Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иеговӑна кӗтсе тӑрӑр!

Иеговӑна кӗтсе тӑрӑр!

«Ҫав вӑхӑт вӑраххӑн килес пулсассӑн та, ӑна кӗтсех тӑр» (АВВАК. 2:3).

ЮРӐСЕМ: 32, 45

1, 2. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем кирек хӑш вӑхӑтра та мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа палӑрса тӑнӑ?

ИЕГОВӐН ӗҫлекенӗсем Турӑ хавхалантарнипе каланӑ пророкла сӑмахсем пурнӑҫланассине яланах кӗтсе тӑнӑ. Сӑмахран, Иуда ҫӗрне аркатса-тустарса тухӗҫ тесе Иеремия малтанах каласа хунӑ пулнӑ. Пирӗн эрӑчченхи 607 ҫулта Вавилон ҫыннисем тапӑнсан, шӑп ҫапла пулса тухнӑ та (Иер. 25:8—11). Иегова иудейсене тӑван ҫӗршывне тавӑрасси ҫинчен Исаия пророк ҫапла ҫырнӑ: «Ӑна шанса [«кӗтсе», ҪТ] тӑракансем пурте телейлӗ» (Ис. 30:18). Михей та Иеговӑн сӑмахӗсем пурнӑҫланассине кӗтсе: «Эпӗ вара Ҫӳлхуҫа ҫине пӑхӑп»,— тенӗ (Мих. 7:7). Унсӑр пуҫне Туррӑн ӗҫлекенӗсем Мессия, е Христос, ҫинчен калакан пророкла сӑмахсем пурнӑҫа кӗрессине темиҫе ӗмӗр хушши кӗтнӗ (Лука 3:15; 1 Петр 1:10—12).

2 Хальхи вӑхӑтра та Туррӑн ӗҫлекенӗсем кӗтсе тӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен Мессия ҫинчен пророкла каланисем халӗ те пурнӑҫланса пыраҫҫӗ. Мессианла Патшалӑх урлӑ Иегова кӗҫех ҫынсем куракан пӗтӗм хӗн-хура пӗтерӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Сатанана тата ун аллинчи пӑтранса тӑракан тӗнчене тӗп тӑвӗ те хӑйӗн халӑхне ҫӑлӑнӑҫ парӗ (1 Иоанн 5:19). Ҫавӑнпа та пирӗн сыхӑ тӑмалла та ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑт ҫывхарса килнине асра тытмалла.

3. Ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑта эпир нумай ҫул хушши кӗтетпӗр пулсан, мӗнле ыйту сиксе тухма пултарать?

3 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем Туррӑн ирӗкӗ «ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех» пулассине питӗ курасшӑн (Матф. 6:10). Анчах та хӑш-пӗрисене ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑта питӗ нумай кӗтнӗ пек туйӑнма пултарать. Ҫавӑнпа та вӗсем, тен, хӑйсенчен ҫакӑн пек ыйтаҫҫӗ: «Кӗтсе тӑма кирлех-ши?» Айтӑр ҫакна пӑхса тухар.

МӖНШӖН КӖТСЕ ТӐМАЛЛА?

4. Мӗншӗн пирӗн сыхӑ тӑмалла?

4 Ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑт ҫывхарса пынине шута илнӗ май пирӗн мӗн тумалли ҫинчен Библире тӳррӗн каланӑ. Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансене сыхӑ тӑма хушнӑ (Матф. 24:42; Лука 21:34—36). Ҫакӑ хӑйех малалла сыхӑ тӑма витӗмлӗ сӑлтав парать — вӗт Иисус пире ҫавна тума каланӑ-ҫке! Ҫав тӗлӗшрен Иеговӑн организацийӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартать. Вӑл хӑйӗн публикацийӗсенче «Турӑ килес Куна кӗтсе ӗмӗтленсе» тӑма тата ҫав куна яланах асра тытма, ҫавӑн пекех Турӑ пама пулнӑ ҫӗнӗ тӗнче ҫинчен шухӑшлама пӗр вӗҫӗмсӗр ӳкӗтлет. (2 Петр 3:11—13 вуласа пар.)

5. Мӗншӗн хальхи вӑхӑтра уйрӑмах сыхӑ тӑмалла?

