Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Сӑваплӑ ӗҫӗн ҫӗнӗ ҫулӗнче эсӗ мӗнле тӗллевсене пурнӑҫласшӑн?

Сӑваплӑ ӗҫӗн ҫӗнӗ ҫулӗнче эсӗ мӗнле тӗллевсене пурнӑҫласшӑн?

Иеговӑн ӗҫӗнче эпир мӗншӗн тӗллевсем лартатпӑр? Эпир Иеговӑшӑн хамӑр мӗн тума пултарнине веҫех тӑвасшӑн тата ӑна савӑнтарасшӑн. Ҫак тӗллевсем пире чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума пулӑшаҫҫӗ. Вӗсене пурнӑҫлама вӑй хуни вара усