Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

БИОГРАФИ

«Нумай-нумай утрав хӗпӗртентӗр»

«Нумай-нумай утрав хӗпӗртентӗр»

2000 ҫулхи майӑн 22-мӗшӗ — ҫак куна эпӗ нихӑҫан та манса каяс ҫук. Эпир тӗрлӗ ҫӗршывран килнӗ тӑвансемпе пӗрле Ертсе пыракан советӑн канашлу пӳлӗмӗнче Ҫыравҫӑсен комитетне хумханса кӗтсе лартӑмӑр. Пирӗн ҫав комитет умӗнче доклад туса памаллаччӗ. Эпир темиҫе эрне хушши куҫаракансем тӗл пулакан йывӑрлӑхсене пӑхса тухрӑмӑр, вара халӗ вӗсене мӗнле татса памаллине сӗнме вӑхӑт ҫитрӗ. Анчах та мӗншӗн ҫак тӗлпулу питӗ кирлӗ пулнӑ? Ҫакӑн ҫине хурав парас умӗн эпӗ хамӑн ҫинчен кӑштах каласа парам.

Эпӗ Квинсленд штатӗнче (Австрали) шыва кӗнӗ, Тасманире пионер пулса ӗҫленӗ, Тувалу, Хӗвеланӑҫ Самоара тата Фиджире миссионер пулса ӗҫленӗ

ЭПӖ 1955 ҫулта Квинсленд штатӗнче (Австрали) ҫуралнӑ. Эпӗ ҫуралнӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен манӑн анне, Эстелл ятлӑскер, Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме пуҫланӑ. Тепӗр ҫулне вӑл шыва кӗнӗ, манӑн атте Рон вара чӑнлӑха ҫавӑнтанпа 13 ҫул иртсен йышӑннӑ. Эпӗ 1968 ҫулта Квинсленд таврашӗнче халӑх йышлах мар пурӑнакан вырӑнта вырнаҫнӑ Сент-Джордж ятлӑ пысӑках мар хулара шыва кӗнӗ.

Мӗн ачаранах эпӗ вулама юратнӑ тата чӗлхесемпе интересленнӗ. Ҫемьепе пӗрле машинпа ҫула тухсан, мана тавралӑха пӑхса савӑннинчен ытларах кӗнеке вулама килӗшни манӑн аттепе аннене кулянтаратчӗ. Анчах вулама юратни мана шкулта вӗреннӗ чухне питӗ пулӑшрӗ. Тасмани утравӗнчи Гленорчи хулинче аслӑ классенче вӗреннӗ чухне мана лайӑх вӗреннӗшӗн темиҫе награда пачӗҫ.

Ҫав вӑхӑтра манӑн питӗ кирлӗ йышӑну тумалла пулчӗ. Мана университетра вӗренме стипенди сӗнчӗҫ, ҫавӑнпа та эпӗ унта вӗренме каймалла-ши, каймалла мар-ши тесе шутласа тӑтӑм. Эпӗ кӗнекесене тата вӗренме юратнӑ пулин те, анне мана пуринчен ытла Иеговӑна юратма вӗрентнӗшӗн эпӗ ӑна питӗ пархатарлӑ (1 Кор. 3:18, 19). Эпӗ атте-аннепе канашларӑм та шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн аттестат илсен 1971 ҫулхи январь уйӑхӗнче пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӑм. Ун чухне эпӗ 15 ҫулта пулнӑ.

Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ Тасманире 8 ҫул хушши пионер пулса ӗҫлерӗм. Унта эпӗ Дженни Алкок ятлӑ хитре хӗре тӗл пултӑм, вӑл вара мана качча тухма килӗшрӗ. Эпир пӗрле Смиттон тата Куинстаун хулисенче тӑватӑ ҫул хушши ятарлӑ пионер пулса ӗҫлерӗмӗр.