5 Иисусӑн пӗрремӗш ӗмӗрти вӗренекенӗсен Иеговӑн кунне кӗтсе тӑмалла пулнӑ пулсан, пире ҫавна туни тата ытларах кирлӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Иисус панӑ паллӑ 1914 ҫултанпа вӑл Турӑ Патшалӑхӗнче патшара ларнине тата эпир юлашки кунсенче, урӑхла каласан, «ҫак ӗмӗр вӗҫленес» вӑхӑтра пурӑннине ҫирӗплетсе парать. Сӑмахран, Иисус пророкла каланӑ пекех, тӗнчери лару-тӑру япӑхлансах пырать, Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпар пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе сарӑлать (Матф. 24:3, 7—14). Юлашки кунсем мӗн чухлӗ вӑхӑта тӑсӑласси пирки Иисус нимӗн те каламан, ҫавӑнпа та пирӗн уйрӑмах сыхӑ тӑмалла.

6. Мӗншӗн эпир пӗтес вӑхӑт ҫывхарса пынӑҫемӗн тӗнчери лару-тӑру тата ытларах япӑхланасса кӗтме пултаратпӑр?

6 Пирӗн ҫакӑн пек ыйту пулма пултарать: «Тен, „ҫак ӗмӗр вӗҫленес“ вӑхӑт халӗ те пуҫланман-ха? Тен, вӑл тӗнчери лару-тӑру тата ытларах япӑхланса кайсан ҫеҫ пуҫланӗ?» Библире «юлашки кунсенче» йӗркесӗрлӗх питӗ анлӑ сарӑлӗ тесе каланӑ (2 Тим. 3:1, 13; Матф. 24:21; Ӳлӗм. 12:12). Апла пулсан, тӗнчери япӑх лару-тӑру тата ытларах начарланса пырасса кӗтме пулать.

7. Юлашки кунсенче тӗнчери лару-тӑру мӗнлерех пуласси пирки Матфей 24:37—39-мӗш сӑвӑ йӗркисенче мӗн каланӑ?

7 Эсир мӗнле шутлатӑр, «пысӑк асап» пуҫланас умӗн тӗнчери лару-тӑру мӗн таран япӑх пулӗ? (Ӳлӗм. 7:14.) Пур ҫӗршывра та вӑрҫӑсем пырӗҫ-ши? Пурте выҫӑпа тата чир-чӗрпе аптрӗҫ-ши? Ҫавӑн пек чухне Библипе интересленмен ҫынсем те пророкла сӑмахсем пурнӑҫланса пынине йышӑнма тивнӗ пулӗччӗ. Анчах та Иисус ҫынсенчен нумайӑшӗ, хӑйсем питӗ кая юлнине ӑнланса иличчен, кулленхи ӗҫӗсене туса пурӑнӗҫ тата хӑй патшара ларни ҫинчен пачах шухӑшламӗҫ тенӗ. (Матфей 24:37—39 вуласа пар.) Апла пулсан, Сӑваплӑ Ҫырура юлашки кунсенче тӗнчери лару-тӑру ҫав тери япӑх пулнӑран ҫынсен ҫак усал тӗнче кӗҫех пӗтессине ӗненме тиветех тесе каламан (Лука 17:20; 2 Петр 3:3, 4).

8. Иисус «сыхӑ тӑрӑр» тесе каланине тимлекенсемшӗн мӗн уҫӑмлӑ палӑрса тӑрать?

8 Анчах та Иисус «сыхӑ тӑрӑр» тесе каланине тимлекенсем Христос патшара ларнине кӑтартакан палла асӑрхама пултарччӑр тесен, ҫав паллӑн питӗ уҫӑмлӑ палӑрса тӑмалла (Матф. 24:27, 42). Шӑп 1914 ҫултанпа ҫав паллӑ шутне кӗрекен пророкла сӑмахсем пурнӑҫланса пынине эпир курса тӑратпӑр. Эппин, эпир халӗ «ҫак ӗмӗр вӗҫленес» вӑхӑтра пурӑнатпӑр, ҫав тапхӑр вӗҫленсен ҫак йӗркесӗр тӗнчене тӗп тӑвӗҫ.

9. Мӗншӗн эпир ҫак йӗркесӗр тӗнче пӗтес вӑхӑта кӗтсе тӑратпӑр?

