Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова тунӑ япаласемпе унӑн Сӑмахӗ ҫинчен яланах шухӑшлӑр

Иегова тунӑ япаласемпе унӑн Сӑмахӗ ҫинчен яланах шухӑшлӑр

«Ҫавӑншӑн тӑрӑш [«ҫавӑн ҫинчен шухӑшла», ҪТ], ҫавӑнпа пӗрле пул, санӑн ӗҫӳ ӑнса пынине пурте курччӑр» (1 ТИМ. 4:15).

ЮРӐСЕМ: 22, 52

1, 2. Этемӗн пуҫ мими хӑш енчен хӑйне евӗрлӗ?

ЭТЕМӖН пуҫ мими хӑйне евӗрлӗ, ун пекки урӑх ҫук. Ӑна пула ҫынсем пӗр-пӗр чӗлхе вӗренме, ҫав чӗлхепе вара калаҫма, ҫырма, вулама, шухӑшлама, кӗлтума тата Иеговӑна юрӑсем юрласа мухтама пултараҫҫӗ. Ҫаксене тума пире пуҫ мимин хӑш-хӑш пайӗ пулӑшса тӑнине ученӑйсем халӗ те пӗтӗмпех ӑнланмаҫҫӗ. Пӗр профессор-лингвист каланӑ тӑрӑх, «ҫынсем кӑна пӗр-пӗр чӗлхене ачаранах вӗренме пултараҫҫӗ».

2 Эпир чӗлхе-ҫӑварпа калаҫма пултарни — Турӑ панӑ чаплӑ парне (Пс. 138:14; Ӳлӗм. 4:11). Анчах та этемӗн пуҫ мими тепӗр енчен те хӑйне евӗрлӗ. Чӗрчунсемпе танлаштарсан, ҫынна кӑна «Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ». Ҫынсен суйласа илме ирӗк пур, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен ирӗкӗпе Турра чӗлхи-ҫӑварӗпе мухтама пултараҫҫӗ (Пулт. 1:27).

3. Иегова пире ӑслӑлӑх парас тесе мӗн парнеленӗ?

3 Иегова хӑйӗншӗн мӗнле ӗҫлемеллине тата хӑйне мӗнле мухтамаллине кӑтартас тесе пире Библи парнеленӗ. Ҫак кӗнеке пӗтӗмӗшле е унӑн пайӗсем 2 800 ытла чӗлхепе тухнӑ. Библие вуланӑ чухне эпир Турӑ шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗренсе пыратпӑр (Пс. 39:6; 91:6; 138:17). Иеговӑн шухӑшӗсем вара пире ӑслӑлӑх параҫҫӗ тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыраҫҫӗ. (2 Тимофей 3:14—17 вуласа пар.)

4. Мӗн вӑл шухӑшлани тата эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

4 Шухӑшлани вӑл — мӗн ҫинче те пулин чарӑнса тӑрса, ҫавна тӗплӗн те тарӑннӑн тишкерни (Пс. 76:13; Ытар. 24:1, 2). Пуринчен ытла пире Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ, Иисус Христос, ҫинчен шухӑшлани усӑ парать (Иоанн 17:3). Ку статьяра эпир ҫак ыйтусене пӑхса тухӑпӑр: шухӑшлама ҫӑмӑлрах пултӑр тесен пирӗн мӗнле вуламалла? Хӑҫан эпир шухӑшлама пултаратпӑр? Шухӑшлани йӑлана кӗтӗр тата пире савӑнӑҫ патӑр тесен эпир мӗн тума пултаратпӑр?

ВӖРЕННИ СИРЕ УСӐ ПАТӐР

5, 6. Вуланине лайӑхрах ӑнланма тата астуса юлма мӗн пулӑшать?

5 Пуҫ мимин пултарулӑхӗ чӑннипех тӗлӗнтерет. Эпир хӑш-пӗр япаласене мӗнле туни ҫинчен, сӑмахран, мӗнле сывлани, мӗнле утни, велосипедпа мӗнле ярӑнни тата мӗнле пӑхмасӑр пичетлени ҫинчен шухӑшламастпӑр та. Хӑш-пӗр енчен вулани пирки те ҫавнах калама пулать. Ҫавӑнпа та вуланӑ чухне унта мӗн ҫинчен калани пирки тӗплӗн шухӑшламалла. Пирӗн пӗр-пӗр публикацинчи абзаца е подзаголовока вуласа тухнӑ хыҫҫӑн чарӑнса тӑрса пурне те тӗрӗс ӑнланнипе ӑнланманнине пӗлес тесе мӗн вулани ҫинчен шухӑшлани лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Анчах та пире тимлӗ пулма темскер чӑрмантарать е эпир темскер урӑххи ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, вуланинчен усси сахал пулӗ. Ун пекки ан пултӑр тесе мӗн тума пулать?

