Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Декабрӗн 14—20

ЛЕВИТ 12, 13

Декабрӗн 14—20

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

  • «Тилҫе чирӗ пирки панӑ саккун пире мӗне вӗрентет?» (10 мин)

  • Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр (10 мин)

    • Лв 12:2, 5. Мӗншӗн ача ҫуратсассӑн хӗрарӑм таса мар шутланнӑ? (w04-U 5/15 23 с, 2 абз)

    • Лв 12:3. Мӗншӗн Иегова ачан хӗрринчи ӳтне саккӑрмӗш кунне кастарма хушнӑ? (wp18.1 7 с)

    • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир Иеговӑпа, ырӑ хыпар сарассипе е тата мӗнпе те пулин урӑххипе ҫыхӑннӑ мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

  • Библи вулани (4 мин е сахалрах): Лв 13:9—28 (th 5-мӗш урок)

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

  • Иккӗмӗш калаҫу (видео) (4 мин). Сӳтсе явни. Видеоролик кӑтарт та ҫак ыйтусене пар: арҫын тӑван ыйтусемпе ӑнӑҫлӑн усӑ курчӗ тесе мӗншӗн калама пулать? Тӑван кил хуҫине Библири сӑвӑ йӗркисене мӗнле ӑнланма пулӑшрӗ?

  • Иккӗмӗш калаҫу (4 мин е сахалрах): калаҫмалли майпа усӑ кур. Сирӗн вырӑнта пурӑнакан ҫынсем час-часах сире хирӗҫлесе мӗн калаҫҫӗ, ҫавӑн ҫине мӗнле хуравламаллине кӑтарт (th 19-мӗш урок)

  • Иккӗмӗш калаҫу (5 мин е сахалрах): калаҫмалли майпа усӑ кур. «Ырӑ хыпар» брошюрӑна сӗн те 11-мӗш урок тӑрӑх ҫынпа Библи вӗренме пуҫла (th 9-мӗш урок)

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