9 Мӗншӗн хальхи вӑхӑтра христиансен кӗтсе тӑма пӑрахмалла мар? Эпир ҫавна Иисус Христоса итлесе тӑнӑран тӑватпӑр. Ҫавӑн пекех эпир Иисусӑн юлашки кунсем ҫинчен калакан палли мӗнле пурнӑҫланса пынине питӗ лайӑх куратпӑр. Эпир пӗтес вӑхӑт ҫывӑх пулнине айван ҫынсем пек мӗн илтнине пурне те ӗненнӗрен мар, Библире каланӑ пророкла сӑмахсем пурнӑҫланса пынине курса тӑнӑран ӗненетпӗр. Ҫавӑнпа пирӗн сыхӑ тӑмалла та ҫак йӗркесӗр тӗнче пӗтес вӑхӑта кӗтсе тӑмалла.

ХӐҪАНЧЧЕН КӖТМЕЛЛЕ?

10, 11. а) Мӗншӗн Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене «сыхӑ пулӑр» тенӗ? ӑ) Иисусӑн вӗренекенӗсене пӗтес вӑхӑт вӑраххӑн килнӗ пек туйӑнсан, Иисус каланӑ тӑрӑх, вӗсен мӗн тумалла пулнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

10 Пирӗнтен нумайӑшӗ Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑрать тата Унӑн кунне вун-вун ҫул хушши питӗ хытӑ кӗтет. Анчах та эпир кирек мӗн чухлӗ кӗтнӗ пулсан та, пирӗн ҫак кун килессе пурпӗр кӗтмелле. Туррӑн приговорне пурнӑҫа кӗртес тесе Иисус ҫак тӗнчене пӗтерме килнине пирӗн хатӗр пулмалла. Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансене мӗн тума ӳкӗтленине асра тытӑр: «Астӑвӑр, сыхӑ тӑрӑр, кӗлтӑвӑр: ҫав вӑхӑт хӑҫан ҫитессине пӗлместӗр. Ку вӑл — ҫула кайнӑ чухне хӑйӗн кил-ҫуртне тарҫисене шанса хӑварнӑ, вӗсене кашнине ӗҫ хушса тата хапха хуралҫине сыхӑ тӑма каласа хӑварнӑ ҫын тунӑ евӗрлӗ. Ҫапла ӗнтӗ сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн ҫурт хуҫи хӑҫан килессине — те каҫпа, те ҫӗр варринче, те автан авӑтнӑ вӑхӑтра, те ирхине — пӗлместӗр; вӑл, сасартӑк килсе, эсир ҫывӑрнӑ тӗле ан пултӑрччӗ. Сире каланине пуриншӗн те калатӑп: сыхӑ пулӑр» (Марк 13:33—37).

11 Христос 1914 ҫулта патшана ларнине ӑнланса илсен унӑн вӗренекенӗсем ҫывхарса килекен пӗтес вӑхӑта хатӗрленме пуҫланӑ. Ҫакна вӗсем Патшалӑх ҫинчен ырӑ хыпар сарас ӗҫе хастарлӑ хутшӑннипе тунӑ. Иисус хӑй пирки каярахпа — шурӑмпуҫ киличчен е ирхине ирех — килме пултарӑп тенӗ. Ҫавӑн пек пулса тухсан, ун хыҫҫӑн пыракансен мӗн тумалла пулнӑ? Иисус каланӑ: «Сыхӑ пулӑр». Ҫавӑнпа та эпир чылайччен кӗтетпӗр пулсан та, ҫакӑ тӗнче пӗтес вӑхӑт вӑраххӑн килет е пачах килмест тесе шутламалла тенине пӗлтермест.

12. Аввакум Иеговӑран мӗн пирки ыйтнӑ тата Турӑ ӑна мӗн тесе каланӑ?

12 Аввакум тӗслӗхне пӑхса тухар. Иерусалима тӗп тӑвасси ҫинчен ӑна пӗлтерме хушнӑ пулнӑ. Аввакум ҫавна калама пуҫличченех ытти пророксем ҫав хыпара нумай ҫул хушши пӗлтерсе тӑнӑ. Лару-тӑру питӗ япӑхланса кайнӑран йӗркесӗр ҫынсем тӳрӗ ҫынсене ҫӗнтерсе пынӑ, тӗрӗсмарлӑх та нумайланса кайнӑ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл Иеговӑна пулӑшу пама ыйтса йӑлӑннӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа, хӑҫанччен тилмӗрсе чӗнӗп-ши Сана?» Иегова ҫак ыйту ҫине тӳррӗн хуравламан пулин те, вӑл Аввакума ҫав палӑртса хунӑ пӗтес вӑхӑт «пурпӗрех пулать» тесе сӑмах панӑ. Ҫавӑн пекех Турӑ ӑна кӗтсе тӑма хушнӑ. (Аввакум 1:1—4; 2:3 вуласа пар.)

