Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иоанна тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

Иоанна тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

НУМАЙӐШӖ Иисусӑн 12 апостол пулнине пӗлет. Анчах та унӑн шанчӑклӑ вӗренекенӗсем шутӗнче хӗрарӑмсем те пулнине пурте пӗлсех каймаҫҫӗ. Ҫав хӗрарӑмсенчен пӗрне Иоанна тесе чӗннӗ (Матф. 27:55; Лука 8:3).

Христосӑн сӑваплӑ ӗҫӗнче Иоаннан пӗлтерӗшӗ мӗнлерех пулнӑ тата эпир унӑн тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренме пултаратпӑр?

КАМ ПУЛНӐ ВӐЛ ИОАННА?

Иоанна «Ирод кил-ҫуртне пӑхса тӑракан Хуза арӑмӗ» пулнӑ. Хузана илес пулсан, вӑл Ирод Антипа патшан кил-ҫуртӗнчи хуҫалӑха йӗркелесе тӑнӑ пулмалла. Ҫавӑн пекех Иоанна Иисус чирсенчен сыватнӑ хӗрарӑмсенчен пӗри пулнӑ. Ытти хӗрарӑмсемпе пӗрле вӑл Христоспа унӑн апостолӗсем хыҫҫӑн ҫӳренӗ (Лука 8:1—3).

Иудей раввинӗсем хӗрарӑмсен хӑйсемпе хурӑнташлӑ пулман арҫынсемпе хутшӑнма кӑна мар, ҫула та тухма юрамасть тесе вӗрентнӗ. Еврей арҫынӗсен хӗрарӑмсемпе нумай калаҫма юраман. Иисус ҫавнашкал йӑла-йӗркене пӑхса тӑман, ҫавӑнпа вӑл Иоаннана тата Турра шанчӑклӑ ытти хӗрарӑмсене хӑйӗн хыҫҫӑн пыма чарман.

Иисуспа тата унӑн апостолӗсемпе пӗрле пулнӑран Иоанна ҫинчен ытти ҫынсем япӑх шутлама-калаҫма пултарнӑ. Паллах ӗнтӗ, Христос хыҫҫӑн пыракансен пурин те ҫухатусем тӳсме хатӗр пулмалла пулнӑ. Анчах та Иисус хӑйӗн шанчӑклӑ вӗренекенӗсем пирки акӑ мӗн каланӑ: «Манӑн аннем, Манӑн тӑванӑмсем — Турӑ сӑмахне итлесе ӑна пурӑнӑҫласа пыракансем» (Лука 8:19—21; 18:28—30). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене, хӑйӗн хыҫҫӑн пырас тесе ҫухатусем тӳсме хӑраманскерсене, юратни пире хавхалантармасть-и?

ВӐЛ ХӐЙӖН ПУРЛӐХӖПЕ ПУЛӐШСА ТӐНӐ

Иоаннапа ытти хӗрарӑмсем Иисуспа 12 апостола «хӑйсен пурлӑхӗпе пулӑшса тӑнӑ» (Лука 8:3). Пӗр хӗрарӑм ҫыравҫӑ ҫапла палӑртать: «Лука кунта ҫав хӗрарӑмсем апат пӗҫернӗ, кашӑк-чашӑк ҫунӑ тата тумтир сапланӑ тесе каламан. Тен, вӗсем ҫав ӗҫсене те тунӑ, анчах та Лука ҫавӑн пирки ҫырман» (Gospel Women: Studies of the Named Women in the Gospels). Кунта сӑмах ҫав хӗрарӑмсем хӑйсен укҫи-тенкипе, пурлӑхӗпе Иисуспа апостолсене пулӑшса тӑни пирки пырать пулас.

Иисус та, унӑн апостолӗсем те ырӑ хыпар сарнӑ чухне ӗҫе ҫӳремен. Ҫавӑнпа вӗсен 20 ҫынран тӑракан ушкӑн валли апат-ҫимӗҫ тата ытти кирлӗ япаласене туянма укҫа пулман пулмалла. Вӗсене хӑнана чӗнме пултарнӑ пулин те, Христоспа апостолсен «укҫа арчи» пулнӑ тени вӗсем хӑйсене ыттисем хӑналасса яланах шанма пултарайманнине кӑтартать (Иоанн 12:6; 13:28, 29). Иоаннапа ытти хӗрарӑмсем тӑкаксене саплаштармашкӑн хӑйсен ирӗкӗпе укҫа парса тӑнӑ курӑнать.

