ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Турӑ панӑ ӑслӑлӑх мӗншӗн питӗ хаклӑ?
Соломон Иеговӑран ӑслӑлӑх ыйтнӑ (3Патш 3:7—9; w11 12/15 4 с., 4—6 абз.).
Соломон ӑслӑлӑх ыйтни Иеговӑна килӗшнӗ (3Патш 3:10—13).
Халӑх мирлӗ те лӑпкӑ пурӑннӑ, мӗншӗн тесен Турӑ Соломона ӑслӑлӑх панӑ (3Патш 4:25).
Ӑслӑ ҫын хӑй мӗн пӗлнипе, хӑй мӗн ӑнланнипе пурнӑҫра усӑ курать. Ӑслӑлӑх ылтӑнран та хаклӑрах (Ыт 16:16). Ӑслӑ пулас тесен Иеговӑран ӑслӑлӑх ыйтмалла, Турра кӳрентерекен ӗҫсем тума хӑрамалла, хамӑра кӗҫӗне хумалла, сӑпайлӑ пулмалла тата Библие тӗпчемелле.