Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ 2013 ҫулхи кӑларӑмӗ

«Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ 2013 ҫулхи кӑларӑмӗ

КУ ТАРАНЧЧЕН «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвне» темиҫе хут та пӑхса тухнӑ. Анчах та 2013 ҫулхи кӑларӑмра пысӑк улшӑнусем тунӑ. Сӑмахран, акӑлчан текстӗнчи сӑмахсен шучӗ 10 процент таран чакнӑ. Библири хӑш-пӗр тӗп сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене те тепӗр хут пӑхса тухнӑ. Унччен прозӑлла ҫырнӑ хӑш-пӗр сыпӑксене сӑвӑласа ҫырса панӑ. Стандартлӑ куҫарӑвӑн кӑларӑмне те ӑнлантарса паракан сноскӑсене кӗртнӗ. Паллах, мӗнле улшӑнусем тунине пурне те пӑхса тухма май ҫук. Анчах та вӗсенчен чи пӗлтерӗшлисене айтӑр сӳтсе явар.

Библири хӑш-хӑш сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене улӑштарнӑ? Ҫӗнӗ кӑларӑмра «шеол», «гадес» тата «чун» сӑмахсемпе мӗнле усӑ курмаллине ҫӗнӗрен пӑхса тухни ҫинчен унчченхи статьяра куртӑмӑр. Унсӑр пуҫне ытти сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене те улӑштарнӑ.

Тӗслӗхрен, унччен Христоса вӗлерни ҫинчен акӑлчан чӗлхипе ҫырса кӑтартнӑ чухне «чиксе шӑтарнӑ» тесе ҫырнӑ пулнӑ, ҫавна пула ҫынсем Иисус мӗнле вилнине тӗрӗс мар ӑнланма пултарнӑ. Халӗ вара «юпа ҫумне пӑталанӑ» тесе ҫырнӑ (Матф. 20:19; 27:31; Гал. 5:24). «Аскӑнланса ҫӳрени» тенине «сӗмсӗррӗн тытни» тенипе улӑштарнӑ, мӗншӗн тесен ҫакӑ Туррӑн нормисем ҫине йӗрӗнсе пӑхнине кӑтартакан грек сӑмахӗн пӗлтерӗшне лайӑхрах уҫса парать. «Вӑрах тӳсӗмлӗ» тесе куҫарнине те вулакансем тӗрӗс ӑнланмасан та пултарнӑ, мӗншӗн тесен ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗ ҫынсемшӗн нумай вӑхӑт хушши асап тӳснине пӗлтерет. Халӗ ҫакна «тӳсӗмлӗ» сӑмахпа куҫарса ҫынсене шухӑша тӗрӗс ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Унччен Галати 5:19—22-мӗшӗсенче акӑлчан чӗлхинче усӑ курнӑ «ӳсӗрле хӑтланкаларӑшсем» тенине хальхи вулакана ӑнланмалларах сӑмахсемпе куҫарнӑ — «пӗрле пуҫтарӑнса ӗҫкӗпе иртӗхни». «Юратакан ырӑлӑх» тенине «чунтан парӑнса юратни» сӑмахсемпе улӑштарнӑ, ҫакӑ шанчӑклӑ пулассипе тачӑ ҫыхӑннӑ паха енӗн пӗлтерӗшне лайӑхрах кӑтартать (Пс. 35:6; 88:2).

Хӑш-пӗр сӑмахсене, унччен пур вырӑнта та пӗр пек куҫарнисене, халӗ контекст тӑрӑх куҫараҫҫӗ. Сӑмахран, еврей чӗлхинчи ола́м сӑмаха «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» акӑлчанла тухнӑ унчченхи кӑларӑмӗсенче паллӑ мар вӑхӑт тапхӑрне пӗлтерекен сӑмахсемпе куҫарнӑ пулнӑ. Анчах та ола́м сӑмахӑн «ӗмӗрлӗхе, ӗмӗр-ӗмӗр» текен пӗлтерӗшсем те пур. Ҫак сӑмаха Псалом 89:2-мӗш тата Михей 5:2-мӗш сӑвӑ йӗркисенче мӗнле куҫарнине танлаштарса пӑхӑр.

«Вӑрлӑх» тенине пӗлтерекен авалхи еврей тата грек сӑмахӗ Библире час-часах тӗл пулать: тӳрӗ пӗлтерӗшӗпе те (сӑмах ял хуҫалӑхӗ ҫинчен пынӑ чухне), куҫӑмлӑ пӗлтерӗшпе те (сӑмах йӑх-ӑру ҫинчен пынӑ чухне). Унччен акӑлчан чӗлхипе тухнӑ «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗнче» ҫак сӑмаха пур ҫӗрте те «вӑрлӑх» тесе куҫарнӑ, ҫав шутрах Пултарни 3:15-мӗшӗнче те. Анчах та хальхи акӑлчан чӗлхинче «йӑх» пирки калас тенӗ чухне «вӑрлӑх» сӑмахпа пачах усӑ курмаҫҫӗ. Ҫавӑнпа ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ кӑларӑмра Пултарни 3:15-мӗшӗнче тата ҫавнашкал сӑвӑ йӗркисенче ӑна «йӑх, йӑхран тухни» тесе куҫарнӑ (Пулт. 22:17, 18; Ӳлӗм. 12:17). Ытти сӑвӑ йӗркисенче ӑна контекста шута илсе куҫарнӑ (Пулт. 1:11; Пс. 21:31; Ис. 57:3).

Унччен сӑмахран сӑмаха куҫарнӑ сӑмахсене мӗншӗн халӗ урӑхларах куҫарнӑ? Ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ кӑларӑмӑн хыҫсӑмахӗнче (A1) ҫапла каланӑ: «сӑмахран сӑмаха куҫарни шухӑша тӗрӗс мар е ӑнланмалла мар тӑвать пулсан», Библие лайӑх куҫарас тесен «сӑмахсен тата сӑмах ҫаврӑнӑшӗсен тӗп шухӑшне куҫармалла». Пирвайхи текстри ҫирӗпленнӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем ытти чӗлхесемпе те ӑнланмалла пулсан, вӗсене сӑмахран сӑмаха куҫараҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Ӳлӗмхине 2:23-мӗшӗнчи «чӗрене тӗпчени» тенине нумай чӗлхепе ӑнланаҫҫӗ. Анчах та «пӳрене тӗрӗслени» текен идиомӑна ӑнланма ҫӑмӑлах мар, ҫавӑнпа та ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ кӑларӑмра ӑна шухӑшӗ тӑрӑх «ӑшри тарӑн шухӑшсене тӗпчени» тесе куҫарнӑ. Ҫавӑн пекех, Саккуна астутарни 32:14-мӗшӗнче «туллӑн пӳре ҫӑвӗ» тесе сӑмахран сӑмаха куҫарнине халӗ «чи паха тулӑ» тесе уҫӑмлӑн куҫарнӑ. Ҫав сӑлтава пулах Моисей «селӗп калаҫатӑп» тесе куҫарни «ман чӗлхене кастарман» тенинчен чылай ӑнланмалларах (Тух. 6:12).

Мӗншӗн халӗ «Израиль ывӑлӗсем» тенине «израильтянсем» тесе, «ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ арҫын ачасем» тенине «тӑлӑх ачасем» тесе куҫараҫҫӗ? Авалхи еврей чӗлхинче арҫын е хӗрарӑм несӗлӗ пур. Анчах та арҫын несӗлӗнчи хӑш-пӗр япала ячӗсемпе арҫынсем ҫинчен те, хӗрарӑмсем ҫинчен каланӑ чухне те усӑ кураҫҫӗ. Сӑмахран, хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисен контекстне пӑхсан, «Израиль ывӑлӗсем» тенӗ чухне арҫынсем пирки те, хӗрарӑмсем пирки те каланӑ. Акӑ мӗншӗн халӗ ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшне ытларах чухне «израильтянсем» тесе куҫараҫҫӗ (Тух. 1:7; 35:29; 4 Патш. 8:12).

Ҫав сӑлтава пулах «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» малтанхи кӑларӑмӗсенче Пултарни 3:16-мӗшӗнчи «ывӑлсем» сӑмаха «ачасем» тесе куҫарнӑ. Ҫавӑнпа та Тухни 22:24-мӗшӗнче «ывӑлӗсене» сӑмаха «ачисене» сӑмахпа куҫарнӑ. Ытти сӑвӑ йӗркисене те ҫав принципа шута илсе, куҫаракансем «ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ арҫын ача» вырӑнне «тӑлӑх ача» тесе куҫарнӑ (Сак. аст. 10:18; Иов 6:27). Грек Септуагинтинче ҫак сӑвӑ йӗркисене ҫавӑн пекех куҫарнӑ пулнӑ. Ҫаксене шута илсе, ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ кӑларӑмра Екклесиаст 12:1-мӗшӗнче халӗ «ҫамрӑклӑх кунӗсенче» тесе куҫарнӑ, унччен унта «ҫамрӑк ҫын ҫитӗнсе пынӑ вӑхӑт» тесе ҫырнӑ пулнӑ.