13. Аввакумӑн пуҫӗнче мӗнле шухӑшсем пулма пултарнӑ тата мӗншӗн ҫавӑн пек шухӑшлани тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ?

13 Сӑмахран, Аввакум хуйха ӳкнӗ те ҫапла шухӑшланӑ тейӗпӗр: «Иерусалим тӗп пуласси ҫинчен ӗнтӗ эпӗ нумай ҫул хушши илтетӗп. Тен, ҫакӑ халех мар пулӗ? Апла тӑк, ҫавӑн ҫинчен тӑрӑшса пӗлтерсе тӑмаллах-ши? Ыттисем туччӑр ҫавна». Аввакум ҫавӑн пек шухӑшланӑ пулсан, Иегова ӑна ырлама пӑрахнӑ пулӗччӗ, вара вӑл Вавилон ҫыннисем Иерусалима аркатнӑ чухне, тен, вилнӗ те пулӗччӗ.

14. Мӗншӗн эпир Иеговӑна ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑта кӗтсе пурӑнма ӳкӗтленӗшӗн пархатарлӑ пулӑпӑр?

14 Калӑпӑр, эсир ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнатӑр. Юлашки кунсем ҫинчен пророкла каланисем пурте Иегова каланӑ пек пурнӑҫланнӑ. Ҫакӑн ҫинчен шухӑшланине пула эсир Иеговӑна тата вӑл мӗн тума сӑмах панине йӑлтах пурнӑҫласса тата хытӑрах шанма пуҫлатӑр. (Иисус Навин 23:14 вуласа пар.) Пире ҫак йӗркесӗр тӗнче «пӗтесси ҫывӑх» пулнине асра тытса пурӑнма ӳкӗтленӗшӗн эпир Иеговӑна, «вӑхӑта е тапхӑра» хӑй ирӗкӗпе палӑртса хума пултаракан Турра, паллах ӗнтӗ, пархатарлӑ пулӑпӑр (Ап. ӗҫ. 1:7; 1 Петр 4:7).

КӖТСЕ ТӐМАЛЛА ТЕНИ — НИМ ТУМАЛЛА МАРРИНЕ ПӖЛТЕРМЕСТ!

Ырӑ хыпар сарас ӗҫе эсир хастарлӑ хутшӑнатӑр-и? (15-мӗш абзаца пӑхӑр.)

15, 16. Мӗншӗн хальхи вӑхӑтра ырӑ хыпар сарас ӗҫрен кирлӗрех ӗҫ ҫук?

15 Туррӑн организацийӗ пире сыхӑ тӑма кирли ҫинчен малашне те аса илтерсе тӑрӗ паллах. Ҫавӑн пек аса илтернисем пире сӑваплӑ ӗҫре хастарлӑ пулма панисӗр пуҫне Христос патшара ларнине кӑтартакан палла асра тытма та пулӑшаҫҫӗ. Апла пулсан, тӑрса юлнӑ вӑхӑтпа мӗнле усӑ курмалла? Пирӗн малашне те ырӑ хыпар сарас ӗҫе хастарлӑ хутшӑннипе «пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне, Унӑн тӳрӗлӗхне ӑнтӑлса» шырамалла (Матф. 6:33, ҪХ; Марк 13:10).

