ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Вӗсем Иеговӑна юратнӑран тӑрӑшса ӗҫленӗ
Соломон храм туса лартнӑ чухне чи лайӑх материалсемпе усӑ курнӑ (3Патш 5:6, 17; w11-U 2/1 15 с.).
Ҫак ӗҫе нумай ҫын хутшӑннӑ (3Патш 5:13—16; it-U «Кедр», 5 абз.; it-U «Храм», «Храм Соломона» подзаг., 4 абз.).
Храма ҫичӗ ҫул хушшинче туса пӗтернӗ (3Патш 6:38; хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑх).
Соломон тата Израиль халӑхӗ чаплӑ храм туса лартма пултарнӑ, мӗншӗн тесен Иеговӑна юратни вӗсене тӑрӑшса ӗҫлеме хавхалантарнӑ. Анчах та вӗсен пулас ӑрӑвӗ Иеговӑна чун-чӗререн пуҫҫапса пурӑнман, ҫавӑнпа храма пӑхса тӑман. Юлашкинчен храма тӗп тунӑ пулнӑ.
ХӐВӐНТАН ЫЙТ: «Малалла та Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлесе тӑрас тесен манӑн мӗн тумалла?»