Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова чирлекенсене пулӑшать

Иегова чирлекенсене пулӑшать

«Ҫӳлхуҫа ӑна чирлӗ выртакан вырӑнӗ ҫинче самайлатӗ [«пулӑшӗ», ҪТ]» (ПС. 40:4).

ЮРӐСЕМ: 23, 138

1, 2. Хӑш-пӗр чухне эпир мӗн пирки пӑшӑрханма пултаратпӑр тата Библире асӑннӑ ҫынсенчен хӑшӗсен ҫавнашкал пӑшӑрханусем пулнӑ?

ЭСИР сывлӑхшӑн пӑшӑрханса хӑвӑртан хӑҫан та пулин ҫапла ыйтнӑ-и: «Эпӗ самайланӑп-ши?» Е, тен, эсир ҫывӑх ҫыннӑн сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханнӑ. Йывӑр чирпе чирлесе ӳксен ҫакӑн пек шухӑшсем пулнинчен тӗлӗнмелле мар. Ҫавнашкал шухӑшсем Илия тата Елисей пророксем пурӑннӑ чухне икӗ патшан та пулнӑ. Ахазпа Иезавель ывӑлӗ, Охозия патша, ҫӳлти пӳлӗмрен ӳксе чирлесе кайсан эпӗ ку чиртен сывалайӑп-ши тесе ыйтнӑ. Каярахпа, Сири патши Венадад та питӗ хытӑ чирлесе ӳксен ҫав сӑмахсенех каланӑ (4 Патш. 1:2; 8:7, 8).

2 Паллах, эпир хамӑрӑн е ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ лайӑх пуласса шанатпӑр. Ҫав-ҫавах, нумайӑшӗ чирпе кӗрешме Турӑ мӗнле пулӑшни ҫинчен пӗлесшӗн. Ҫӳлерех асӑннӑ патшасем пурӑннӑ вӑхӑтра Турӑ хӑш-пӗр чухне тӗлӗнмелле майпа ҫынсене сыватнӑ. Хӑйӗн пророкӗсем урлӑ Иегова вилнисене те чӗртсе тӑратнӑ (3 Патш. 17:17—24; 4 Патш. 4:17—20, 32—35). Хальхи вӑхӑтра та Турӑ ҫапла пулӑшасса шанмалла-и?

3—5. Иеговӑпа Иисусӑн мӗнле хӑват пур тата ҫав тӗлӗшрен мӗнле ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ?

3 Чӑнах та, пирӗн сывлӑх ҫине витӗм кӳме Туррӑн хӑват пур, ҫакна ҫирӗплетсе паракан тӗслӗхсем Библире сахал мар. Иегова наказани парас тесе хӑш-пӗр ҫынсем ҫине чир янӑ, сӑмахран, Авраам пурӑннӑ вӑхӑтра фараон ҫине тата Моисей аппӑшӗ Мариам ҫине (Пулт. 12:17; Йыша шутл. 12:9, 10; 2 Патш. 24:15). Турӑ израильтянсене эсир шанчӑклӑ пулмасан сирӗн ҫине «пӗтӗм чире» ярса тӑрӑп тесе асӑрхаттарнӑ (Сак. аст. 28:58—61). Анчах та Иегова чирсенчен хӳтӗлеме те пултарнӑ (Тух. 23:25; Сак. аст. 7:15). Ҫавӑн пекех вӑл ҫынсене сыватнӑ та. Ҫавнашкал ҫынсенчен пӗри Иов пулнӑ. Вӑл питӗ хытӑ чирлесе ӳкнӗ, унӑн пурӑнас та килмен. Анчах Иегова ӑна сыватнӑ! (Иов 2:7; 3:11—13; 42:10, 16.)

