Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Сентябрьте иртекен ятарлӑ кампанин тӗллевӗ — Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа парасси

Сентябрьте иртекен ятарлӑ кампанин тӗллевӗ — Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа парасси

Турӑ Патшалӑхӗ ҫеҫ ҫынсен йывӑрлӑхӗсене татса пама пултарать. Ҫакӑн ҫинчен ҫынсене каласа пама эпир сентябрьте нумайрах вӑй хурӑпӑр (Мф 24:14). Ҫак кампание хутшӑнас тесе эсӗ мӗн тума пултаратӑн? Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан Библири пӗр-пӗр сӑвӑ йӗркине суйласа ил те ӑна май килнӗ таран ытларах ҫынна кӑтартма тӑрӑш. Ҫынпа пӗрремӗш хут калаҫнӑ чухне вӑл чӑнлӑхпа интересленчӗ пулсан, ӑна 2020 ҫулта тухнӑ «Хурал башни» журналӑн 2-мӗш номерне (выр.) сӗн. Ҫав ҫын патне май ҫитнӗ таран хӑвӑртрах тепӗр хут кайма тӑрӑш тата «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» брошюрӑпа усӑ курса унпа Библи вӗренме пуҫлама тӑрӑш. Сентябрьте пулӑшакан пионерсем 15 е 30 сехет ырӑ хыпар сарма пултарӗҫ.

Кӗҫех Турӑ Патшалӑхӗ Иеговӑн влаҫне хирӗҫ тӑракан пур патшалӑха та пӗтерӗ (Дан 2:44; 1Кр 15:24, 25). Ҫавӑнпа та айтӑр ҫак ятарлӑ кампание хастаррӑн хутшӑнса Иеговӑпа унӑн Патшалӑхне шанчӑклӑ пулнине кӑтартар!