Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Тӗслӗхшӗн илсе панӑ кӗлӗпе килӗшӳллӗ пурӑнӑр. 2-мӗш пайӗ

Тӗслӗхшӗн илсе панӑ кӗлӗпе килӗшӳллӗ пурӑнӑр. 2-мӗш пайӗ

«Сире мӗн кирлине Аҫӑр... пӗлсе тӑрать» (МАТФ. 6:8).

1—3. Иегова пире мӗн кирлине пӗлнине пӗр хӗрарӑм тӑван мӗнле ӑнланса илнӗ?

ЛАНА ятлӑ хӗрарӑм тӑван 2012 ҫулхи ҫулла Германире хӑйӗнпе мӗн пулса иртнине нихӑҫан та манмӗ. Вӑл ҫавӑн чухне хӑйӗн икӗ кӗлли ҫине Иегова хуравларӗ тесе шутлать. Пӗрремӗш кӗллине вӑл поездпа аэропорта кайнӑ чухне каланӑ. Унта вӑл кама та пулин ырӑ хыпар калама пулӑшсам тесе ыйтнӑ Иеговӑран. Вӑл аэропорта ҫитсен хӑйӗн рейсне тепӗр куна хӑварнине пӗлсен иккӗмӗш хут кӗлтунӑ. Кӗлӗре вӑл манӑн укҫа тӑрса юлманпа пӗрех тата ниҫта та ҫӗр каҫма вырӑн ҫук тесе каланӑ.

2 Лана кӗлтуса пӗтернӗ-пӗтерменех хӑйне такам: «Салам, Лана. Эсӗ кунта мӗн тӑватӑн?» — тесе ыйтнине илтех кайнӑ. Ку вӑл унпа пӗр класра вӗреннӗ ҫамрӑк ҫын пулнӑ. Вӑл ЮАРа вӗҫсе кайма тухнӑ, ӑна вара амӑшӗпе кукамӑшӗ ӑсатма пынӑ. Ланӑпа мӗн пулса тухнине пӗлсен ҫав ҫамрӑкӑн амӑшӗ, Эльке ятлӑскер, ӑна хӑйӗн патӗнче чарӑнса тӑма сӗннӗ. Ҫав хӗрарӑмсем Ланӑна питӗ лайӑх хӑналанӑ, ҫавӑн пекех вӗсем унӑн ӗненӗвӗ ҫинчен тата пионер пулса ӗҫлесси мӗн иккенне пӗлес тесе ӑна ыйтусем панӑ.

3 Ирхи тутлӑ апат хыҫҫӑн вӗсем Библи ҫинчен нумайрах пӗлес тесе тата ыйтусем панӑ, Лана вара вӗсем ҫине хуравланӑ. Вӑл ҫав тараватлӑ хӗрарӑмсенчен сирӗнпе вырӑнти хыпарҫӑсем мӗнле ҫыхӑнма пултараҫҫӗ тесе ыйтнӑ. Лана килне чиперех таврӑннӑ та малалла пионер пулса ӗҫлет. Иеговӑна, кӗлӗсене итлекене, пула пурте ҫавӑн пек йӗркеллӗ пулса тухрӗ тесе шутлать вӑл (Пс. 64:3).

4. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

4 Эпир йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне пире Иеговӑна пулӑшу ыйтса кӗлтума йывӑрах мар, вӑл вара хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен ҫавӑн пек кӗллисене хаваспах итлет (Пс. 33:16; Ытар. 15:8). Анчах та Иисусӑн тӗслӗхшӗн илсе панӑ кӗлли пире тата кирлӗрех япаласем ҫинчен кӗлтумалла тесе вӗрентет. Ҫак статьяра эпир ҫав кӗлӗре асӑннӑ юлашки тӑватӑ япала пире Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗнле пулӑшнине пӑхса тухӑпӑр. (Матфей 6:11—13 вуласа пар.)

«ПАЯН ПУРӐНМАЛӐХ ҪӐКӐР ПАР ПИРЕ»

5, 6. Эпир ҫитмен пурнӑҫпа пурӑнмастпӑр пулин те, мӗншӗн пирӗн пурпӗр «паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар пире» тесе ыйтмалла?

5 Асӑрхӑр-ха, паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр ҫинчен ыйтнинче «пар мана» темен, «пар пире» тенӗ. Африкӑра район надзирателӗ пулса ӗҫлекен Виктор ятлӑ арҫын тӑван калать: «Эпӗ Иеговӑна час-часах чун-чӗререн тав тӑватӑп, мӗншӗн тесен арӑмпа иксӗмӗрӗн пирӗн мӗн ҫиес тесе те, пурӑнмалли вырӑншӑн кам тӳлӗ-ши тесе те пӑшӑрханма кирлӗ мар. Пирӗн пурте ҫителӗклӗ пултӑр тесе хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсем пирӗншӗн кунсерен тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах та эпӗ ҫав тӑвансем укҫа-тенкӗ ҫитменнипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пултарччӑр тесе кӗлтӑватӑп».

6 Пирӗн ҫимелли ҫителӗклӗ пулсан та, эпир хамӑрпа пӗр пек ӗненекен чухӑн е ҫутҫанталӑк инкекӗсенчен хӗн курнӑ тӑвансем пирки пурпӗр шухӑшлама пултаратпӑр. Вӗсемшӗн кӗлтунисӗр пуҫне пирӗн вӗсене мӗн те пулин тунипе те пулӑшмалла. Сӑмахран, эпир вӗсене мӗн кирлине пама пултаратпӑр. Ҫавӑн пекех пӗтӗм тӗнчери ӗҫ валли хамӑр ирӗкпе укҫа парса тӑма пулать, вӗт эпир панӑ укҫапа тӗрӗс усӑ курнине пӗлетпӗр (1 Иоанн 3:17).

7. Ыранхи куншӑн пирӗн мӗншӗн нихӑҫан та пӑшӑрханмалла маррине Иисус мӗнле тӗслӗхпе кӑтартса панӑ?

7 Паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр ҫинчен каланӑ чухне Иисус пире куллен мӗн кирли ҫинчен каланӑ курӑнать. Унтан Иисус хирти чечексене Турӑ мӗнле тумлантарни ҫинчен каланӑ та ыйтнӑ: «Сахал ӗненекенсем... сире тата лайӑхрах тумлантармӗ-и Вӑл? Эппин... „мӗн тӑхӑнас?“ тесе ан пӑшӑрханӑр». Вӑл хӑйӗн сӑмахӗсене ҫак питӗ кирлӗ канашпа вӗҫленӗ: «Ыранхи куншӑн ан тӑрӑшӑр [«нихӑҫан та ан пӑшӑрханӑр», ҪТ]» (Матф. 6:30—34). Ҫакӑ пире пурлӑхшӑн ытлашши пӑшӑрханас вырӑнне паян пурӑнмалӑх мӗн пуррипе ҫырлахма пӗлмелле тесе вӗрентет. Сӑмахран, пурӑнмалли вырӑн, ҫемьене тӑрантарса усрама пулӑшакан ӗҫ тата сывлӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусенче тӗрӗс йышӑнусем тума ӑслӑлӑх пултӑр тесе кӗлтума пултаратпӑр эпир. Хамӑра пурӑнмалӑх мӗн кирли ҫинчен ҫеҫ кӗлтунипе эпир чи кирлине —Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗн кирлине — шута илмесӗр хӑварма пултаратпӑр.

8. Иисус паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар тесе калани пире мӗн аса илтерет? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

8 Паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар тени пире Иисусӑн тепӗр сӑмахӗсене аса илтерет: «Этем ҫӑкӑрпа анчах пурӑнмасть, вӑл Турӑ ҫӑварӗнчен тухакан кашни сӑмахпа пурӑнать» (Матф. 4:4). Ҫавӑнпа та Иегова пире хӑйӗн вӗрентӗвӗсемпе хушӑвӗсене вӑхӑтра парса тӑтӑр тесе пирӗн кӗлтусах тӑмалла.

«ПИРӖН ПАРӐМСЕНЕ КАҪАР ПИРЕ»

9. Мӗншӗн пирӗн ҫылӑхсене парӑмсем теме пулать?

9 Мӗншӗн Иисус пӗррехинче «парӑмсем», тепрехинче ҫавнах «ҫылӑхсем» тенӗ? (Матф. 6:12; Лука 11:4.) Пӗр 60 ҫул каялла «Хурал башни» журналта ҫапла ӑнлантарнӑ пулнӑ: «Туррӑн саккунне пӑснипе эпир айӑпа кӗрсе Турра парӑмлӑ пулса тӑратпӑр. [...] Пирӗн ҫылӑхсемшӗн Турӑ пирӗн пурнӑҫа татас теме те пултарать... Вӑл пирӗнпе хӑйӗн хушшинчи мирлӗ хутшӑнусене татса пире тӑнӑҫлӑхсӑр хӑварнӑ пулӗччӗ. [...] Турра пирӗн ӑна юратнине итлесе-пӑхӑнса тӑнипе кӑтартмалла, ҫакӑ вӑл пирӗн ӑна памалли парӑм. Эпир ҫылӑха кӗрсен хамӑрӑн юрату парӑмне памасӑр хӑваратпӑр, мӗншӗн тесен ҫылӑх туни вӑл — Турра юратни мар» (1 Иоанн 5:3).

