ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Санӑн Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗренес килет-и?
Эсӗ 23 ҫултан аслӑрах тата 65 ҫултан кӗҫӗнрех-и? Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлесе тӑратӑн-и? Санӑн сывлӑху лайӑх-и тата эсӗ хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнта ырӑ хыпар сарма пултаратӑн-и? Ку ҫапла пулсан, мӗншӗн-ха санӑн Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗренес мар? Ҫак шкултан пин-пин мӑшӑрпа мӑшӑрланман тӑван вӗренсе тухнӑ ӗнтӗ. Апла пулин те, авланман арҫын тӑвансем татах та кирлӗ. Иеговӑн ирӗкне туса тӑма тата унӑн Ывӑлӗнчен тӗслӗх илме ытларах кӑмӑл пултӑр тесе кӗлӗре ыйт (Пс 39:9; Мф 20:28; Евр 10:7). Кайран ҫакӑн ҫинчен шутласа пӑх: «Манӑн ҫемьепе, ӗҫпе е укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ яваплӑх пур-и? Пур пулсан, ҫак шкулта вӗренес тесе эпӗ мӗнле улшӑнусем тума пултаратӑп?»
Ҫак теократи шкулне вӗренсе пӗтернӗ тӑвансен сӑваплӑ ӗҫре нумайрах тума мӗнле майсем уҫӑлаҫҫӗ? Хӑшӗ-пӗрисене урӑх чӗлхепе калаҫакан ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерме янӑ. Теприсене пысӑк хулара халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче ятарласа йӗркелесе янӑ сӑваплӑ ӗҫре хутшӑнма ыйтнӑ. Тепӗр тӑвансене вара район надзирателӗ е унӑн пулӑшаканӗ пулма лартнӑ. Тата теприсене миссионер ӗҫне тума янӑ. Иеговӑшӑн ӗҫлемелли тӗрлӗ май ҫинчен шухӑшласан санӑн шухӑш-кӑмӑл Исаия пророкӑнни пекех пулӗ: «Кунтах эпӗ, мана яр» (Ис 6:8).
«МИССИОНЕРСЕМ ВЫРМАРА ХАСТАРРӐН ӖҪЛЕҪҪӖ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
-
Миссионер пулма кама суйласа илеҫҫӗ?
-
Миссионерсем мӗн-мӗн туса тӑраҫҫӗ?
-
Миссионер ӗҫӗ мӗнле пиллӗхсем кӳрет?