Мӗншӗн еврей глаголӗсене нумайӑшне халӗ ӑнланмалларах куҫарнӑ? Авалхи еврей чӗлхинче глаголсен икӗ форми пулнӑ: ӗҫе туса пӗтерменнине кӑтартакан (имперфект) тата ӗҫе туса пӗтернине кӑтартакан (перфект) формӑсем. «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» унчченхи кӑларӑмӗсенче ӗҫе туса пӗтерменнине кӑтартас тесе глаголсемпе е пулӑшу сӑмахӗсемпе усӑ курса куҫарнӑ. Сӑмахран, «пуҫла» е «малалла та» сӑмахсемпе усӑ курнӑ, ҫак сӑмахсем ӗҫе мӗн вӑхӑт хушши тунине е нумай хут тунине кӑтартнӑ *. Ӗҫе туса пӗтернине кӑтартас тесе урӑх сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе усӑ курнӑ.

Ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ 2013 ҫулхи кӑларӑмра пулӑшу сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе шухӑша тӗрӗс куҫарас тенӗ чухне ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ. Сӑмахран, Пултарни 1:3-мӗшӗнче «Турӑ каланӑ: ҫутӑ пултӑр» сӑмахсене куҫарнӑ чухне «кала» глагола ӗҫе темиҫе хут тунине кӑтартакан формӑра лартмасан та пулать. Анчах та Пултарни 3:9-мӗшӗнче Иегова Адама «чӗннӗ» тесе вулатпӑр. Паллӑ ӗнтӗ, вӑл ӑна пӗрре ҫеҫ чӗнмен. Ҫавӑнпа акӑлчан чӗлхинче ҫавна палӑртса унчченхи пекех пулӑшакан сӑмахпа усӑ курнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ кӑларӑмра глаголсене ансатрах куҫарнӑ. Ӗҫе туса пӗтернине е пӗтерменнине мар, ытларах мӗн ӗҫ тунине кӑтартма тӑрӑшнӑ. Ҫапла вара, ҫак улшӑнусене кӗртни шухӑшсене май килнӗ таран авалхи текстри пекех уҫӑмлӑ куҫарма пулӑшнӑ.

Куҫарнӑ чухне пирвайхи текстри поэзи стильне упраса хӑварас тесе тата нумайрах сыпӑка сӑвӑласа куҫарнӑ

Мӗншӗн халӗ нумайрах сыпӑка сӑвӑласа ҫырнӑ? Библире пирвайхи текстра сӑвӑласа ҫырнӑ вырӑнсем нумай пулнӑ. Хальхи чӗлхесенче сӑвӑсене ытларах чухне рифмӑласа тӑваҫҫӗ. Анчах та еврей чӗлхинче сӑвӑсене рифмӑласа мар, шухӑша икӗ тӗрлӗ каласа (параллелизм) е танлаштару мелӗпе (противопоставлени) усӑ курса тунӑ пулнӑ. Сӑвӑри ритма, тӗпрен илсен, шухӑшсене логика тӑрӑх йӗркелесе тунӑ.

«Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» унчченхи кӑларӑмӗсенче Псаломсен тата Иов кӗнекисене сӑвӑласа ҫырнӑ. Ҫапла ҫырни ҫак кӗнекесен малтанхи тексчӗсене пӑхмасӑр вулама е юрлама вӗренмелле пулнине кӑтартнӑ. Сӑвӑлла ҫырни поэзие прозӑран уйӑрса илме тата текста ҫӑмӑллӑнах астуса юлма пулӑшать. 2013 ҫулхи кӑларӑмра Ытарӑшсем, Юрӑсен юрри, ҫавӑн пекех пророксен кӗнекисенчи нумай сыпӑксене сӑвӑласа ҫырнӑ. Ҫакӑ пирвайхи текстри илемлӗх мелӗсене тата поэзи стильне палӑртма пулӑшнӑ. Сӑмахран, Исаия 24:2-мӗшне кашни строкана умӗнхи строкапа ҫыхӑнтарса тата танлаштару мелӗпе усӑ курса ҫырнӑ пулнӑ. Ҫакӑн пек туни Турӑ судӗнчен пӗр ҫын та хӑтӑлма пултарас ҫуккине вӑйлатса кӑтартать. Ҫавнашкал вырӑнсене сӑвӑлла ҫырни вулакана ҫакна ӑнланма пулӑшать: Библи ҫыракан ҫын хӑйӗн шухӑшӗсене темиҫе хут каламан, вӑл Туррӑн хыпарӗ питӗ кирлине палӑртасшӑн пулнӑ, ҫавӑнпа сӑвӑласа ҫырнӑ.