10. Мӗне пула Иегова пирӗн ҫылӑхсене каҫарма пултарать тата ҫакӑ пире мӗн тума хавхалантарать?

10 Иисус Христосӑн тӳлесе илме панӑ парнишӗн эпир питӗ пархатарлӑ, мӗншӗн тесен ҫавна пула Туррӑн пире каҫарма саккунлӑ май пур. Турӑ каҫарни пире кашни кун кирлӗ. Тӳлесе илме панӑ парнене 2 000 ҫула яхӑн каялла тӳленӗ пулин те, пирӗн ӑна паян илнӗ пекех хакламалла. Пирӗн пурнӑҫшӑн «тӳлес хак питех те пысӑк», ҫавӑнпа та ҫитменлӗхлӗ ҫынсенчен пӗри те ҫак хака тӳлеме пултараймасть. (Псалом 48:8—10; 1 Петр 1:18, 19 вуласа пар.) Ҫак питӗ пысӑк парнешӗн эпир Иеговӑна нихӑҫан та тав тума пӑрахмӑпӑр. Унсӑр пуҫне, «манӑн ҫылӑхсем» вырӑнне «пирӗн ҫылӑхсем» тени тӳлесе илме панӑ парне пире кӑна мар, хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансене те кирлине аса илтерет. Апла пулсан, Иегова пире хамӑр ҫинчен кӑна мар, пухури тӑвансем тата вӗсемпе хамӑр хушӑри хутшӑнусем ҫинчен те шухӑшлаттарасшӑн. Ҫакӑ вӑл вӗсем пире хирӗҫ ҫылӑх турӗҫ пулсан, вӗсене тӳрех каҫармалла тенине пӗлтерет. Ҫав ҫылӑхсем вӗсем — ялан тенӗ пекех — пӗчӗк йӑнӑшсем ҫеҫ. Пухури тӑвансене каҫарнипе эпир вӗсене юратнине, ҫавӑн пекех Иегова пире каҫарнӑшӑн ӑна пархатарлӑ пулнине кӑтартатпӑр (Кол. 3:13).

Турӑ сире каҫартӑр тесен сирӗн ыттисене каҫармалла (11-мӗш абзаца пӑхӑр.

11. Мӗншӗн ыттисене каҫарни питӗ кирлӗ?

11 Ҫитменлӗхсем пуртан пире хамӑра кӳрентернӗ ҫынсене каҫарма хӑш-пӗр чухне ҫӑмӑлах мар (Лев. 19:18). Пире мӗнле кӳрентерни ҫинчен эпир пухури тӑвансене каласа парсан, вӗсем пирӗн майлӑ тӑма пултарӗҫ, ҫакӑ вара пухури пӗрлӗхе пӑсса яма пултарӗ. Эпир тарӑхса ҫӳреме пӑрахмасан, Туррӑн тӳлесе илме панӑ парнине хакламан тата ҫав парнерен усӑ илеймен пулӑттӑмӑр. Ыттисене каҫарман чухне Иегова пире те каҫармасть (Матфей 6:14, 15 вуласа пар; Матф. 18:35). Ҫавӑн пекех Иегова пире каҫартӑр тетпӗр пулсан, пирӗн йывӑр ҫылӑх тӑвассинчен те сыхланмалла (1 Иоанн 3:4, 6).

«ИЛӖРТӲ ХЫҪҪӐН КАЙМА АН ПАР ПИРЕ»

12, 13. а) Иисус шыва кӗнӗ хыҫҫӑнах унпа мӗн пулса иртнӗ? ӑ) Эпир илӗртӳ хыҫҫӑн кайрӑмӑр пулсан, мӗншӗн пирӗн ҫавӑншӑн ыттисене айӑпламалла мар? б) Иисус мӗн виличченех шанчӑклӑ тӑрса юлнипе мӗн ҫирӗплетсе панӑ?

