Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иеговӑн иксӗлми юратӑвӗ ҫинчен шухӑшлӑр

Иеговӑн иксӗлми юратӑвӗ ҫинчен шухӑшлӑр

«Санӑн аслӑ ӗҫӳсем ҫинчен шухӑшлам» (ПС. 76:13).

ЮРӐСЕМ: 18, 29

1, 2. а) Мӗншӗн эсир Иегова хӑйӗн халӑхне юратать тесе шутлатӑр? ӑ) Пур ҫынна та мӗн кирлӗ?

МӖНШӖН эсир Иегова хӑйӗн халӑхне юратать тесе шутлатӑр? Ҫак ыйту ҫине хурав парас умӗн темиҫе тӗслӗх пӑхса тухар. Тейлин ятлӑ хӗрарӑм тӑвана унпа пӗр пек ӗненекенсем хӑйне виҫеллӗ тытма тата хӑвӑнтан ытлашшине ан кӗт тесе темиҫе ҫул хушши ыррӑн ӳкӗтленӗ. Вӑл калать: «Иегова мана юратман пулсан, вӑл мана канашсем парса ҫине-ҫинех пулӑшса тӑман пулӗччӗ». Упӑшки вилнӗ хыҫҫӑн ачисене пӗччен пӑхса ӳстернӗ Бриджитт акӑ мӗн каласа парать: «Сатанан тӗнчинче ачасене пӑхса ӳстересси вӑл — чи йывӑр ӗҫсенчен пӗри, уйрӑмах амӑшӗн ҫакна пӗччен тумалла пулсан. Анчах та эпӗ Иегова мана юратнине пӗлетӗп. Чун ыратнӑ тата куҫҫульпех йӗнӗ чухне Турӑ яланах манпа пӗрле. Вӑл мана мӗн тумаллине кӑтартса тӑрать тата эпӗ чӑтса ирттерме пултарайман йывӑрлӑхсене вӑл нихӑҫан та пулма памасть» (1 Кор. 10:13). Сандра сывалайми чирлӗ. Конгресра пӗр хӗрарӑм тӑван унпа питӗ тимлӗ пулнӑ. «Эпир пӗр-пӗрне палламан пулин те,— каласа парать Сандра упӑшки,— вӑл пирӗн хуйха чӗре патне илни пирӗн чуна питӗ йӑпатрӗ. Хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсем юратӑва кӑштах кӑтартни те мана Иегова пире питӗ хытӑ юратнине кӑтартса парать».

2 Ҫынсен юратас тата хӑйсене юраттарас килет, мӗншӗн тесен Иегова вӗсене ҫавӑн пек тунӑ. Анчах та кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ чӑрмавсене, ӗмӗт татӑлнине, йывӑр чире, укҫа-тенкӗ ҫитсех кайманнине тата ҫынсем ырӑ хыпара итлесшӗнех мар пулнине пула эпир Иегова пире юратма пӑрахрӗ тесе шутлама пултаратпӑр. Енчен те пире ҫавӑн пек туйӑнма пуҫларӗ пулсан, эпир уншӑн хаклӑ пулнине тата вӑл пире пулӑшас тесе «сылтӑм алӑран» тытса тӑнине пирӗн хамӑра аса илтерсе тӑмалла. Эпир ӑна шанчӑклӑ пулсан, вӑл пире нихӑҫан та манмӗ (Ис. 41:13; 49:15).

3. Иегова пире иксӗлми юратупа юратнине тата хытӑрах шанма пире мӗн пулӑшӗ?

3 Маларах асӑннӑ христиансем йывӑр вӑхӑтра хӑйсемпе пӗрле Иегова пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Иегова пирӗн майлӑ пулнине пӗлни пире те ҫавӑн пек шанчӑк парать (Пс. 117:6, 7). Ҫак статьяра Иеговӑн юратӑвӗ 1) вӑл тунӑ япаласенче, 2) Библире, 3) кӗлӗре тата 4) тӳлесе илме панӑ парнере мӗнле палӑрса тӑнине сӳтсе явнӑ. Иегова тунӑ ырӑлӑхсем ҫинчен шухӑшлани пире унӑн иксӗлми юратӑвӗшӗн тата ытларах пархатарлӑ пулма, паллах ӗнтӗ, пулӑшӗ. (Псалом 76:12, 13 вуласа пар.)

ИЕГОВА ТУНӐ ЯПАЛАСЕМ ҪИНЧЕН ШУХӐШЛӐР

4. Иегова тунӑ япаласем ҫинчен шухӑшланипе эпир мӗн пӗлме пултаратпӑр?

4 Иеговӑн иксӗлми юратӑвӗ вӑл тунӑ япаласенче палӑрса тӑрать-и? Паллах палӑрса тӑрать, мӗншӗн тесен Турӑ пурне те тума пуҫланиех унӑн юратӑвне кӑтартса парать (Рим 1:20). Сӑмахран, Иегова ҫӗре тӑвасса та ӑна пире пурӑнма парас тесе ҫеҫ туман. Вӑл пире савӑнса пурӑнма мӗн кирлине пурне те панӑ. Пурнӑҫа тытса тӑрас тесен пирӗн апат ҫимелле. Иегова ҫӗр ҫинче ҫиме юрӑхлӑ тӗрлӗ йышши ӳсентӑрансемпе пахча-ҫимӗҫ ӳсмелле тунӑ, вӗсенчен эпир тутлӑ та тутлӑхлӑ апат пӗҫерме пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне вӑл апат ҫинине те пире савӑнӑҫ памалла тунӑ (Еккл. 9:7). Канадӑра пурӑнакан Кэтрин ятлӑ хӗрарӑм тӑвана Иегова тунӑ япаласене, уйрӑмах ҫуркунне ҫутҫанталӑк вӑранма пуҫланӑ чухне, сӑнама питӗ килӗшет. Вӑл каласа парать: «Пурте мӗнле чӗрӗлме пуҫлани тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет: шӑп палӑртса хунӑ вӑхӑтра чечексем тӑпрана шӑтарса тухаҫҫӗ, кайӑксем те кӑнтӑртан вӗҫсе килеҫҫӗ. Вӗсем хушшинче пӗчӗк колибри. Вӑл манӑн кухня чӳречи патӗнче ҫакӑнса тӑракан кайӑк сырӑшӗ ҫине вӗҫсе килкелет. Иегова пире ҫавӑн пек парнесем парать пулсан, вӑл пире юратмасӑр тӑма пултараймасть». Пирӗн юратакан Аттене хӑй тунӑ япаласем савӑнӑҫ параҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл вӗсем пире те савӑнӑҫ паччӑр тет (Ап. ӗҫ. 14:16, 17).

5. Иеговӑн юратӑвӗ вӑл ҫынсене мӗнле тунинче епле курӑнса тӑрать?

5 Эпир ӗҫлеме тата тунӑ ӗҫрен савӑнӑҫ илме пултаратпӑр, ҫав пултарулӑха пире Иегова панӑ (Еккл. 2:24). Вӑл ҫынсене ҫӗре туллиех тултарччӑр, ҫӗр ӗҫне туччӑр, пулӑсемпе, вӗҫен кайӑксемпе тата ытти чӗрӗ чунсемпе пуҫ пулччӑр тенӗ (Пулт. 1:26—28). Иеговӑн юратӑвӗ вӑл пире хӑйӗн пек пулма пулӑшакан лайӑх енсем парнеленинче те курӑнса тарать (Эф. 5:1).

ТУРӐ СӐМАХНЕ ХАКЛӐР

6. Мӗншӗн Турӑ Сӑмахӗшӗн пирӗн пархатарлӑ пулмалла?

6 Иегова пире питӗ хытӑ юратнӑран Библи панӑ. Унта Турӑ ҫинчен тата унпа ҫынсем хушшинчи хутшӑнусем ҫинчен пирӗн мӗн пӗлме кирлӗ, ҫавсене ҫырса хунӑ. Сӑмахран, Сӑваплӑ Ҫырура Иегова хӑйне час-часах итлемен израильтянсемпе мӗнле тытни ҫинчен каласа панӑ. Псалом 77:38-мӗшӗнче эпир вулатпӑр: «Вӑл вара, Ырӑскер, вӗсен ҫылӑхӗсене каҫарнӑ, вӗсене тӗппипех пӗтермен, Хӑйӗн ҫиллине нумай хутчен пусарнӑ, Хӑйӗн хаярлӑхне пӗтӗмпех кӑларман». Ҫак сӑвӑ йӗрки ҫинчен шухӑшлани Иегова сире ҫав тери хытӑ юратнине тата сирӗншӗн питӗ тӑрӑшнине курма пулӑшӗ. Ҫакна шанса тӑрӑр: эсир Иеговӑшӑн питӗ хаклӑ. (1 Петр 5:6, 7 вуласа пар.)

