ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Сӑпайлӑ пулас тӗлӗшрен Верзеллий лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ
Давид патша Верзеллие хӑйӗнпе пыма чӗннипе ӑна пысӑк чыс тунӑ (2Патш 19:32, 33; w18.09 9 с., 6 абз.).
Сӑпайлӑ пулнӑран Верзеллий унпа кайма килӗшмен, анчах ҫакӑн ҫинчен вӑл патшана хисеплӗн каланӑ (2Патш 19:34, 35; w18.09 9 с., 7 абз.).
Верзеллий пек сӑпайлӑ пулма тӑрӑш (w07-U 7/15 15 с., 1, 2 абз.).
Сӑпайлӑ пулни пире хамӑр мӗн тума пултарнипе пултарайманнине ӑнланма пулӑшать. Иеговӑна юрӑхлӑ пулас тесен пирӗн «йӑваш ӑслӑ», е сӑпайлӑ, пулмалла (Мх 6:8). Сӑпайлӑ пулни пире мӗнле усӑ парать?