12 Тӗслӗхшӗн илсе панӑ кӗлӗре «ҫылӑха ан кӗрт [«илӗртӳ хыҫҫӑн кайма ан пар», ҪТ] пире» тени Иисус шыва кӗнӗ хыҫҫӑнах унпа мӗн пулса иртнине аса илтерет. Турӑ сывлӑшӗ ӑна пушхире илсе кайнӑ, унта ӑна «шуйттан илӗртсе» сӑнанӑ (Матф. 4:1; 6:13). Мӗншӗн Иегова ҫакна пулма панӑ? Турӑ хӑйӗн Ывӑлне ҫӗр ҫине мӗншӗн янин тӗп сӑлтавне эпир пӗлетпӗр — вӑл ӑна Адампа Ева Туррӑн аслӑ влаҫне сирсе янине пула сиксе тухнӑ тавлашуллӑ ыйтӑва татса пама янӑ. Ҫакна тума вӑхӑт кирлӗ пулнӑ. Сӑмахран, Турӑ ҫынсене тунӑ чухне мӗнле те пулин йӑнӑш туман-и? Пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын хӑйне Усал хӗсӗрленӗ чухне Туррӑн аслӑ влаҫне пӑхӑнса тӑрӗ-ши? Ҫынсем Туррӑн влаҫне пӑхӑнмасӑр лайӑх пурӑнма пултараҫҫӗ-и? (Пулт. 3:4, 5.) Ҫак ыйтусем ҫине хурав пани ҫынсене те, ангелсене те Иеговӑн аслӑ влаҫне пӑхӑнса тӑни пурне те усӑ панине кӑтартса панӑ пулӗччӗ.

13 Иегова сӑваплӑ, ҫавӑнпа та вӑл нихӑҫан та усал тунипе сӑнамасть. Анчах та Шуйттан пирки Библире «илӗртсе тӗрӗслекен» тенӗ (Матф. 4:3, ҪХ). Сатана пире тӗрлӗ майсемпе илӗртме тӑрӑшать. Ҫав-ҫавах илӗртӳ хыҫҫӑн каяссипе каймассине кашни хӑй суйласа илет. (Иаков 1:13—15 вуласа пар.) Иисуса илес пулсан, вӑл Сатанан илӗртӗвне кашнине Турӑ Сӑмахӗнчи сӑвӑ йӗркисене илсе парса тӳрех сирсе янӑ. Ҫапла Иисус Иеговӑн тӳрӗ аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнӑ. Анчах та Сатана парӑнасшӑн пулман. Вӑл «майлӑ вӑхӑт» ҫитессе кӗтнӗ (Лука 4:13, ҪХ). Сатана кирек мӗн тусан та Иисус яланах Турра пӑхӑнса тӑнӑ. Вӑл пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын питӗ йывӑр лару-тӑрура та Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пултарнине ҫирӗплетсе панӑ. Анчах та Сатана Иисусӑн вӗренекенӗсене, ҫав шутрах сире те, Иеговӑна итлеме пӑрахтарасшӑн.

14. Илӗртӳ хыҫҫӑн каяс мар тесен пирӗн мӗн тумалла?

14 Туррӑн аслӑ влаҫӗпе ҫыхӑннӑ тавлашуллӑ ыйту Туррӑн пур ӗҫлекенне те пырса тивет, ҫавӑнпа та Иегова Сатанана пире ҫак тӗнче урлӑ илӗртме ирӗк парать. Турӑ ҫынсене нихӑҫан та илӗртсе тӗрӗслемест. Пачах урӑхла, вӑл эпир хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлма пултарасса шанать тата пире пулӑшасшӑн. Ҫав вӑхӑтрах вӑл пире тӗрӗссине те вӑйпа тутармасть. Пирӗн суйласа илме ирӗк пуррине вӑл хисеплет. Ҫавӑнпа та вӑл пире хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлассипе юлмассине хамӑра суйласа илме ирӗк парать. Илӗртӳ хыҫҫӑн каяс мар тесен пирӗн икӗ япалана тумалла: Иеговӑпа ҫывӑхланса пымалла тата унран кӗлӗре пулӑшу ыйтса тӑмалла. Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине мӗнле хуравлать?

Иеговӑпа ҫывӑхланса пырӑр тата сӑваплӑ ӗҫре хастарлӑ пулӑр (15-мӗш абзаца пӑхӑр.)