СӐВАПЛӐ ӖҪЕ ЛӐПКӐ ОКЕАНРИ УТРАВСЕНЧЕ ТУСА ТӐНИ

Эпир Порт-Морсбире (Папуа — Ҫӗнӗ Гвинея) иртекен пӗтӗм тӗнчери конгресра пулас тесе 1978 ҫулта пӗрремӗш хут ют ҫӗршыва кайрӑмӑр. Унта пӗр миссионер хири-моту чӗлхипе сӑмах тухса каланине эпӗ халӗ те астӑватӑп. Эпӗ унӑн пӗр сӑмахне те ӑнланмарӑм пулин те, унӑн доклачӗ мана миссионер пулма, урӑх чӗлхесене вӗренме тата ҫакӑн пек сӑмах туса калама хавхалантарчӗ. Ҫавӑн чухне эпӗ чӗлхесене юратни мана Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма мӗнле пулӑшма пултарнине ӑнланса илтӗм.

Австралие таврӑнсан пире Тувалури унччен Эллис утравӗсем ятпа паллӑ пулнӑ Фунафути утравӗ ҫине миссионер пулса ӗҫлеме ячӗҫ. Ҫакӑ вара пирӗншӗн чӑннипех кӗтменлӗх пулчӗ. Эпир унта 1979 ҫулхи январьте ҫитрӗмӗр. Ун чухне пӗтӗм Тувалура пирӗнсӗр пуҫне шыва кӗнӗ виҫӗ хыпарҫӑ кӑначчӗ.

Тувалура Дженнипе пӗрле

Тувалу чӗлхине вӗренме ҫӑмӑл мар пулчӗ. Ҫав чӗлхепе Ҫӗнӗ Халалсӑр пуҫне урӑх нимле кӗнеке те кӑларманччӗ. Словарьсем те, чӗлхене вӗренмелли курссем те пулман, ҫавӑнпа эпир кашни кун 10—20 сӑмах вӗренме шутларӑмӑр. Анчах та кӗҫех эпир хамӑр вӗреннӗ сӑмахсенчен нумайӑшне тӗрӗс мар ӑнланнине тавҫӑрса илтӗмӗр. Сӑмахран, тухатлани Турра юрӑхлӑ мар тесе калас тенӗ чухне пирӗн ҫапла пулса тухатчӗ: «Виҫепе ан виҫӗр, туяпа ан ҫӳрӗр». Хӑш-пӗр ҫынсемпе Библи вӗренме пуҫланӑран пирӗн ҫав чӗлхене пурпӗр вӗренмелле пулнӑ. Ҫавӑнпа та эпир парӑнмарӑмӑр. Темиҫе ҫул иртсен пӗр хӗрарӑм, эпир унччен унпа Библи вӗреннӗччӗ, пире каларӗ: «Эсир халӗ пирӗн чӗлхепе калаҫма пӗлни пире питӗ савӑнтарать. Эпир чи малтан эсир мӗн каланине нимӗн те ӑнланмастӑмӑрччӗ!»

Ҫав вӑхӑтра ҫӗнӗ чӗлхене хӑвӑртрах вӗренме пирӗн валли питӗ чаплӑ май уҫӑлчӗ. Ҫавӑнта пурӑнмалли вырӑн тара илме питӗ йывӑр пулнӑран эпир пысӑк ялта хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсем патӗнче пурӑнтӑмӑр. Пирӗн пур ҫӗрте те, килте те, тувалу чӗлхипе калаҫма тиврӗ. Темиҫе ҫул хушши акӑлчанла калаҫман пирки тувалу чӗлхи пирӗншӗн тӑван чӗлхе пекех пулса тӑчӗ.

