Тепӗр ҫирӗплетӳ
Библире мӗн ҫырни тӗрӗс пулнине археологи ҫирӗплетсе парать-и? 2014 ҫулта пӗр журналӑн статйинче ҫакӑн пек ыйту панӑ пулнӑ: «Еврей Ҫырӑвӗсенче каланӑ миҫе ҫын пирки археологи вӗсем пурӑннӑ тесе ҫирӗплетсе парать?» (Biblical Archaeology Review). Унта хуравӗ те пулнӑ: «Сахалтан та 50 ҫын пирки!» Анчах та ҫав статьяра Фафнай ятлӑ ҫын ҫинчен каламан. Вӑл кам пулнӑ? Библире ун ҫинчен мӗн каланине айтӑр пӑхса тухар.
Ӗлӗк Иерусалим Перси империйӗн пысӑк территорийӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ. Ҫак хула Ефрат юханшывӗнчен хӗвеланӑҫ енче пулнӑ, перссем ӑна юханшыв леш енчи ҫӗр тенӗ. Вавилон империне ҫӗнсе илсен, перссем тыткӑнра пулнӑ еврейсене ирӗке кӑларнӑ тата вӗсене Иерусалимра Иеговӑн храмне ҫӗнӗрен туса лартма май панӑ (Ездра 1:1—4). Анчах еврейсен тӑшманӗсем храма тума чӑрмантарма пуҫланӑ тата еврейсене Персие хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ тесе айӑплама тытӑннӑ (Ездра 4:4—16). I Дарий патша вӑхӑтӗнче (пирӗн эрӑчченхи 522—486 ҫулсенче патшара ларнӑ) ҫак ӗҫе Фафнай ятлӑ Персин аслӑ пуҫлӑхне тӗрӗслесе тухма хушнӑ. Библире ун пирки «юханшыв леш енчи ҫӗр пуҫлӑхӗ» тенӗ (Ездра 5:3—7).
Упранса юлнӑ темиҫе тӑм хӑма ҫинче — пӗр ҫемьен архивӗ шутне кӗнисенче — Фафнай ятлӑ ҫын ҫинчен калани пур. Вӑл ҫав ҫемьери ҫын пулнӑ пулас. Тӑм хӑмасенчен пӗринче асӑннӑ Фафнай Библири Ездра кӗнекинче ҫырнӑ ҫынах пулнине кӑтартать. Ҫак хӑма вӑл — парӑм хӑми, ӑна I Дарий патшара ларнӑ 20-мӗш ҫулӗнче (пирӗн эрӑчченхи 502 ҫулта) ҫырнӑ. Ҫав хӑма ҫинче килӗшӗве тунине ҫирӗплетсе параканни «Фафнайӑн, юханшыв леш енчи ҫӗр пуҫлӑхӗн» тарҫи пулнӑ тесе каланӑ.
Фафнай мӗнле ҫӗрӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ? Пирӗн эрӑчченхи 535 ҫулта Аслӑ Кир ҫӗнсе илнӗ ҫӗрсене пӗрлештерсе облаҫсем йӗркеленӗ. Вӗсенчен пӗрне «Вавилон тата юханшыв леш енчи ҫӗр» ят панӑ. Каярахпа ҫак облаҫе икӗ пая пайланӑ, вара пӗрне юханшыв леш енчи ҫӗр теме пуҫланӑ. Ун шутне Келесири, Финики, Самари тата Иуда кӗнӗ, ҫак ҫӗрсене вара Дамаск тытса тӑнӑ. Пирӗн эрӑчченхи 520 ҫултан пуҫласа 502 ҫулччен Фафнай ҫак облаҫӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
Пӑлхав ҫӗкленӗ тесе айӑпласа каланине тӗрӗслемешкӗн Фафнай Иерусалима кайса килнӗ. Вӑл иудейсен сӑмахӗсене — храма туса лартма Кир патша ирӗк панӑ текен сӑмахсене — Дарие пӗлтернӗ. Патша архивне пӑхса тухсан, иудейсем мӗн калани тӗрӗс пулни курӑннӑ (Ездра 5:6, 7, 11—13; 6:1—3). Ҫавӑнпа та Фафная храма тума ан чӑрмантар тесе хушнӑ, вӑл вара итленӗ (Ездра 6:6, 7, 13).
Фафнай ҫинчен, юханшыв леш енчи ҫӗр пуҫлӑхӗ ҫинчен, этемлӗх историйӗнче питӗ сахал каланӑ. Анчах та ун ҫинчен Сӑваплӑ Ҫырура асӑннӑ тата унӑн мӗнле титул пулнине тӗп-тӗрӗс ҫырнӑ. Эппин, истори тӗлӗшӗнчен Библи тӗрӗс пулнине археологи тепӗр хут ҫирӗплетсе парать.