Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Туррӑн аллине эсир хӑвӑр пурнӑҫра куратӑр-и?

Туррӑн аллине эсир хӑвӑр пурнӑҫра куратӑр-и?

«Ҫӳлхуҫа чурисем Унӑн хӑватне [«аллине», ҪТ] курӗҫ» (ИС. 66:14).

ЮРӐСЕМ: 32, 26

1, 2. Хӑш-пӗрисем Турӑ пирки мӗн шутлаҫҫӗ?

НУМАЙӐШӖ Турӑ хӑйсем ҫине ҫаврӑнса та пӑхмасть тесе шутлать. 2013 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче Филиппин варрине «Хайян» ятлӑ питӗ хӑватлӑ ҫил-тӑвӑл йӑтӑнса ансан, пӗр пысӑк хулан мэрӗ ак ҫапла каланӑ: «Ҫав вӑхӑтра Турӑ ерҫмен курӑнать».

2 Теприсем хӑйсен ӗҫӗсене Турӑ курмасть пек хӑтланаҫҫӗ (Ис. 26:10, 11; 3 Иоанн 11). Вӗсем пирки Павел апостол каланӑ пекех калама пулать: «Вӗсем ӗнтӗ Турра пӗлесшӗн пулмарӗҫ». Ҫавӑн пек ҫынсен «тӗрлӗ тӗрӗсмарлӑх туллиех: вӗсем аскӑн, чее, мула юратаҫҫӗ, ҫынна кураймаҫҫӗ» (Рим 1:28, 29).

3. а) Пирӗн хамӑра мӗнле ыйтусем памалла? ӑ) Библире «Туррӑн алли» тени час-часах мӗне пӗлтерет?

3 Пирӗн пирки мӗн калама пулать? Иегова пирӗн пур ӗҫе те курса тӑнине эпир пӗлетпӗр. Анчах та вӑл пирӗнпе интересленнине эпир ӗненетпӗр-и? Эпир унӑн пулӑшакан аллине хамӑр пурнӑҫра куратпӑр-и? Библире «Туррӑн алли» тени вӑл час-часах унӑн ӗҫре курӑнса тӑракан вӑйне пӗлтерет. Вӑл хӑйӗн вӑйӗпе хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пулӑшас тата тӑшманӗсене тӗп тӑвас тесе усӑ курать. (Саккуна астутарни 26:8 вуласа пар.) Иисус хӑш-пӗр ҫынсем «Турра курӗҫ» тенӗ (Матф. 5:8). Пирӗн пирки те ҫавӑн пек ҫынсем теме пулать-и? Турра эпир мӗнле курма пултаратпӑр? Хӑйсен пурнӑҫӗнче кам Туррӑн аллине курнӑ, кам курман, ҫавсем ҫинчен Библире мӗн каланине, айтӑр, пӑхса тухар. Ҫавӑн пекех эпир ӗненӳ пире Туррӑн аллине курма мӗнле пулӑшнине те пӗлӗпӗр.

ВӖСЕМ ТУРРӐН АЛЛИНЕ КУРАС ТЕМЕН

4. Мӗншӗн Иегова халӑхӗн тӑшманӗсем Туррӑн аллине курас темен?

4 Ӗлӗк нумай ҫыннӑн Турӑ Израиль халӑхне мӗнле пулӑшнине курма та, илтме те май пулнӑ. Иегова тӗлӗнмелле майпа хӑйӗн халӑхне Египетран кӑларнӑ, унтан вара пӗр патша хыҫҫӑн тепӗр патшана тӗп тунӑ (Иис. Н. 9:3, 9, 10). Иорданӑн хӗвеланӑҫ енче пурӑнакан патшасем пурте тенӗ пекех Иегова мӗн туни ҫинчен пӗлнӗ пулин те, вӗсем пурпӗр «пӗрле пухӑннӑ та, пӗр майлӑ пулса, Иисуспа Израиль халӑхне хирӗҫ тӑрас тенӗ» (Иис. Н. 9:1, 2). Ҫав патшасем Гаваон патӗнче Израильпе ҫапӑҫнӑ чухне Туррӑн аллине курма пултарнӑ. Иеговӑн пысӑк хӑватне пула «хӗвел чарӑнса тӑнӑ, уйӑх чарӑнса тӑнӑ, халӑх хӑй тӑшманне аркатса тӑкичченех вӗсем ҫапла пӗр хускалмасӑр тӑнӑ» (Иис. Н. 10:13). Анчах Турӑ халӑхӗн тӑшманӗсен чӗрине Иегова хаярланса кайма ирӗк панӑ, ҫавӑнпа вӗсем «Израиле вӑрҫӑпа кӗтсе» илнӗ (Иис. Н. 11:20). Ҫав патшасем Иегова хӑйӗн халӑхӗшӗн ҫапӑҫнине йышӑнасшӑн-ӑнланасшӑн пулман, ҫавна пула вӗсене тӗппипех ҫапса аркатнӑ.

5. Ахав ятлӑ йӗркесӗр патша мӗне ӗненесшӗн пулман?

5 Каярахпа Ахав ятлӑ йӗркесӗр патшан Турӑ хӑйӗн аллипе ӗҫсене мӗнле йӗркеленине пӗрре анчах мар курма май килнӗ. Илия пророк ӑна каланӑ: «Сывлӑм та ӳкмӗ, ҫумӑр та пулмӗ, пулсассӑн та — эпӗ каласассӑн ҫеҫ пулӗ» (3 Патш. 17:1). Ҫакӑн пекки Туррӑн аллине пула кӑна пулма пултарнӑ, анчах та Ахав ҫакна ӗненесшӗн пулман. Каярахпа Илия Иеговӑна кӗлтунӑ та, Турӑ ӑна тӳперен вут-ҫулӑм янипе хуравланӑ. Ахав ҫакна курнӑ. Унтан Илия, Иегова ирӗкӗпе типӗ ҫанталӑк тӑма пӑрахӗ тенӗ хыҫҫӑн, Ахава каланӑ: «Ҫумӑр айне пулас мар тесен, [урапуна] кӳл те ларса кай» (3 Патш. 18:22—45). Ахав ҫак тӗлӗнмелле ӗҫсене пурне те курнӑ, анчах та вӗсенче Туррӑн вӑйӗ палӑрса тӑнине пурпӗр ӗненесшӗн пулман. Ҫак тӗслӗхсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Туррӑн аллине хамӑр пурнӑҫра курас тесен пирӗн тимлӗ пулмалла.

ВӖСЕМ ИЕГОВӐН АЛЛИНЕ КУРНӐ

6, 7. Гаваон ҫыннисемпе Раав мӗн ӑнланса илнӗ?

6 Теприсем ҫав йӗркесӗр патшасем пек пулман — вӗсем ҫавӑн пек лару-тӑрурах Туррӑн аллине курнӑ. Сӑмахран, Иисус Навин вӑхӑтӗнче халӑхсем нумайӑшӗ израильтянсемпе ҫапӑҫнӑ пулин те, Гаваон ҫыннисем вӗсемпе килӗшӳ тунӑ. Мӗншӗн? Вӗсем каланӑ: «Санӑн чурусем Ҫӳлхуҫа Турру ячӗпе... килчӗҫ: эпир Унӑн мухтавӗ ҫинчен, Египет ҫӗрӗнче Вӑл мӗн-мӗн туни ҫинчен илтнӗ» (Иис. Н. 9:3, 9, 10). Иегова Израиль халӑхне пулӑшса тӑнине вӗсем ӑнланса илнӗ. Ҫакӑ вара тӗрӗс пулнӑ.