Кӗҫех нумай ҫын чӑнлӑхпа интересленме пуҫларӗ. Анчах та вӗсемпе вӗренес тесе эпир мӗнле пособипе усӑ курӑпӑр-ши? Тувалу чӗлхипе пирӗн нимле публикаци те пулман. Апла пулсан, вӗсем мӗнле майпа хӑйсем тӗллӗн вӗренӗҫ-ши? Вӗсем пухӑва ҫӳреме пуҫласан мӗнле юрӑсем юрланӑ, мӗн вӗреннӗ тата ҫав тӗлпулусене епле хатӗрленнӗ пулӗччӗҫ? Шыва кӗме вӗсем мӗнле хатӗрленӗччӗҫ? Ҫав хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсене Иегова ҫинчен пӗлсе пымашкӑн хӑйсен чӗлхипе тухакан публикацисем питӗ кирлӗ пулнӑ! (1 Кор. 14:9.) Тувалу чӗлхипе калаҫакансен шучӗ 15 000 ҫынна та ҫитместчӗ, ҫавӑнпа та эпир пӗлесшӗнччӗ: ҫав чӗлхепе мӗнле те пулин публикаци пичетлесе кӑларӗҫ-ши? Иеговӑн хуравӗ ҫаксене ҫирӗплетсе пачӗ: вӑл 1) хӑйӗн Сӑмахне «инҫетри утравсем» ҫине ҫитересшӗн тата 2) ҫак тӗнче шучӗпе йӑваш та ахаль ҫынсем пек курӑнса тӑракансене хӑйӗн ятӗнче хӳтлӗх шыраттарасшӑн (Иер. 31:10; Соф. 3:12, ҪТ).

КУҪАРАС ӖҪ

1980 ҫулта филиал пире публикацисене тувалу чӗлхи ҫине куҫарма ыйтрӗ. Ҫав чӗлхене эпир ҫителӗклӗ пӗлместпӗр тесе шутланӑ пулин те, пӗрех ҫав ӗҫе тума пуҫларӑмӑр (1 Кор. 1:28, 29). Чи малтан эпир чиновниксенчен кивӗ мимеограф туянтӑмӑр, вара унпа усӑ курса тӗлпулусене ирттермелли литература пичетлеме тытӑнтӑмӑр. Унтан эпир «Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан чӑнлӑх» кӗнекене те куҫартӑмӑр, вара ӑна ҫав аппарат ҫинче пичетлерӗмӗр. Чернил шӑршине тата тропикри шӑрӑхра ҫав пӗтӗм литературӑна алӑ вӗҫҫӗн пичетлеме мӗн чухлӗ вӑй хунине паянхи кун та астӑватӑп. Ун чухне пирӗн электричество та пулман вӗт!

Тувалу чӗлхи ҫине куҫарма ҫӑмӑлах мар пулчӗ, мӗншӗн тесен пирӗн нимле справочник та пулман теме пулать. Анчах та хӑш-пӗр чухне пулӑшу пачах кӗтмен ҫӗртен килетчӗ. Пӗррехинче ирхине эпӗ асӑрхамасӑр чӑнлӑха хирӗҫ тӑракан ҫыннӑн алӑкне шаккарӑм. Кил хуҫи — унччен учитель пулса ӗҫленӗ ватӑ арҫынччӗ. Вӑл хӑйӗн патне Свидетельсенчен нихӑшӗ те ан килнӗ пултӑр тесе аса илтерчӗ. Унтан вӑл каларӗ: «Эпӗ сире ҫакна кӑна каласшӑн. Эсир хӑвӑр публикацисенче таврӑну залогӗпе час-часах усӑ куратӑр. Тувалу чӗлхипе ун пек никам та калаҫмасть». Ҫакӑн пирки эпӗ ыттисенчен ыйтса пӗлтӗм. Ҫав арҫын тӗрӗссине каланӑ иккен. Ҫавна пула эпир хамӑр куҫарӑва лайӑхлатма пултартӑмӑр. Чӑнлӑха хирӗҫ тӑракан ҫав ҫын пирӗн публикацисене вуланӑ пулас, анчах та Иегова пире ун урлӑ пулӑшни мана питӗ тӗлӗнтерчӗ!

