Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Мӗн пама пулнине вӗсем «курса» тӑнӑ

Мӗн пама пулнине вӗсем «курса» тӑнӑ

«Мӗн пама пулнине хӑйсем пурӑннӑ чухнех илмен пулсан та, вӗсем ӑна аякран та пулин курса... тӑнӑ» (ЕВР. 11:13).

1. Курӑнманнине ӑсра ӳкерме пултарни пире мӗнле усӑ парать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

ХАМӐРА мӗн курӑнманнине ӑсра ӳкерме пултарни вӑл — Турӑ панӑ парне. Ҫакӑн пек пултарулӑх пире пулас ырӑлӑхсене савӑнса кӗтсе тӑма тата малашне мӗн тумаллине палӑртса хума пулӑшать. Иегова малашлӑха курса тӑрать, ҫавӑнпа та вӑл час-часах Библи урлӑ пире мӗн пулассине малтанах каласа хурать. Ҫак пулас ӗҫсене эпир курма пултараймастпӑр пулин те, вӗсене эпир хамӑр куҫ умне кӑларса тӑратма пултаратпӑр, ҫакӑ вара пире вӗсем пурнӑҫланассине ӗненме пулӑшать (2 Кор. 4:18).

2, 3. а) Пуласлӑха хамӑр куҫ умне кӑларса тӑратма пултарни пире мӗнле пулӑшма пултарать? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

2 Хӑш-пӗр чухне эпир нихӑҫан та пулма пултарайман япаласем ҫинчен ӗмӗтленетпӗр. Сӑмахран, пӗчӗк хӗрача хӑйне лӗпӗш ҫинче вӗҫсе ҫӳренӗ пек курма пултарать. Анчах та ҫакӑ вӑл — пуш ӗмӗт ҫеҫ. Самуил амӑшне, Аннӑна, илес пулсан, вӑл ӑсра сӑнарсем ӳкерес пултарулӑхпа урӑхла усӑ курнӑ. Вӑл хӑйӗн ывӑлне сӑваплӑ чатӑра священниксемпе пӗрле ӗҫлеме илсе каяс кун ҫинчен шухӑшланӑ. Ҫакӑ вара пуш ӗмӗт мар, Анна хӑй мӗн тума палӑртса хунӑ йышӑну пулнӑ. Ҫавӑнпа та Аннӑна ҫав кун ҫинчен шухӑшлани хӑй Иеговӑна мӗн тума сӑмах панине пурнӑҫлама вӑй панӑ (1 Патш. 1:22). Турӑ пама пулнӑ пуласлӑх сӑнарӗсене ӑсра ӳкернӗ чухне эпир те пурпӗр пулакан япаласем ҫинчен шухӑшлатпӑр (2 Петр 1:19—21).

3 Библире каланӑ Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем нумайӑшӗ Турӑ мӗн пама пулнисем мӗнле пурнӑҫланассине хӑйсен куҫӗ умне кӑларса тӑратнӑ паллах. Пулас пиллӗхсене ӑсра ӳкерме пултарни вӗсене мӗнле пулӑшса тӑнӑ? Турӑ хӑйне шанчӑклӑ ҫынсене чаплӑ пуласлӑх туса парасси ҫинчен шухӑшлани пире мӗнле усӑ парать?

ХӐЙСЕН ШАНЧӐКНЕ «КУРСА» ТӖРЕКЛЕННӖ

4. Мӗне пула Авель лайӑх пуласлӑх ҫинчен ӗмӗтленме пултарнӑ?

