Иеговӑна юратнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
«Турӑ пире малтан юратнӑ, эпир Ӑна ҫавӑнпа юрататпӑр» (1 ИОАНН 4:19).
1, 2. Иегова пире юрату тӗслӗхне мӗнле кӑтартнӑ?
ЯЛАН тенӗ пекех ачасем ашшӗн тӗслӗхне кура нумайӑшне вӗренсе пыраҫҫӗ. Иоанн апостол ҫырнӑ: «Турӑ пире малтан юратнӑ, эпир Ӑна ҫавӑнпа юрататпӑр» (1 Иоанн 4:19). Иегова пире юрату тӗслӗхне кӑтартнӑ, ҫакӑ вара пире ӑна юратма хавхалантарать.
2 Иегова «пире малтан юратнӑ» тенине мӗнле ӑнланмалла? Павел апостол каланӑ: «Турӑ пире юратни Христос пирӗншӗн хамӑр ҫылӑхлӑ чухне вилнинчен паллӑ» (Рим 5:8). Хӑйӗн Ывӑлне ӑна ӗненекенсемшӗн тӳлесе илмелли парне пек панипе Иегова чӑн-чӑн юрату мӗн иккенне кӑтартнӑ. Ҫавӑн пек юрату уҫӑ кӑмӑлпа панинче, чуна парса, вӑя шеллемесӗр тӑрӑшнинче палӑрса тӑрать. Туррӑн ҫак пысӑк парнине пула эпир унпа ҫывӑхланма, унӑн юратӑвне хамӑр ҫинче туйма тата хамӑр ӑна юратнине кӑтартма пултаратпӑр (1 Иоанн 4:10).
3, 4. Турра юратнине пирӗн мӗнле кӑтартмалла?
3 Юрату вӑл — Иеговӑн тӗп лайӑх енӗ. Ҫавӑнпа та Иисус хӑйӗнпе калаҫакан ҫынна Турӑ панӑ чи аслӑ ӳкӗт акӑ ҫакӑ тенӗ: «Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм Марк 12:30). Иисус сӑмахӗсем тӑрӑх, Турра пирӗн пуринчен малтан «пӗтӗм чӗрепе» юратмалла. Эпир кама та пулин е мӗне те пулин Иеговӑран ытларах юрататпӑр пулсан, ҫакӑ ӑна килӗшмен пулӗччӗ. Ҫавӑн пекех Турра пӗтӗм чунпа, пӗтӗм ӑс-тӑнпа, пӗтӗм вӑй-халпа юратмаллине те асӑрхарӑмӑр эпир. Апла пулсан, чӑн-чӑн юрату чӗрери туйӑмсемсӗр пуҫне пирӗн ӗҫсемпе шухӑшсенче те палӑрса тӑмалла. Михей пророк сӑмахӗсем тӑрӑх, Иегова пирӗнтен шӑп ҫавна кӗтет те. (Михей 6:8 вуласа пар.)
ӑсупа, пӗтӗм вӑй-халупа юрат» (4 Пирӗн хамӑрӑн ҫӳлти Аттемӗре мӗнле юратмалла? Пӗтӗм чун-чӗререн. Иисус палӑртнӑ тӑрӑх, юратасса та пирӗн пӗтӗм вӑй-хала парса, пӗтӗм кӑмӑл-туйӑмпа тата пӗтӗм ӑс-тӑнпа юратмалла. Унчченхи статьяра эпир Иегова хӑйӗн ачисене питӗ хытӑ юратнине кӑтартакан тӑватӑ мая пӑхса тухрӑмӑр. Халӗ вара эпир Турра хытӑрах та хытӑрах юратма вӗренес тесе мӗн тума пултарнине тата ҫав юратӑва мӗнле кӑтартма пултарнине сӳтсе явӑпӑр.
ИЕГОВӐНА ПАРХАТАРЛӐ ПУЛӐР
5. Иегова пирӗншӗн мӗн-мӗн туни ҫинчен шухӑшлани пире мӗн тума хавхалантарать?
5 Сире пӗр-пӗр парне парнелесен, эсир мӗн тунӑ пулӑттӑр? Ҫавӑншӑн мӗнле те пулин тав тунӑччӗ ӗнтӗ. Унсӑр пуҫне, эсир парнене хакланӑ тата унпа усӑ курнӑ пулӑттӑр. Иаков вӗренекен ҫырнӑ: «Мӗн аванни те, чӑн ырӑлӑх та ҫӳлтен, ҫутӑ Ашшӗнчен анать; Унӑн улӑшӑнасси е кӑштах та пулин урӑх тӗрлӗ пуласси ҫук» (Иак. 1:17). Иегова пире пурӑнма тата телейлӗ пулма мӗн кирлине пурне те пӗр вӗҫӗмсӗр парса тӑрать. Ҫакӑ пире ӑна тата хытӑрах юратма хавхалантармасть-и?
6. Иеговӑран пиллӗхсем илсе тӑрас тесен израильтянсен мӗн тумалла пулнӑ?
6 Израильтянсем Иеговӑран нумай ырӑлӑх илсе тӑнӑ. Темиҫе ӗмӗр хушши Турӑ вӗсене хӑйӗн саккунӗсем урлӑ ертсе пынӑ тата вӗсене пурӑнма мӗн кирлине пурне те парса тӑнӑ (Сак. аст. 4:7, 8). Израильтянсем ҫав саккунсене пӑхӑнса тӑнипе Иеговӑна пархатарлӑ пулнине кӑтартма пултарнӑ. Сӑмахран, Иеговӑна парне кӳнӗ чухне вӗсен хӑйсен «ҫӗрӗ ҫинчен малтан пуҫтарнӑ [«чи лайӑх», ҪТ] ҫимӗҫне» памалла пулнӑ (Тух. 23:19). Апла пулсан, израильтянсем Иеговӑран пиллӗхсем илсе тӑрас тесен ӑна пӑхӑнса пурӑнмаллине тата чи лайӑххине парса тӑмаллине пӗлнӗ. (Саккуна астутарни 8:7—11 вуласа пар.)
7. Иеговӑна юратнине кӑтартас тесе эпир хамӑр пурлӑхпа мӗнле усӑ курма пултаратпӑр?
7 Пирӗн пирки мӗн калама пулать? Эпир Турра израильтянсем кӳнӗ парнесене кӳместпӗр пулин те, Иеговӑна юратнине ӑна хамӑр пурлӑхран парне парса хисепленипе кӑтартма пултаратпӑр (Ытар. 3:9). Сӑмахран, эпир Патшалӑх ӗҫӗ валли хамӑр ирӗкпе укҫа-тенкӗ пама пултаратпӑр. Эпир кирек мӗн чухлӗ пама пултарсан та — сахал-и, нумай-и — ҫавӑн пек тунипе Иеговӑна юратнине кӑтартатпӑр (2 Кор. 8:12). Анчах та Турра юратнине кӑтартмалли ытти майсем те пур.
8, 9. Иеговӑн сӑмахӗсене шанни ӑна юратнипе мӗнле ҫыхӑннӑ? Тӗслӗх илсе парӑр.
8 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗн ӗҫес-ҫиес е мӗн тӑхӑнас тесе ан пӑшӑрханӑр, ун вырӑнне пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне шырӑр тесе вӗрентнине эпир астӑватпӑр. Вӑл пире мӗн кирли ҫинчен пирӗн Аттемӗр пӗлет тесе каланӑ (Матф. 6:31—33). Ҫак сӑмахсене мӗн чухлӗ шанни эпир Иеговӑна мӗн таран юратнине кӑтартса парать, мӗншӗн тесен юратнипе шанни пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӗт шанман ҫынна эпир чӑннипех юратма пултараймастпӑр (Пс. 142:8). Ҫавӑнпа та эпир хамӑртан ҫапла ыйтма пултаратпӑр: «Хам ума лартнӑ тӗллевсенче тата эпӗ мӗнле пурӑннинче Иеговӑна чӑннипех юратни курӑнать-и? Вӑл маншӑн тӑрӑшасса эпӗ шанатӑп-и? Ҫавӑ манӑн ӗҫсенче курӑнса тӑрать-и?»
9 Майк ятлӑ христианинӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл мӗн ҫамрӑкранпах урӑх ҫӗршывра ырӑ хыпар сарасшӑн пулнӑ. Авланнӑ тата хӑйӗн икӗ ача ҫуралнӑ хыҫҫӑн та вӑл ҫавӑн пирки шутлама пӑрахман. Хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнсенче сӑваплӑ ӗҫе мӗнле туни ҫинчен калакан статьясемпе тата хыпарсемпе хавхаланнипе Майкпа унӑн ҫемйи хӑйсен пурнӑҫне ансатлатма шутланӑ. Вӗсем хӑйсен ҫуртне сутса янӑ та хваттере пурӑнма куҫнӑ. Майкӑн тасатас-тирпейлес енчен пулӑшу парса тӑракан компани пулнӑ. Вӑл хӑйӗн ӗҫӗн калӑпӑшне пӗчӗклетнӗ те хӑйӗн компанинчи ӗҫсене интернет урлӑ йӗркелесе тӑма вӗреннӗ. Юлашкинчен вӗсем пӗтӗм ҫемйипе урӑх ҫӗршыва куҫса кайнӑ. Унта сӑваплӑ ӗҫе икӗ ҫул хушши туса пурӑннӑ хыҫҫӑн Майк каланӑ: «Матфей 6:33-мӗшӗнчи Иисусӑн сӑмахӗсем тӗрӗс пулнине эпир хамӑр куҫпа куртӑмӑр».
ЧӐНЛӐХА ПӖТӖМ ЧӖРЕРЕН ЙЫШӐНӐР
10. Иеговӑн ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшлама кирлине Давидӑн тӗслӗхӗ мӗнле кӑтартса парать?
10 Пӗр 3 000 ҫул каялла Давид патшана ҫӳл тӳпере мӗн курни чунне хавхалантарнӑ. Вӑл ҫырнӑ: «Тӳпе Турӑ мухтавлӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать, пӗлӗт Унӑн алли пултарнӑ ӗҫсем ҫинчен хыпарлать». Турӑ саккунӗнчи ӑслӑлӑхпа тӗлӗннӗрен вӑл каланӑ: «Ҫӳлхуҫа саккунӗ пур тӗлӗшпе те паха — чуна тӗрек парать; Ҫӳлхуҫа пӗлтерни тӗрӗс — айваннисене ӑс кӗртет». Туррӑн ӗҫӗсем ҫинчен ҫавӑн пек пархатарлӑ пулса шухӑшлани Давида мӗн панӑ? Вӑл каланӑ: «Эй Ҫӳлхуҫамӑм, манӑн тӗрекӗм, Хӑтараканӑм! Манӑн сӑмахӑмсем, ӑшӑмри шухӑшӑмсем Сан умӑнта кӑмӑллӑ пулӗҫинччӗ!» Чӑнах та Давидӑн Турӑпа ҫывӑх та ӑшӑ хутшӑнусем пулнӑ (Пс. 18:2, 8, 15).
11. Иеговӑна юратнине кӑтартас тесе эпир вӑл панӑ пӗлӳпе мӗнле усӑ курма пултаратпӑр? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
11 Халӗ эпир Иегова тунӑ япаласем ҫинчен тата унӑн тӗллевӗ ҫинчен нумайӑшне пӗлетпӗр. Хальхи тӗнчере аслӑ пӗлӳ илесси хисепре. Анчах та ҫавӑн пек пӗлӳ илессишӗн ҫуннӑран нумайӑшӗ Турра ӗненме, юратма пӑрахнӑ. Анчах та Библи пире пӗлӗве юратнисӗр пуҫне ӑслӑлӑхпа ӑс пухма ӳкӗтлет. Ҫакӑ вӑл Турӑ панӑ пӗлӳ пире те, ыттисене те пулӑштӑр тесен ҫав пӗлӳпе пирӗн усӑ курма вӗренмелле тенине пӗлтерет (Ытар. 4:5—7). Турӑ «пур ҫынна та ҫӑласшӑн, чӑнлӑха пӗлтерсе ҫитересшӗн» (1 Тим. 2:4). Эпир Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара пурне те хаваспах каласа панипе тата Турӑ этемлӗх пирки мӗн шутласа хунине ҫынсене ӑнланма пулӑшнипе Иеговӑна юратнине кӑтартатпӑр. (Псалом 65:16, 17 вуласа пар.)
12. Пӗр ҫамрӑк христианка Иегова панӑ парне пирки мӗн каланӑ?
12 Ҫамрӑксем те хӑйсене Иегова мӗн панишӗн тата мӗн вӗрентнишӗн пуриншӗн те пархатарлӑ пулнипе ӑна юратнине кӑтартма пултараҫҫӗ. Шаннон ятлӑ христианка хӑй 11 ҫулта пулнӑ чухне 10 ҫулхи йӑмӑкӗпе тата хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле «Турра чунтан парӑнни» область конгресӗнче пулни ҫинчен каласа парать. Конгресӑн пӗр кунӗнче ҫамрӑксене пурне те вӗсем валли ятарласа уйӑрса хунӑ вырӑнсене ларма Ҫамрӑксене хумхантаракан ыйтусене сӳтсе явакан кӗнекене кашни ҫамрӑка парсан Шаннон питӗ хӗпӗртенӗ. Ҫак парне унра мӗнле туйӑмсем ҫуратнӑ? Вӑл калать: «Иегова чӑнах та пуррине тата вӑл мана питӗ хытӑ юратнине эпӗ ӑнланса илтӗм. Пирӗн аслӑ Турӑ Иегова ҫавӑн пек чаплӑ парнесем парса тӑни пире телей кӳрет!»
