ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР | ЫРӐ ХЫПАР САРАС ӖҪЕ САВӐНСА ТӐВӐР
Хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулӑр
Хӗрхенекен кӑмӑллӑ ҫын хӑйне ыттисем вырӑнне лартма пӗлет, вӗсене мӗн кирлине тата вӗсем мӗн туйнине ӑнланать. Ҫак лайӑх ене ыттисемшӗн чунтан тӑрӑшни аталантарма пулӑшать. Ҫынсем эпир вӗсене чун-чӗререн хӗрхеннине тӳрех туяҫҫӗ. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне хӗрхеннине кӑтартатпӑр пулсан, вӗсем Иегова хӑйсене юратнине тата хӑйсемшӗн тӑрӑшнине туйса илеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсен ун ҫинчен пӗлес кӑмӑл ҫуралать (Фп 2:4).
Ыттисене чун-чӗререн хӗрхенни эпир пит-куҫпа, алпа мӗнле вылятнинче, мӗнле итленинче тата мӗнле калаҫнинче курӑнать. Эпир ҫын мӗнпе интересленнине, мӗне ӗненнине тата унӑн мӗнле лару-тӑру пулнине чунтан ӑнланма тӑрӑшатпӑр. Эпир ӑна усӑллӑ информаци тупса пама тата пулӑшма яланах хатӗр, анчах та ӑна улшӑнма нихӑҫан та хистеместпӗр. Ыттисем пирӗн пулӑшӑва йышӑнни пире телейлӗ тӑвать.
«ВӖРЕНЕКЕНСЕНЕ ХАТӖРЛЕС ӖҪРЕ САВӐНӐҪ ТУПӐР. ӐСТАЛӐХА ӲСТЕРӖР: ХӖРХЕНЕКЕН КӐМӐЛЛӐ ПУЛӐР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
-
Джейд кая юлса килсен Нита ӑна ӑнланнине мӗнле кӑтартрӗ?
-
Джейд ывӑннине пула вӗренейместӗп тесен Нита ӑна ӑнланнине мӗнле кӑтартрӗ?
-
Джейд ӗҫсене йӗркелеме пӗлсех каймастӑп тесен Нита ӑна ӑнланнине мӗнле кӑтартрӗ?