4 Турӑ мӗн пама пулнине ӗненнӗ пӗрремӗш ҫын вӑл Авель пулнӑ. Вӑл Адампа Ева ҫылӑха кӗнӗ хыҫҫӑн Иегова ҫӗлене ҫакӑн пек каланине пӗлнӗ: «Санпала арӑм хушшине, сан вӑрлӑхупа арӑм вӑрлӑхӗн хушшине тӑшманлӑх хурӑп; арӑмран ҫураласси санӑн пуҫна ҫапса ҫӗмӗрӗ, эсӗ ӑна ури тупанӗнчен сӑхӑн» (Пулт. 3:14, 15). Ҫак сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланассине вӑл тӗп-тӗрӗс пӗлмен. Анчах та вӑл Турӑ мӗн калани ҫинчен нумай шухӑшланӑ та ҫакна ӑнланнӑ пулмалла: ҫынсем каллех пӗр ҫитменлӗхсӗр — Адампа Ева ҫылӑха кӗричченхи пек — пулса тӑччӑр тесен пӗрин ури тупанне ҫапса ҫӗмӗрмелле пулнӑ. Авель ӑсра пуласлӑх мӗнле пуласси пирки кирек мӗнле сӑнар ӳкернӗ пулсан та, вӑл Туррӑн сӑмахӗсем пурнӑҫланассине ӗненнӗ, ҫавӑнпа Иегова унӑн парнине кӑмӑл туса йышӑннӑ. (Пултарни 4:3—5; Еврейсем 11:4 вуласа пар.)

5. Пуласлӑха ӑсра ӳкерме пултарни Еноха мӗнле хавхалантарнӑ?

5 Турра хытӑ ӗненнӗ тепӗр ҫын вӑл Енох пулнӑ. Турра хирӗҫ чӑрсӑр сӑмахсем калакан йӗркесӗр ҫынсем хушшинче пурӑннӑ вӑл. Турӑ хавхалантарнипе Енох Иегова «Хӑйӗн сӑваплӑ ангелӗсен шутсӑр пысӑк йышӗпе килет — пурне те сут тума килет; Вӑл йӗркесӗр ҫынсене йӗркерен тухса кайса тунӑ мӗнпур усал ӗҫшӗн, ҫав ҫылӑхлӑ ҫынсене Хӑйне хирӗҫ каланӑ пур чӑрсӑр сӑмахшӑн та питлӗ» тесе пророкла каланӑ (Иуда 14, 15). Хытӑ ӗненнӗрен Енох йӗркесӗрлӗхрен тасалнӑ тӗнчере мӗнле пурнӑҫ пулассине ӑсра ӳкернӗ пулмалла. (Еврейсем 11:5, 6 вуласа пар.)

6. Пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн Ной мӗн ҫинчен шухӑшласах тӑнӑ пулмалла?

6 Хытӑ ӗненнӗрен Ной пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ чухне ҫӑлӑнса юлнӑ (Евр. 11:7). Унтан вӑл ӗненнине пулах чӗрчунсене Иеговӑна парне кӳнӗ (Пулт. 8:20). Авель пекех, вӑл этемлӗх ҫылӑхпа вилӗм чуралӑхӗнчен хӑтӑласса ӗненнӗ. Ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн тӗнче каллех ирсӗрленсе кайнӑ. Ҫавӑн чухне Нимрод ҫынсене пуҫ пулса тытса тӑма пуҫланӑ та Иеговӑна хирӗҫ кайнӑ, анчах та Ной унчченхи пекех хытӑ ӗненнӗ (Пулт. 10:8—12, ҪТ). Ноя ҫынсем пуласлӑхра пусмӑрлакан пуҫлӑхсемсӗр пурӑнасси тата ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтӑласси ҫинчен шухӑшлани хавхалантарса тӑнӑ пулмалла. Эпир те ҫав чаплӑ вӑхӑтра пулас пурнӑҫа хамӑр куҫ умне кӑларса тӑратма пултаратпӑр, вӗт ҫав вӑхӑт питӗ ҫывӑх! (Рим 6:23.)

ВӖСЕМ ТУРРӐН СӐМАХӖСЕМ ПУРНӐҪЛАННИНЕ «КУРНӐ»

7. Авраам, Исаак тата Иаков мӗнле пуласлӑх «курса» тӑнӑ?

7 Авраам, Исаак тата Иаков тӗлӗнмелле чаплӑ пуласлӑхӑн сӑнарӗсене куҫ умне кӑларса тӑратнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен Турӑ вӗсене сирӗн вӑрлӑху урлӑ ҫӗр ҫинчи пур халӑх та пиллӗх илӗ тесе сӑмах панӑ (Пулт. 22:18; 26:4, 5; 28:14). Ҫак патриархсен ӑрӑвӗн йышлӑланса каймалла тата Пама пулнӑ ҫӗр ҫинче пурӑнмалла пулнӑ (Пулт. 15:5—7). Турӑран хӑракан ҫак арҫынсем Иеговӑн сӑмахӗсем пурнӑҫланасса пӗлнӗ, ҫавӑнпа та вӗсем хӑйсен ӑрӑвне ҫав ҫӗр ҫинче пурӑннӑ пекех «курса» тӑма пултарнӑ. Адампа Ева ҫылӑха кӗнӗренпе Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене этемлӗх каллех пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрӗ тесе шантарса тӑнӑ.

8. Авраама хытӑ ӗненме тата Турра пӑхӑнса тӑма мӗн пулӑшнӑ?

8 Хытӑ ӗненнӗрен Авраам Иеговӑна питӗ йывӑр вӑхӑтра та пӑхӑнса тӑнӑ. Библире каланӑ тӑрӑх, Авраам тата Туррӑн ытти шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем «мӗн пама пулнине хӑйсем пурӑннӑ чухнех илмен пулсан та, вӗсем ӑна аякран та пулин курса савӑнса тӑнӑ». (Еврейсем 11:8—13 вуласа пар.) Иегова унччен хӑйӗн сӑмахӗсене яланах пурнӑҫласа тӑнине Авраам пӗлнӗ, ҫавӑнпа та вӑл Иегова пуласлӑхра мӗн тума сӑмах пани пурте пурнӑҫа кӗрессе ӗненнӗ.

9. Туррӑн сӑмахӗсем пурнӑҫлассине ӗненни Авраама мӗнле пулӑшнӑ?

9 Турӑ хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫлассине ӗненни Авраама Иеговӑн ирӗкне туса тӑма вӑй парса тӑнӑ. Ӗненнине пула вӑл Ур хулине хӑварнӑ та Ханаанра пӗр хулара та тӗпленсе пурӑнас темен. Ҫав хуласен никӗсӗ ҫирӗпех мар пулнӑ теме пулать, мӗншӗн тесен вӗсен пуҫлӑхӗсем Турра юрӑхлӑ пулман (Иис. Н. 24:2). Авраам мӗн виличченех «Турӑ Хӑй тунӑ хулана — ҫирӗп никӗс ҫинче ларакан чаплӑ хулана — кӗтсе пурӑннӑ» (Евр. 11:10). Авраам Иеговӑпа унӑн правительстви ҫӗре пуҫ пулса тытса тӑнӑ вӑхӑтра хӑй мӗнле пурӑнассине «курса» тӑнӑ. Авель, Енох, Ной, Авраам тата Туррӑн ытти шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрассине ӗненнӗ тата Турӑ Патшалӑхӗ — «ҫирӗп никӗс ҫинче ларакан чаплӑ хула» — пӗтӗм ҫӗре пуҫ пулса тытса тӑрас вӑхӑта кӗтсе тӑнӑ. Ҫак пиллӗхсем ҫинчен шухӑшлани вӗсене Иеговӑна тата хытӑрах ӗненме пулӑшнӑ. (Еврейсем 11:15, 16 вуласа пар.)

10. Саррӑна пуласлӑх ҫинчен шухӑшлани мӗнле пулӑшса тӑнӑ?

10 Авраам арӑмӗ Сарра та Иеговӑн сӑмахӗсем пурнӑҫланассине хытӑ ӗненнӗ. Вӑл 90 ҫулта пулнӑ, унӑн ача-пӑча пулман, ҫав-ҫавах вӑл ачаллӑ пулас вӑхӑта кӗтсе тӑнӑ. Сарра хӑйӗн ачисенчен пысӑк халӑх пуҫланса каяссине ӑсра курса тӑнӑ (Евр. 11:11, 12). Мӗншӗн вӑл ҫавӑн пек пулассине шанма пултарнӑ? Иегова унӑн упӑшкине ҫапла каланӑ: «Эпӗ ӑна пиллӗп, унран сан валли ывӑл ача парӑп; Саррӑна пиллӗп, унран халӑхсем ӗрчесе кайӗҫ, унран халӑхсен патшисем тухӗҫ» (Пулт. 17:16). Иегова сӑмах панӑ пекех, Сарра ывӑлне, Исаака, ҫуратнӑ. Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫ Саррӑна Иеговӑн ытти сӑмахӗсем те пурнӑҫланассине тата хытӑрах ӗненме пулӑшнӑ. Иегова пире мӗн туса пама сӑмах панине ӑсра ӳкернӗ чухне эпир те хамӑр ӗненӗве ҫирӗплететпӗр.