15, 16. а) Мӗнле-мӗнле илӗртӳсене пирӗн сирсе ямалла? ӑ) Эпир илӗртӳсем хыҫҫӑн кайрӑмӑр пулсан, ҫавӑншӑн кам айӑплӑ?

15 Иегова пире илӗртӳсене хирӗҫ тӑма пулӑшас тесе хӑйӗн вӑйне, святой сывлӑшне, парать. Хӑйӗн Сӑмахӗпе христиансен пухӑвӗ урлӑ та вӑл пире мӗнрен пӑрӑнма кирли пирки калать. Сӑмахран, вӑл пире кирлех мар япаласемшӗн вӑхӑт, вӑй тата укҫа сая ан ярӑр тесе асӑрхаттарать. Эспен арҫын тӑванпа унӑн арӑмӗ Янне Европӑри пуян ҫӗршывра пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем нумай ҫул хушши хӑйсен ҫӗршывӗнче хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнта пионер пулса ӗҫленӗ. Ывӑл ҫуралсан, пионер ӗҫне вӗсен хӑварма тивнӗ. Каярахпа вӗсен хӗрача ҫуралнӑ. Эспен каласа парать: «Илӗртӳсем хыҫҫӑн каяссинчен сыхланма пулӑшсам тесе эпир Иеговӑна час-часах кӗлтӑватпӑр, мӗншӗн тесен халӗ эпир теократи ӗҫӗсем валли унчченхи пек нумай вӑхӑт уйӑрма пултараймастпӑр. Эпир Иеговӑран хӑйӗнпе пирӗн хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетме тата сӑваплӑ ӗҫри хастарлӑха упраса хӑварма пулӑштӑр тесе ыйтатпӑр».

16 Хальхи вӑхӑтра анлӑ сарӑлнӑ тепӗр илӗртӳ вӑл — порнографи. Эпир ҫак капкӑна лекрӗмӗр пулсан, ҫакӑншӑн Сатанана айӑплама кирлӗ мар. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Сатана та, унӑн тӗнчи те пире хамӑр тӑвас килменнине вӑйпа тутарма пултараймасть. Хӑш-пӗрисем хӑйсен пуҫӗнчен ирсӗр шухӑшсене кӑларса пӑрахманран порнографи пӑхма пуҫланӑ. Анчах та эпир, хамӑрпа пӗр пек ӗненекен пин-пин тӑван пекех, ҫав илӗртӳсене сирсе яма пултаратпӑр (1 Кор. 10:12, 13).

«УСАЛТАН ХӐТАР ПИРЕ»

17. а) «Усалтан хӑтар пире» текен сӑмахсемпе эпир мӗнле килӗшӳллӗ пурӑнма пултаратпӑр? ӑ) Мӗн эпир питӗ кӗтетпӗр?

17 «Усалтан хӑтар пире» тесе ыйтнипе килӗшӳллӗ пурӑнас тесен пирӗн «тӗнченӗн мар» пулмалла, ҫавӑн пекех «тӗнчене те, тӗнчере мӗн пуррине те» юратмалла мар (Иоанн 15:19; 1 Иоанн 2:15—17). Ҫакӑ вӑл пӗр вӗҫӗмсӗр кӗрешмелле тенине пӗлтерет. Иегова Сатанапа ҫак йӗркесӗр тӗнчене пӗтерес вӑхӑта эпир питӗ кӗтетпӗр! Анчах та ҫавӑнччен пирӗн ҫакна асра тытмалла: Сатанана пӗлӗтрен сирпӗтсе антарнӑ тата вӑл хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине пӗлет. Хаярлӑхпа тулнӑран вӑл пире Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахтарас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑвать. Ҫавӑнпа та «усалтан хӑтар пире» тесе Турра пирӗн кӗлтусах тӑмалла (Ӳлӗм. 12:12, 17).

18. Сатанан тӗнчи пӗтессине пурӑнса ирттерес тесен пирӗн мӗн тумалла?

18 Эсир ҫав чаплӑ вӑхӑта кӗтетӗр-и? Апла пулсан, Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр, Туррӑн ячӗ сӑваплӑ пултӑр тата унӑн ирӗкӗ ҫӗр ҫинче те пурнӑҫлантӑр тесе кӗлтусах тӑрӑр. Иегова сире пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтертӗр тата хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗн кирлине пурне те парса тӑтӑр тесе ыйтӑр унран. Эппин, тӗслӗхшӗн илсе панӑ кӗлӗпе килӗшӳллӗ пурӑнас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑвар.