ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Иегова тӳрлетме хунӑ йӗркене пӑхӑннипе эпир юратнине кӑтартатпӑр
Ҫылӑх тунӑшӑн ӳкӗнмен христианина пухуран кӑларса яни пухури ытти христиансене хӳтӗлет тата ҫылӑха кӗнӗ ҫынна хӑйне те тӳрленме май парать (1Кр 5:6, 11). Иегова хунӑ ҫак йӗркене пӑхӑннипе эпир юратнине кӑтартатпӑр. Ҫынна пухуран кӑларса яни унӑн ҫывӑх хурӑнташӗсене те, ҫылӑх тунине пӑхса тухнӑ комитетри старейшинӑсене те нумай хурлӑх кӳрет. Мӗншӗн-ха вара ҫак йӗркене пӑхӑнни юратнине кӑтартни пулать?
Пуринчен ытла эпир Иеговӑн сӑваплӑ ятне тата унӑн сӑваплӑ нормисене юратнине кӑтартатпӑр (1Пт 1:14—16). Унсӑр пуҫне, пухуран кӑларса янӑ тӑвана та эпир юратнине кӑтартатпӑр. Ҫак йӗркене пӑхӑнса тӑма ҫӑмӑл мар пулсан та, ҫапла туни тӳрӗлӗхпе канӑҫлӑх ҫимӗҫне парать (Евр 12:5, 6, 11). Пухуран кӑларса янӑ е пухуран туннӑ ҫынпа малалла та хутшӑнсан эпир Иеговӑна ӑна тӳрлетме чӑрмантаратпӑр. Асра тытӑр: Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хаса парасса та яланах виҫеллӗ хаса парать (Иер 30:11). Айтӑр Иегова тӳрлетме хунӑ йӗркене пӑхӑнар тата малалла та Турӑпа ҫывӑхланса пырар. Ҫав вӑхӑтрах пухуран кӑларса янӑ ҫын пирӗн хӗрхенекен кӑмӑллӑ Атте патне таврӑнасса шанар (Ис 1:16—18; 55:7).
«ИЕГОВӐНА ЧУН-ЧӖРЕРЕН ПАРӐНСА ПУРӐНАТПӐР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
-
Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачи Иеговӑран пӑрӑнса кайсан мӗн туять?
-
Камсен хурӑнташӗ Иегова Свидетелӗ пулма пӑрахнӑ, ҫавсене пуху мӗнле пулӑшма пултарать?
-
Хурӑнташсене юратнинчен ытларах Иеговӑна чун-чӗререн парӑнса пурӑнмаллине Библири мӗнле тӗслӗх кӑтартса парать?
-
Хурӑнташсене юратнинчен Иеговӑна чун-чӗререн парӑнни пӗлтерӗшлӗрех пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?