ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ | СӐВАПЛӐ ӖҪӖН ҪӖНӖ ҪУЛӖНЧИ ТӖЛЛЕВСЕМ
Сӑваплӑ ӗҫӗн ҫӗнӗ ҫулӗнчи тӗллевсем. Хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса кай
Ырӑ хыпар сарас ӗҫе ытларах хутшӑнас тесе килтен урӑх ҫӗре куҫса кайма ҫирӗп ӗненӳ кирлӗ (Евр 11:8—10). Санӑн хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса кайма тӗллев пур пулсан, хӑвӑн пухури старейшинӑсемпе калаҫса пӑх. Ҫак тӗллеве пурнӑҫлама санӑн май пуррипе ҫуккине тата ӑҫта куҫса каймаллине ӑнланма сана мӗн пулӑшӗ? Хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнта ырӑ хыпара мӗнле сарни ҫинчен каласа паракан статьясене вула. Ҫак тӗллеве пурнӑҫланӑ тӑвансемпе калаҫса пӑх (Ыт 15:22). Тӗрӗс йышӑну тума пулӑш тесе Иеговӑна кӗлту (Иак 1:5). Ӑҫта куҫса каяс тетӗн, ҫав вырӑнсем ҫинчен ытларах пӗлме тӑрӑш. Йышӑну тӑвиччен вара эсӗ ӑҫта куҫса кайма шутлатӑн, ҫавӑнта пӗр вӑхӑт хушши пурӑнса пӑх.
«„ПЫСӐК АЛӐК“ УҪӐЛСАН ӖНЕННИНЕ КӐТАРТСА ҪАК МАЙПА УСӐ КУРӐР. ХЫПАРҪӐСЕМ ҪИТСЕХ КАЙМАН ВЫРӐНА КУҪСА КАЙНИ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
-
Гэбриэла сӑваплӑ ӗҫре ытларах тума мӗн чӑрмантарнӑ тата ӑна мӗн пулӑшнӑ?