7 Хӑй вӑхӑтӗнче Раав та Турӑ аллин ӗҫӗсене курнӑ. Иегова хӑйӗн халӑхне мӗнле ҫӑлни ҫинчен вӑл илтнӗ. Ҫавӑнпа та хӑйӗн патне икӗ Израиль разведчикӗ килсен, вӑл вӗсене каланӑ: «Эпӗ пӗлетӗп — ку ҫӗре Ҫӳлхуҫа сире панӑ». Израильтянсем майлӑ тӑма Раавшӑн хӑрушӑ пулнӑ пулин те, вӑл хӑйне те, хӑйӗн ҫемйине те Иегова ҫӑласса ӗненнӗ (Иис. Н. 2:9—13; 4:23, 24).

8. Хӑш-пӗр израильтянсем Туррӑн аллине мӗнле курнӑ?

8 Хӑш-пӗр израильтянсем хӑйсене Ахав ятлӑ йӗркесӗр патша пек тытман. Вӗсем Илия кӗлтуни ҫине Иегова хуравласа тӳперен вут-ҫулӑм янине курсан, ҫакна Турӑ тунине ӑнланса илнӗ. Вара вӗсем кӑшкӑрса каланӑ: «Иегова — чӑн Турӑ!» (3 Патш. 18:39, ҪТ.) Ҫакӑ Туррӑн хӑвачӗ пулни пирки вӗсен пӗр иккӗленӳ те пулман.

9. Эпир хальхи вӑхӑтра Иеговӑн аллине мӗнле курма пултаратпӑр?

9 Ҫак ырӑ тата япӑх тӗслӗхсем пире Турра курасси мӗн иккенне ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Иеговӑна тата унӑн лайӑх енӗсене пӗлсе пынӑ май, эпир хамӑр «чӗре куҫӗпе» унӑн аллине курма пуҫлатпӑр (Эф. 1:18). Паллах ӗнтӗ, эпир Иегова хӑйӗн халӑхне мӗнле пулӑшса тӑнине асӑрханӑ ӗлӗкхи тата хальхи шанчӑклӑ ҫынсем пек пуласшӑн. Анчах та Турӑ хальхи вӑхӑтра ҫынсене пулӑшнине ӗненме пирӗн витӗмлӗ сӑлтавсем пур-и?

ИЕГОВӐН АЛЛИ ХАЛӖ ТЕ КӖСКЕЛМЕН

10. Мӗншӗн эпир Иегова халӗ те ҫынсене пулӑшса тӑрать теме пултаратпӑр? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

10 Иегова ҫынсене халӗ те пулӑшса тӑнине ӗненме пирӗн сӑлтавсем ҫителӗклӗ. Эпир ҫынсем Турӑран пулӑшу ыйтса кӗлтуни ҫинчен тата вӗсен кӗллисем ҫине мӗнле хурав пани ҫинчен час-часах илтетпӗр (Пс. 52:3). Пӗррехинче Аллан ятлӑ арҫын тӑван Филиппинӑри пӗр пӗчӗк утрав ҫинче ырӑ хыпар килтен киле сарнӑ. Вӑл пӗр хӗрарӑмпа калаҫма пуҫласан, лешӗ кӗтмен ҫӗртен макӑрса янӑ. Аллан каласа парать: «Шӑп ҫав ир вӑл Турра Иегова Свидетелӗсемпе тӗл пулма пулӑшсам тесе кӗлтунӑ. Ҫамрӑк чухне вӑл Свидетельсемпе Библи вӗреннӗ. Анчах та каярахпа качча тухсан, ҫак утрав ҫине куҫса килсен унӑн вӗсемпе ҫыхӑну татӑлнӑ. Турӑ унӑн кӗлли ҫине ҫавӑн пек хӑвӑрт хуравлани ӑна шалтах тӗлӗнтернӗ». Ҫулталӑк та иртмен, ҫав хӗрарӑм хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халалланӑ.

Иегова хальхи вӑхӑтра хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗнле пулӑшса тӑнине эсир куратӑр-и? (11—13 абзацсене пӑхӑр.)

11, 12. а) Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗнле пулӑшса тӑрать? ӑ) Иегова пӗр хӗрарӑм тӑвана мӗнле пулӑшни ҫинчен каласа парӑр.

