Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

«Ан пӑшӑрханӑр»

«Ан пӑшӑрханӑр»

Иегова Израиль халӑхӗнчи чухӑнсемшӗн тӑрӑшнӑ. Вӑл хӑйӗн чухӑн пурӑнакан ӗҫлекенӗсемшӗн паян мӗнле тӑрӑшать?

  • Вӑл вӗсене укҫа ҫине тӗрӗс пӑхма вӗрентет (Лк 12:15; 1Тм 6:6—8).

  • Вӑл пулӑшнипе вӗсем хӑйсене хисеплеме пӑрахмаҫҫӗ (Иов 34:19).

  • Вӑл вӗсене ӗҫчен пулма тата япӑх йӑласенчен пӑрӑнма вӗрентет (Ыт 14:23; 20:1; 2Кр 7:1).

  • Вӑл вӗсене юратакан тӑванлӑх парнеленӗ (Ин 13:35; 1Ин 3:17, 18).

  • Вӑл вӗсене шанчӑк парать (Пс 9:19; Ис 65:21—23).

Хамӑра темле йывӑр килсен те пирӗн пӑшӑрханма кирлӗ мар (Ис 30:15). Турӑ Патшалӑхне малти вырӑна хуратпӑр пулсан, Иегова пире мӗн кирлине пурне те парса тӑрӗ (Мф 6:31—33).

«ЮРАТУ НИХӐҪАН ТА ПӖТМЕСТ. ЧУХӐНЛӐХ (КОНГО)» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Регион конгресӗ иртекен вырӑнпа юнашар пурӑнакан тӑвансем аякран килекенсене юратнине мӗнле кӑтартаҫҫӗ?

  • Иегова чухӑн пурӑнакансене юратнине мӗнле кӑтартать?

  • Иеговӑн тӗслӗхӗ пире хамӑр пуянах мар пурӑннине пӑхмасӑрах мӗн тума хавхалантарать?