30 № «Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар» буклет, тувалу чӗлхипе

Тувалу чӗлхипе ҫынсене сӗнме кӑларнӑ публикацисенчен пӗрремӗшӗ Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗн уявне чӗнмелли хут пулнӑ. Унтан акӑлчан чӗлхипе пӗр вӑхӑтрах 30 № «Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар» буклет кун ҫути курчӗ. Ҫынсене вӗсен тӑван чӗлхипе литература сӗнме май пурри пире питӗ савӑнтарчӗ! Вӑхӑт иртнӗҫемӗн тувалу чӗлхипе брошюрӑсем, хӑш-пӗр кӗнекесем те тухрӗҫ. 1983 ҫулта Австралири филиал виҫӗ уйӑхра тухса тӑракан 24 страницӑллӑ «Хурал башнине» пичетлеме пуҫларӗ. Ҫавӑнпа та эпир кашни эрнере вӑтамран ҫичӗ абзац вӗренеттӗмӗр. Ҫынсем ҫав кӗнекесемпе журналсене мӗнле йышӑнчӗҫ? Тувалу ҫыннисем вулама юратаҫҫӗ, ҫавӑнпа та пирӗн литература вӗсене питӗ килӗшетчӗ. Ҫӗнӗ публикаци тухсанах ҫакӑн ҫинчен патшалӑх радиовӗ кӗске пӗлтерӳ тӑватчӗ, хӑш-пӗр чухне ҫакӑ тӗп хыпарсенчен пӗриччӗ! *

Куҫарас ӗҫе мӗнле тунӑ? Чи малтан пурне те хут ҫине ҫырса хунӑ. Унтан текста машинка ҫинче пичетленӗ, вара Австралири филиала ярса пама хатӗр пуличчен ӑна ҫине-ҫинех пичетленӗ. Пӗр вӑхӑт хушши тувалу чӗлхипе ҫырнӑ текста икӗ хӗрарӑм тӑван компьютера кӗртсе тӑнӑ. Ҫакна палӑртмалла: вӗсем ҫав чӗлхене пӗлмен. Текста икӗ хут компьютера кӗртнине пула, унтан вӗсене пӗр-пӗринпе танлаштарнине пула йӑнӑшсем сахал пулнӑ. Филиал страницӑсене верстка тунӑ, урӑхла каласан, текстпа ӳкерчӗксене страницӑсем тӑрӑх вырнаҫтарса тухнӑ, хыҫҫӑн вӗсене авиапочтӑпа пирӗн пата янӑ. Эпир вӗсене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн каялла филиала пичетлеме ярса панӑ.

Халӗ вара пачах урӑхла! Хальхи вӑхӑтра куҫаракансем текста тӳрех компьютер ҫине ҫырса хураҫҫӗ. Чылай чухне вырӑнтах верстка тӑваҫҫӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн хатӗрлесе хунӑ файлсене интернет урлӑ пичетлекен филиала ярса параҫҫӗ. Халӗ текста ярса парас тесе почтӑна сиккипе чупмалла мар.

ЫТТИ ӖҪСЕНЕ ТӐВАТПӐР

Ҫакӑн хыҫҫӑнхи ҫулсенче эпир Дженнипе пӗрле Лӑпкӑ океанри тӗрлӗ ҫӗршывра сӑваплӑ ӗҫе турӑмӑр. 1985 ҫулта Тувалуран пире Хӗвеланӑҫ Самоари филиала ячӗҫ. Унта эпир пирӗн литературӑна самоа, тонган тата токелау чӗлхисем ҫине куҫарма пулӑшрӑмӑр, унсӑр пуҫне эпир тувалу чӗлхи ҫине те куҫартӑмӑр *. Унтан 1996 ҫулта пире Фиджири филиала ячӗҫ. Ҫавӑнта эпир фиджи, кирибати, науру, ротума тата тувалу чӗлхисем ҫине куҫарас ӗҫре пулӑшу парса тӑтӑмӑр.

