Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ | СӐВАПЛӐ ӖҪӖН ҪӖНӖ ҪУЛӖНЧИ ТӖЛЛЕВСЕМ

Сӑваплӑ ӗҫӗн ҫӗнӗ ҫулӗнчи тӗллевсем. Пионер пулса ӗҫле

Сӑваплӑ ӗҫӗн ҫӗнӗ ҫулӗнчи тӗллевсем. Пионер пулса ӗҫле

Сӑваплӑ ӗҫре тӗллевсем лартатпӑр пулсан, эпир хамӑр вӑя сая ямастпӑр (1Кр 9:26). Тӗллевсем лартни пире ҫак юлашки кунсенче вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курма пулӑшать (Эф 5:15, 16). Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне пулас сӑваплӑ ӗҫӗн ҫулӗнче мӗнле тӗллевсем лартасси ҫинчен сӳтсе явма пулать. Ҫакна тума сире ҫак ӗҫ тетрачӗ пулӑшма пултарать, мӗншӗн тесен кунта тӗрлӗ тӗллевсем ҫинчен калакан статьясем пур. Мӗнле тӗллевсем лартасси пирки ҫемьепе пӗрле шухӑшласа пӑхӑр тата Иеговӑна ҫакӑн ҫинчен кӗлӗре каласа парӑр (Иак 1:5).

Сирӗн ҫемьере пӗри те пулин пионер пулса ӗҫлетӗр тесе вӑл тӑвакан килти ӗҫсене эсир тума пултаратӑр-и? Тен, эсӗ сехет нормине тӑваймастӑп тесе пӑшӑрханатӑн. Апла, камӑн пурнӑҫри лару-тӑрӑвӗ санӑнни пекех, ҫавӑн пек пионерпа калаҫса пӑх (Ыт 15:22). Унпа калаҫас тесе ӑна ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапмалли каҫа чӗнме пулать. Унтан пионер пулса ӗҫлемелли тӗрлӗ графиксем тӑвӑр. Унччен эсӗ пионер пулса ӗҫленӗ пулсан, каллех пионер пулса ӗҫлес тесе мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑх.

Сирӗн ҫемьере кам та пулин пӗр уйӑх е ытларах пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеме пултарать-и? Санӑн вӑй сахал пулсан, пионер нормине тӑвас тесе эсӗ кашни кун пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн ырӑ хыпар сарма пултаратӑн. Енчен те эсӗ тулли кун ӗҫлетӗн пулсан е шкулта вӗренетӗн пулсан, сана эрне варринче ырӑ хыпар сарма йывӑр пулма пултарать. Ҫавӑнпа эсӗ отпуск е каникул вӑхӑтӗнче пионер пулса ӗҫлеме пултаратӑн. Тата хӑш-пӗр уйӑхсенче пилӗк шӑматкун е пилӗк вырсарникун пулма пултарать. Ҫав уйӑхсенче вара пионер нормине тума ҫӑмӑлрах пулать. Хӑш уйӑхра эсӗ пионер пулса ӗҫлеме шут тытрӑн, ҫав уйӑха календарьте палӑрт тата график ту (Ыт 21:5).

«ХӐЮЛЛӐ ПУЛӐР... ПИОНЕРСЕМ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Эмма тӑвана Иегова мӗнле пулӑшнӑ тата ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр?