӗ пенсие тухсан, пӗр старейшина мана тулли пионер пулса ӗҫлеме сӗнчӗ. Вӑл мана пионер пулма заявлени хутне те пачӗ. Эпӗ пионер пулас терӗм, ҫав вӑхӑтрах ырӑ хыпар сарас ӗҫ мана килӗшме пуҫлатӑр тесе Иеговӑна ҫакӑн пирки кашни кун кӗлтума тытӑнтӑм». Иегова унӑн кӗлли ҫине хуравланӑ-и? Вӑл калать: «Акӑ ӗнтӗ эпӗ виҫӗ ҫул пионер пулса ӗҫлетӗп. Эпӗ сӑваплӑ ӗҫ валли нумай вӑхӑт уйӑратӑп тата ытти хӗрарӑм тӑвансенчен вӗренетӗп, ҫавӑнпа та эпӗ ырӑ хыпара лайӑхрах сарма вӗренсе ҫитрӗм. Халӗ вара мана ырӑ хыпар сарма килӗшет кӑна мар, ҫак ӗҫе эпӗ тума та юрататӑп. Ҫитменнине эпӗ Иеговӑпа тата ытларах ҫывӑхлантӑм». Эппин, кӗлтуни Кэтие хӑйӗнпе Иегова хушшинчи туслӑха ҫирӗплетме пулӑшнӑ.

ПИРӖН ХАМӐР ЕНЧЕН МӖН ТУМАЛЛА

16, 17. а) Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусем яланах ҫирӗпленсе пыччӑр тесен пирӗн мӗн тумалла? ӑ) Тепӗр статьяра мӗн сӳтсе явнӑ?

16 Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпех ҫирӗплетсе тӑмалла. Эпир Турӑ пирӗнпе ҫывӑхлантӑр тетпӗр пулсан, пирӗн хамӑрӑн та унпа ҫывӑхланас тесе утӑмсем тумалла. Ҫавӑнпа та Библи вӗренни тата кӗлтуни урлӑ Турӑпа яланах калаҫас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тума тӑрӑшар. Ҫакна тунипе Иеговӑпа пирӗн хушӑри хутшӑнусем ҫирӗпрех те ҫирӗпрех пулӗҫ, вара эпир хамӑр йывӑрлӑхсене ӑнӑҫлӑн чӑтса ирттерме пултарӑпӑр.

Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене пирӗн мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпех ҫирӗплетсе тӑмалла (16, 17 абзацсене пӑхӑр.)

17 Анчах та хӑш-пӗр чухне эпир Иеговӑна ҫине-ҫинех кӗлтӑватпӑр, пирӗн йывӑрлӑхсем пурпӗр пӗтмеҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне эпир Иеговӑна шанми пулса пыма пултаратпӑр. Тен, эпир Иегова пирӗн кӗлӗсене чӑнах та илтет-ши тесе тата вӑл пирӗншӗн чӑн-чӑн тусах-ши тесе иккӗленме пуҫлӑпӑр. Турра сахалрах шанма тытӑнтӑмӑр пулсан, эпир мӗн тума пултаратпӑр? Ҫакна тепӗр статьяра сӳтсе явнӑ.

^ 15 абз. Ятне улӑштарнӑ.