4 Ҫапла, Туррӑн чирлӗ ҫынна сыватма хӑват пур. Ҫавӑн пек хӑват Иисусӑн та пур. Библире вӑл тилҫе чирӗпе чирлисене, тытамаклисене, ҫавӑн пекех суккӑррисене тата шалкӑм ҫапнисене сыватни ҫинчен ҫырса панӑ. (Матфей 4:23, 24 вуласа пар; Иоанн 9:1—7.) Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫсем пире Иисус ҫӗнӗ тӗнчере чаплӑ ӗҫсем тӑвассине кӑтартаҫҫӗ. Ҫавӑн ҫинчен шухӑшлани питӗ хавхалантарать! Ун чухне ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен «пӗри те: „эпӗ чирлӗ“ тесе каламӗ» (Ис. 33:24).

5 Анчах та Иеговӑпа Иисус халех тӗлӗнмелле майпа сыватасса кӗтмелле-и? Йывӑр чир-чӗр ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла? Тата сипленмелли меслете суйланӑ чухне мӗне шута илмелле?

ЧИРЛЕНӖ ЧУХНЕ ИЕГОВА ПУЛӐШАССА ШАНӐР

6. Малтанхи христиансене «чиртен сыватма» хӑват пани ҫинчен эпир мӗн пӗлетпӗр?

6 Библирен эпир пӗрремӗш ӗмӗрте Турӑ святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ хӑш-пӗр христиансене тӗлӗнмелле ӗҫсем тума хӑват пани ҫинчен пӗлетпӗр (Ап. ӗҫ. 3:2—7; 9:36—42). Святой сывлӑш панӑ пултарулӑхсем шутӗнче «чиртен сыватма» панӑ хӑват та пулнӑ (1 Кор. 12:4—11). Анчах та хӑш-пӗр пултарулӑхӑн, сӑмахран, пророкла тата тӗрлӗ чӗлхепе калаҫасси кӗҫех пӗтмелле пулнӑ (1 Кор. 13:8). Ҫавӑнпа халӗ ҫавнашкал пултарулӑхсем ҫук. Эппин, Турӑ тӗлӗнмелле майпа пире те, пирӗн ҫывӑх ҫынсене те сыватмасть.

7. Псалом 40:4-мӗшӗ пире мӗн пирки шантарать?

7 Ҫав-ҫавах, чирлесе ӳксен эпир те, Туррӑн авалхи шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем пекех, Иеговӑран ӑслӑлӑх, йӑпату тата пулӑшу ыйтма пултаратпӑр. Давид патша ҫырнӑ: «Мӗскӗне, [чухӑна] асӗнче тытакан ҫын телейлӗ! Йывӑр кун килсессӗн Ҫӳлхуҫа ӑна хӑтарӗ. Ҫӳлхуҫа ӑна сыхлӗ, пурӑнӑҫне упраса хӑварӗ» (Пс. 40:2, 3). Паллах ӗнтӗ, Давид вӑхӑтӗнчи мӗскӗнсене пулӑшнӑ ҫынсем те каярахпа вилнӗ. Апла пулсан, Давид кунта хӗрхенекен ҫыннӑн пурнӑҫӗ тӗлӗнмелле майпа упранса юлӗ те вӑл ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ тесе каласшӑн пулман. Ҫак сӑмахсем Иегова хӗрхенме пӗлекен тата хӑйне шанчӑклӑ ҫынсене пулӑшса тӑнине кӑтартаҫҫӗ. Анчах Турӑ мӗнле майпа пулӑшать? Давид ӑнлантарса панӑ: «Ҫӳлхуҫа ӑна чирлӗ выртакан вырӑнӗ ҫинче самайлатӗ [«пулӑшӗ», ҪТ]. Вӑл чирлӗ выртакан вырӑна Эсӗ пӗтӗмпех улӑштарӑн» (Пс. 40:4). Чӑнах та, кам мӗскӗнсене пулӑшать, ҫавсем хӑйсен ырӑ ӗҫӗсене Иегова курса тӑнине ҫирӗп шанма пултараҫҫӗ. Турӑ этем кӗлеткине хӑйне хӑех сывалмалла тунӑ, ҫавна пула чирлӗ ҫынсен сывлӑхӗ самайланма пултарать.

8. Псалом 40:5-мӗш сӑвӑ йӗрки тӑрӑх, Давид Иеговӑран мӗн ыйтнӑ?

8 Давид Турра йӑлӑнса каланӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа! хӗрхенсем мана, чунӑма сыватсам: эпӗ Сан умӑнта ҫылӑха кӗтӗм» (Пс. 40:5). Вӑл ҫак сӑмахсене Авессалом влаҫа вӑйпа туртса илме хӑтланнӑ вӑхӑтра ҫырнӑ пулас. Чирлесе ӳкнӗскер, Давид ҫав лару-тӑрура ним те тӑвайман. Вирсавипе тунӑ ҫылӑхне Турӑ каҫарнӑ пулин те, Давид хӑйӗн йӑнӑшӗсем ҫинчен те, ҫав йӑнӑшсем мӗн патне илсе ҫитерни ҫинчен те манман (2 Патш. 12:7—14). Ҫав-ҫавах патша хӑйне чирлӗ выртнӑ чухне Турӑ пулӑшасса шанса тӑнӑ. Анчах та Давид хӑйне тӗлӗнмелле майпа сыватма, хӑйӗн кунҫулне тӑсма ыйтнӑ-и?

9. а) Давид патшан лару-тӑрӑвӗ Езекияпа пулса тухнинчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ? ӑ) Давид Иеговӑран мӗнле пулӑшу кӗтме пултарнӑ?

9 Чӑнах та, хӑш-пӗр чухне Иегова ҫынсене сыватнӑ. Тӗслӗхрен, Езекия патша «вилмеллех чирлесе ӳк[сен]» Турӑ ӑна пулӑшнӑ. Езекия самайланнӑ та ун хыҫҫӑн тата 15 ҫул пурӑннӑ (4 Патш. 20:1—6). Давид вара хӑйне тӗлӗнмелле майпа сываттӑр тесе Турра кӗлтуман. Контекста пӑхсан, Давид Турӑ хӗрхенме пӗлекен ҫынсене мӗнле пулӑшнӑ, ҫавнашкалах хӑйне те «чирлӗ выртакан вырӑнӗ ҫинче» пулӑшасса кӗтнӗ. Давидӑн ҫылӑхӗ каҫарӑннӑ, ҫавӑнпа вӑл Иеговӑран хӑйӗн чунне лӑплантарма тата чиртен сывалма пулӑш тесе ыйтма пултарнӑ (Пс. 102:3). Эпир те ҫавӑн пекех тума пултаратпӑр.

10. Трофимпа тата Епафродитпа мӗн пулса тухнӑ? Ҫакӑ пире мӗне вӗрентет?

10 Давидпа пулнӑ пекех, Павел апостолпа пӗрле ӗҫлесе тӑнӑ Трофима та Иегова тӗлӗнмелле майпа сыватман, унӑн кунҫулне те тӑсман. Павела чирлисене сыватма вӑй пани пирки эпир пӗлетпӗр. (Апостолсен ӗҫӗсем 14:8—10 вуласа пар.) Сӑмахран, вӑл «тар чирӗпе тата ӑшӗ ыратнипе асапланса вырт[нӑ]» Публий ашшӗне пулӑшнӑ. Павел кӗлтунӑ та ун ҫине аллине хурса ӑна сыватнӑ (Ап. ӗҫ. 28:8). Тепрехинче вара Павел хӑйӗнпе пӗрле миссионерла ҫулҫӳревре ҫӳренӗ Трофима сыватман (Ап. ӗҫ. 20:3—5, 22; 21:29). Трофим чирлесе ӳкнипе Павелпа пӗрле кайма пултарайман чухне Павел ӑна тӗлӗнмелле майпа сыватман, сывлӑхне самайлаттӑр тесе ӑна Милитра хӑварнӑ (2 Тим. 4:20). Ҫавӑн пекех Библире Павел хӑйӗн тӗлӗнмелле вӑйӗпе усӑ курса «вилес пекех чирленӗ» Епафродит тусне сыватнӑ тесе те каламан (Флп. 2:25—27, 30).

МӖНЛЕ КАНАША ЙЫШӐНМАЛЛА?

11, 12. Эпир Лука ҫинчен мӗн пӗлетпӗр тата вӑл Павела мӗнле пулӑшу пама пултарнӑ?

11 Апостолсен ӗҫӗсен кӗнекине ҫыраканӗ «савнӑ Лука эмелҫӗ» пулнӑ тата вӑл Павелпа пӗрле ҫулҫӳревсене ҫӳренӗ (Кол. 4:14; Ап. ӗҫ. 16:10—12; 20:5, 6). Кирлӗ чухне, Лука Павела мӗнле сипленмелли пирки канашсем панӑ, ҫавӑн пекех унпа пӗрле миссионерла ҫулҫӳревре ҫӳренӗ ытти ҫынсене те пулӑшнӑ курӑнать. Мӗншӗн Лукан ҫавна тумалла пулнӑ? Мӗншӗн тесен Павел та ҫулҫӳревре чирленӗ (Гал. 4:13). Иисус каланӑ: «Эмелҫӗ сыввисене мар, чирлисене кирлӗ» (Лука 5:31). Акӑ мӗншӗн хӑш-пӗр чухне Лука пулӑшни кирлӗ пулнӑ.

12 Библире Лука тухтӑр пулма хӑҫан тата ӑҫта вӗренни пирки каламан. Павел Колоссӑри христиансем патне янӑ ҫырӑвӗнче Лука пирки тухтӑр тенӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ӑна лайӑх пӗлнӗ. Анчах та ҫакна палӑртмалла, ҫывӑхри Лаодики хулинче тухтӑр пулма вӗрентекен шкул пулнӑ. Кирек мӗнле пулсан та, Лука мӗнле сипленмелли ҫинчен канашсене унталла та кунталла салатакан, тухтӑр ӗҫне пӗлмен ҫын пулман. Вӑл тухтӑр пулнӑ. Ҫакӑ вӑл хӑй ҫырнӑ Евангелире тухтӑрсем калаҫакан сӑмахсемпе усӑ курнинчен тата Иисус ҫынсене сыватни ҫинчен нумай ҫырса панинчен курӑнать.

13. Сывлӑх тӗлӗшӗнчен канашсем париччен е йышӑниччен пирӗн мӗне асра тытмалла?

13 Хальхи вӑхӑтра пирӗнпе пӗр пек ӗненекенсенчен нихӑшӗ те тӗлӗнмелле майпа «чиртен сыватма» пултараймасть. Анчах та хӑш-пӗр тӑвансем ырӑ тӑвас шухӑшпах сывлӑх тӗлӗшӗнчен канашсем параҫҫӗ, хӑш чухне ҫавна вӗсем хӑйсенчен ыйтман чухне те тӑваҫҫӗ. Паллах, хӑш-пӗр сӗнӳсем усӑллӑ. Ҫапла, пӗрре Тимофей таса мар шыв ӗҫнӗрен пулас, вар-хырӑм ыратнипе аптрама пуҫланӑ. Павел вара ӑна мӗн тумаллине каланӑ. (1 Тимофей 5:23 вуласа пар.) * Анчах та пухура кам та пулин ыттисене пӗр-пӗр эмел, курӑк шывӗ ӗҫме е пӗр-пӗр диета тытма (ҫакӑ вара усӑ памасан та пултарать е сиен кӳме пултарать) ҫине тӑрсах сӗнни тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Вӗсем ҫапларах каласа ӳкӗтлеме пултараҫҫӗ: «Ман хурӑнташӑн шӑп ҫакӑн пек чир пулнӑ, ӑна вара ҫакӑ пулӑшрӗ». Эпир тӑвансене ырӑ тӑвасшӑн ҫеҫ, анчах эмелсемпе тата сипленмелли меслетсемпе тӗрӗс усӑ курсан та вӗсем сиен кӳме пултарасси пирки манмалла мар. (Ытарӑшсем 27:12 вуласа пар.)