ыйтнӑ. Шаннон та унта кайса ларнӑ.ТУРӐ ТӲРЛЕТНИНЕ ТАТА УНӐН КАНАШӖСЕНЕ ЙЫШӐНӐР
13, 14. Иегова пире тӳрлетнӗ чухне пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла тата мӗншӗн ҫавӑн пек тумалла?
13 Библире каланӑ: «Ҫӳлхуҫа кама юратать — ҫавна хаса парать, Вӑл ӑна ашшӗ ывӑлне кӑмӑлланӑ пек кӑмӑллать» (Ытар. 3:12). Иегова пире хаса панине е тӳрлетнине йышӑнатпӑр тата ӑна хамӑра ӑса вӗрентме паратпӑр пулсан, эпир тӗрӗссине тума вӗренетпӗр тата канӑҫлӑх илетпӗр. Паллах ӗнтӗ, «кирек мӗнле хаса та халӗ савӑнтармасть, хурлантарать ҫеҫ» (Евр. 12:11). Апла пулсан, Иегова пире тӳрлетнӗ чухне пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла? Пирӗн нихӑҫан та Иеговӑн канашӗсене сирсе ямалла мар е вӗсем ҫине тарӑхмалла мар. Эпир Иеговӑна юрататпӑр, ҫавӑнпа ӑна итлетпӗр тата кирлӗ улшӑнусем тӑватпӑр.
14 Малахия пророк вӑхӑтӗнче иудейсем нумайӑшӗ Иеговӑна итлемен. Вӗсем хӑйсем кӳрекен парнесем Турра юрӑхлӑ пулччӑр тесе тӑрӑшман, ҫавӑнпа та Иеговӑн вӗсене хыттӑн асӑрхаттарма тивнӗ. (Малахия 1:12, 13 вуласа пар.) Тӗрӗссипе каласан, Иегова вӗсене нумай хутчен канаш панӑ, анчах та вӗсем итлемен. Ҫавӑнпа та вӑл вӗсене каланӑ: «Эпӗ сирӗн ҫине ылхан ярӑп, сирӗн пиллӗхӗрсене ылханӑп, ылханатӑп та ӗнтӗ» (Мал. 2:1, 2). Эппин, эпир Иеговӑн канашӗсене итлеместпӗр, ним вырӑнне те хумастпӑр пулсан, унпа хамӑр хушӑри туслӑха аркатма пултаратпӑр.
15. Мӗнле шухӑш-кӑмӑллӑ пуласран пирӗн асӑрханмалла?
15 Сатанан тӗнчи ҫынсене мӑнкӑмӑллӑ пулма тата хӑйсем ҫинчен ҫеҫ шухӑшлама хистет. Нумайӑшӗ канашсене итлесшӗн Рим 12:2). Иегова хӑйӗн организаци урлӑ пире вӑхӑтра канашсем парса тӑрать. Сӑмахран, пире арҫынсемпе хӗрарӑмсен пӗр-пӗринпе хӑйсене мӗнле тытмалли ҫинчен, туссене мӗнле шырамалли ҫинчен, мӗнле канмалли тата мӗнле вӑйӑ-кулӑ суйласа илмелли ҫинчен аса илтерсе тӑраҫҫӗ. Эпир ҫав канашсене хаваспах йышӑннипе тата Турра юрӑхлӑ улшӑнусем тунипе Иеговӑна пархатарлӑ пулнине, ӑна чӑннипех юратнине кӑтартатпӑр (Иоанн 14:31; Рим 6:17).
мар, пурӑнма ан вӗрентӗр теҫҫӗ вӗсем. Хӑш-пӗрисем канашсене итлеҫҫӗ пек, анчах та ҫавна вӗсем тӑвас килмесӗр тӑваҫҫӗ. Пирӗн ун пек пулмалла мар. Библи пире «ку ӗмӗре кура ан пурӑнӑр» тет. Ун вырӑнне пирӗн Иегова пирӗнтен мӗн кӗтнине тата ӑна юрас тесе мӗн тумаллине ӑнланма тӑрӑшмалла (ХӲТЛӖХПЕ ҪӐЛӐНӐҪА ИЕГОВӐРА ШЫРӐР
16, 17. а) Мӗншӗн пирӗн йышӑнусем тӑвас умӗн ҫавӑн пирки Иегова мӗн шутланине пӗлме тӑрӑшмалла? ӑ) Иеговӑна шанас вырӑнне израильтянсем мӗн тунӑ?
