ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Сентябрьте иртекен ятарлӑ кампани. Библи вӗренме пуҫлатпӑр
Сентябрь уйӑхӗнче эпир «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» брошюрӑпа усӑ курса пурне те Библи вӗренме сӗнӗпӗр. Ҫав уйӑхра хыпарҫӑсем 30 сехет нормине туса пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеме пултараҫҫӗ. Ҫак кампани мӗнле иртӗ?
-
Пӗрремӗш хут калаҫнӑ чухне. Ҫынна интереслентерсе ярас тесе брошюрӑн юлашки страниципе усӑ кур тата ӑна Библи мӗнле вӗренмеллине кӑтартма тӑрӑш. Унччен эсӗ кампа Библи ҫинчен калаҫнӑ, ҫавсене те Библи вӗренме сӗн. Ун чухне вӗсем Библи вӗренме килӗшмен пулин те, тен, халӗ вӗсем ҫак брошюра тӑрӑх ҫӗнӗ меслетпе Библи вӗренме килӗшӗҫ. Килте никам та пулман пулсан, брошюрӑна почта ещӗкне хӑвармалла мар тата кам ӑна илме килӗшмен, ҫавсене брошюрӑна ҫырупа ярса памалла мар. Пухӑвӑн сӑваплӑ ӗҫӗн комитечӗ сентябрьте ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене ытларах ирттерме пултарать.
-
Урӑх майсем. Сирӗн пуху стендпа ырӑ хыпар сарать пулсан, «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» брошюрӑна та кӑларса хурӑр. Брошюра кама та пулин интереслентерсе ячӗ пулсан, ҫав ҫынна Библи вӗренмелли тӳлевсӗр курс ҫинчен каласа пар. Ҫынна Библи мӗнле вӗренмеллине кӗскен кӑтарт е тепрехинче кӑтартма калаҫса татӑл. Сӑваплӑ ӗҫшӗн яваплӑ тӑван ӗҫлӗ территоринче ырӑ хыпар сарас ӗҫе йӗркелеме пултарать. Ҫак ӗҫе опытлӑ хыпарҫӑсене шанса памалла. Ҫавӑн пекех эсӗ пӗрле ӗҫлекенсене тата кулленхи ӗҫсем тунӑ чухне тӗл пулнӑ ҫынсене те Библи вӗренме сӗнме пултаратӑн.
Иисус пире вӗренекенсене хатӗрлеме, вӗсене вӗрентме хушнӑ (Мф 28:19, 20). Ҫак ятарлӑ кампани тата «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» брошюра пире ҫак ӗҫе туса ҫитерме пулӑшасса шанатпӑр.