ХУРАЛ БАШНИ (ВӖРЕНМЕЛЛИ КӐЛАРӐМ) 2015 май

Ҫак кӑларӑмра 2015 ҫулхи июнӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 26-мӗшӗчченхи вӗренмелли статьясем пур.

БИОГРАФИ

Иеговӑна пӗрремӗш хут юратма пуҫлани мана чӑтӑмлӑ пулма пулӑшрӗ

Энтони Моррисӑн, Иегова Свидетелӗсен Ертсе пыракан совечӗн членӗн, биографине вуласа тухӑр.

Сыхӑ тӑрӑр! Сатана сире ҫӑтасшӑн ҫӳрет

Сатана хӑйӗн виҫӗ уйрӑмлӑхне пула питӗ хӑрушӑ тӑшман пулса тӑрать.

Эсир Сатанана кӗрешсе ҫӗнтерме пултаратӑр!

Сатанан капкӑнӗсенчен: мӑнкӑмӑллӑхран, укҫа-тенкӗпе пурлӑхшӑн ҫунассинчен тата аскӑн ӗҫрен — эсир мӗнле сыхланма пултаратӑр?

Мӗн пама пулнине вӗсем «курса» тӑнӑ

Туррӑн ӗлӗк пурӑннӑ шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем пулас пиллӗхсене ӑсра ӳкернӗ тата вӗсем ҫав тӗлӗшрен пире чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ.

Кам ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама сӑмах парать, ҫавӑн евӗрлӗ пулма тӑрӑшӑр

Хамӑр тӳссе курман лару-тӑрӑва эпир чӑннипех ӑнланма пултаратпӑр-и?

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Иезекииль кӗнекинче каланӑ Магогри Гог кам вӑл?

ПИРӖН АРХИВСЕНЧЕН

Вӑл кафере юрату хуҫаланнине курнӑ

Эсир Иегова Свидетелӗсен конгресӗсене 1990 ҫулсенче е ҫав ҫулсем хыҫҫӑн ҫӳреме пуҫланӑ пулсан, ҫавӑнччен вун-вун ҫул хушши делегатсем валли мӗн хатӗрлени ҫинчен пӗлни сире, тен, тӗлӗнтерӗ.