Ырӑ хыпар сарнӑ чухне тувалу чӗлхипе тухнӑ литературӑпа усӑ куратпӑр

Куҫаракансем хӑйсен ӗҫне питӗ юратни мана яланах тӗлӗнтеретчӗ, мӗншӗн тесен ҫак ӗҫ хӑш-пӗр чухне йывӑр, пӗр евӗрлӗ те кичем пулма пултарать. Ҫав шанчӑклӑ тӑвансем, Иегова пекех, ырӑ хыпара «пур йӑха та, пур ӑрӑва та, пур тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсене те, пур халӑхсене те» пӗлтересшӗн (Ӳлӗм. 14:6). Сӑмахран, «Хурал башнине» тонган чӗлхипе куҫарма пуҫласан эпӗ Тонга утравӗсенчи старейшинӑсемпе пуринпе те тӗл пултӑм та вӗсенчен куҫару ӗҫне вӗренме кама сӗнме пултаратӑр тесе ыйтрӑм. Ҫав старейшинӑсенчен пӗри, лайӑх ӗҫре автомеханик пулса ӗҫлекенскер, тепӗр куннех ӗҫрен тухса кайса куҫарас ӗҫе тӳрех тытӑнма пултаратӑп терӗ. Вӑл хытӑ ӗненни мана питӗ хавхалантарчӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫавна тунипе хӑйӗн ҫемйишӗн ҫителӗклӗ укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илеймен пулӗччӗ. Анчах та Иегова ӑна та, унӑн ҫемйине те хӑвармарӗ, ҫавна пула вӑл куҫарас ӗҫе нумай ҫул хушши туса тӑма пултарчӗ.

Ҫав куҫаракансем пекех, Ертсе пыракан советри арҫын тӑвансем публикацисем пур чӗлхепе те, сахал ҫын калаҫакан чӗлхепе те, тухса тӑччӑр теҫҫӗ. Сӑмахран, пӗррехинче эпир Ертсе пыракан совета ҫакӑн пек ыйту патӑмӑр: «Тувалу чӗлхипе литература кӑларса тӑма ҫавӑн чухлӗ вӑй хума кирлех-ши?» Вӗсенчен ҫакӑн пек хурав илме пире питӗ хаваслӑ пулчӗ: «Тувалу чӗлхи ҫине мӗншӗн куҫарма пӑрахма кирлине кӑтартакан нимле сӑлтав та курмастпӑр эпир. Ытти чӗлхесемпе танлаштарсан, тувалу чӗлхипе сахал ҫын калаҫать, анчах та вӗсен ырӑ хыпара пурпӗр тӑван чӗлхипе илтмелле».

Тинӗс кукринче шыва кӗртни

Фиджири филиалра куҫаракансен уйрӑмӗнче ӗҫленӗ хыҫҫӑн 2003 ҫулта пире Паттерсонри (Нью-Йорк штачӗ, АПШ) куҫаракансен ушкӑнӗсене пулӑшса тӑракан уйрӑма куҫарчӗҫ. Ку пирӗншӗн тӗлӗкри пекех пулчӗ! Эпир вара пирӗн литературӑна тата ытти чӗлхесем ҫине куҫарас ӗҫе йӗркелесе тӑракан ушкӑнра ӗҫлеме пуҫларӑмӑр. Куҫаракансен ушкӑнӗсене вӗренме пулӑшас тесе эпир икӗ ҫул хушши тӗрлӗ ҫӗршывсене кайса ҫӳрерӗмӗр.

ПИТӖ КИРЛӖ ЙЫШӐНУСЕМ

Халӗ вара мана пуҫламӑшӗнче асӑннӑ тӗлпулу патне таврӑнма ирӗк парсамӑр. 2000 ҫул тӗлнелле Ертсе пыракан совет пӗтӗм тӗнчери куҫаракансен ушкӑнӗсене пулӑшу кирлине ӑнланса илнӗ. Ҫав вӑхӑтра куҫаракансенчен нумайӑшне нихӑш енчен те вӗрентмен теме пулать. Эпир Ҫыравҫӑсен комитечӗ умӗнче сӑмах тухса каланӑ хыҫҫӑн Ертсе пыракан совет пӗтӗм тӗнчери куҫаракансене вӗрентмелли программа йышӑннӑ. Ҫак программа куҫаракансене акӑлчан чӗлхине лайӑхрах ӑнланма пулӑшмалла пулнӑ, ҫавӑн пекех куҫарнӑ чухне сиксе тухакан йывӑрлӑхсене татса пама тата ушкӑнпа пӗрле ӗҫлеме вӗрентмелле пулнӑ.