ӐСЛӐ-ТӐНЛӐ ПУЛӐР

14, 15. а) Хӑшӗ-пӗрисем ыттисем чирленипе мӗнле усӑ курма хӑтланаҫҫӗ? ӑ) Ытарӑшсем 14:15-мӗш сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсем сипленес тӗлӗшпе панӑ канашсем ҫине тӗрӗс пӑхма мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

14 Христиансен пурин те сывӑ пулас килет, мӗншӗн тесен вӗсем пурнӑҫпа савӑнса пурӑнасшӑн тата Иеговӑшӑн нумай ӗҫлесшӗн. Анчах та эпир пурте ҫитменлӗхлӗ пулнӑран чирлемесӗр пурӑнма пултараймастпӑр. Чирлесен сипленмелли майсем нумаййине эпир пӗлетпӗр. Ҫавсенчен хӑшӗнпе усӑ курмалли пирки кашни христианин хӑй йышӑну тума пултарать. Шел те, ҫак ҫӑткӑн тӗнчере хӑш-пӗр ҫынсем ыттисем чирленипе усӑ курса пуйма тӑрӑшаҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем «тӗлӗнмелле лайӑх пулӑшакан» эмелсемпе сипленмелли меслетсем сӗнеҫҫӗ, анчах та вӗсем усӑллӑ пулнине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем ҫук. Хӑш-пӗр ҫынсем тата компанисем укҫа тӑвас тесе питӗ хаклӑ тӑракан сипленмелли япаласене туянма ҫине тӑрсах сӗнеҫҫӗ. Пӗтӗм вӑйран пулӑшу шыракан тата ытларах пурӑнас текен чирлӗ ҫыншӑн ҫакӑ илӗртӳллӗ пек туйӑнма пултарать. Айтӑр Библири ӑслӑ канаша асра тытар: «Ӑссӑрри кирек епле сӑмаха та ӗненет, ӑслӑ-тӑнли вара хӑйӗн ҫулне тимлӗн сӑнаса тӑрать» (Ытар. 14:15).

15 Канаш паракан ҫыннӑн ятарлӑ пӗлӳ ҫуккине курсан «ӑслӑ-тӑнлӑ» ҫын уйрӑмах асӑрхануллӑ. Вӑл ҫапла шухӑшлама пултарать: «Ҫав ҫын каланӑ тӑрӑх, ҫак витаминсем, курӑксем тата диета хӑшӗ-пӗрисене пулӑшнӑ. Анчах та ҫакна ӗненмелле-ши? Пӗрешкел ҫынсем ҫук. Ҫакӑ мана пулӑшӗ-ши? Тен, ҫакӑн пирки ытларах тӗпчесе пӗлмелле тата ҫак ыйтӑва пӗлекен вӗреннӗ ҫынпа калаҫса пӑхмалла» (Сак. аст. 17:6).

16. Сипленмелли меслете суйласа илнӗ чухне мӗн ҫинчен тӗплӗн шухӑшламалла?

16 Сипленмелли меслет суйласа илнӗ чухне пирӗн «ӑслӑлӑхпа... пӗлӳпе» усӑ курмалла (Еккл. 2:26). Уйрӑмах ҫакӑ сывлӑха тӗрӗслемелли е сипленмелли меслет тӗлӗнмелле е ӑнланмалла мар пек туйӑннӑ чухне питӗ кирлӗ. Ҫак меслет мӗнле пулӑшнине ӑна сӗнекен ҫын е тухтӑр лайӑх ӑнлантарса пама пултарать-и? Ҫакӑ пурте пӗлекен фактсемпе килӗшсе тӑрать-и? Ытти тухтӑрсем вара ҫакӑн пирки мӗн шутлаҫҫӗ? (Ытар. 22:29.) Вӗсем сирӗн пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа усӑ курасшӑн мар-и? Тен, вӗсем ҫак меслете таҫта аякра уҫнӑ, ҫавӑнпа ӑна пур тухтӑр та пӗлсех каймасть теҫҫӗ. Ҫакнашкал ӑнлантарса панине ӗненни тӗрӗс-ши? Хӑшӗсем каланӑ тӑрӑх, сывлӑха тӗрӗслемелли хӑш-пӗр хатӗрсем е сипленмелли меслетсем «вӑрттӑн япалапа» е «пӗлмен вӑйпа» пулӑшаҫҫӗ. Ҫапла каланине илтсен пирӗн асӑрханмалла, мӗншӗн тесен Турӑ «юмӑҫ ан пӑхӑр» тата юмӑҫсемпе тухатмӑшсем патне ан кайӑр тесе асӑрхаттарать (Лев. 19:26; Сак. аст. 18:10—12).

