Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова пире юратнине мӗнле кӑтартать?

Иегова пире юратнине мӗнле кӑтартать?

«Курӑр-ха, Атте Турӑ пире мӗн тери юратать» (1 ИОАНН 3:1).

ЮРӐСЕМ: 51, 13

1. Иоанн апостол христиансене мӗн ҫинчен шухӑшлама хавхалантарнӑ тата мӗншӗн?

ПИРЕ 1 Иоанн 3:1-мӗшӗнчи сӑмахсем Иеговӑн пысӑк юратӑвӗ ҫинчен шухӑшлама хавхалантараҫҫӗ. Иоанн ҫырнӑ: «Курӑр-ха, Атте Турӑ пире мӗн тери юратать». Иегова пире питӗ хытӑ юратни, ҫавӑн пекех вӑл хӑйӗн юратӑвне мӗнле кӑтартни ҫинчен шухӑшланӑ чухне эпир унпа тата ытларах ҫывӑхланса пыратпӑр тата ӑна хытӑрах юратма пуҫлатпӑр.

2. Мӗншӗн хӑш-пӗр ҫынсене хӑйсене Турӑ юратнине ӗненме йывӑр?

2 Анчах та хӑш-пӗр ҫынсене хӑйсене Турӑ юратнине ӗненме йывӑр. Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, Турӑран хӑраса тата ӑна итлесе кӑна тӑмалла. Суя вӗрентӳсене пула хӑш-пӗрисем Турӑ хаяр тата ӑна юратма та май ҫук тесе шутлаҫҫӗ. Теприсем вара Турӑ пур ҫынна та, вӗсем кирек мӗн тусан та юратать тесе ӗненеҫҫӗ. Библие вӗреннӗ май эпир юрату Туррӑн тӗп лайӑх енӗ пулнине тата юратнӑран вӑл пирӗншӗн хӑйӗн Ывӑлне тӳлесе илмелли парне пек панине пӗлтӗмӗр (Иоанн 3:16; 1 Иоанн 4:8). Ҫав-ҫавах пурнӑҫра мӗн пурӑнса ирттерме тивнине тата пире мӗнле пӑхса ӳстернине пула Иегова питӗ хытӑ юратнине ӗненме пире йывӑр пулма пултарать.

3. Библири мӗнле чӑнлӑх Иегова пире юратнине ӑнланма пулӑшать?

3 Иегова пире юратнине мӗнле кӑтартать? Ҫак ыйту ҫине хурав парас тесен Иегова Турӑпа ҫынсем хушшинчи хутшӑнусем ҫинчен пирӗн шухӑшласа пӑхмалла. Иегова — пире Пултаракан. (Псалом 99:3—5 вуласа пар.) Акӑ мӗншӗн Библире Адам пирки «Туррӑн Ывӑлӗ» тенӗ. Иисус та хӑйӗн вӗренекенӗсене Иеговӑна «Ҫӳлти Аттемӗр» тесе чӗнме вӗрентнӗ (Лука 3:38; Матф. 6:9). Пурнӑҫ Паракан пулнӑран Иегова — пирӗн Атте. Ҫавӑнпа та Турӑпа ҫынсем хушшинчи хутшӑнусем ашшӗпе ачисем хушшинчи хутшӑнусем пек пулмалла. Кӗскен каласан, Иегова пире, ырӑ кӑмӑллӑ ашшӗ ачисене юратнӑ пекех, хытӑ юратать.

4. а) Иегова пирки мӗнле атте теме пулать? ӑ) Ҫак тата тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

4 Паллах ӗнтӗ, кирек камӑн ашшӗн те ҫитменлӗхсем пур. Ҫавӑнпа та вӗсем тем пек тӑрӑшсан та Иегова юратнӑ пек юратма пултараймаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне хӑш-пӗрисен хӑйсен ачалӑхӗ ҫинчен шухӑшланӑ чухне чуна ыраттаракан асаилӳсем ҫуралаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсен ашшӗсем хӑйсене хаяррӑн тытни вӗсен чӗринче тарӑн та тӳрленми сурансем хӑварнӑ. Иегова хӑйӗн ачисемпе хӑйне нихӑҫан та ун пек тытмасть, вӑл — чи лайӑх Атте (Пс. 26:10). Иегова пире мӗнле юратни тата пирӗншӗн мӗнле тӑрӑшни ҫинчен пӗлсе пынӑ май эпир, паллах, унпа ҫывӑхланас тейӗпӗр (Иак. 4:8). Ҫак статьяра эпир Иегова пире мӗнле юратнине кӑтартакан тӑватӑ мая пӑхса тухӑпӑр. Тепӗр статьяра вара эпир ӑна юратнине мӗнле тӑватӑ майпа кӑтартма пултарнине сӳтсе явӑпӑр.

ИЕГОВА ЮРАТСА ПИРӖНШӖН ТӐРӐШАТЬ

5. Павел апостол Турӑ пирки Афинӑ ҫыннисене мӗн каланӑ?

5 Павел апостол Грецири Афинӑра пулнӑ чухне хула тулли йӗрӗхсем ларнине асӑрханӑ. Афинӑ ҫыннисем хӑйсене пурнӑҫ та, мӗн кирлине те ҫав турӑсем парса тӑраҫҫӗ тесе ӗненнӗ. Ҫакӑ вара Павела ҫакӑн пек калама хавхалантарнӑ: «Тӗнчене, тӗнчере мӗн пуррине пурне те пултарнӑ Турӑ... пурне те пурӑнӑҫ та, чӗрӗлӗх те, ыттине те парса тӑрать... эпир Ун майӗпе пурӑнатпӑр, ҫӳретпӗр, тӑратпӑр» (Ап. ӗҫ. 17:24, 25, 28). Чӑнах та, юратнӑран Иегова пире пурӑнмалӑх мӗн кирлине пурне те парса тӑрать. Айтӑр, вӑл пире панӑ хӑш-пӗр япаласем ҫинчен шухӑшласа пӑхар.

6. Пирӗн Ҫӗр Иегова пире юратнине мӗнле кӑтартса тӑрать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

6 Пирӗн планета, Ҫӗр, ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Иегова ҫӗре «этем ывӑлӗсене панӑ» (Пс. 113:23, 24). Пирӗн Ҫӗр евӗрлӗ планетӑсене тупас тесе ученӑйсем тӗнче уҫлӑхне тӗпчемешкӗн питӗ нумай укҫа тӑкаклаҫҫӗ. Вӗсем халӗ ҫӗр-ҫӗр планета ҫинчен пӗлеҫҫӗ пулин те, вӗсенче пӗринче те пирӗн Ҫӗр ҫинчи пек ҫынсене пурӑнма паракан условисем тупайман. Чӑнах та, Ҫӗр вӑл — Турӑ тунӑ хӑйне евӗрлӗ пӗртен-пӗр япала. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, Иегова тунӑ Кайӑк хур ҫулӗ галактикӑри тата ун тулашӗнчи шутласа кӑларма ҫук планетӑсем хушшинче пирӗн Ҫӗр вӑл — ҫынсене пурӑнмалли вырӑн кӑна мар, этемлӗхшӗн илемлӗ, хӑтлӑ тата хӳтлӗх кӳрсе тӑракан ҫурт! (Ис. 45:18.) Ҫаксем пурте Иегова пире питӗ хытӑ юратнине кӑтартса тӑраҫҫӗ. (Иов 38:4, 6, 7; Псалом 8:4—6 вуласа пар.)

7. Турӑ пире мӗнле тунинче унӑн юратӑвӗ епле курӑнса тӑрать?

