Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вӑл ҫынсене юратнӑ

Вӑл ҫынсене юратнӑ

«[Вӑл] этем ывӑлӗсемпе хӗпӗртенӗ» (ЫТАР. 8:31).

1, 2. Иисус ҫынсене хытӑ юратнине мӗнле кӑтартнӑ?

ТУРРӐН пӗртен-пӗр Ывӑлӗ Иеговӑн виҫесӗр ӑслӑлӑхне кӑтартакан пӗрремӗш тата чи паха тӗслӗх пулса тӑнӑ. Вӑл ӑслӑлӑхӑн сӑнарӗ, Ашшӗпе пӗрле ӗҫленӗ «ӳнерҫӗ» пулнӑ. Ашшӗ «тӳпене йӗркеленӗ» тата «ҫӗрӗн никӗсне хывнӑ» чухне Ывӑлӗ мӗн тери савӑнни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Анчах та вӑл пуринчен ытла Ашшӗ тунӑ чӗрӗ мар япаласемпе мар, «этем ывӑлӗсемпе хӗпӗртенӗ» (Ытар. 8:22—31). Чӑнах та, Иисус ҫӗр ҫине киличченех ҫынсене питӗ юратнӑ.

2 Каярахпа Иисус хаваспах пӗлӗте хӑварса ҫӗр ҫине ҫын пулса килнипе хӑйӗн Ашшӗне юратнине тата чунтан парӑннине, ҫавӑн пекех пур ҫынна та хытӑ юратнине кӑтартнӑ. Вӑл ҫакна «нумайӑшне хӑтарасшӑн Хӑйӗн пурӑнӑҫне» парас тесе тунӑ (Матф. 20:28; Флп. 2:5—8). Чӑнах та, Иисус ҫынсене питӗ хытӑ юратать! Вӑл ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне Турӑ ӑна тӗлӗнмелле ӗҫсем тума хӑват панӑ. Ҫак ӗҫсем вара вӑл кӗҫех этемлӗх валли мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвассине кӑтартса параҫҫӗ.

3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Иисус ҫӗр ҫине «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар» пӗлтерес тесе те килнӗ (Лука 4:43). Иисус ҫак Патшалӑх Туррӑн ятне сӑваплӑ тӑвассине тата ҫынсен пур йывӑрлӑхне те ӗмӗрлӗхех татса парассине пӗлнӗ. Вӑл ырӑ хыпар сарнӑ чухне нумай тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ. Ҫак ӗҫсем вара вӑл пур ҫыншӑн та питӗ хытӑ тӑрӑшнине кӑтартса панӑ. Мӗншӗн ҫакна пирӗн пӗлмелле? Мӗншӗн тесен Христос ҫинчен пӗлни пире лайӑх пуласлӑх пулать тесе шантарать. Айтӑр халӗ Иисус тунӑ тӑватӑ тӗлӗнмелле ӗҫе пӑхса тухар.

«ЧИРЛИСЕНЕ ВӐЛ ХӐЙӖНПЕ ПӖРЛЕ ТУРӐ ХӐВАЧӖ ПУЛНИПЕ СЫВАТНӐ»

4. Иисус тилҫеллӗ ҫынна мӗнле тӗл пулни ҫинчен каласа парӑр.

4 Иисус ырӑ хыпара пур ҫӗрте те пӗлтернӗ, халӗ вара вӑл Галилейӑна ҫитнӗ. Унти хуласенчен пӗринче вӑл кӑмӑла хуҫакан ӳкерчӗке курнӑ (Марк 1:39, 40). Ун умӗнче хӑрушӑ чирпе, тилҫе чирӗпе, асапланакан ҫын тӑнӑ. Лука тухтӑр сӑмахӗсем тӑрӑх, вӑл питӗ чирлӗ пулнӑ — ӑна «тилҫе сӑрса илнӗ» пулнӑ (Лука 5:12). Библире каланӑ: «Иисуса курсассӑн вӑл [тилҫеллӗ ҫын] Ун умне ӳксе пуҫҫапнӑ та Ӑна йӑлӑнса каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, тасатас тесессӗн, Эсӗ мана тасатма пултаратӑн-ҫке!» Тилҫеллӗ ҫын хӑйне Иисус сыватма пултарни пирки пӗртте иккӗленмен, анчах та вӑл Иисусӑн ҫавна тума кӑмӑл пуррине пӗлесшӗн пулнӑ. Ҫавӑн пек йӑлӑнса ыйтни ҫине Иисус мӗнле пӑхнӑ? Чирпе сӑнсӑрланма пултарнӑ ҫав ҫын ҫине пӑхса вӑл мӗн ҫинчен шухӑшланӑ-ши? Вӑл хӑйне тилҫеллӗ ҫынсенчен йӗрӗнекен фарисейсем пек тытнӑ-ши? Ун вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, эсир хӑвӑра мӗнле тытнӑ пулӑттӑр?

