Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР | ЫРӐ ХЫПАР САРАС ӖҪЕ САВӐНСА ТӐВӐР

Чӗрене хускатӑр

Чӗрене хускатӑр

Турра итлес кӑмӑл чӗререн тухать (Ыт 3:1). Ҫавӑнпа ҫынсене вӗрентнӗ чухне вӗсен чӗрине хускатма тӑрӑшмалла. Ҫакна мӗнле тума пулать?

Библири чӑнлӑха каласа панисӗр пуҫне пирӗн ҫынна хӑй илнӗ пӗлӳсем ӑна мӗнле усӑ панине тата Турӑпа ҫывӑхланма мӗнле пулӑшнине кӑтартмалла. Ҫавӑн пекех ҫынна Библири нормӑсенче Туррӑн юратӑвӗ, ырӑлӑхӗ тата тӳрӗлӗхӗ курӑнса тӑнине ӑнланма пулӑшмалла. Ҫын илнӗ пӗлӳсем пирки хӑй мӗн шухӑшланине пӗлес тесе ыррӑн та туйӑмӗсене шута илсе ыйтусем парӑр. Вӑл хӑйӗн тӗрӗс мар шухӑшӗсемпе йӑлисене улӑштарсан, унӑн пурнӑҫӗ мӗнле лайӑхланасси ҫинчен пӗрле шухӑшлӑр. Библи вӗренекен Иеговӑна чунтан юратнине курсан сирӗн чӗрӗр савӑнӑҫпа тулӗ.

«ВӖРЕНЕКЕНСЕНЕ ХАТӖРЛЕС ӖҪРЕ САВӐНӐҪ ТУПӐР. ӐСТАЛӐХА ӲСТЕРӖР: ЧӖРЕНЕ ХУСКАТӐР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Мӗншӗн Нита Джейдран: «Тунтикунхи калаҫу пирки шухӑшласа пӑхмарӑн-и?» — тесе ыйтрӗ?

  • Нита Джейда Иегова правилӑсемпе нормӑсене юратнӑран палӑртса хунине мӗнле ӑнланма пулӑшрӗ?

  • Библи вӗренекенӗн чӗрине хускатсан, вӑл Иеговӑпа ҫывӑхланма вӑй хурӗ

    Нита Джейда Турра юратни мӗнрен курӑннине мӗнле ӑнланма пулӑшрӗ?