Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ | СӐВАПЛӐ ӖҪӖН ҪӖНӖ ҪУЛӖНЧИ ТӖЛЛЕВСЕМ

Сӑваплӑ ӗҫӗн ҫӗнӗ ҫулӗнчи тӗллевсем. Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗрен

Сӑваплӑ ӗҫӗн ҫӗнӗ ҫулӗнчи тӗллевсем. Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗрен

Хӑшӗ-пӗрисем ҫапла шутлаҫҫӗ: «Камӑн пурнӑҫри лару-тӑру лайӑх, ҫавсем ҫеҫ Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗренме пултараҫҫӗ». Унта вӗренме вара мӗн кирлӗ? Ҫыннӑн чӑнлӑхра ҫирӗп тӑмалла, ҫирӗп ӗненӳ пулмалла, Иеговӑна юратмалла тата Иеговӑн организацийӗнче кирек мӗнле ӗҫе те тума хатӗр пулмалла (Ис 6:8).

«„ПЫСӐК АЛӐК“ УҪӐЛСАН ӖНЕННИНЕ КӐТАРТСА ҪАК МАЙПА УСӐ КУРӐР. ПАТШАЛӐХ ХЫПАРҪИСЕН ШКУЛӖНЧЕ ВӖРЕННИ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Гэбриэла заявлени ҫырма мӗн чарса тӑчӗ тата Филиппӑ 4:13-мӗшӗнчи (ҪТ) сӑмахсем ҫинчен шухӑшлани ӑна мӗнле пулӑшрӗ?