6 Ученӑйсем тунӑ тӗпчевсем тӑрӑх, эпир сӑмахсене сасӑпа калатпӑр пулсан, вӗсене лайӑхрах астуса юлатпӑр. Пуҫ мимине Тӑвакан ҫакна питӗ лайӑх пӗлет паллах. Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл Иисус Навина саккун кӗнекине «вӗрен» тенӗ. Кунта «вӗрен» тесе куҫарнӑ еврей сӑмахӗ «ҫурма сасӑпа вула» тенине пӗлтерет. (Иисус Навин 1:8 вуласа пар.) Библие ҫурма сасӑпа вуланӑ чухне мӗн вулани лайӑхрах асра юлнине эсир асӑрханӑ пуль. Ҫавӑн пекех ҫакӑ тимлӗрех пулма та пулӑшать.

7. Турӑ Сӑмахӗ ҫинчен хӑҫан шухӑшлама лайӑхрах? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

7 Шухӑшланӑ чухне вуланинчен те ытларах вӑй хумалла. Акӑ мӗншӗн ҫитменлӗхлӗ ҫынсен пуҫ мимийӗ ҫӑмӑлрах ӗҫсем тӑвас еннелле туртӑнать. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, каннӑ хыҫҫӑн лӑпкӑ та нимӗн те чӑрмантарман вырӑнта шухӑшлама лайӑхрах. Псалом юрлакан каҫхине вырӑнӗ ҫинче ҫывӑрмасӑр выртнӑ чухне шухӑшлама юратнӑ (Пс. 62:6, 7). Иисус, ӑс-тӑнӗпе пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ ҫын, шухӑшламашкӑн тата кӗлтумашкӑн лӑпкӑ вырӑн кирлӗ пулнине ӑнланнӑ (Лука 6:12).

УСӐЛЛИ ҪИНЧЕН ШУХӐШЛӐР

8. а) Библисӗр пуҫне эпир тата мӗн ҫинчен шухӑшлама пултаратпӑр? ӑ) Эпир Иегова ҫинчен ыттисене каласа панӑ чухне Вӑл мӗн туять?

8 Библире мӗн калани ҫинчен шухӑшланисӗр пуҫне эпир ытти япаласем ҫинчен те шухӑшлама пултаратпӑр. Сӑмахран, эсир Иегова тунӑ тӗлӗнмелле япаласенчен пӗрне курсан, чарӑнса тӑрӑр та хӑвӑра ҫакӑн пек ыйту парӑр: «Ҫакӑ мана Иегова ҫинчен мӗне вӗрентет?» Ҫакӑн пек шухӑшлани сире, паллах ӗнтӗ, Иеговӑна кӗлӗре тав тума, е хӑвӑр ҫумра ҫынсем пур пулсан, вӗсене Турӑ ҫинчен каласа пама хавхалантарӗ (Пс. 103:24; Ап. ӗҫ. 14:17). Иегова эпир шухӑшланине, кӗлтунине тата хӑйӗн ҫинчен ыттисене каласа панине тимлесе тӑрать тата ҫавӑншӑн савӑнать. Библи пире ҫапла сӑмах парать: «Ун [Иегова] умӗнче Ҫӳлхуҫаран хӑракансем ҫинчен, Унӑн ятне хисеплекенсем [«ячӗ пирки шухӑшлакансем», ҪТ] ҫинчен астӑвӑм кӗнеки ҫырӑнать» (Мал. 3:16).

Эсир кампа Библи вӗренетӗр, ҫавсене мӗнле пулӑшмалли ҫинчен шухӑшлатӑр-и? (9-мӗш абзаца пӑхӑр.)

9. а) Павел Тимофее мӗн ҫинчен шухӑшлама хавхалантарнӑ? ӑ) Ырӑ хыпар сарма хатӗрленнӗ чухне эпир мӗн ҫинчен шухӑшлама пултаратпӑр?