Еврей текстӗнче ӑҫта поэзи, ӑҫта проза пуҫланнине хӑш-пӗр чухне уйӑрса илме йывӑр, ҫавӑнпа тӗрлӗ куҫарусенче сӑвӑласа ҫырнӑ вырӑнсем пӗр пек пулмасан та пултараҫҫӗ. Хӑш пайне прозӑлла, хӑш пайне сӑвӑлла куҫарассине час-часах куҫаракансем йышӑнаҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне прозӑлла ҫырни те шухӑша уҫӑмлӑ тӑвать, мӗншӗн тесен унта сӑнарлӑ чӗлхепе тата параллелизм мелӗпе усӑ курнӑ, ҫавӑн пекех сӑмахсене ытарлӑн ҫыхӑнтарнӑ.

Ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ кӑларӑмӑн ҫӗнӗлӗх пур — Библири кашни кӗнеке пуҫламӑшӗнче унта мӗн калани ҫинчен кӗскен ҫырса панӑ. Юрӑсен юрри кӗнекене илсен, ҫапла туни сӑмахсене кам-кам каланине ӑнланма пулӑшать.

Авалхи алҫырусене тӗпчени ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ кӑларӑм ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» чи малтанхи текстне еврей чӗлхипе ҫырнӑ масорет тексчӗ тӑрӑх тата Весткотт — Хортӑн грек чӗлхипе ҫырнӑ тексчӗ тӑрӑх тунӑ. Анчах та авалхи алҫырусене тӗпчесех тӑраҫҫӗ, ҫакӑ вара Библири хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисем унччен мӗнле пулнине пӗлме пулӑшать. Ҫапла халӗ нумайӑшӗн Вилӗ тинӗс патӗнче тупнӑ чӗркемсене вулама май пур. Грек чӗлхипе ҫырнӑ тата ытларах алҫырӑва тӗпчесе тухнӑ. Алҫырусенчен нумайӑшне, ҫав шутрах нумаях пулмасть тупнисене те, электронлӑ форматпа вулама пулать. Ҫакна пула алҫырусем пӗр-пӗринчен мӗнпе уйрӑлса тӑнине тӗпчеме тата еврей е грек чӗлхипе ҫырнӑ текстсенчен хӑшӗ тӗрӗссине пӗлме халӗ ҫӑмӑлрах. Ҫакӑнпа усӑ курса «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» Комитечӗ Библири хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисене тӗплӗнрех тӗпченӗ те вӗсене мӗнле куҫармаллине ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ.

Сӑмахран, 2 Самуил 13:21-мӗшӗнче (2 Патшасен 13:21) грек чӗлхипе ҫырнӑ Септуагинтӑра Давид патша пирки ҫапла каланӑ: «Анчах хӑйӗн ывӑлӗн Амнонӑн чунне хурлантарман, мӗншӗн тесессӗн ӑна юратнӑ, вӑл унӑн малтанхи ывӑлӗ пулнӑ». Унчченхи «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗнче» ҫак сӑмахсем ҫук, мӗншӗн тесен вӗсем масорет текстӗнче пулман. Анчах та ҫав сӑмахсем Вилӗ тинӗс патӗнче тупнӑ чӗркемсенче пулнӑ, вӗсене вара халӗ ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ 2013 ҫулхи кӑларӑма кӗртнӗ. Ҫав сӑлтавсене пулах, Самуилӑн пӗрремӗш кӗнекине (1 Патшасен кӗнеки) пилӗк вырӑна Туррӑн ятне каллех кӗртнӗ. Унсӑр пуҫне, грек чӗлхипе ҫырнӑ текста тӗпченине пула Матфей 21:29—31-мӗшӗсенчи шухӑшсене вырӑнӗсемпе улӑштарнӑ. Ҫапла вара, алҫырусенчи витӗмлӗ ҫирӗплетӳсене шута илсе, куҫаракансем хӑш-пӗр вырӑнсене куҫарнӑ чухне грек тексчӗпе ҫеҫ усӑ курас темен.

Ҫак тата ытти улшӑнусене пула «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» уҫӑмлӑрах тата ӑнланмалларах пулса тӑнӑ. Вулакансем нумайӑшӗ ҫак чаплӑ парнешӗн Турра чысласа мухтаҫҫӗ!

^ 10 абз. Еврей чӗлхинчи глаголсен формисем ҫинчен ытларах «Сӑваплӑ Ҫыру — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ, ӑнлантарса панисемпе» (акӑл.) кӑларӑмӗнчи хыҫсӑмахра (3C) ҫырса панӑ.