7 Иегова пире хӑй евӗрлӗ тунипе те юратнине кӑтартать (Пулт. 1:27). Ҫакӑ вӑл эпир унӑн юратӑвне туйма тата ӑна юратнине кӑтартма пултарнине пӗлтерет. Ку вара пире чӑннипех телейлӗ тӑвать. Чӑнах та, ача хӑйне ашшӗпе амӑшӗ юратнине туять пулсан, вӑл питӗ телейлӗ. Иисус та эпир хамӑр ҫӳлти Аттемӗрпе, Иеговӑпа, ҫывӑхланса пыратпӑр пулсан, телейлӗ пулӑпӑр тесе вӗрентнӗ (Матф. 5:3, ҪТ). Иегова пире «савӑнса пурӑнмалӑх... пурне те ытлӑ-ҫитлӗ парать». Чӑнах та, Иегова пире питӗ хытӑ юратать! (1 Тим. 6:17; Пс. 144:16.)

ИЕГОВА ПИРЕ ЧӐНЛӐХА ВӖРЕНТЕТ

8. Мӗншӗн эпир хамӑра «чӑнлӑх Турри» вӗренттӗр тетпӗр?

8 Ашшӗсем ачисене юратаҫҫӗ, ҫавӑнпа та ачисене никам та ан улталатӑр е вӗсем нимпе те ан улталанччӑр теҫҫӗ. Анчах та халӗ ашшӗ-амӑшӗсенчен нумайӑшӗ Библири принципсене йышӑнмасть, ҫавӑнпа та вӗсем хӑйсен ачисене пурнӑҫра мӗн тумаллине кӑтартма пултараймаҫҫӗ. Ҫавна пула ҫемье ним тума пӗлмесӗр аптраса тӑма пултарать (Ытар. 14:12). Анчах та Иегова хӑйӗн ачисене чи лайӑх канашсем парса тӑрать, мӗншӗн тесен вӑл — «чӑнлӑх Турри» (Пс. 30:6, Мухтав юррисен кӗнеки). Ӑна пире хӑйӗн ҫинчен калакан чӑнлӑха тата хӑйне мӗнле пуҫҫапмаллине вӗрентме килӗшет. Ҫавӑн пекех вӑл пире чи лайӑх пурнӑҫ ҫулне кӑтартса тӑрать. (Псалом 42:3 вуласа пар.) Иегова пире мӗнле чӑнлӑхсене уҫса панӑ тата ҫакӑ вӑл пире юратнине мӗнле кӑтартса парать?

Ашшӗсем ачисене вӗрентнипе тата ҫӳлти Аттепе ҫывӑхланма пулӑшнипе Иеговӑран тӗслӗх илеҫҫӗ (8—10 абзацсене пӑхӑр.)

9, 10. а) Мӗншӗн Иегова пире хӑйӗн ҫинчен калакан чӑнлӑха уҫса панӑ? ӑ) Иегова этемлӗх пирки хӑй мӗн шутласа хуни ҫинчен каланипе пире мӗне вӗрентет?

9 Пуринчен малтан Иегова пире хӑйӗн ҫинчен калакан чӑнлӑха уҫса панӑ. Эпир Туррӑн ятне пӗлтӗмӗр, Библире вара ҫак ят ытти ятсенчен ытларах тӗл пулать. Ҫапла вара Иегова пире хӑйӗн ҫинчен пӗлме ирӗк панипе пирӗнпе ҫывӑхланса пырать (Иак. 4:8). Ҫавӑн пекех Иегова хӑйӗн лайӑх енӗсене, хӑй мӗнле Турӑ пулнине уҫса парать. Вӑл тунӑ япаласене тӗпченипе эпир унӑн вӑйӗпе ӑслӑлӑхне, Библие вӗреннипе вара эпир унӑн тӗрӗслӗхӗпе иксӗлми юратӑвне пӗлсе пыратпӑр (Рим 1:20). Эпир Иеговӑн лайӑх енӗсене мӗн чухлӗ тарӑнрах пӗлсе пыратпӑр, ҫавӑн чухлӗ ҫирӗпрех пулӗҫ пирӗнпе ун хушшинчи хутшӑнусем.