9 Тимофее хӑй мӗнле калаҫнипе мӗнле вӗрентни ҫинчен тата хӑйне мӗнле тытни ҫинчен шухӑшлама хавхалантарнӑ Павел апостол. (1 Тимофей 4:12—16 вуласа пар.) Ҫак япаласем ҫинчен эпир те шухӑшлама пултаратпӑр. Сӑмахран, Библи вӗренӗвне хатӗрленме пирӗн вӑхӑт уйӑрмалла. Кампа эпир Библи вӗренетпӗр, ҫавна ҫитӗнӳсем тума пулӑшас тесе ӑна мӗнле ыйтусем памалли е мӗнле тӗслӗхсемпе усӑ курмалли ҫинчен шухӑшласа пӑхма пултаратпӑр. Библи вӗренӗвӗсене ҫавӑн пек хатӗрленипе эпир хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетӗпӗр, Турӑ Сӑмахне те ӑнӑҫлӑн та хавхалануллӑн вӗрентӗпӗр. Унсӑр пуҫне ырӑ хыпар сарма каяс умӗн шухӑшлани те пире усӑ парӗ. (Ездра 7:10 вуласа пар.) Сӑмахран, Апостолсен ӗҫӗсен кӗнекери пӗр-пӗр сыпӑка вуласа тухни пире сӑваплӑ ӗҫре тата хастарлӑрах пулма пулӑшӗ. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне Библирен хӑш сӑвӑ йӗркисене вуласа памалли ҫинчен тата хӑш литературӑна сӗнмелли ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, хамӑра шанса панӑ сӑваплӑ ӗҫе лайӑхрах тӑвӑпӑр (2 Тим. 1:6). Хӑвӑр таврари ҫынсене мӗн интереслентерме пултарни ҫинчен шухӑшлӑр. Ҫакӑн пек хатӗрленнипе эпир ырӑ хыпар сарнӑ чухне Турӑ Сӑмахӗпе ӑнӑҫлӑрах усӑ курма пултарӑпӑр (1 Кор. 2:4, 5).

10. Эпир тата мӗн ҫинчен шухӑшлама пултаратпӑр?

10 Докладсем тата конгрессем вӑхӑтӗнче эсир мӗн илтнине ҫырса пыратӑр-и? Вӗсене тепӗр хут вулани сире Библи тата Туррӑн организацийӗ мӗне вӗрентни ҫинчен шухӑшлама май парать. Ҫавӑн пекех кашни уйӑхра тухса тӑракан «Хурал башни» тата «Вӑранӑр!» журналсенче тата конгрессенче илнӗ ҫӗнӗ публикацисенче мӗн ҫырни ҫинчен те эсир шухӑшлама пултаратӑр. «Ежегодникри» пӗр-пӗр ӗҫ ҫинчен вуланӑ хыҫҫӑн чарӑнса тӑрӑр та ҫавӑн ҫинчен шухӑшлӑр, ҫапла туни сирӗн чӗрене хускатма пултарӗ. Эсир пирӗн публикацисене вуланӑ чухне тӗп шухӑшсене аялтан туртса палӑртас е страницӑри пушӑ вырӑнта кирлӗ шухӑшсене ҫырса хурас тейӗр. Ҫакӑ, тен, сире докладсем тума, ҫынсем патне иккӗмӗш хут кайма тата старейшинӑсене пухури тӑвансене хавхалантарма хатӗрленнӗ чухне пулӑшӗ. Анчах та пуринчен ытла Библипе христиансен публикацийӗсенче мӗн ҫырни ҫинчен шухӑшланине пула эпир мӗн вуланине лайӑхрах ӑнланатпӑр тата мӗн пӗлнишӗн Иеговӑна кӗлӗре тав тума пултаратпӑр.

ТУРӐ СӐМАХӖ ҪИНЧЕН КАШНИ КУН ШУХӐШЛӐР

11. Пирӗн пуринчен ытла мӗн ҫинчен шухӑшламалла тата мӗншӗн? (Сноскӑна пӑхӑр.)

11 Паллах ӗнтӗ, пирӗн пуринчен ытла Турӑ Сӑмахӗ ҫинчен шухӑшламалла. Сӑмахран, сирӗнтен Библие туртса илчӗҫ тейӗпӗр *. Анчах та сире хӑвӑр астуса юлнӑ япаласем ҫинчен, калӑпӑр, Библири хӑвӑра килӗшекен сӑвӑ йӗркисем е Патшалӑх юррисен сӑмахӗсем ҫинчен, шухӑшлама никам та чарма пултараймасть (Ап. ӗҫ. 16:25). Туррӑн сывлӑшӗ те сире унччен мӗн вӗреннине аса илме пулӑшӗ (Иоанн 14:26).