7. Мӗншӗн Библие пирӗн хакламалла?

7 Библие пирӗн хакламалла, мӗншӗн тесен Турӑ, тӗпрен илсен, пирӗнпе ун урлӑ калаҫать. Ашшӗ-амӑшӗпе ачисем пӗр-пӗринпе уҫҫӑн калаҫаҫҫӗ тата пӗр-пӗрин туйӑмӗсене ӑнланма тӑрӑшаҫҫӗ пулсан, вӗсем пӗр-пӗрне тата ытларах шанма, юратма пуҫлаҫҫӗ. Иегова пирки мӗн калама пулать? Эпир ӑна нихӑҫан та курман тата унӑн сассине нихӑҫан та илтмен пулин те, вӑл пирӗнпе хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ калаҫать, пирӗн вара ӑна итлемелле (Ис. 30:20, 21). Иегова пире, хӑйне халалланӑ халӑха, ертсе пырать тата хӳтӗлет. Ҫавӑн пекех вӑл пире хӑйӗн ҫинчен пӗлччӗр тата хӑйне шанччӑр тет. (Псалом 18:8—12; Ытарӑшсем 1:33 вуласа пар.)

Ииуйӑн Иосафата питлеме тивнӗ пулин те, Иегова ҫав патшара «ыррине те тупнӑ» (8, 9 абзацсене пӑхӑр.)

8, 9. Иегова пире мӗн пӗлччӗр тет? Ҫакна Библири тӗслӗхпе ҫирӗплетсе парӑр.

8 Иегова пире юратать, ҫакна вӑл пире пӗлччӗр тет. Вӑл пирӗн ҫитменлӗхсем ҫинче чарӑнса тӑмасть, мӗншӗн тесен пирӗнте лайӑххине шырать (2 Ҫулс. 16:9). Сӑмахран, Иудей патши Иосафатӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Пӗррехинче вӑл Галаадри Рамоф хулине Сири ҫыннисенчен каялла туртса илме Ахавпа, Израиль патшипе, пӗрле кайма килӗшнӗ. Ҫакӑ ӑссӑрла йышӑну пулнӑ. 400 суя пророк йӗркесӗр Ахава ӑнӑҫлӑ пулӑн тесе пӗлтернӗ пулин те, Иеговӑн чӑн-чӑн пророкӗ Михей ҫапса аркатӗҫ тесе каланӑ. Ҫапӑҫура Ахава вӗлернӗ, Иосафат аран-аран чӗрӗ тӑрса юлнӑ. Вӑл Иерусалима таврӑнсан, Ииуй, Анания витӗркуран ывӑлӗ, ӑна Ахавпа килӗшӳ тунӑшӑн хыттӑн питленӗ. Ҫав-ҫавах Ииуй Иосафата каланӑ: «Санра ыррине те тупнӑ» (2 Ҫулс. 18:4, 5, 18—22, 33, 34; 19:1—3).

9 Патшара ларнӑ малтанхи ҫулӗсенче Иосафат пуҫлӑхсене, левитсене тата священниксене Иудӑри пур хулана та ҫитсе унти халӑха Иеговӑн Саккунне вӗрентме хушнӑ. Ҫакӑн пек вӗрентсе ҫӳрени питӗ ӑнӑҫлӑ пулнӑран кӳршӗ халӑхсем те Иеговӑран хӑрама пуҫланӑ (2 Ҫулс. 17:3—10). Ахавпа килӗшӳ тунипе Иосафат, паллах ӗнтӗ, ӑссӑрла хӑтланнӑ, анчах та Иегова унӑн ырӑ ӗҫӗсене манман. Ҫак тӗслӗх пирӗн чуна питӗ йӑпатать, мӗншӗн тесен эпир те хӑш-пӗр чухне йӑнӑшатпӑр. Анчах та Иеговӑшӑн ӗҫлес тесе эпир мӗн тума пултарнине пурне те тӑватпӑр пулсан, вӑл пире малашне те юратса тӑрӗ, пирӗн ырӑ ӗҫсене те манмӗ.

КӖЛТӐВАС ЧЫСА ХАКЛӐР

10, 11. а) Мӗншӗн кӗлӗ пирки Иегова панӑ ятарлӑ парне теме пулать? ӑ) Турӑ пирӗн кӗлӗсем ҫине мӗнле хуравлама пултарать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

10 Юратакан ашшӗ хӑйӗн ачисене итлеме яланах хатӗр. Вӑл вӗсене мӗн пӑшӑрхантарнине, мӗн канӑҫ паманнине пӗлесшӗн, мӗншӗн тесен вӗсемшӗн питӗ тӑрӑшать. Пирӗн ҫӳлти Аттемӗр Иегова та эпир кӗлтунӑ чухне пире итлет.