10 Иегова пире этемлӗх пирки хӑй мӗн шутласа хунине те уҫса панӑ. Вӑл пире эпир унӑн ҫемйи шутне кӗме пултаратпӑр тесе калать. Ҫавӑн пекех вӑл пире хӑйӗн ҫемйинче пӗр-пӗринпе мирлӗ пурӑнма тата килӗштерсе ӗҫлеме вӗрентет. Библирен эпир Турӑ ҫынсене мӗн ыррипе мӗн усаллине хӑйсем тӗллӗн суйласа илме ирӗк паманнине пӗлетпӗр. Ҫавӑнпа та ҫынсем Турра итлемесӗр хӑйсем пӗлнӗ пек тунине пула нумай хӗн кураҫҫӗ (Иер. 10:23). Иегова пирӗншӗн мӗн чи лайӑх пулнине пӗлет. Ҫавӑнпа та пирӗн мирлӗ те тулли пурнӑҫпа пурӑнас тесен Турра итлесе-пӑхӑнса тӑмалла. Иегова ҫак кирлӗ чӑнлӑха пире юратнӑран уҫса панӑ.

11. Пирӗн юратакан Атте пуласлӑх пирки пире мӗн калать?

11 Юратакан ашшӗсем хӑйсен ачисен пуласлӑхӗ пирки шутлаҫҫӗ тата вӗсем кӑмӑла ҫырлахтаракан пурнӑҫпа пурӑнччӑр теҫҫӗ. Шел пулин те, хальхи вӑхӑтра ҫынсем нумайӑшӗ малашне мӗн пуласси пирки нимӗн те пӗлмеҫҫӗ е вӗсем хӑйсен пӗтӗм пурнӑҫне вӑхӑтлӑха кӑна усӑ паракан ӗҫсемпе ҫыхӑнтараҫҫӗ (Пс. 89:10). Эпир хамӑр ҫӳлти Аттемӗре, Иеговӑна, пире халӗ телейлӗ пурӑнма вӗрентнӗшӗн кӑна мар, ҫавӑн пекех тӗлӗнмелле чаплӑ пуласлӑх туса пама сӑмах панӑшӑн та питӗ пархатарлӑ!

ИЕГОВА ХӐЙӖН АЧИСЕНЕ КАНАШСЕМ ПАРАТЬ ТАТА ТӲРЛЕТЕТ

12. Каинпа Варуха канаш пани Иегова вӗсене юратнине тата вӗсемшӗн тӑрӑшнине мӗнле кӑтартса парать?

12 Каин кӗҫ-вӗҫ пысӑк йӑнӑш тӑвасса асӑрхасан Иегова унран ыйтнӑ: «Эсӗ мӗншӗн тарӑхрӑн? мӗншӗн эсӗ пуҫна чикрӗн? ырӑ тунӑ чухне пуҫна ҫӗклеместӗн-и? ...эсӗ ӑна [ҫылӑха] пӑхӑнтар» (Пулт. 4:6, 7). Ҫак сӑмахсенче вӑхӑтра панӑ канаш та, мӗн тумаллине кӑтартакан ӳкӗт те пулнӑ. Шел пулин те, Каин ҫавӑн пек асӑрхаттарса каланине тимлемен, ҫавӑнпа та хӗн курнӑ (Пулт. 4:11—13). Тепрехинче Иегова Иеремийӑн ҫыруҫи Варух хӑйӗн тӗрӗс мар шухӑш-кӑмӑлне пула хуйха ӳкнине тата халран кайнине асӑрханӑ. Ҫавӑнпа та вӑл ӑна мӗншӗн ҫавӑн пек пулса тухнине ӑнланма пулӑшас тесе канаш панӑ. Варух хӑйне Каин пек тытман, вӑл Иеговӑн канашне итленӗ, ҫакӑ вара унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ (Иер. 45:2—5).

13. Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем йывӑрлӑхсенчен мӗне вӗренеҫҫӗ?

13 Иегова пире юратать, ҫавӑнпа та вӑл пире мӗн тумаллине кӑтартса тӑрать тата тӳрлетет. Библире каланӑ: «Ҫӳлхуҫа кама юратать — ҫавна хаса парать, Хӑй хапӑллакан ывӑлне ҫаптарать» (Евр. 12:6). Анчах та тӳрлетни вӑл хаса е наказани пани ҫеҫ мар, вӑл тӗрлӗрен пулма пултарать. Библире эпир Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене лайӑхланса пыма мӗнле вӗрентни ҫинчен вулатпӑр. Сӑмахран, Иосифӑн, Моисейӑн тата Давидӑн питӗ йывӑр вӑхӑтсене пурӑнса ирттерме тивнӗ. Ҫав йывӑрлӑхсенче Иегова вӗсемпе пӗрле пулнӑ. Вӗсем ҫав йывӑр вӑхӑтра мӗне вӗренни каярахпа вӗсене Иегова шанса панӑ пысӑк ӗҫсене тума пулӑшнӑ. Иегова хӑйӗн халӑхне мӗнле пулӑшса, вӗрентсе тӑни ҫинчен Библире вуланӑ чухне эпир Турӑ пире чӑннипех юратнине туятпӑр. (Ытарӑшсем 3:11, 12 вуласа пар.)

14. Иегова пире тӳрлетнинче унӑн юратӑвӗ мӗнле курӑнса тӑрать?

14 Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене тӳрлетни унӑн юратӑвӗн тепӗр енне уҫса парать. Ҫылӑха кӗнисем Иегова тӳрлетнине йышӑнаҫҫӗ тата ӳкӗнеҫҫӗ пулсан, вӑл вӗсене кӑмӑлтан каҫарать (Ис. 55:7). Ҫакӑ мӗне пӗлтерет? Иегова ҫылӑхсене мӗнле каҫарнине Давид ҫапла сӑнласа панӑ: «Вӑл санӑн йӗркесӗр ӗҫӳсене пурне те каҫарать, сана пӗтӗм чир-чӗртен сыватать; пурӑнӑҫна вилӗмрен хӑтарать, хӗрхенекен кӑмӑлӗпе сана тулли ырӑлӑх кӑтартать... тухӑҫ анӑҫран епле аякра, йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсене Вӑл пирӗнтен ҫапла аякка сирчӗ» (Пс. 102:3, 4, 12). Айтӑр Иеговӑн канашӗсене яланах тимлер те вӑл пире тӳрлетнӗ чухне тӳрех улшӑнусем тӑвар. Иегова юратнӑран пире тӳрлетсе тӑнине яланах асра тытар (Пс. 29:6).

ИЕГОВА ПИРЕ ХӲТӖЛЕТ

15. Иегова хӑйӗн халӑхне хакланине мӗнле кӑтартать?

15 Юратакан ашшӗ хӑйӗн ҫемйине сиен кӳме пултаракан кирек мӗнле хӑрушлӑхран та хӳтӗлет. Пирӗн ҫӳлти Аттемӗр, Иегова, ҫав тӗлӗшрен чаплӑ тӗслӗх кӑтартать. Псалом юрлакан Иегова пирки ҫапла каланӑ: «Вӑл Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисенӗн чунӗсене сыхлать; вӗсене йӗркесӗр ҫын аллинчен хӑтарать» (Пс. 96:10). Тӗслӗхшӗн хамӑр куҫа илер. Куҫ пирӗншӗн питӗ хаклӑ пулнӑран, эпир ӑна сыхлама тӑрӑшатпӑр. Иегова та хӑйӗн халӑхне ҫавнашкал хӳтӗлет. (Саккуна астутарни 32:10 вуласа пар.) Чӑнах та, Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене питӗ хаклать!