Ҫакӑ мӗн панӑ? Пӗрремӗшӗнчен, куҫарас ӗҫӗн пахалӑхӗ ӳснӗ. Иккӗмӗшӗнчен, пирӗн литературӑна тата нумайрах чӗлхе ҫине куҫарма пуҫланӑ. Эпир 1979 ҫулта миссионерсем пулса ӗҫлеме пуҫланӑ чухне «Хурал башни» 82 чӗлхепе ҫеҫ тухса тӑнӑ. Ҫав чӗлхесемпе тухакан кӑларӑмсенчен нумайӑшӗ акӑлчанла кӑларӑм тухнӑ хыҫҫӑн темиҫе уйӑхран кӑна тухнӑ. Халӗ «Хурал башнине» 240 ытла чӗлхепе пичетлеҫҫӗ, вӗсенчен нумайӑшӗ вара акӑлчанла кӑларӑмпа пӗр вӑхӑтрах тухса тӑрать. Хальхи вӑхӑтра ҫынсем Библири чӑнлӑха пӗлме пулӑшакан материала 700 ытла чӗлхепе вулама пултараҫҫӗ. Унччен эпир ҫакӑн пирки ӗмӗтленме те пултарайман!

2004 ҫулта Ертсе пыракан совет Библие куҫарас ӗҫе хӑвӑртлатас тесе тепӗр пысӑк пӗлтерӗшлӗ йышӑну турӗ, вара тепӗр темиҫе уйӑхран куҫарас ӗҫре ҫакӑ чи кирлӗ ӗҫсенчен пӗри пулса тӑчӗ. Ҫавна пула халӗ «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвне» нумай чӗлхепе кӑларнӑ. 2014 ҫулта ҫак Библие пӗтӗмӗшле е унӑн пайӗсене 128 чӗлхепе, ҫав шутрах Лӑпкӑ океанӑн кӑнтӑр пайӗнче калаҫакан хӑш-пӗр чӗлхесемпе те, вулама пулать.

«Христианла Грек Ҫырӑвӗсем — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» тувалу чӗлхипе тухни ҫинчен пӗлтеретӗп

Маншӑн 2011 ҫул уйрӑмах асра юлчӗ, мӗншӗн тесен ҫав ҫул мана Тувалура иртекен конгреса кайма ыйтрӗҫ. Унта темиҫе уйӑх хушши типӗ ҫанталӑк тӑнӑ, ҫавӑнпа та конгресс пулмасть пек туйӑнатчӗ. Анчах та эпир килнӗ кун каҫхине тропик ҫумӑрӗ чашлаттарса ячӗ, вара конгресс пулчӗ-пулчех! Эпӗ пысӑк чыса тивӗҫрӗм: «Христианла Грек Ҫырӑвӗсем — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» тувалу чӗлхипе тухни ҫинчен пӗлтертӗм. Ҫак чӗлхепе калаҫакан тӑвансен шучӗ сахал, ҫав-ҫавах вӗсем те Иеговӑран ҫак чаплӑ парнене илме пултарчӗҫ. Конгресс вӗҫленсе пынӑ май ҫумӑр каллех хытӑ ҫуса ячӗ. Кун вӗҫӗнче чӑнлӑх шывӗ те, ҫумӑр шывӗ те ҫителӗклӗ пулчӗ!