«СЫВӐ ПУЛӐР»

17. Пирӗн кашнин мӗнле кӑмӑл пур?

17 Пӗрремӗш ӗмӗрте ертсе пыракан совет пур пуху валли те питӗ кирлӗ ҫыру ҫырнӑ. Унта христиансен мӗнрен пӑрӑнмаллине каласа тухнӑ пулнӑ. Ҫыру ҫакӑн пек сӑмахсемпе вӗҫленнӗ: «Ҫапла туса тӑрсассӑн эсир тӗрӗс тӑватӑр. Сывӑ пулӑр» (Ап. ӗҫ. 15:29). Юлашки сӑмах ҫаврӑнӑшне «Вӑйлӑ пулӑр» тесе те куҫарма пулать. Паллах ӗнтӗ, пирӗн пурин те сывӑ пулас килет тата аслӑ Иегова Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма вӑйлӑ пулас килет.

Пирӗн пурин те сывӑ пулас килет тата Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма вӑйлӑ пулас килет (17-мӗш абзаца пӑхӑр.)

18, 19. Эпир ҫӗнӗ тӗнчере мӗн пуласса кӗтетпӗр?

18 Анчах та хальлӗхе эпир ҫитменлӗхлӗ, ҫавӑнпа чир-чӗртен ниҫта та тарса хӑтӑлаймастпӑр. Ҫак йӗркесӗр тӗнчере эпир тӗлӗнмелле майпа сываласса кӗтместпӗр. Анчах та Ӳлӗмхине 22:1, 2-мӗш сӑвӑ йӗркисенче чирсенчен йӑлтах сывалас вӑхӑт ҫинчен каланӑ. Иоанн апостол курӑнура «чӗрӗлӗх шывне» тата «чӗрӗлӗх йывӑҫне» курнӑ, ҫав «йывӑҫ ҫулҫисем» вара «халӑхсене сиплемешкӗн» пулнӑ (Ӳлӗм. 22:1, 2). Кунта хальхи вӑхӑтри е пуласлӑхри сиплӗ йывӑҫ-курӑк ҫинчен каламан. Курӑнури символсем Иеговӑпа Иисус тӳрӗ ҫынсем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарччӑр тесе мӗн-мӗн тӑвассине сӑнласа параҫҫӗ. Ҫав вӑхӑта вара эпир пурте питӗ хытӑ кӗтетпӗр! (Ис. 35:5, 6.)

19 Халӗ ҫав чаплӑ вӑхӑт ҫитмен-ха, анчах эпир чирлесен те Иегова пирӗншӗн кашниншӗнех тӑрӑшасса пӗлетпӗр. Чирленӗ чухне эпир те Иегова пулӑшасса Давид пекех шанса тӑратпӑр. Эпир те ҫапла калама пултаратпӑр: «Эсӗ мана тӗрӗс-тӗкел упраса хӑварӑн, ӗмӗрлӗхе Хӑвӑн умна тӑратӑн» (Пс. 40:13).

^ 13 абз. «Происхождение и древняя история вина» ятлӑ кӗнекере ученӑйсем вар-хырӑм тифӗпе тата ытти хӑрушӑ чирсемпе чирлеттерекен бактерисене эрех тӳрех вӗлерни ҫинчен палӑртнӑ.