16 Пӗр хӗрарӑм тӑван каланӑ: «Патшалӑх ҫинчен ырӑ хыпар сарнипе эпир... ҫынсене пӗтӗм тӗнчипе пулас инкекрен ҫӑлӑнма пулӑшатпӑр». Ҫӑлӑнӑҫ мӗн иккенне вӑл илтнӗ тӑрӑх кӑна мар пӗлет, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн упӑшкипе пӗрле тинӗсре пулса иртнӗ питӗ пысӑк инкексенчен пӗрне — 1945 ҫулта «Вильгельм Густлофф» ятлӑ пысӑк карап путнине — пурӑнса ирттернӗ. Ҫавӑн пек пысӑк хӑрушлӑхра та ҫын мӗн чи кирли пулнине ӑнланмасан та пултарать. Ҫав хӗрарӑм тӑван пӗр пассажиркӑна аса илнӗ. Вӑл ҫакӑн пек каласа йӗнӗ: «Манӑн чӑматан! Манӑн чӑматан! Манӑн хаклӑ капӑрсем! Манӑн хаклӑ капӑрсем пурте аялта, каютӑра, тӑрса юлчӗҫ. Эпӗ нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлтӑм!» Анчах та хӑш-пӗр пассажирсем хӑйсене пачах урӑхла тытнӑ. Вӗсем хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр пӑрлӑ шыва ӳкнӗ ҫынсене ҫӑлас тесе вӑй хунӑ. Ҫав хӑйсене хӗрхенмен пассажирсем пекех, эпир те ҫынсене пулӑшас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑватпӑр. Эпир ырӑ хыпар сарас ӗҫе вӑраха ямасӑр тума кирлине асра тытатпӑр тата, хальлӗхе вӑхӑт пур чухне, ҫывхарса килекен инкеке ҫынсем пурӑнса ирттерме пултарччӑр тесе вӗсене ҫӑлӑнӑҫ ҫулне кӑтартатпӑр.

Ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑт ҫывӑх пулнине эсир асра тытнине сирӗн йышӑнусем кӑтартса параҫҫӗ-и? (17-мӗш абзаца пӑхӑр.)

17. Ҫак тӗнче пӗтесси кирек хӑш вӑхӑтра та пулма пултарнине ӗненме пирӗн мӗнле сӑлтавсем пур?

17 Тӗнчере пулса иртекен ӗҫсем Библире каланӑ пророкла сӑмахсем пурнӑҫланса пынине тата ҫак йӗркесӗр тӗнче пӗтес вӑхӑт ҫывхарса килнине уҫҫӑн кӑтартса параҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Ӳлӗмхине 17:16-мӗшӗнче каланӑ «тискер кайӑк» тата «вунӑ мӑйрака» Аслӑ Вавилона, суя тӗнӗн пӗтӗм тӗнчери империйӗне, хирӗҫ халех мар тухӗҫ-ха тесе шухӑшламалла мар пирӗн. Турӑ хӑй «вӗсен чӗрине» суя тӗн ҫине тапӑнас «енне сулӑнтарасса» эпир пӗлетпӗр. Ҫакӑ вара питӗ хӑвӑрт тата кирек хӑш вӑхӑтра та пулса иртме пултарать! (Ӳлӗм. 17:17.) Ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑт питӗ ҫывӑх. Акӑ мӗншӗн пирӗн Иисусӑн ҫак сӑмахӗсене итлемелле: «Хӑвӑра хӑвӑр асӑрхӑр: ашкӑнса, ӗҫсе ӳсӗрӗлсе ан ҫӳрӗр, пурӑнӑҫ хуйхи-суйхи ӑшне ан путӑр — ҫав кун сирӗншӗн кӗтмен ҫӗртен, сасартӑк ан ҫиттӗр: вӑл ӗнтӗ пӗтӗм ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те таната пек карса илӗ» (Лука 21:34, 35; Ӳлӗм. 16:15). Иегова ӗҫсене «хӑйне шанса [«кӗтсе», ҪТ] тӑракансен» ырӑлӑхӗшӗн тӑвать (Ис. 64:4). Эппин, хамӑр мӗнле вӑхӑтра пурӑннине асра тытса уншӑн ӗҫлесе тӑма ҫирӗп шут тытар!

18. Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

18 Ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑта кӗтнӗ май Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ Иудӑн ҫак сӑмахӗсене тимлер: «Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир вара Таса Сывлӑшпа кӗлтуса хӑвӑрӑн чӑн таса тӗнӗре ҫирӗп тытса тӑма вӗренсе пырӑр, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗхе кӳртекен ырӑлӑхне кӗтсе Турра юратса пурӑнӑр» (Иуда 20, 21). Анчах та эпир Турӑ пама пулнӑ ҫӗнӗ тӗнчене питӗ хытӑ кӗтнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Ҫавна тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.