Таунсвиллере (Австрали) 2014 ҫулта иртнӗ конгресра хамӑн аттепе аннерен, Ронпа Эстеллрен, интервью илетӗп

Шел пулин те, манӑн хаклӑ арӑм ҫак асӑнмалӑх куна кӗтсе илеймерӗ. Вӑл кӑкӑр ракӗпе вунӑ ҫул хушши кӗрешнӗ хыҫҫӑн 2009 ҫулта вилсе кайрӗ. Эпир 35 ҫул хушши мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа телейлӗ пурӑнтӑмӑр. Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан, тувалу чӗлхипе Библи тухнӑ текен хыпар, паллах ӗнтӗ, ӑна савӑнтарӗ.

Каярахпа Иегова мана Лоурейни Сикивоу ятлӑ тепӗр хитре арӑм парса пиллерӗ. Фиджири Вефильте вӑл Дженнипе пӗрле ӗҫлетчӗ, Дженни пекех вӑл фиджи чӗлхи ҫине куҫарас ӗҫре вӑй хуратчӗ. Халӗ каллех манӑн хампа пӗрле Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлекен тата хам пекех чӗлхесене юратакан арӑм пур!

Фиджире Лоурейнипе пӗрле ырӑ хыпар саратӑп

Унччен мӗн пулнине аса илнӗ май пирӗн юратакан ҫӳлти Аттемӗр Иегова тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ҫынсене, ҫав чӗлхепе сахалӑшӗ ҫеҫ калаҫать пулсан та, мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑнине эпӗ курса тӑтӑм (Пс. 48:2—4). Ҫынсем хӑйсен чӗлхипе тухнӑ пирӗн литературӑна пӗрремӗш хут курсан е тӑван чӗлхипе Иеговӑна мухтаса юрланӑ чухне вӗсен пичӗ савӑнӑҫпа ҫиҫсе тӑнине эпӗ курнӑ (Ап. ӗҫ. 2:8, 11). Тувалура пурӑнакан Сэулоу Тиаси ятлӑ старейшинӑн сӑмахӗсене эпӗ нихӑҫан та манмӑп. Вӑл Патшалӑх юррине тӑван чӗлхипе пӗрремӗш хут юрланӑ хыҫҫӑн мана ҫапла каларӗ: «Тувалу чӗлхипе ҫак юрӑсем акӑлчан чӗлхинчен илемлӗрех илтӗнсе тӑраҫҫӗ тесе кала Ертсе пыракан советри арҫын тӑвансене».

2005 ҫулхи сентябрьте эпӗ пысӑк чыса тивӗҫрӗм: Иегова Свидетелӗсен Ертсе пыракан советӑн членӗ пулса тӑтӑм. Эпӗ халӗ куҫаракан пулса ӗҫлеместӗп пулин те, Иегова мана куҫаракансен ӗҫне пӗтӗм тӗнчипе пулӑшса тӑма май панӑшӑн эпӗ ӑна питӗ пархатарлӑ. Иегова пур ҫынна та, Лӑпкӑ океанри аякри утравсенче пурӑнакансене те, мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑнине пӗлме питӗ савӑнӑҫлӑ! Пирӗн туйӑмсем псалом юрлаканӑнни пекех. Вӑл каланӑ: «Ҫӳлхуҫа патшара ларать: ҫӗр савӑнтӑр; нумай-нумай утрав хӗпӗртентӗр» (Пс. 96:1).

^ 18 абз. Ҫынсем пирӗн публикацисем ҫинчен мӗн шухӑшлани пирки ҫак журналсенчен пӗлме пулать: 2000 ҫулхи декабрӗн 15-мӗшӗнчи «Хурал башни» (выр.), 32 страница тата 1988 ҫулхи августӑн 1-мӗшӗнчи «Хурал башни» (акӑл.), 22 страница, ҫавӑн пекех 2000 ҫулхи декабрӗн 22-мӗшӗнчи «Вӑранӑр!» (выр.), 9 страница.

^ 22 абз. Самоара куҫарас ӗҫ мӗнле пыни ҫинчен 2009 ҫулта тухнӑ «Ежегодник» кӑларӑмӗнчен ытларах пӗлме пулать, 120—121, 123—124 страницӑсем.