12. Библие мӗнле графикпа вулама пулать?

12 Теократи ӗҫӗн шкулӗнче эрнесерен вуламалли Библи сыпӑкӗсем ҫинчен шухӑшлама эпир кашни эрнере темиҫе кун уйӑрма пултаратпӑр. Ытти кунсенче Матфей, Марк, Лука тата Иоанн ҫырнӑ Евангелисене вуласа Иисус мӗн каланипе мӗн туни ҫинчен шухӑшлама пулать (Рим 10:17; Евр. 12:1, 2; 1 Петр 2:21). Ҫавӑн пекех Иисусӑн пурнӑҫӗнче пулса иртнӗ ӗҫсене хронологи йӗркипе ҫырса панӑ кӗнеке те пур пирӗн. Ҫак публикаци пире Евангелисене вуланинчен нумайрах усӑ илме пулӑшӗ (Иоанн 14:6).

МӖНШӖН ШУХӐШЛАНИ ПИТӖ КИРЛӖ?

13, 14. Мӗншӗн Иеговӑпа Иисус ҫинчен шухӑшлани питӗ кирлӗ тата ҫакӑ пире мӗн тума хавхалантарӗ?

13 Иеговӑпа Иисус ҫинчен шухӑшлани пире аталанса ҫитнӗ христиансем пулса тӑма пулӑшать (Евр. 5:14; 6:1). Ҫын Турӑ ҫинчен шухӑшлама сахал вӑхӑт уйӑрать пулсан, вӑл хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене аркатма тата унран пӑрӑнса кайма пултарать (Евр. 2:1; 3:12). Иисус асӑрхаттарнӑ тӑрӑх, пирӗн «ырӑ та таса чӗре» пулмасан, эпир Турӑ Сӑмахӗнчи шухӑшсене хамӑрта упраса хӑварма пултараймӑпӑр. Вара вӗсене «пурӑнӑҫ хуйхи-суйхи, пурӑнӑҫ киленӗҫӗ» ҫӑмӑллӑнах хупласа хурӗҫ (Лука 8:14, 15).

14 Ҫавӑнпа та Туррӑн Сӑмахӗ ҫинчен малалла та шухӑшлар. Ҫакӑ пире ытларах та ытларах Иегова пек пулма тата унӑн лайӑх енӗсене кӑтартса тӑма хавхалантарӗ (2 Кор. 3:18). Ҫакӑнпа мӗн те пулин танлашма пултарать-и? Турӑ ҫинчен пӗлсе пыма тата ун евӗрлӗ пулса пыма эпир питӗ хавас. Ҫакна эпир ӗмӗр-ӗмӗрӗпе тума пултаратпӑр. Ҫакӑ вара пирӗншӗн ҫав тери пысӑк чыс! (Еккл. 3:11.)

15, 16. а) Иеговӑпа Иисус ҫинчен шухӑшлани пире мӗнле усӑ парать? ӑ) Мӗншӗн хӑш-пӗр чухне шухӑшлама йывӑр пулма пултарать, анчах та мӗншӗн пирӗн парӑнмалла мар?

15 Иеговӑпа Иисус ҫинчен шухӑшлани пире Турӑ ӗҫӗнче хастарлӑха упраса хӑварма пулӑшать. Вара эпир хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене те, ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗл пулакан ҫынсене те хавхалантарма пултарӑпӑр. Туррӑн пысӑк парни ҫинчен — Иисус тӳлесе илме панӑ парни ҫинчен — тарӑннӑн шухӑшланипе эпир хамӑрпа ҫӳлти Аттемӗр, Иегова, хушшинчи ҫывӑх хутшӑнусене ытларах хаклама пуҫлӑпӑр (Рим 3:24; Иак. 4:8). Кӑнтӑр Африкӑри Марк ятлӑ арҫын тӑван, нейтралитет тытса тӑнӑшӑн тӗрмере виҫӗ ҫул ларнӑскер, каласа парать: «Шухӑшланине кӑмӑла ҫӗклекен пулӑмсемпе танлаштарма пулать. Эпир мӗн чухлӗ ытларах Иегова тунӑ япаласемпе унӑн Сӑмахӗ ҫинчен шухӑшлатпӑр, ҫавӑн чухлӗ нумайрах хамӑр Турӑ, Иегова, ҫинчен ҫӗннине пӗлсе пыратпӑр. Хӑш-пӗр чухне хуйха ӳксен е пуласлӑх пирки пӑшӑрханма пуҫласан, эпӗ Библири пӗр вырӑна вулатӑп та ҫавӑн ҫинчен шухӑшлатӑп. Ҫакӑ манӑн чуна канӑҫлӑх парать».