11 Эпир Иеговӑна кирек хӑш вӑхӑтра та кӗлтума пултаратпӑр. Ҫав тӗлӗшрен вӑл пире чарса тӑмасть. Вӑл пирӗн Тус, ҫавӑнпа вӑл пире итлеме яланах хатӗр. Тейлин, унӑн сӑмахӗсене ҫӳлерех илсе панӑччӗ, калать: «Эсир ӑна пурне те каласа пама пултаратӑр». Эпир кӗлӗре Турра хамӑрӑн тарӑн шухӑшсене каласа панӑ чухне вӑл пире Библи урлӑ, пирӗн публикацисенчи статьясем урлӑ тата пирӗнпе пӗр пек ӗненекенсен ырӑ сӑмахӗсем урлӑ хуравлать. Иегова эпир чунтан йӑлӑнса ыйтнине илтет, ҫавӑн пекех пире никам та ӑнланман чухне те вӑл пире ӑнланать. Пирӗн кӗлӗсем ҫине хурав панипе вӑл пире питӗ хытӑ юратнине кӑтартать.

12. Библире ҫырса хунӑ кӗлӗсем пире хӑш енчен усӑ пама пултараҫҫӗ? Тӗслӗх илсе парӑр.

12 Библире ҫырса хунӑ кӗлӗсенчен эпир нумай енчен ӑса вӗренме пултаратпӑр. Ҫавӑн пек кӗлӗсене ҫемьепе пӗрле пуҫҫапнӑ чухне вӑхӑтран-вӑхӑта тӗпчени усӑллӑ пулнӑ пулӗччӗ. Иеговӑн авалхи ӗҫлекенӗсем хӑйсен тарӑн шухӑшӗсене Турра кӗлӗре мӗнле каласа пани ҫинчен шухӑшлани пирӗн кӗлӗсен пахалӑхне лайӑхлатма пулӑшӗ. Сӑмахран, Иона пысӑк пулӑн варӗнче Турра мӗнле йӑлӑннине аса илӗр (Иона 2:1—11). Храма халалланӑ чухне Соломон Иеговӑна чун-чӗререн мӗнле кӗлтунине пӑхса тухӑр (3 Патш. 8:22—53). Е Иисус тӗслӗхшӗн илсе панӑ кӗлӗ ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр (Матф. 6:9—13). Унсӑр пуҫне «кӑмӑлӑр туртнине яланах Турра... каласа парӑр». Вара «Турӑ сире нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх парса... сирӗн чун-чӗрӗре, сирӗн ӑстӑнӑра сыхласа усрӗ». Ҫакна пула Иеговӑн иксӗлми юратӑвне эсир тата ытларах хаклама пуҫлӑр (Флп. 4:6, 7).

ТӲЛЕСЕ ИЛМЕ ПАНӐ ПАРНЕШӖН ПАРХАТАРЛӐ ПУЛӐР

13. Тӳлесе илме панӑ парне ҫынсене мӗнле май уҫса парать?

13 Турӑ пирӗншӗн Христосӑн тӳлесе илмелли парнине панипе пире хӑйӗн ырӑлӑхне кӑтартнӑ. Ҫавна пула пирӗн валли ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме май уҫӑлнӑ (1 Иоанн 4:9). Иегова хӑйӗн юратӑвне ҫавӑн пек тӗлӗнмелле майпа кӑтартни ҫинчен Павел апостол ҫапла ҫырнӑ: «Вӑхӑт ҫитсессӗн, Христос пирӗншӗн, ҫылӑхлӑ ҫынсемшӗн, вилнӗ. Тӳрӗ ҫыншӑн кам та пулин вилӗ-ши вара? хӑйне ырӑ тӑваканшӑн, тен, кам та пулин вилӗ те. Турӑ пире юратни Христос пирӗншӗн хамӑр ҫылӑхлӑ чухне вилнинчен паллӑ» (Рим 5:6—8). Чӑнах та тӳлесе илме панӑ парне Туррӑн юратӑвне кӑтартса паракан чи паха тӗслӗх, ҫав парне вара ҫынсене Иеговӑпа ҫывӑхланма май парать.

