Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Ҫемье телейлӗ пултӑр тесен мӗн тумалла?

Ҫемье телейлӗ пултӑр тесен мӗн тумалла?

Иегова ҫемьесем телейлӗ пулччӑр тет (Пс 126:3—5; Ек 9:9; 11:9). Анчах ҫак тӗнчере эпир йывӑрлӑхсемпе тӗл пулатпӑр тата пирӗн килтисем те йӑнӑшма пултараҫҫӗ. Ҫавна пула эпир савӑнӑҫа ҫухатма пултаратпӑр. Ҫемье телейлӗ пултӑр тесе пирӗнтен кашни мӗн тума пултарать?

Упӑшки хӑйӗн арӑмне хисеплет (1Пт 3:7). Вӑл вӑхӑта унпа пӗрле ирттерет. Упӑшки арӑмӗнчен ытлашши нумай кӗтмест тата арӑмӗ ҫемьешӗн тӑрӑшнишӗн вӑл питӗ пархатарлӑ (Кл 3:15). Вӑл арӑмне юратнине кӑтартать тата ӑна мухтать (Ыт 31:28, 31).

Арӑмӗ упӑшкине ялан пулӑшма тӑрӑшать (Ыт 31:12). Вӑл упӑшкине пӑхӑнса тӑрать тата унпа канашлать (Кл 3:18). Вӑл упӑшкипе ыррӑн калаҫать тата ыттисем умӗнче те ун ҫинчен лайӑххине ҫеҫ калать (Ыт 31:26).

Ашшӗ-амӑшӗсем вӑхӑта ачисемпе пӗрле ирттереҫҫӗ (Сак аст 6:6, 7). Вӗсем ачисене сана юрататӑп тесе каласах тӑраҫҫӗ (Мф 3:17). Ачисене тӳрлетнӗ чухне ҫакна вӗсем юратса, виҫине пӗлсе тӑваҫҫӗ (Эф 6:4).

Ачисем ашшӗ-амӑшне хисеплеҫҫӗ тата вӗсене итлеҫҫӗ (Ыт 23:22). Вӗсем ашшӗ-амӑшне хӑйсен шухӑшӗсемпе туйӑмӗсем ҫинчен уҫҫӑн каласа параҫҫӗ. Вӗсем ашшӗ-амӑшӗ канаш панине, тӳрлетнине йышӑнаҫҫӗ (Ыт 19:20).

«СИРӖН ҪЕМЬЕ ТЕЛЕЙЛӖ ПУЛТӐР!» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

• Ҫемье телейлӗрех пултӑр тесе ҫемьере кашни мӗн тума пултарать?