16 Чӑнах та, хальхи пурнӑҫра темшӗн те чӑрманса ҫӳреме тивет, ҫавӑнпа та хӑш-пӗр чухне Турӑ Сӑмахӗ ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт тупма питӗ йывӑр пулма пултарать. Африкӑра пурӑнакан тепӗр христианин, Патрик ятлӑскер, ҫапла каласа парать: «Манӑн пуҫ мими вӑл кирлӗ тата пачах кирлӗ мар информаципе туп-тулли тултарнӑ почта ещӗкӗ евӗрлӗ. Ҫав информацие манӑн кашни кун тӗрӗслемелле те лайӑххине япӑххинчен уйӑрмалла. Мана хӑш-пӗр чухне йывӑр шухӑшсем пусса илеҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем мана таса ӑс-пуҫпа шухӑшлама ан чӑрмантарччӑр тесен малтан манӑн вӗсене Иеговӑна каласа памалла. Ҫакна тума вӑхӑт кирлӗ пулнӑран эпӗ тӳрех Турӑ Сӑмахӗ ҫинчен шухӑшлама пуҫлаймастӑп. Анчах та ҫакӑ мана Иеговӑпа тата ытларах ҫывӑхланма май парать. Ҫапла эпӗ хамӑн ӑс-тӑна Библири чӑнлӑха йышӑнма хатӗрлетӗп» (Пс. 93:19). Чӑнах та, «Ҫырури сӑмахсене куллен тишкерсе» пӑхакансем тата мӗн вӗренни ҫинчен шухӑшлакансем пысӑк усӑ илеҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 17:11).

ШУХӐШЛАМА ВӐХӐТ ӐҪТАН ТУПМАЛЛА?

17. Эсир шухӑшлама вӑхӑт ӑҫтан тупатӑр?

17 Пӗрисем вулас, шухӑшлас тата кӗлтӑвас тесе иртерех тӑраҫҫӗ. Теприсем ҫавна кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче каннӑ чухне тӑваҫҫӗ. Тата теприсене каҫхине е ҫывӑрас умӗн ҫакна тума майлӑрах. Хӑш-пӗрисене ирхине те, каҫхине те Библие вулама килӗшет. Эпир Сӑваплӑ Ҫырӑва кирек хӑҫан вуласан та, ҫавна пирӗн «кунӗн-ҫӗрӗн», урӑхла каласан, кашни кун тумалла (Иис. Н. 1:8). Турӑ Сӑмахӗ ҫинчен кашни кун шухӑшлама вӑхӑт пултӑр тесен пирӗн кирлех мар ӗҫсем туса вӑхӑта сая ямалла мар (Эф. 5:15, 16).

18. Турӑ Сӑмахӗ ҫинчен кашни кун шухӑшлакансем тата унтан мӗн пӗлнине пурнӑҫра тытса тӑма тӑрӑшакансем пирки Библире мӗн каланӑ?

18 Кам Турӑ Сӑмахӗ ҫинчен шухӑшлать тата унтан мӗн пӗлнине пурнӑҫра тытса тӑма тӑрӑшать, ҫавсене пурне те Иегова пиллӗ тесе пӗрре анчах мар каланӑ Библире. (Псалом 1:1—3 вуласа пар.) «Турӑ сӑмахне илтекенсем, ӑна пурнӑҫлакансем телейлӗ»,— тесе каланӑ Иисус (Лука 11:28, ҪХ). Пуринчен ытла Библире мӗн калани ҫинчен кашни кун шухӑшлани пире Иеговӑна, пирӗн тӗлӗнмелле пуҫ мимине Пултаракана, мухтаса пурӑнма пулӑшӗ. Иегова вара пире халех телейлӗ тӑвӗ, пуласлӑхра хӑйӗн ҫӗнӗ тӗнчинчи ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пиллӗ (Иак. 1:25; Ӳлӗм. 1:3).

^ 11 абз. 2006 ҫулхи декабрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнин» кӑларӑмӗнчи «Мы боролись за то, чтобы оставаться духовно сильными» статьяна пӑхӑр.