«Ун пеккисене хисеплесе тӑрӑр»
ЕРТСЕ пыракан совет 1992 ҫултанпа хӑйӗн комитечӗсенче ӗҫлеме опытлӑ та чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан старейшинӑсене пулӑшакансем пулма суйласа лартма пуҫланӑ *. Ҫав пулӑшакансем «урӑх сурӑхсем» шутне кӗреҫҫӗ тата Ертсе пыракан совета калама ҫук пысӑк пулӑшу парса тӑраҫҫӗ (Иоанн 10:16). Вӗсем хӑйсем ӗҫлекен комитетсенче кашни эрнере иртекен канашлусене хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсен тивӗҫӗ вӑл — кирлӗ информаципе сӗнӳсем парса тӑрасси. Анчах та йышӑнусене Ертсе пыракан совет тӑвать, пулӑшакансем вара комитетсен хушӑвӗсене пурнӑҫа кӗртсе пыраҫҫӗ тата хӑйсене шанса панӑ ӗҫсене туса тӑраҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем Ертсе пыракан советӑн членӗсемпе пӗрле ятарлӑ тата пӗтӗм тӗнчери конгрессене кайса килеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем тӗп управленийӗн представителӗсем пек филиалсене кайса ҫӳреҫҫӗ.
Пӗр арҫын тӑван, 1992 ҫултанпа пулӑшакан пулса ӗҫлекенскер, калать: «Эпӗ хама шанса панӑ ӗҫсене тунине пула Ертсе пыракан советӑн членӗсем хӑйсен тивӗҫӗсене тӗплӗнрех тума пултараҫҫӗ». Тепӗр арҫын тӑван, ҫав тивӗҫе 20 ҫул ытла туса тӑраканскер, ҫапла палӑртнӑ: «Сӑваплӑ ӗҫе ҫакӑн пек майпа туса тӑни — пысӑк чыс. Эпӗ ҫакӑн пирки ӗмӗтленме те пултарайман».
Ертсе пыракан совет ҫак шанчӑклӑ та ӗҫчен пулӑшакансене нумайӑшне шанса парать тата вӗсен ӗҫне питӗ хаклать. Айтӑр эпир те «ун пеккисене хисеплесе тӑрар»! (Флп. 2:29.)
^ 2 абз. Ертсе пыракан советӑн кашни комитечӗ мӗн-мӗн туни ҫинчен «Царство Бога правит!» кӗнекере кӗскен каласа панӑ, 131-мӗш страница.