16, 17. Иегова хӑйӗн халӑхне ӗлӗк мӗнле хӳтӗленӗ тата халӗ мӗнле хӳтӗлет?

16 Сӑмахран, Иегова хӑйӗн халӑхне ангелсем урлӑ хӳтӗлет (Пс. 90:11). Пӗррехинче ангел 185 пинлӗ ҫара пӗр каҫра тӗп тунипе Ассири ҫыннисене Иерусалим ҫине тапӑнма паман (4 Патш. 19:35). Ангелсемех Петра, Павела тата ытти христиансене тӗрмерен хӑтарнӑ (Ап. ӗҫ. 5:18—20; 12:6—11). Хальхи вӑхӑтра та Иегова хӑйӗн халӑхне хӳтӗлет. Тӗп управленийӗн представителӗ Африкӑри филиалсенчен пӗринче пулнӑ хыҫҫӑн хӑй мӗн курни-илтни ҫинчен каласа панӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, политика тата тӗн хирӗҫӗвӗсене пула ҫӗршывра ним йӗрки те пулман. Ҫине-ҫине ҫапӑҫусем пулкаланӑ, ҫынсене пусахланӑ, вӗлернӗ тата ҫаратнӑ. Анчах та пирӗнпе пӗр пек ӗненекенсенчен нумайӑшӗ нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ пулин те, вӗсенчен пӗри те вилмен. Вӑл вӗсенчен ӗҫсем мӗнле тесе ыйтсан, лешӗсем йӑл кулса ҫапла хуравланӑ: «Пурте лайӑх, тавтапуҫ Иеговӑна!» Иеговӑн юратӑвне вӗсем хӑйсем ҫинче туйнӑ.

17 Иеговӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсене, сӑмахран, Стефана тата ыттисене, Турра шанчӑклӑ пулнӑшӑн вӗлернӗ. Иегова хутран-ситрен ҫавӑн пеккине пулма парать. Ҫав-ҫавах Сатанан чеелӗхӗсем ҫинчен асӑрхаттарса тӑнипе Турӑ хӑйӗн халӑхне, пӗтӗмӗшле илсен, сыхласа тӑрать (Эф. 6:10—12). Хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ тата хӑйӗн организаци парса тӑракан публикацисем урлӑ Иегова пире укҫа-тенке юратни, аскӑн ӗҫ, хаяр вӑйӑ-кулӑ тата интернетпа тӗрӗс мар усӑ курни мӗнле хӑрушлӑх кӳрсе тӑни ҫинчен асӑрхаттарать. Чӑнах та, Иегова, юратакан Атте, хӑйӗн халӑхне хӑрушлӑхсенчен хӳтӗлесшӗн тата ырӑлӑх кӳресшӗн.

ЧИ ПЫСӐК ЧЫС

18. Иеговӑн юратӑвӗ пирӗнте мӗнле туйӑмсем ҫуратать?

18 Иеговӑшӑн ӗҫленӗ ҫулӗсем ҫинчен шухӑшланӑ май Моисей хӑйне Иегова юратнине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑнпа вӑл ҫапла каланӑ: «Ырӑлӑхупа ирех тӑрантарсам пире, эпир вара ӗмӗр тӑршшӗпе савӑнӑпӑр, хӗпӗртенӗпӗр» (Пс. 89:14). Эпир хамӑра Иегова юратнине пӗлетпӗр тата туятпӑр — ҫакӑ вӑл пысӑк чыс тата пиллӗх! Ҫавӑнпа та эпир Иоанн апостол пекех калатпӑр: «Курӑр-ха, Атте Турӑ пире мӗн тери юратать» (1 Иоанн 3:1).