16 Пӗчӗк ачасем хӑрушлӑха туйсанах ашшӗ-амӑшӗ патне чупаҫҫӗ. Ӳссе ҫитсен те вӗсем, тен, ашшӗ-амӑшӗнчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсем тӗллӗн йышӑну тума пултараҫҫӗ пулин те, хӑйсене ашшӗ-амӑшӗ усӑллӑ канаш пама пултарнине ӑнланаҫҫӗ. Пирӗн ҫӳлти Аттемӗр Иегова та пире хамӑр тӗллӗн йышӑнусем тума ирӗк парать. Анчах та эпир ӑна хытӑ шанатпӑр, вӑйлӑ юрататпӑр, ҫавӑнпа та унран яланах пулӑшу ыйтатпӑр тата йышӑнусем тӑвас умӗн вӑл ҫавӑн пирки мӗн шутланине пӗлме тӑрӑшатпӑр. Эпир Иеговӑна шанатпӑр пулсан, вӑл пире тӗрӗссине тума пулӑшас тесе хӑйӗн святой сывлӑшне парӗ (Флп. 2:13).
17 Пӗррехинче, Самуил пурӑннӑ вӑхӑтра, израильтянсем филистимлянсемпе ҫапӑҫнӑ чухне пысӑк ҫухату тӳснӗ. Ҫавӑн чухне мӗн тумаллине Иеговӑран ыйтас вырӑнне вӗсем каланӑ: «Силомран Ҫӳлхуҫанӑн саккун арчине илсе килес, вӑл пирӗнпе пӗрле пырӗ, пире хамӑр тӑшмансен аллинчен хӑтарӗ». Ҫакӑ мӗн панӑ? «Вӗсем ҫав тери пысӑк ҫухату тӳснӗ, Израиль ҫыннисенчен вӑтӑр пин ҫуран ҫын пӗтнӗ. Турӑ арчине те туртса илнӗ» (1 Патш. 4:2—4, 10, 11). Турӑ арчине хӑйсемпе пӗрле илнипе израильтянсем хӑйсене Иегова пулӑшӗ тата хӳтӗлӗ тесе шутланӑ. Анчах та вӗсем Иеговӑран пулӑшу ыйтман тата вӑл мӗн шутланине пӗлме тӑрӑшман. Ун вырӑнне вӗсем хӑйсем пӗлнӗ пек тунӑ. Ҫакӑ вара питӗ начар вӗҫленнӗ. (Ытарӑшсем 14:12 вуласа пар.)
18. Иеговӑна шанасси пирки Библи мӗне вӗрентет?
18 Иеговӑна питӗ хытӑ юратнӑ тата шаннӑ псалом юрлакан ҫапла ҫырнӑ: «Турра шан: эпӗ Ӑна — Ҫӑлаканӑма, Туррӑма — татах та мухтӑп-ха. Ӑшӑмра чунӑм кулянать; ҫавӑнпа... Сана аса илетӗп» (Пс. 41:6, 7). Иегова патне сирӗн ҫакӑн пек туйӑмсем пур-и? Эсир пирӗн ҫӳлти Аттемӗре ҫавӑн пек юратма тата шанма вӗренсе пыратӑр-и? Ку ҫапла пулсан та, эсир ӑна тата хытӑрах шанма вӗренме пултаратӑр. Библире каланӑ: «Пӗтӗм чун-чӗрӳпе Ҫӳлхуҫана шанса пурӑн, хӑвӑн ӑстӑнна ан шан. Хӑвӑн пур ҫулу ҫинче те Ӑна пӗлме тӑрӑш, вара Вӑл санӑн сукмакна тӳрӗ тӑвӗ» (Ытар. 3:5, 6).
19. Иеговӑна юратнине эсир ӑна мӗнле майсемпе кӑтартасшӑн?
19 Иегова пире малтан юратнӑ, ҫапла вӑл пирӗн ӑна мӗнле юратмаллине кӑтартнӑ. Айтӑр вӑл пирӗншӗн мӗн-мӗн туни ҫинчен тата пире вӑл питӗ хытӑ юратни ҫинчен яланах шухӑшлар. Ҫавӑн пекех Иеговӑна эпир ӑна пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм чунпа, пӗтӗм ӑспа тата пӗтӗм вӑй-халпа юратнине кӑтартса тӑрар (Марк 12:30).