14, 15. Тӳлесе илме панӑ парне мӗне пӗлтерет: а) святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансемшӗн? ӑ) ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакансемшӗн?

14 Тӳлесе илме панӑ парнене пула христиансен пӗчӗк ушкӑнӗ Иеговӑн юратӑвне хӑйне евӗрлӗ туять (Иоанн 1:12, 13; 3:5—7). Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑран вӗсем «Турӑ ачисем» пулса тӑраҫҫӗ (Рим 8:15, 16). Вӗсенчен хӑш-пӗрисем халӗ те ҫӗр ҫинче пурӑнаҫҫӗ, апла пулсан, Павел мӗншӗн-ха вӗсене «ҫӳл тӳпере Христос Иисуспа пӗрле лартнӑ» тенӗ? (Эф. 2:6, ҪХ.) Мӗншӗн тесен Иегова вӗсене тӳпере ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнмалли шанчӑк панӑ (Эф. 1:13, 14; Кол. 1:5).

15 Тӳлесе илме панӑ парнене ӗненекенсем пурте, вӗсене святой сывлӑшпа суйласа лартман пулсан та, Турӑпа туслашма, пуласлӑхра вара Унӑн ачисем пулса тӑрса ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултараҫҫӗ. Апла пулсан, тӳлесе илме панӑ парне урлӑ Иегова ҫынсене питӗ хытӑ юратнине кӑтартса тӑрать (Иоанн 3:16). Эпир ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанатпӑр пулсан тата Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑратпӑр пулсан, вӑл ҫӗнӗ тӗнчере пирӗн валли лайӑх пурнӑҫ туса парасса шанма пултаратпӑр. Тӳлесе илме панӑ парне — Турӑ пире питӗ хытӑ юратнине ҫирӗплетсе паракан чи чаплӑ тӗслӗх. Ҫакна яланах асра тытар!

ИЕГОВӐНА ЮРАТНИНЕ КӐТАРТӐР

16. Иегова пире юратнине мӗнле майсемпе кӑтартса тӑни ҫинчен шухӑшлани мӗншӗн усӑллӑ?

16 Иегова пире юратнине мӗнле майсемпе кӑтартса тӑнине шутласа кӑларма та ҫук. Давид патша юрланӑ: «Эй Турӑҫӑм, Санӑн ӗҫӳсене эпӗ ӑнласа ҫитерейместӗп, тата вӗсен имӗ-сумӗ те ҫук! Вӗсене шутласа кӑларайӑп-и — вӗсем хӑйӑр пӗрчинчен те йышлӑрах» (Пс. 138:17, 18). Иегова пире мӗнле юратса тӑни ҫинчен шухӑшлани пире хамӑр енчен ӑна юратма тата эпир ӑна мӗн пама пултарнинчен чи лайӑххине пама хавхалантарса тӑрӗ.

17, 18. Иеговӑна юратнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

17 Турра юратнине кӑтартма пирӗн нумай май пур. Сӑмахран, Турра тата ҫывӑх ҫынна юратнине эпир Патшалӑх ҫинчен ырӑ хыпар сарас ӗҫе хастарлӑ хутшӑннипе кӑтартатпӑр (Матф. 24:14; 28:19, 20). Йывӑрлӑхсенче Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнипе те эпир ӑна юратнине ҫирӗплетсе паратпӑр. (Псалом 83:12; Иаков 1:2—5 вуласа пар.) Хамӑра тем пек йывӑр килнӗ чухне те эпир ҫакна шанма пултаратпӑр: Иегова эпир мӗнле хӗн-хур тӳснине курса тӑрать тата вӑл пире пурпӗр пулӑшать, мӗншӗн тесен эпир уншӑн питӗ хаклӑ (Пс. 55:9).

18 Иеговӑна юратнӑран эпир вӑл тунӑ япаласем тата унӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшлатпӑр. Библие тӑрӑшса вӗреннипе эпир Турра юратнине тата унӑн Сӑмахне чунтан хисепленине кӑтартатпӑр. Иеговӑна юратни пире кӗлтуса унпа ҫывӑхланма хавхалантарать. Пирӗн ҫылӑхсене каҫарттармашкӑн тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен шухӑшланӑ чухне эпир Турра тата хытӑрах юратма пуҫлатпӑр (1 Иоанн 2:1, 2). Ҫаксем — Иегова пире иксӗлми юратупа юратнине эпир мӗнле хакланине кӑтартмалли майсенчен хӑш-пӗрисем кӑна-ха.