ЛЕВИТ 10, 11
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ |Хурӑнташсене юратассинчен ытларах Иеговӑна юратӑр
10:1, 2, 4—7
Пирӗн ҫывӑх ҫынсенчен кама та пулин пухуран кӑларса ярсан, эпир Иеговӑна чунтан парӑннипе парӑнманни тӗрӗсленет. Иегова Аарона панӑ хушу христиансен пухуран кӑларса янӑ хурӑнташӗпе хӑйсене мӗнле тытмаллине кӑтартать: вӗсен унпа пач та хутшӑнмалла мар. Тӗрӗс мар ҫула суйласа илнӗ хурӑнташа юратассинчен ытларах Иеговӑна юратмалла.
Кам Иеговӑна пӑхӑнса пухуран кӑларса янӑ тӑвансемпе хутшӑнмасть, ҫавсене Турӑ мӗнле пиллӗ? (1Кр 5:11; 2Ин 10, 11)