11 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем нумайӑшӗ унӑн аллине курнӑ. Сӑмахран, вӗсем Турӑ пулӑшнипе сиенлӗ йӑласенчен хӑтӑлма пултарнӑ: чӗлӗм туртма, наркотиксемпе иртӗхме тата порнографи пӑхма пӑрахнӑ. Хӑш-пӗрисем ҫав йӑласенчен хӑйсен вӑйӗпе хӑтӑлас тесе ҫине-ҫинех тӑрӑшнӑ, ҫав-ҫавах усси пулман. Анчах вӗсем Иеговӑран пулӑшу ыйтсан, вӑл вӗсене «ытла та пысӑк хӑват» панӑ, ҫавна пула вӗсем хӑйсен сиенлӗ йӑлисене ҫӗнтерме пултарнӑ (2 Кор. 4:7; Пс. 36:23, 24).

12 Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене нумайӑшне хӑйсен йывӑрлӑхӗсене татса пама пулӑшнӑ. Тӗслӗхшӗн Эми ятлӑ хӗрарӑм тӑванпа мӗн пулса тухнине пӑхса тухар. Вӑл Лӑпкӑ океанри пысӑках мар утрав ҫинче Патшалӑх залне тата миссионерсен ҫуртне тума пулӑшнӑ. Эми каласа парать: «Эпир пӗчӗк хӑна ҫуртӗнче пурӑннӑ, ҫавӑн пекех ӗҫе ҫитмешкӗн пирӗн кашни кун шыв илнӗ урамсем тӑрӑх утмалла пулнӑ». Унӑн вырӑнти йӑласене те хӑнӑхма тивнӗ, ҫитменнине электричествӑпа шыв та час-часах пулман. Эми каласа парать: «Кусемсӗр пуҫне эпӗ пӗррехинче тарӑхса кайрӑм та хамӑрпа пӗрле ӗҫлекен хӗрарӑм тӑванпа харкашса илтӗм. Киле таврӑнсан эпӗ хама ниме тӑман ҫын пек туйрӑм. Хӑна ҫуртӗнчи тӗттӗм пӳлӗмре эпӗ Иеговӑна чун-чӗререн кӗлтурӑм та пулӑшу пама ыйтрӑм». Электричество парсан, Эми «Хурал башни» журнала илнӗ те унта Галаад шкулне пӗтернӗ ятпа кӑларнӑ статьяна вуласа тухнӑ. Ҫав статьяра шӑп хӑйне мӗн кирлине — ҫӗнӗ культурӑна мӗнле хӑнӑхмаллине, килшӗн тунсӑхланипе мӗнле кӗрешмеллине тата ҫӗнӗ ҫынсемпе мӗнле килӗштерсе пурӑнмаллине — сӳтсе явнӑ пулнӑ. Вӑл калать: «Ҫав каҫ мана Иегова хампа куҫа-куҫӑн калаҫнӑ пек туйӑнчӗ. Ҫакна пула эпӗ хамӑн сӑваплӑ ӗҫе малалла тума пултартӑм» (Пс. 43:26, 27; Ис. 41:10, 13).

13. Мӗншӗн эпир Иегова хӑйӗн халӑхне саккунлӑ майпа «Ырӑ Хыпара хӳтӗлесе ҫирӗплетме» пулӑшать теме пултаратпӑр?

13 Иегова Свидетелӗсем саккунлӑ майпа «Ырӑ Хыпара хӳтӗлесе ҫирӗплетнӗ чухне» ӑнӑҫлӑ пулни те Иеговӑн алли хӑватлӑ пулнине кӑтартса парать (Флп. 1:7, ҪХ). Хӑш-пӗр ҫӗршывсенчи пуҫлӑхсем Турӑ халӑхӗн ӗҫне чарса лартма тӑрӑшаҫҫӗ. Апла пулин те Иегова Свидетелӗсем тӗрлӗ аслӑ судсене панӑ ӗҫсене, сахалтан та 268 ӗҫе, ҫав шутрах 24-шне 2000 ҫултан пуҫласа Европӑри ҫынсен прависем енӗпе ӗҫлекен судра, пирӗн майлӑ татса панӑ. Чӑнах та, Туррӑн аллине никам та тытса чарма пултараймасть (Ис. 54:17; Исаия 59:1 вуласа пар).

14. Ырӑ хыпар сарас ӗҫ тата пирӗн хушӑри пӗрлӗх Иеговӑн алли кӗске пулманнине мӗнле кӑтартса параҫҫӗ?

14 Турӑ пулӑшнипе кӑна ырӑ хыпара пӗтӗм тӗнчипе сарма пултарнӑ (Матф. 24:14; Ап. ӗҫ. 1:8). Туррӑн пур халӑхран та тухнӑ ӗҫлекенӗсем хушшинчи пӗрлӗх те Иегова пулӑшса тӑнине кӑтартса парать. Ҫакӑн пек пӗрлӗх ҫак тӗнчере урӑх ҫук! Ҫавӑнпа ӗнтӗ Свидетель пулман ҫынсем те хӑш-пӗр чухне ҫапла калаҫҫӗ: «Чӑнах сирӗнпе Турӑ иккен» (1 Кор. 14:25). Ҫапла, Иегова хальхи вӑхӑтра хӑйӗн халӑхӗпе пӗрле пулнине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем нумай. (Исаия 66:14 вуласа пар.) Анчах та пирӗнтен кашни пирки мӗн калама пулать? Эсир хӑвӑр пурнӑҫра Иеговӑн аллине куратӑр-и?

ЭСИР ХӐВӐР ПУРНӐҪРА ИЕГОВӐН АЛЛИНЕ КУРАТӐР-И?

15. Мӗншӗн эпир хӑш-пӗр чухне хамӑр пурнӑҫра Иеговӑн аллине курмастпӑр?

15 Мӗншӗн эпир хӑш-пӗр чухне хамӑр пурнӑҫра Туррӑн аллине курмастпӑр? Йывӑрлӑхсене пула халран кайнӑран эпир Иегова пире унччен мӗнле пулӑшса тӑнине манса кайма пултаратпӑр. Илия пророкпа та ҫавӑн пекки пулнӑ. Иезавель ятлӑ хӗрарӑм патша ӑна вӗлерме тӑрсан, вӑл хӑйне Иегова унччен мӗнле пулӑшса тӑнине пӗр вӑхӑтлӑха асра тытма пӑрахнӑ. Библире Илия «хӑй валли вилӗм» ыйтнӑ тенӗ (3 Патш. 19:1—4). Илияна мӗн вӑй пама пултарнӑ? Унӑн Иеговӑран пулӑшу ыйтмалла пулнӑ (3 Патш. 19:14—18).

16. Иов пекех, Турра курас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

16 Пӗррехинче Иов, хӑйӗн йывӑрлӑхӗсем ҫинчен пӗрмай шухӑшлама пуҫланӑран, хӑйӗн лару-тӑрӑвӗ ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма пӑрахнӑ (Иов 42:3—6). Хӑш-пӗр чухне пире те хамӑр йывӑрлӑхсене пула Турра курма йывӑр пулма пултарать. Ҫавӑн пек чухне Турӑ пирӗншӗн мӗн-мӗн тунине курма мӗн пулӑшӗ? Библире пирӗн хамӑрӑн йывӑрлӑхсем ҫинчен мӗн калани пирки шухӑшламалла. Ҫакна пула эпир Иеговӑпа тата ытларах ҫывӑхланӑпӑр. Вара эпир Иов пекех ҫапла калама пултарӑпӑр: «Унччен эпӗ Сан ҫинчен илтнӗччӗ ҫеҫ; халӗ ӗнтӗ Сана куҫӑмпах куратӑп».

Ыттисене хӑйне курма пулӑшас тесе Иегова сирӗнпе усӑ курать-и? (17, 18 абзацсене пӑхӑр.)