ВӐЛ ПУЛАС ЫРӐЛӐХА ШАНСА ТӐНӐ

11, 12. Моисее Иеговӑна хытӑрах та хытӑрах юратма мӗн пулӑшнӑ?

11 Моисей те Иеговӑна хытӑ ӗненнӗ ҫын пулнӑ. Моисей фараон килӗнче ҫитӗнсе ӳснӗ пулин те, пуринчен ытла Иеговӑна юратнӑ, ҫавӑнпа та вӑл влаҫпа пуянлӑхшӑн ҫунман. Вӑл хӑйӗн чӑн ашшӗ-амӑшӗнчен Иегова ҫинчен тата Вӑл еврейсене чуралӑхран хӑтарса Пама пулнӑ ҫӗре еткерлӗхе пама шут тытни ҫинчен пӗлнӗ пулас (Пулт. 13:14, 15; Тух. 2:5—10). Енчен те Моисей Турӑ халӑхӗ валли хатӗрлесе хунӑ пиллӗхсем ҫинчен час-часах шухӑшланӑ пулсан, сирӗн шутпа, унӑн чӗринче мӗн ҫирӗпленсе ларма пултарнӑ: пысӑк вырӑн йышӑнасси-и е Иеговӑна юратасси-и?

12 Библире каланӑ: «Моисей те ӗненнӗ, ӳссе ҫитӗнсессӗн, Моисей хӑйне фараон хӗрӗн ывӑлӗ теме пӑрахнӑ; ҫылӑха кӗрсе пӗр авка киленсе пурӑннинчен вӑл Турӑ халӑхӗпе пӗрле асапланса пурӑнма хавасрах пулнӑ; Христос тӳснӗ мӑшкӑла Египетри мулран пысӑка хунӑ — вӑл пулас ырӑлӑха шанса тӑнӑ» (Евр. 11:24—26).

13. Турӑ пама пулнисем ҫинчен шухӑшлани Моисее мӗнле усӑ парса тӑнӑ?

13 Иегова израильтянсем валли мӗн тума сӑмах пани ҫинчен Моисей мӗн чухлӗ нумайрах шухӑшланӑ, ҫавӑн чухлӗ хытӑрах вӑл Иеговӑна ӗненме тата юратма пуҫланӑ. Турӑран хӑракан ытти ҫынсем пекех, вӑл Иегова этемлӗхе вилӗмрен хӑтарас вӑхӑт ҫинчен шухӑшланӑ пулмалла (Иов 14:14, 15; Евр. 11:17—19). Ҫавӑнпа ӗнтӗ Моисей хӑйӗн чӗринче Иеговӑна — еврей халӑхне те, пур ҫынна та питӗ хӗрхенекен Турра — тата хытӑрах юратма пуҫланӑ. Ӗненни тата юратни Моисее мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпе вӑй парса тӑнӑ (Сак. аст. 6:4, 5). Фараон Моисее вӗлересшӗн пулнӑ чухне те ӑна Турра ӗненни, юратни тата, тен, чаплӑ пуласлӑха ӑсра курса тӑни хӑюлӑх парса тӑнӑ (Тух. 10:28, 29).

ПАТШАЛӐХ ПИЛЛӖХӖСЕНЕ КУҪ УМНЕ КӐЛАРСА ТӐРАТӐР

14. Хӑш-пӗр ҫынсем пуласлӑх пирки мӗн шутлаҫҫӗ?

14 Хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ пуласлӑх ҫинчен шухӑшланӑ чухне нихҫан пулма пултарайман япаласем ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ. Сӑмахран, хӑш-пӗр питӗ чухӑн ҫынсем ҫӗрме пуян пулма, ҫапла вара ним пӑшӑрханмасӑр пурӑнма ӗмӗтленеҫҫӗ. Анчах та Сатана тӗнчинчи пурнӑҫра «асаппа чир» яланах пулӗ тесе каланӑ Библире (Пс. 89:10, Мухтав юррисен кӗнеки, 1912 ҫул). Вӗсем ҫак тӗнчери йывӑрлӑхсене ҫынсен правительствисем татса парасса шанаҫҫӗ, анчах та Библире каланӑ тӑрӑх, ҫакна Турӑ Патшалӑхӗ кӑна туса пама пултарать (Дан. 2:44). Нумайӑшӗ Турӑ ҫак йӗркесӗр тӗнчене пӗтермӗ тесе шутлать, анчах та Библире пачах урӑхла каланӑ (Соф. 1:18; 1 Иоанн 2:15—17). Иеговӑн тӗллевне шута илмен ҫынсен шанчӑкӗ — пуш ӗмӗт кӑна.

Хӑвӑра халӗ ҫӗнӗ тӗнчери пек курма пултаратӑр-и? (15-мӗш абзаца пӑхӑр.)

15. а) Мӗншӗн христиансен хӑйсен шанчӑкне ӑсра ӳкермелле? ӑ) Турӑ хӑйӗн сӑмахӗсене пурнӑҫланӑ чухне эсир мӗне пуринчен ытларах курасшӑн пулнине каласа парӑр.

15 Иегова пире чаплӑ пуласлӑх туса пама сӑмах панӑ. Ҫав вӑхӑт ҫинчен шухӑшлани пире телейлӗрех тӑвать тата сӑваплӑ ӗҫе тума хӑюлӑх парать. Сирӗн кирек мӗнле шанчӑк пулсан та, пӗлӗтре пурӑнас шанчӑк-и е ҫӗр ҫинче, Иеговӑн сӑмахӗсем пурнӑҫлансан, эсир мӗнле ӗҫсем тума пултарнине куҫ умне кӑларса тӑратма пултаратӑр-и? Калӑпӑр, эсир ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗрӗпе пурӑнма шанатӑр. Эсир ытти ҫынсемпе пӗрле пӗтӗм ҫӗре рай тӑвасси ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Сирӗн тавра хӑвӑр пекех Иеговӑна юратакан ҫынсем кӑна. Эсир сып-сывӑ, вӑй та сирӗн нумай тата сирӗн пӑшӑрханма пӗр сӑлтав та ҫук. Сире ӗҫ савӑнӑҫ парать, мӗншӗн тесен ӗҫсене ертсе пыракансем сирӗншӗн чунтан тӑрӑшаҫҫӗ. Эсир телейлӗ, вӗт хӑвӑрӑн пултарулӑхупа ыттисене ырӑ тӑвас тата Турра мухтава кӑларас тесе усӑ куратӑр. Сӑмахран, эсир тин кӑна вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнисене Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшатӑр (Иоанн 17:3; Ап. ӗҫ. 24:15). Ку вӑл пустуй ӗмӗт мар. Эпир ӑсра ӳкерекен ҫав сӑнарсем пурпӗр пурнӑҫланӗҫ, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек пуласлӑх ҫинчен Библире каланӑ (Ис. 11:9; 25:8; 33:24; 35:5—7; 65:22).

МӖНШӖН ХАМӐР ШАНЧӐК ҪИНЧЕН КАЛАҪМАЛЛА

16, 17. Хамӑр шанчӑк ҫинчен каласа пани пире мӗнле усӑ парать?

16 Эпир хамӑрпа пӗр пек ӗненекен христиансене Иегова хӑйӗн сӑмахӗсене пурнӑҫланӑ чухне хамӑр мӗн тӑвасшӑн пулнине каласа паратпӑр пулсан, пуласлӑх сӑнарӗ пирӗн ӑсра тата уҫӑмлӑрах курӑнма пуҫлӗ. Ҫӗнӗ тӗнчере пурнӑҫ мӗнлерех пулассине никам та тӗп-тӗрӗс пӗлмест. Анчах та пуласлӑх ҫинчен хамӑр мӗн шухӑшланине каласа панипе эпир пӗр-пӗрне хавхалантаратпӑр тата Турӑ пама пулнисем чӑннипех пурнӑҫланассине ӗненнине кӑтартатпӑр. Ҫавна тунипе эпир, Павел апостолпа Римри тӑвансем пӗр-пӗрне хавхалантарнӑ пекех, пӗр-пӗрне йывӑр вӑхӑтра та Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма хавхалантаратпӑр (Рим 1:11, 12).

17 Иегова мӗнле пуласлӑх туса парасси ҫинчен шухӑшлани пире хамӑрӑн хальхи йывӑрлӑхсем ҫинчен сахалтарах шухӑшлама пулӑшӗ. Петр апостолӑн та пӑшӑрханусем пулнӑ пулмалла, ҫавӑнпа та пӗррехинче вӑл Иисуса ҫапла каланӑ: «Акӑ эпир мӗн пуррине пӑрахса хӑвартӑмӑр та Сан хыҫҫӑн кайрӑмӑр, пире мӗн тивӗ-ши?» Петра тата ытти вӗренекенӗсене мӗнле пуласлӑх пулассине куҫ умне кӑларса тӑратма пулӑшас тесе Иисус ҫапла хуравланӑ: «Чӑн калатӑп сире: пулас тӗнчере, Этем Ывӑлӗ Хӑй мухтавлӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларсассӑн, эсир те, Ман хыҫҫӑн пыракансем, Израилӗн вуникӗ йӑхне сут тумашкӑн вуникӗ аслӑ пукан ҫине ларатӑр. Кам та кам Ман ятӑмшӑн ҫуртне-йӗрне е тӑванӗсене, е ашшӗне, е амӑшне, е арӑмне, е ачисене, е ҫӗрне-шывне пӑрахса хӑварнӑ, ҫавӑ уншӑн ҫӗр хут ытла илӗ, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗ» (Матф. 19:27—29). Ҫак сӑмахсем Петра тата ытти вӗренекенӗсене пӗтӗм ҫӗре тытса тӑрас тата Турра итлекен ҫынсене пиллӗхсем кӳрес правительствӑра хӑйсем мӗн туса тӑрасси ҫинчен шухӑшлама пулӑшнӑ.

18. Турӑ мӗн пама пулнисем мӗнле пурнӑҫланса пыни ҫинчен шухӑшлани пире мӗнле усӑ парать?

18 Иеговӑн ҫӗр ҫинчи ӗҫлекенӗсене Турӑ мӗн пама пулнисем ҫинчен шухӑшлани яланах усӑ парса тӑнӑ. Лайӑх пуласлӑх пулассине куҫ умне кӑларса тӑратмашкӑн, ӗненмешкӗн тата хытӑ шанса тӑмашкӑн Авель Туррӑн тӗллевӗ ҫинчен ҫителӗклӗ пӗлнӗ. Туррӑн пама пулнӑ вӑрлӑх пирки каланӑ пророкла сӑмахӗсем хӑш-пӗр енчен мӗнле пурнӑҫланнине Авраам «курнӑ», ҫавӑнпа вӑл Иеговӑна питӗ йывӑр вӑхӑтра та пӑхӑнса тӑнӑ (Пулт. 3:15). Моисей «пулас ырӑлӑха шанса тӑнӑ», ҫакна пула вӑл Иеговӑна тата хытӑрах юратма, ӗненме пуҫланӑ (Евр. 11:26). Иегова мӗн пама пулнисем мӗнле пурнӑҫланса пынине ӑсра ӳкеретпӗр пулсан, эпир те Иеговӑна хытӑрах юратма тата ӗненме пуҫлӑпӑр. Тепӗр статьяра эпир Турӑ панӑ ҫак пултарулӑхпа лайӑхрах усӑ курас тесе мӗн тума пултарнине пӑхса тухӑпӑр.