Хӑш-пӗрисем авалхи иудей хӗрарӑмӗсен укҫа пулман тесе калаҫҫӗ. Анчах та пирӗн вӑхӑтчен упранса юлнӑ текстсем тӑрӑх, иудей хӗрарӑмӗсем тӗрлӗ майсемпе укҫа-тенкӗ илсе тӑма пултарнӑ. Вӗсем 1) ашшӗн ывӑлсем пулман пулсан, унӑн еткерлӗхне илме, 2) хӑйсене парнеленӗ пурлӑха илме, 3) уйрӑлнӑ чухне мӑшӑрлану килӗшӗвӗ тӑрӑх укҫа илме, 4) упӑшки вилсен унӑн пурлӑхӗнчен тупӑш илме тата 5) хӑйсем мӗн те пулин ӗҫлесе илме пултарнӑ.

Иисус хыҫҫӑн пыракансем мӗн пама пултарнине чун-чӗререн парса тӑнӑ. Унӑн вӗренекенӗсем хушшинче пуян хӗрарӑмсем те пулнӑ пулмалла. Ирод кил-ҫуртне пӑхса тӑраканӑн арӑмӗ пулнӑран е унччен унӑн мӑшӑрӗ пулнӑран Иоанна укҫаллӑ хӗрарӑм пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Тен, Иисуса пӗтӗмпех тӗртсе тунӑ хаклӑ тума Иоанна парнеленӗ (Иоанн 19: 23, 24). Пӗр хӗрарӑм ҫыравҫӑ палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак япалана «пулӑҫсен арӑмӗсем парнелеме пултарайман» (Hidden Voices: Biblical Women and Our Christian Heritage).

Иоанна укҫа-тенкӗпе пулӑшса тӑни ҫинчен Библире тӳррӗн нимӗн те каламан. Анчах та вӑл мӗн тума пултарнине пурне те тунӑ. Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Патшалӑх ӗҫне тума пулӑшас тесе мӗн те пулин парассипе парас маррине — енчен те парас терӗмӗр пулсан, мӗн парассине — пирӗн хамӑрӑн шутласа хумалла. Эпир хамӑр мӗн тума пултарнине пурне те савӑнса туни Туррӑн кӑмӑлне каять (Матф. 6:33; Марк 14:8; 2 Кор. 9:7).

ИИСУС ВИЛНӖ ХЫҪҪӐН

Иисуса асаплантарса вӗлернӗ чухне ҫав вырӑнта «Иисус Галилейӑра чухне... Ун хыҫҫӑн ҫӳренӗ, Ӑна пулӑшнӑ» тата «Унпа пӗрле Иерусалима пынӑ» хӗрарӑмсем пулнӑ (Марк 15:41). Вӗсем хушшинче Иоанна та пулнӑ пулас. Иисуса пытарас тесе юпа ҫинчен илсен «Иисуспа пӗрле Галилейӑран килнӗ хӗрарӑмсем... Унӑн Ӳтне епле тупӑклӑха хунине пӑхса тӑнӑ; унтан таврӑнсан вӗсем ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшсем хатӗрлесе хунӑ». Камсем пулнӑ ҫав хӗрарӑмсем? Лука ҫырать: «Мария Магдалина, Иоанна тата Иаков амӑшӗ Мария». Вӗсем шӑматкун хыҫҫӑн тупӑклӑх патне кайнӑ та унта ангелсене курнӑ, лешӗсем вара ҫав хӗрарӑмсене Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни ҫинчен пӗлтернӗ (Лука 23:55—24:10).

Иоанна тата ытти ӗненекен хӗрарӑмсем хӑйсен Ҫӳлхуҫишӗн мӗн тума пултарнине пурне те тунӑ

Пирӗн эрӑри 33 ҫулта Иисусӑн вӗренекенӗсем унӑн амӑшӗпе тата шӑллӗсемпе Аллӑмӗш кун уявне Иерусалимра паллӑ тунӑ чухне вӗсем хушшинче Иоанна та пулма пултарнӑ (Ап. ӗҫ. 1:12—14). Иоаннан упӑшки патша ҫумӗнчи ҫын пулнӑран Ирод Антипӑн пурнӑҫӗнчи хӑш-пӗр ӗҫсем ҫинчен Лука Иоаннаран пӗлнӗ пулас. Ҫакӑ вырӑнлӑ пек туйӑнать, мӗншӗн тесен Евангели ҫыракансенчен Лука ҫеҫ Иоаннана ятран чӗнет (Лука 8:3; 9:7—9; 23:8—12; 24:10).

Библире Иоанна ҫинчен каласа пани пире нумай енчен ӑс парать. Вӑл Иисусшӑн мӗн тума пултарнине пурне те тунӑ. Вӑл Иисуса, 12 апостола тата ытти вӗренекенсене ырӑ хыпар сарнӑ чухне укҫа-тенкӗпе хаваспах пулӑшнӑ. Вӑл Иисусшӑн ӗҫлесе тӑнӑ тата йывӑр вӑхӑтра та ӑна чунтан парӑнса пурӑннӑ. Чӑнах та, Иоанна — христианкӑсемшӗн пуриншӗн те чаплӑ тӗслӗх.