ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | ИЕГОВА СВИДЕТЕЛӖСЕМ КАМСЕМ ВӖСЕМ?
Мӗншӗн эпир ырӑ хыпар пӗлтеретпӗр?
Эпир килтен киле, халӑх йышлӑ пулакан вырӑнсенче тата ҫынсем пулакан ҫӗрте кирек ӑҫта та ырӑ хыпар пӗлтернипе ыттисенчен уйрӑлса тӑратпӑр. Мӗншӗн эпир ҫак ӗҫе тӑватпӑр?
Иегова Свидетелӗсем Турра мухтав кӳресшӗн тата унӑн ятне пурне те пӗлтересшӗн, ҫавӑнпа ырӑ хыпар каласа ҫӳреҫҫӗ (Еврейсем 13:15). Ҫавӑн пекех эпир Иисус Христос: «Кайӑр та пур халӑха вӗрент[ӗр]... Эпӗ сире мӗн хушнине пурне те тытса пурӑнма вӗрентӗр вӗсене»,— тесе хушнине пурнӑҫлама тӑрӑшатпӑр (Матфей 28:19, 20).
Унсӑр пуҫне, эпир ҫынсене юрататпӑр (Матфей 22:39). Нумайӑшӗ Турра хӑйне майлӑ ӗненет, ҫавӑнпа эпир калакан хыпар вӗсене интереслентермесен те пултарать, эпир ҫавна ӑнланатпӑр. Анчах та Библири хыпар ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлма пултарасси ҫинчен те пӗлетпӗр. Ҫавӑнпа эпир «Иисус Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар каласа вӗрентме» чарӑнмастпӑр, пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем те ҫапла тунӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 5:41, 42).
Антонио Кова Мадуро социолог палӑртнӑ тӑрӑх, «Иегова Свидетелӗсем Сӑваплӑ Ҫырури текст ҫӗр ҫинчи чи аякри кӗтессене ҫиттӗр тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшаҫҫӗ, тӗрлӗ йывӑрлӑхсене те тӳссе ирттереҫҫӗ» («Универсаль» Венесуэла хаҫачӗ).
Пирӗн публикацисене вулакансенчен ытларахӑшӗ Иегова Свидетелӗсем мар. Пирӗнпе Библи вӗренекен миллион-миллион ҫын урӑх тӗне тытса тӑрать. Апла пулин те вӗсем Иегова Свидетелӗсене хӑйсем патне килсе ҫӳренӗшӗн питӗ пархатарлӑ.
Паллах ӗнтӗ, сирӗн Иегова Свидетелӗсем пирки урӑх ыйтусем те сиксе тухма пултараҫҫӗ. Хуравӗсене пӗлес тесен...
-
Иегова Свидетелӗсенчен хӑйсенчен ыйтса пӗлӗр;
-
пирӗн официаллӑ сайта кӗрсе пӑхӑр;
-
пирӗн пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене кайса курӑр, кӗмешкӗн тӳлемелле мар тата унта пурте пыма пултараҫҫӗ.