Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Турӑ Сӑмахне чӗрӗ чӗлхе ҫине куҫарнӑ

Турӑ Сӑмахне чӗрӗ чӗлхе ҫине куҫарнӑ

«Турӑ Сӑмахӗ пурӑнать» (ЕВР. 4:12).

ЮРӐСЕМ: 37, 43

1. а) Турӑ Адама мӗнле ӗҫ шанса панӑ? ӑ) Каярахпа Туррӑн халӑхӗ чӗлхепе мӗнле усӑ курнӑ?

ИЕГОВА ТУРӐ ҫынсене калаҫас пултарулӑх панӑ. Адама Эдем пахчине вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн Турӑ ӑна питӗ интереслӗ ӗҫ шанса панӑ. Пӗрремӗш ҫыннӑн чӗлхепе усӑ курса чӗрчунсене ят памалла пулнӑ. Кашни чӗрчун валли юрӑхлӑ ят тупас тесе Адамӑн тӗплӗн шухӑшламалла пулнӑ (Пулт. 2:19, 20). Каярахпа Турӑ халӑхӗ калаҫас пултарулӑхпа Иеговӑна мухтавлас тата ун ҫинчен ыттисене каласа парас тесе усӑ курнӑ. Юлашки вӑхӑтра Туррӑн халӑхӗ ҫак пултарулӑхпа Библи куҫарма усӑ курать, ҫавна пула нумай ҫын Иегова ҫинчен пӗлме пултарать.

2. а) «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» Комитечӗ мӗнле принципсене тытса пыма йышӑннӑ? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Хальхи вӑхӑтра Библие пин-пин чӗлхе ҫине куҫарнӑ, анчах та хӑш-пӗр куҫарусенче малтанхи текстӑн шухӑшне тӗп-тӗрӗс куҫарман. 1940 ҫулсенче «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» Комитечӗ виҫӗ тӗп принципа тытса тӑма йышӑннӑ. Вӗсем ак ҫаксем: 1) Сӑваплӑ Ҫырура Туррӑн ячӗ ӑҫта пулнӑ, ҫавӑнта лартса Туррӑн ятне сӑваплӑ тумалла. (Матфей 6:9 вуласа пар.) 2) Пирвайхи текста май килнӗ таран сӑмахран сӑмаха куҫармалла. Май килмесен, шухӑша тӗрӗс куҫармалла. 3) Вулама та, ӑнланма та ҫӑмӑл чӗлхепе усӑ курмалла *. (Неемия 8:8, 12 вуласа пар.) Ҫак виҫӗ принципа тытса пырса Библие 130 ытла чӗлхе ҫине куҫарнӑ. Ҫак статьяра эпир «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ 2013 ҫулхи акӑлчан кӑларӑмӗнче тата ытти чӗлхесемпе кӑларнӑ куҫарусенче ҫак принципсемпе мӗнле усӑ курнине пӗлӗпӗр.

ТУРРӐН ЯТНЕ СӐВАПЛӐ ТУМАЛЛА

3, 4. а) Тетраграмматон мӗнле авалхи алҫырусенче тӗл пулать? ӑ) Библи куҫаракансем нумайӑшӗ Турӑ ячӗпе мӗн тунӑ?

3 Авалхи еврей чӗлхипе ҫырнӑ алҫырусене, сӑмахран, Вилӗ тинӗс патӗнче тупнӑ чӗркемсене, тӗпчекенсем унта тетраграмматон — еврейла тӑватӑ саспаллипе ҫырнӑ Туррӑн ячӗ — питӗ нумай хут тӗл пулнинчен тӗлӗнеҫҫӗ. Туррӑн ячӗ авалхи еврей алҫырӑвӗсенче ҫеҫ мар, Септуагинтӑн хӑш-пӗр копийӗсенче те (пирӗн эрӑчченхи II ӗмӗртен пуҫласа пирӗн эрӑри I ӗмӗр таранчченхи вӑхӑтра ҫырнисенче) тӗл пулать.

4 Туррӑн сӑваплӑ ячӗ Библире пулмаллине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем чылай пулсан та, нумай куҫарусенчен унӑн ятне пачах илсе пӑрахнӑ. Тӗслӗхрен, 1950 ҫулта «Христианла Грек Ҫырӑвӗсем — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» тухнӑ хыҫҫӑн икӗ ҫул иртсен «Америкӑн стандартлӑ куҫарӑвӗн» ҫӗнӗ кӑларӑмӗ тухнӑ. 1901 ҫулта кӑларнӑ «Америкӑн стандартлӑ куҫарӑвӗпе» танлаштарсан, 1952 ҫулхи кӑларӑмра Туррӑн ячӗ пачах пулман. Мӗншӗн? Ҫав Библин умсӑмахӗнче Турра кирек хӑш пайӑр ятпа чӗнни чиркӳсемшӗн «пачах вырӑнсӑр» тенӗ. Нумай куҫарусенче, акӑлчанла та, ытти чӗлхесем ҫине куҫарнисенче те, ҫавӑн пекех тунӑ.

5. Мӗншӗн Библире Туррӑн ячӗ пулмалла?

5 Куҫаракансен Туррӑн ятне Библие кӗртмелле-и е кӗртмелле мар? Паллах кӗртмелле. Лайӑх куҫаракан ҫакна пӗлет: авторӑн тӗллевне ӑнланни питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен ҫакна пӗлни тӗрӗс куҫарма пулӑшать. Библири нумай-нумай сӑвӑ йӗрки Турӑ ячӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине тата ҫак ята сӑваплӑ тумаллине кӑтартса парать (Тух. 3:15; Пс. 83:18; 148:13; Ис. 42:8; Иоанн 17:6, 26; Ап. ӗҫ. 15:14). Иегова Турӑ — Библи Авторӗ — ӑна ҫыракансене хӑйӗн ятне час-часах ҫырма хавхалантарнӑ. (Иезекииль 38:23 вуласа пар *.) Апла пулсан, куҫаракансем Туррӑн ятне Библирен илсе пӑрахни вӗсем Иеговӑна, Автора, хисеплеменнине кӑтартать.

6. Мӗншӗн «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ кӑларӑмӗнче Туррӑн ячӗ тата ултӑ вырӑнта тӗл пулать?

6 Хальхи вӑхӑтра Библире Туррӑн ячӗ пулмаллине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем тата нумайрах. «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ 2013 ҫулхи кӑларӑмӗнче Туррӑн ячӗ 7 216 хут тӗл пулать. 1984 ҫулхи кӑларӑмпа танлаштарсан, Туррӑн ятне тата 6 вырӑнта ҫырса панӑ. Пилӗк вырӑнта: 1 Самуил (1 Патшасен) 2:25; 6:3; 10:26; 23:14, 16 — Туррӑн ятне ҫырса панӑ, мӗншӗн тесен вӑл Вилӗ тинӗс патӗнче тупнӑ чӗркемсенче пур. Еврей чӗлхипе ҫырнӑ масорет тексчӗпе танлаштарсан, ҫав чӗркемсене 1 000 ҫул маларах ҫырнӑ пулнӑ. Ҫавӑн пекех авалхи алҫырусене тӗплӗнрех тӗпчесе тухнӑ хыҫҫӑн Иегова ята Тӳресен 19:18-мӗшне те кӗртнӗ.

7, 8. Иеговӑн ячӗ мӗне пӗлтерет?

7 Чӑн христиансемшӗн Иегова ячӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Унӑн ячӗ «Вӑл пулса тӑма парать» тенине пӗлтерет *. Унччен пирӗн публикацисенче Туррӑн ятне ӑнлантарса панӑ чухне Тухни 3:14-мӗшӗпе усӑ курнӑ, унта каланӑ: «Эпӗ Ӗмӗрех Пурри [«ЭПӖ КАМ ПУЛАС ТЕТӖП, ҪАВӐ ПУЛСА ТӐРӐП», ҪТ]». Ҫавӑнпа та «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» 1984 ҫулхи кӑларӑмӗнче Турӑ ячӗн пӗлтерӗшне ҫапла ӑнлантарса панӑ: Турӑ «хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫлама хӑй кам пулас тет, ҫавӑ пулса тӑма пултарать» *. Анчах та ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ 2013 ҫулхи кӑларӑмӑн хыҫсӑмахӗнче (A4) ӑнлантарса панӑ: «Турӑ ячӗн пӗлтерӗшӗ тата анлӑрах. Унӑн ячӗ вӑл хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫлама хӑй пултарнисен кам е мӗн пулса тӑмалла, вӗсене ҫавӑ „пулса тӑма парать“ тенине те пӗлтерет». (Ҫавӑн пекех «Слово Бога в картах и схемах» (выр.) брошюрӑна пӑхӑр, 5-мӗш страница.)

8 Иегова хӑй пултарнисене кам тӑвас тет, ҫавӑ пулса тӑма парать. Хӑй ячӗн пӗлтерӗшӗпе килӗшӳллӗ Иегова Ноя ковчег тӑвакан, Веселеила чаплӑ ӑстаҫӑ, Гедеона паттӑр ҫар ҫынни, Павела вара ытти халӑх ҫыннисемшӗн апостол тунӑ. Туррӑн ячӗ унӑн халӑхӗшӗн чӑнах та пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Акӑ мӗншӗн «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» Комитечӗ нихӑҫан та Туррӑн ятне Библирен кӑларса пӑрахмасть.

9. Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем Библие тӗрлӗ чӗлхе ҫине куҫарма нумай вӑй хураҫҫӗ?

9 130 ытла чӗлхепе тухнӑ «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» Туррӑн ятне мухтава кӑларать, мӗншӗн тесен пирвайхи сӑваплӑ текстра Туррӑн ячӗ ӑҫта пулнӑ, ҫав вырӑнсене лартса тухнӑ (Мал. 3:16). Анчах та хальхи вӑхӑтра тунӑ Библи куҫарӑвӗсенче нумайӑшӗнче Иеговӑн ятне илсе пӑрахнӑ та «Ҫӳлхуҫа» титулпа е суя турӑсен ячӗсемпе улӑштарнӑ. Акӑ мӗншӗн Иегова Свидетелӗсен Ертсе пыракан совечӗ Туррӑн ятне асла кӑларакан Библи нумай-нумай ҫыннӑн пултӑр тесе нумай вӑй хурать.

ӐНЛАНМА ҪӐМӐЛ ТАТА ТӖРӖС КУҪАРУ

10, 11. «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвне» ытти чӗлхесем ҫине куҫарнӑ чухне мӗнле йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ?

10 Сӑваплӑ Ҫырӑва ытти чӗлхесем ҫине куҫарнӑ чухне нумай йывӑрлӑх сиксе тухма пултарать. Сӑмахран, акӑлчан чӗлхипе тухнӑ «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗнче» Екклесиаст 9:10-мӗшӗнче тата ытти сӑвӑ йӗркисенче еврейла «шеол» сӑмахпа усӑ курнӑ. Ҫак сӑмах акӑлчан чӗлхипе тухнӑ ытти куҫарусенче те пулнӑ. Анчах та Библие ытти нумай чӗлхе ҫине куҫаракансем ҫак сӑмахпа усӑ курма пултарайман, мӗншӗн тесен ҫав чӗлхесемпе вулакансем ҫак еврей сӑмахне пӗлмен. Ҫак сӑмах словарьсенче те пулман, унсӑр пуҫне, хӑш-пӗрисем вӑл пӗр-пӗр вырӑнӑн ячӗ тесе те шутланӑ. Ҫав сӑлтавсене пула куҫаракансене еврейла «шеол» тата грекла «гадес» сӑмахсене «виле шӑтӑкӗ» тесе куҫарма ирӗк панӑ. Ҫапла куҫарни текст шухӑшне улӑштармасть, ҫавӑн пекех ӑна ӑнланма ҫӑмӑл тӑвать.

11 Хӑш-пӗр чӗлхесенче еврейла не́феш сӑмаха тата грекла психе́ сӑмаха яланах «чун» сӑмахпа куҫарнӑ чухне йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ, мӗншӗн тесен ҫав чӗлхепе калаҫакансем «чун» вӑл ҫын вилсен унран тухакан куҫа курӑнман пайӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ҫынсем тӗрӗс ӑнланччӑр тесе куҫаракансене «чун» сӑмаха контекст тӑрӑх куҫарма ирӗк панӑ. «Чун» сӑмах мӗне пӗлтернине вара «Сӑваплӑ Ҫыру — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» хыҫсӑмахӗнче ӑнлантарса панӑ. Библи текстне вулама та, ӑнланма та ҫӑмӑл пултӑр тесе еврей тата грек сӑмахӗсем ҫинчен усӑллӑ информацие сноскӑсене вырнаҫтарнӑ.

12. «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ 2013 ҫулхи кӑларӑмне мӗнле улшӑнусем кӗртнӗ? (Ҫавӑн пекех «„Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн“ ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ 2013 ҫулхи кӑларӑмӗ» статьяна пӑхӑр.)

12 Куҫаракансен ыйтӑвӗсем Библи текстӗнчи ытти пайӗсене те ҫынсем тӗрӗс мар ӑнланма пултарнине кӑтартса панӑ. Ҫавӑнпа 2007 ҫулта сентябрь уйӑхӗнче Ертсе пыракан совет акӑлчан чӗлхипе ҫырнӑ куҫарӑва ҫӗнӗрен пӑхса тухма йышӑну тунӑ. Ҫавна тунӑ чухне куҫаракансен пин-пин ыйтӑвне тӗпченӗ. Акӑлчан чӗлхинчи кивелнӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене улӑштарнӑ, ҫавӑн пекех текст тӗрӗс, ӑнланма тата вулама ҫӑмӑл пултӑр тесе питӗ тӑрӑшнӑ. Библие ытти чӗлхесем ҫине куҫарни акӑлчан текстне, тимӗре тимӗр хӑйранӑ пекех, лайӑхлатма пулӑшнӑ (Ытар. 27:17).

ПАРХАТАРЛӐ ВУЛАКАНСЕМ МӖН КАЛАҪҪӖ?

13. Ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ 2013 ҫулхи кӑларӑм пирки вулакансем мӗн шутлаҫҫӗ?

13 «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ кӑларӑмӗ пирки вулакансем мӗн шутлаҫҫӗ? Вӗсем пархатарлӑ пулса Иегова Свидетелӗсен Бруклинри тӗп управленине (Нью-Йорк, АПШ) пин-пин ҫыру ҫырса янӑ. Нумайӑшӗн туйӑмӗсем пӗр хӗрарӑм тӑванӑнни пекех пулнӑ, вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Библи вӑл хаклӑ япаласемпе тултарнӑ пӗчӗк арча пекех. Иеговӑн сӑмахӗсене ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ 2013 ҫулхи кӑларӑмра вуланӑ тата ӑнланнӑ май кашни хаклӑ чула тимлӗ пӑхса унӑн илемӗпе, нумай-нумай енӗпе, янкӑр ҫутипе тата тӗсӗпе киленнӗ пекех туйӑнать. Ӑнланма ҫӑмӑл чӗлхепе ҫырнӑ Библи мана Иеговӑна лайӑхрах пӗлме пулӑшрӗ, эпӗ Иегова мана атте пек ыталаса лӑплантаракан сӑмахсем вуласа панӑ пекех туятӑп».

14, 15. «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» ытти чӗлхесемпе тухсан ҫынсем мӗн каланӑ?

14 Ытти чӗлхепе калаҫакансем те «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗшӗн» питӗ пархатарлӑ. София хулинчи (Болгари) пӗр ватӑ арҫын болгари чӗлхипе тухнӑ «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» ҫинчен акӑ мӗн каланӑ: «Библие эпӗ нумай ҫул хушши вулатӑп ӗнтӗ, анчах ку таранччен ҫакӑн пек ӑнланма ҫӑмӑл куҫарӑва вуламанччӗ. Ҫак куҫарӑвӑн сӑмахӗсем чӗрене хускатаҫҫӗ». Албанире пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӑван вара ҫапла каланӑ: «Албан чӗлхипе ҫырнӑ Туррӑн Сӑмахӗ питӗ хитре янӑрать! Иегова манпа тӑван чӗлхепе калаҫни мӗн тери пысӑк чыс!»

15 Нумай ҫӗршывра Библи туянма питӗ хаклӑ, ӑна тупса илме те ҫӑмӑлах мар. Ҫавӑнпа ҫынсене Библи парсан вӗсем калама ҫук савӑнаҫҫӗ. Сӑмахран, Руандӑран килнӗ ҫырура акӑ мӗн ҫырнӑ: «Библи вӗренекенсем нумай ҫул хушши ӳсӗмсем туман, мӗншӗн тесен вӗсен Библи пулман. Чиркӳ кӑларнӑ Библие вӗсем туянма пултарайман, ҫав Библири хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисене ӑнланма та йывӑр пулнӑ. Ҫакӑ вӗсене ӳсӗмсем тума чӑрмантарнӑ». Анчах та «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» вӗсен чӗлхипе тухсан лару-тӑру улшӑннӑ. Тӑватӑ ачаллӑ пӗр ҫемье ҫапла каланӑ: «Иеговӑна та, шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана та пире ҫак Библие панӑшӑн эпир питӗ пархатарлӑ. Эпир чухӑн пурӑнатпӑр, ҫавӑнпа пирӗн кашнин валли Библи илме укҫа ҫук. Анчах та халӗ пирӗн кашнин хӑйӗн Библи пур. Иеговӑна пархатарлӑ пулнине кӑтартас тесе эпир кашни кун ҫемьепе пухӑнатпӑр та Библи вулатпӑр».

16, 17. а) Иегова хӑйӗн халӑхне мӗн парасшӑн? ӑ) Пирӗн мӗн тума ҫирӗп шут тытмалла?

16 Вӑхӑт иртнӗҫемӗн «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ кӑларӑмӗ ытти чӗлхесемпе те тухӗ. Сатана ҫак ӗҫе чарса лартасшӑн тӑрӑшать, анчах та Иегова хӑйӗн халӑхӗпе уҫҫӑн та ӑнланмалла чӗлхепе калаҫасшӑн пулнине эпир пӗлетпӗр. (Исаия 30:21 вуласа пар.) Кӗҫех «шывсем тинӗсе тултарса тӑнӑ евӗр, пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫана туллин пӗлсе ҫитӗ» (Ис. 11:9).

17 Айтӑр Иегова панӑ кашни парнепе, ҫав шутрах унӑн ятне асла кӑларакан куҫарупа, усӑ курма ҫирӗп шут тытар. Иеговӑна хӑвӑрпа кашни кун калаҫма май парӑр. Пурне те Тума Пултаракан Турӑ хӑйӗн кашни ӗҫлекенӗн кӗллине тимлӗ итлет. Иеговӑпа ҫавӑн пек калаҫни пире ӑна лайӑхрах пӗлме тата хытӑрах юратма пулӑшӗ (Иоанн 17:3).

«Иегова манпа тӑван чӗлхепе калаҫни мӗн тери пысӑк чыс!»

^ 2 абз. 2008 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» «Как выбрать хороший перевод Библии?» статьяна пӑхӑр.

^ 5 абз. Иезекииль 38:23, ҪТ: «Эпӗ хама асла кӑларӑп тата сӑваплӑ тӑвӑп тата нумай халӑха хама пӗлмелле тӑвӑп; тата вӗсем эпӗ Иегова иккенне пӗлӗҫ».

^ 7 абз. Хӑш-пӗр библеистсем ҫак шухӑшпа килӗшеҫҫӗ, анчах та пурте мар.

^ 7 абз. «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗнче» «Божье имя в Еврейских Писаниях» 1-мӗш хыҫсӑмаха пӑхӑр, 1733 страница.