17, 18. а) Эпир Иеговӑн аллине хамӑр пурнӑҫра мӗнле курма пултаратпӑр? ӑ) Иегова пире халӗ мӗнле пулӑшса тӑнине кӑтартакан тӗслӗхе каласа парӑр.

17 Эпир Иеговӑн аллине мӗнле курма пултаратпӑр? Пилӗк тӗслӗх пӑхса тухар. Пӗрремӗшӗнчен, эсир Иегова сире чӑнлӑха пӗлме пулӑшрӗ тесе шутлатӑр тен. Иккӗмӗшӗнчен, христиансен тӗлпулӑвӗнче каланӑ пӗр-пӗр шухӑша илтнӗ хыҫҫӑн эсир: «Ку чӑнах та ман валли!» — тенине астӑватӑр пуль. Виҫҫӗмӗшӗнчен, тен, эсир Иегова сирӗн кӗлӗ ҫине мӗнле хуравланине куртӑр. Тӑваттӑмӗшӗнчен, эсир Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлеме шут тытнӑ пулнӑ, сирӗн вара вӑл сире ҫав тӗллеве пурнӑҫа кӗртме мӗнле пулӑшнине курма май килчӗ. Пиллӗкмӗшӗнчен, сирӗн, тен, Иеговӑшӑн ӗҫлеме чӑрмантаракан ӗҫрен тухса кайма тиврӗ, вара эсир Турӑ «сана нихӑҫан та... пӑрахмӑп» текен хӑйӗн сӑмахне мӗнле тытса тӑнине асӑрхарӑр (Евр. 13:5). Иеговӑпа пирӗн хушӑра ҫывӑх хутшӑнусем пулсан, пире унӑн аллине хамӑр пурнӑҫра курса тӑма ҫӑмӑлрах пулӗ.

18 Кенире пурӑнакан Сара ятлӑ хӗрарӑм тӑван каласа парать: «Эпӗ пӗр хӗрарӑмпа Библи вӗренеттӗмччӗ. Анчах та вӑл ҫав вӗренӳсене хакласах каймасть пек туйӑнатчӗ мана. Эпӗ ҫавӑн пирки Иеговӑна кӗлтурӑм та унпа малалла вӗренмелле-и, вӗренмелле мар-и тесе ыйтрӑм. Эпӗ „аминь“ тесенех, телефон шӑнкӑртатни илтӗнсе кайрӗ. Ку ҫав хӗрарӑм пулчӗ. Вӑл мана санпа пӗрле тӗлпулӑва каяс килет терӗ. Ҫакӑ мана тӗлӗнтерсех ячӗ!» Тимлӗ пулсан эпир те Турӑ пире мӗнле пулӑшса тӑнине курӑпӑр. Азире пурӑнакан Роуна ятлӑ хӗрарӑм тӑван калать: «Иеговӑн аллине асӑрхама вӗренме вӑхӑт кирлӗ. Анчах та кайран вӑл сирӗншӗн мӗн тери тӑрӑшнине курни сире тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерӗ!»

19. Туррӑн аллине куракансем хушшинче пулас тесен тата мӗн тумалла?

19 Иисус каланӑ: «Таса чӗреллисем телейлӗ: вӗсем Турра курӗҫ» (Матф. 5:8). «Таса чӗреллӗ» пулас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Пирӗн хамӑр шухӑшсене таса упрамалла тата ҫылӑхран пӑрӑнмалла. (2 Коринф 4:2 вуласа пар.) Ҫак статьяран эпир ҫакна пӗлтӗмӗр: Турра курас тесен пирӗн унпа хамӑр хушӑри хутшӑнусем ҫирӗп пулччӑр тесе тӑрӑшмалла. Тепӗр статьяра эпир Иеговӑн аллине хамӑр пурнӑҫра тата лайӑхрах курма ӗненӳ пире мӗнле пулӑшнине сӳтсе явӑпӑр.