Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вӑл пирӗн ӗҫе яланах асӑрхаса тӑрать

Вӑл пирӗн ӗҫе яланах асӑрхаса тӑрать

ВЕСЕЛЕИЛПА Аголиав ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫ пирки ҫын сӑмахӗ тӑрӑх кӑна мар пӗлнӗ. Египетра пулнӑ чухне вӗсен питӗ нумай кирпӗч тума тивнӗ. Анчах та вӗсен ҫакӑн ҫинчен аса илес те килмен пулӗ, мӗншӗн тесен ун чухне вӗсем чурасем пулнӑ. Халӗ вара вӗсен чаплӑ ӑстаҫӑсем пулса тӑмалла тата сӑваплӑ чатӑра тӑвас ӗҫе ертсе пымалла пулнӑ (Тух. 31:1—11). Анчах та вӗсем тунӑ чаплӑ япаласене сахалӑшӗ ҫеҫ курма пултарнӑ. Ҫакӑ Веселеилпа Аголиава хурлантарнӑ-и? Кам вӗсен ӗҫне тивӗҫлипе хакланӑ? Сирӗн ӗҫе кам та пулин асӑрхани кирлех-ши?

САХАЛӐШӖ ҪЕҪ КУРНӐ ПИТӖ ЧАПЛӐ ЯПАЛАСЕМ

Сӑваплӑ чатӑрӑн хӑш-пӗр япалисем калама ҫук чаплӑ пулнӑ. Сӑмахран, саккун арчин хупӑлчи ҫинчи ылтӑн херувимсем пирки шухӑшласа пӑхӑр-ха. Павел апостол вӗсем пирки «мухтавлӑх херувимӗсем» тенӗ (Евр. 9:5, ҪХ). Ылтӑнран хывса-ҫапса тунӑ ҫав кӳлепесен тӗлӗнмелле илемне куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха! (Тух. 37:7—9.)

Веселеилпа Аголиав тунӑ япаласене хальхи вӑхӑтра паллӑ музейсенче кӑтартнӑ пулӗччӗҫ, вӗсене пӑхма вара нумай ҫын ҫӳренӗччӗ пулӗ. Анчах та вӗсене туса пӗтерсен сахалӑшӗ кӑна вӗсем ҫине пӑхса савӑнма пултарнӑ. Ҫав херувимсем Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗмре пулнӑ, ҫавӑнпа та вӗсене Тасалмалли кунра унта ҫулталӑкра пӗрре кӗрсе тухакан аслӑ священниксӗр пуҫне урӑх никам та курма пултарайман (Евр. 9:6, 7). Апла пулсан, ылтӑн херувимсене темиҫе ҫын ҫеҫ курма пултарнӑ.

ЫТТИСЕМ СИРӖН ӖҪЕ АСӐРХАМАСАН ТА, САВӐНӐР

Хӑвӑра Веселеилпа Аголиав вырӑнне лартӑр-ха. Эсир ҫак калама ҫук чаплӑ япаласене тӑвас тесе питӗ нумай вӑй хуратӑр, ҫав вӑхӑтрах сирӗн ӗҫе темиҫе ҫын кӑна хак пама пултарнине пӗлетӗр. Эсир хӑвӑра мӗнле туйнӑ пулӑттӑр? Хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ хӑйсем мӗн тунине ыттисем мухтасан тата ырласан ҫеҫ хӑйсен ӗҫӗпе савӑнма пултараҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсемшӗн хӑйсен ӗҫне хак памалли виҫе. Анчах та Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пачах урӑхла шутлаҫҫӗ. Вӗсем, Веселеилпа Аголиав пекех, Иеговӑн ирӗкне туса тӑраҫҫӗ тата хӑйсене Вӑл ырланине пӗлни вӗсене савӑнӑҫ парать.

Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра тӗн пуҫлӑхӗсем час-часах ҫынсене тӗлӗнтерес тесе кӗлтунӑ. Анчах та Иисус ҫынсем мухтассине кӗтмесӗрех чун-чӗререн кӗлтума сӗннӗ. Мӗншӗн? Иисус ӑнлантарса панӑ: «Вара вӑрттӑн тунине куракан Аҫу сана тивӗҫлипех тавӑрса парӗ» (Матф. 6:5, 6). Апла тӑк, пирӗн кӗлӗсем пирки ҫынсем мӗн шутлани мар, Иегова мӗн шутлани питӗ кирлӗ. Шӑп ҫакӑ вӗсен пахалӑхне палӑртать. Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ пирки те ҫавнах калама пулать. Сӑваплӑ ӗҫӗн пахалӑхӗ пире ыттисем мухтанинчен мар, эпир Иеговӑна, «вӑрттӑн тунине куракана», савӑнтарнинчен килет.

Ӗҫсене туса пӗтерсен «пуху чатӑрне пӗлӗт хупласа илнӗ, кӗлӗ чатӑрне Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тулнӑ» (Тух. 40:34). Ҫакӑ Иегова ырланине питӗ лайӑх кӑтартса панӑ. Эсир мӗнле шутлатӑр, ҫак вӑхӑтра Веселеилпа Аголиав мӗн туйнӑ-ши? Вӗсем хӑйсен ячӗсене ҫав япаласем ҫине касса ҫырман пулин те, хӑйсен ӗҫне Иегова пилленине курса вӗсем питӗ савӑннӑ пулӗ (Ытар. 10:22). Паллах ӗнтӗ, вӗсене хӑйсем тунӑ япаласемпе Иеговӑна пуҫҫапнӑ чухне ҫулран-ҫул усӑ курнине сӑнаса тӑма питӗ кӑмӑллӑ пулнӑ. Ҫӗнӗ тӗнчере Веселеилпа Аголиав вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан сӑваплӑ чатӑрпа 500 ҫула яхӑн Турра тӗрӗс пуҫҫапма усӑ курнине пӗлсен вӗсем, паллах ӗнтӗ, хӗпӗртӗҫ!

Сирӗн ӗҫе никам та асӑрхамасан та, вӗсене Иегова курать!

Хальхи вӑхӑтра Иеговӑн организацийӗнче ӗҫлекен музыкантсем, мультипликаторсем, куҫаракансем, ҫыравҫӑсем, фотографсем тата ӳнерҫӗсем камсем пулни паллӑ мар. Вӗсем мӗн тунине никам та «курмасть» теме пулать. Пӗтӗм тӗнчипе 110 000 ытла пухура туса тӑракан ӗҫ пирки те ҫавнах калама пулать. Сӑмахран, кашни уйӑхра арҫын тӑван пухӑвӑн укҫи-тенкин шутне тӗрӗслес тесе мӗнле хут ӗҫӗ тунине сахалӑшӗ кӑна пӗлет. Пуху ырӑ хыпар сарни ҫинчен секретарь отчета мӗнле тунине те сахалӑшӗ кӑна курать. Патшалӑх залӗсене юсакан тӑвансене нумӑйӑшӗ пӗлмест.

Пурнӑҫ вӗҫӗнче Веселеилпа Аголиав хӑйсем тунӑ питӗ чаплӑ ӗҫӗсемшӗн парнесемпе тата наградӑсемпе мухтанма пултарайман. Анчах та вӗсем темскер чылай хаклине илнӗ — Иегова ырланине. Иегова вӗсен ӗҫне курса тӑни пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр. Айтӑр вӗсенчен тӗслӗх илсе хамӑра кӗҫӗне хурар та хаваспах Турӑшӑн ӗҫлесе тӑрар.