5. Мӗншӗн Иисус тилҫеллӗ ҫынна сыватасшӑн пулнӑ?

5 Ҫак тилҫеллӗ ҫын Моисей саккунӗнче хушнӑ пек: «Таса мар! таса мар!» — тесе кӑшкӑрман курӑнать. Иисус ҫакӑншӑн ҫилленсе тӑман. Ун вырӑнне вӑл ҫак ҫын ҫинче тата ӑна мӗн кирли ҫинче чарӑнса тӑнӑ (Лев. 13:43—46). Иисус мӗн ҫинчен шухӑшлани пире паллӑ мар, анчах та эпир вӑл мӗн туйнине пӗлетпӗр. Хӗрхеннӗрен Иисус тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ. Вӑл аллине тӑсса тилҫеллӗ ҫынна сӗртӗннӗ те: «Тасатас тетӗп — тасал»,— тенӗ. Унӑн сассинче пӗр вӑхӑтрах вӑй та, ҫепӗҫлӗх те илтӗнсе тӑнӑ. Тилҫеллӗ ҫын тӳрех сывалнӑ (Лука 5:13). Чӑнах та, Иегова хӑйӗн вӑйне Иисуса тӗлӗнмелле ӗҫсем тума кӑна мар, вӑл ҫынсене юратнине кӑтарттӑр тесе те панӑ (Лука 5:17).

6. Иисус тӗлӗнмелле ӗҫсене мӗнле тунинче мӗн палӑртма пулать тата ҫакӑ пире мӗн кӑтартса парать?

6 Турӑ панӑ хӑвата пула Иисус Христос тӗлӗнмелле ӗҫсем нумай тунӑ. Вӑл тилҫерен кӑна мар, кирек мӗнле чиртен те сыватма пултарнӑ. Библире каланӑ: «Халӑх вара чӗлхесӗррисем калаҫнине, сусӑррисем тӳрленнине, уксаххисем ҫӳренине, суккӑррисем куракан пулнине курса тӗлӗннӗ» (Матф. 15:31). Ҫак ӗҫсене Иисус операцисӗрех тунӑ. Вӑл ҫыннӑн органӗсене е суранланнӑ пайӗсене сыватнӑ! Иисус ҫынсене тӳрех сипленӗ, хӑш-пӗр чухне вара ҫавна вӑл аякран та тунӑ (Иоанн 4:46—54). Ҫак тӗслӗхсем пире мӗн кӑтартса параҫҫӗ? Иисус халӗ — пӗлӗтре ларакан Патша. Ҫынсене унӑн яланлӑхах сыватма хӑват та, кӑмӑл та пур. Иисус хӑйне ҫынсемпе мӗнле тытни ҫинчен шухӑшлани пире ҫӗнӗ тӗнчере «вӑл мӗскӗнпе чухӑн ҫынна хӗрхенӗ, мӗскӗнсен чунне ҫӑлса хӑварӗ» тесе шантарать (Пс. 71:13). Ун чухне Иисус чирпе асапланакансене пурне те сыватӗ, мӗншӗн тесен ҫавна унӑн питӗ тӑвас килет.

«ТӐР, ВЫРТАН ВЫРӐННА ИЛ ТЕ УТСА КАЙ»

7, 8. Иисус Вифезда текен шыва кӗмелли вырӑн ҫумӗнче чирлӗ ҫынна тӗл пуличчен мӗн-мӗн пулса иртнине каласа парӑр.

7 Иисус Галилейӑра тилҫеллӗ ҫынна сыватнӑранпа темиҫе уйӑх иртнӗ. Халӗ вара вӑл Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара сарса Иудейӑна ҫитнӗ. Христосӑн хыпарӗ тата вӑл хӑйне ҫынсемпе мӗнле тытни пин-пин ҫыннӑн чӗрине хускатнӑ. Иисус чухӑннисене ырӑ хыпар, тыткӑнрисене ирӗке тухасси ҫинчен питӗ пӗлтересшӗн тата хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене питӗ лӑплантарасшӑн пулнӑ (Ис. 61:1, 2; Лука 4:18—21).

8 Нисан уйӑхӗ ҫитнӗ. Иисус хӑйӗн Ашшӗ мӗн хушнине итлесе Иерусалима Пасха уявне паллӑ тума кайнӑ. Хулара халӑх кӗшӗлтетнӗ, мӗншӗн тесен нумайӑшӗ ҫав уява килнӗ. Храмран ҫурҫӗрелле Вифезда текен шыва кӗмелли вырӑн пулнӑ. Унта Иисус чирлӗ ҫынна тӗл пулнӑ.

9, 10. а) Мӗншӗн ҫынсем Вифезда текен шыва кӗмелли вырӑн патне пынӑ? ӑ) Шыва кӗмелли вырӑнта Иисус мӗн тунӑ тата ҫакӑ пире мӗне вӗрентет? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

9 Вифезда патне темӗн чухлӗ чирлӗ ҫын пухӑннӑ. Мӗншӗн вӗсем унта килнӗ? Вӗсем чирлӗ ҫын шыв пӑлханнӑ чухне шыва кӗрсен тӗлӗнмелле майпа сывалать тесе темшӗн ӗненнӗ. Сывалас текен ҫынсем ниҫта кайса кӗме пӗлменрен, шанчӑка ҫухатнӑран тата пӑшӑрханнӑран унта мӗнле лару-тӑру пулни пирки шухӑшласа пӑхӑр-ха. Мӗншӗн-ха Иисус, пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын, нихӑҫан та чирлесе курманскер, ҫакӑнта килнӗ пулнӑ? Ҫын хуйхине чӗре патне илни ӑна ҫакӑнта килме хавхалантарнӑ. Унта вӑл пӗр ҫынна тӗл пулнӑ. Ҫав ҫын вара Иисус ҫӗр ҫинче мӗн чухлӗ пурӑннинчен те ытларах чирлӗ пулнӑ. (Иоанн 5:5—9 вуласа пар.)

10 Иисус ҫав ҫынран сывалас килет-и тесе ыйтнӑ. Вӑл Иисуса сывалас килет, анчах та ҫавна мӗнле тумаллине пӗлместӗп, мӗншӗн тесен шыва кӗме пулӑшакан ҫук тесе пӗлтернӗ чухне ҫав ҫын мӗнле хурланма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Унтан Иисус ӑна тума пултарайманнине тума ыйтнӑ — тӑр, выртан вырӑна ил те утса кай тенӗ. Ҫав чирлӗ ҫын Иисусӑн сӑмахӗсене итленӗ, вара вӑл хӑйӗн выртан вырӑнне илнӗ те утма пуҫланӑ. Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫ пире хавхалантарать тата Иисус ҫӗнӗ тӗнчере мӗн тӑвассине куҫ умне кӑларса тӑратма пулӑшать. Ҫак ӗҫ Иисус питӗ хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнине те кӑтартса парать. Кама пулӑшу кирлӗ пулнӑ, ҫавсене вӑл шыранӑ. Унӑн тӗслӗхӗ пире хальхи тӗнчере тӑвакан хӑрушӑ ӗҫсемшӗн хуйхӑракан ҫынсене хамӑр пурӑнакан вырӑнта шыраса ҫӳреме хавхалантарать.

«МАНӐН ТУМТИРЕ КАМ СӖРТӖНЧӖ?»

11. Марк 5:25—34-мӗш сӑвӑ йӗркисем Иисус чирлисене питӗ хӗрхеннине мӗнле кӑтартса параҫҫӗ?

11 Марк 5:25—34 вуласа пар. Пӗр хӗрарӑм 12 ҫул хушши чирпе асапланнӑ, ҫак чире пула унӑн намӑсланма тивнӗ. Ҫак чир унӑн пурнӑҫӗн кашни енӗ ҫине, ҫав шутрах Турра пуҫҫапасси ҫине те витӗм кӳрсе тӑнӑ. Вӑл тӗрлӗ тухтӑрсем патне ҫӳресе нумай нуша курнӑ тата пӗтӗм укҫи-тенкине пӗтернӗ пулин те, сывлӑхӗ унӑн япӑхлансах пынӑ. Анчах та пӗррехинче вӑл тепӗр майпа усӑ курса сывалас тенӗ — вӑл Иисус патне кайма шут тытнӑ. Вӑл халӑх хушшипе пырса Иисусӑн тумтирне сӗртӗннӗ (Лев. 15:19, 25). Иисус, хӑйӗнчен хӑват тухнине туйса, хӑйне кам сӗртӗнни пирки ыйтнӑ. Ҫав хӗрарӑм «хӑраса та чӗтресе Ун умне пынӑ та, ӳксе пуҫҫапса, Ӑна пурне те тӗрӗссине каласа панӑ». Хӑйӗн Ашшӗ, Иегова, ҫак хӗрарӑма сыватнине Иисус ӑнланса илнӗ, ҫавӑнпа та вӑл ӑна ыррӑн ҫапла каланӑ: «Хӗрӗм! ху ӗненни ҫӑлчӗ сана; лӑпланса каях ӗнтӗ, чирӗнтен хӑтӑлса сывлӑхлӑ пул».

Иисус тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем вӑл пирӗншӗн тӑрӑшнине тата пирӗн йывӑрлӑхсем уншӑн пурпӗрех мар пулнине кӑтартса параҫҫӗ (11, 12 абзацсене пӑхӑр.)

12. а) Мӗн пӑхса тухнине шута илнӗ май эсир Иисуса мӗнле сӑнласа панӑ пулӑттӑр? ӑ) Иисус пире мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ?

12 Иисус мӗн тери ырӑ! Вӑл чирлисен хуйхине чӗре патне илет. Сатана пире эпир ниме тӑман тата юратӑва тивӗҫлӗ мар ҫынсем тесе ӗнентересшӗн. Анчах та Иисус тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем вӑл пирӗншӗн тӑрӑшнине тата пирӗн йывӑрлӑхсем уншӑн пурпӗрех мар пулнине кӑтартса параҫҫӗ. Чӑнах та, пирӗн Патша тата Чи Аслӑ Священник хӗрхенекен кӑмӑллӑ! (Евр. 4:15.) Пире, уйрӑмах пирӗн сывлӑх лайӑх пулсан, вӑраха пыракан йывӑр чирпе чирлекен ҫынсен туйӑмӗсене ӑнланма ҫӑмӑлах мар пулма пултарать. Анчах та эпир ҫакна асра тытма пултаратпӑр: Иисус, хӑй нихӑҫан та чирлемен пулин те, чирлисен хуйхи-суйхине чӗре патне илнӗ. Иисусӑн тӗслӗхӗ пире те ҫавнах тума хавхалантартӑр! (1 Петр 3:8.)

«ИИСУСӐН КУҪӖСЕМ ШЫВЛАННӐ»

13. Лазаре вилӗмрен чӗртсе тӑратни Иисус ҫинчен мӗн уҫса парать?

13 Иисус ҫын хуйхине ӑнланма пултарнӑ. Унӑн Лазарь тусӗ вилсен, ҫакӑ нумайӑшне питӗ хурлантарнӑ. Вӗсен хуйхине курсан Иисус «Хӑй те питех те хурланса пӑлханса кайнӑ». Хӑй Лазаре кӗҫех вилӗмрен чӗртсе тӑратассине пӗлнӗ пулин те, Иисус макӑрнӑ. (Иоанн 11:33—36 вуласа пар.) Иисус хӑйӗн туйӑмӗсене кӑтартма вӑтанман. Ҫакна сӑнаса тӑракан ҫынсем вӑл Лазаре тата унӑн ҫемйине питӗ юратнине курнӑ. Иисус питӗ хӗрхеннӗрен хӑйӗн тусне Турӑ панӑ вӑйпа вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ (Иоанн 11:43, 44).

14, 15. а) Иегова ҫынсене хӗн-асапран хӑтарасшӑн пулнине мӗн кӑтартса парать? ӑ) Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси Туррӑн астӑвӑмӗпе мӗнле ҫыхӑннӑ?

14 Библире Иисус пирки «Вӑл пур тӗлӗшпе те Ашшӗпе пӗрех» тенӗ (Евр. 1:3). Апла пулсан, Иисус тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем вӑл хӑй те, унӑн Ашшӗ те чире, вилӗме тата хуйха пӗтересшӗн пулнине кӑтартса параҫҫӗ. Кӗҫех Иеговӑпа Иисус тата нумайрах ҫынна пурӑнма вилӗмрен чӗртсе тӑратӗҫ. Иисус «тупӑкра выртакансен пурин те» вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрас «вӑхӑт ҫитсе пырать» тенӗ (Иоанн 5:28, 29).

15 Кунта «тупӑк» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ «асра тыт» текен грек глаголӗнчен пулса кайнӑ. Ҫакӑ вара Туррӑн астӑвӑмӗпе ҫыхӑннӑ. Пурне те Тума Пултаракан Турӑ, Ҫут тӗнчене тунӑскер, пирӗн вилнӗ ҫывӑх ҫынсене тӗпӗ-йӗрӗпех пӗлет, вӗсен кашни уйрӑмлӑхне аса илме пултарать (Ис. 40:26). Иегова вӗсене аса илме пултарать кӑна мар, унӑн вӗсене аса илес те килет. Библире Лазаре тата ыттисене вилӗмрен чӗртсе тӑратни ҫинчен каланисем ҫӗнӗ тӗнчере пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе мӗн пулассине кӑтартса параҫҫӗ.

ИИСУСӐН ТӖЛӖНМЕЛЛЕ ӖҪӖСЕМ ПИРӖНПЕ МӖНЛЕ ҪЫХӐННӐ

16. Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ христиансен нумайӑшӗн мӗнле чаплӑ май пулӗ?

16 Эпир Турра шанчӑклӑ тӑрса юлсан, чи пысӑк тӗлӗнмелле ӗҫсенчен пӗрне курӑпӑр — хӑрушла асап вӑхӑтне пурӑнса ирттерӗпӗр. Армагеддон хыҫҫӑн тӗлӗнмелле ӗҫсем тата нумайрах пулӗҫ. Ун чухне ҫынсем пур чиртен те сывалӗҫ (Ис. 33:24; 35:5, 6; Ӳлӗм. 21:4). Шухӑшласа пӑхӑр-ха: куҫлӑхсем, утса ҫӳреме туясем, костыльсем, инвалид ураписем тата итлемелли аппаратсем кирлӗ пулмӗҫ. Армагеддона пурӑнса ирттерекенсене Иегова ҫирӗп сывлӑх парнелӗ, вара вӗсем кирлӗ ӗҫе тума пултарӗҫ. Вӗсем пирӗн ҫӗре — Турӑ панӑ парнене — хаваспах рай туса хума пуҫлӗҫ (Пс. 113:24).

17, 18. а) Мӗншӗн Иисус тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ? ӑ) Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчинче пулас тесен мӗншӗн пӗтӗм вӑя хумалла?

17 Иисус унччен чирлисене мӗнле сыватни «имсӗр-сумсӑр ҫын» шутне кӗрекенсене хавхалантарать тата вӗсене пур чиртен те сипленес шанчӑка хытӑрах ӗненме пулӑшать (Ӳлӗм. 7:9). Ҫав ӗҫсенче Туррӑн малтанхи Ывӑлӗ ҫынсене питӗ хытӑ юратни те курӑнса тӑрать (Иоанн 10:11; 15:12, 13). Иисусӑн хӗрхенӗвӗ Иегова хӑйӗн кашни ӗҫлекенӗшӗн тӑрӑшнине кӑтартса парать (Иоанн 5:19).

18 Хальхи тӗнчере хуйхӑ, хӗн-асап тата вилӗм нумай (Рим 8:22). Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпир ҫӗнӗ тӗнчене питӗ кӗтетпӗр, мӗншӗн тесен унта ҫынсем пур чиртен те сывалӗҫ. Малахия 4:2-мӗшӗнчи сӑмахсем пире сывалнӑ ҫынсем «самӑр пӑру пек сиккелесе выляма» пуҫлӗҫ тата ҫитменлӗхӗн чуралӑхӗнчен хӑтӑлнӑшӑн савӑнӗҫ тесе шантараҫҫӗ. Турра чун-чӗререн пархатарлӑ пулни тата вӑл мӗн пама пулнине хытӑ ӗненни пире ҫӗнӗ тӗнчере пулас тесе мӗн тума кирлине пурне те тума халех хавхалантарса тӑтӑр. Иисус ҫӗр ҫинче тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем унӑн Мессианла Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне ҫынсем пур хӗн-асапран мӗнле хӑтӑлассине курма пулӑшаҫҫӗ. Ҫакӑ вара чуна ӑшӑтать!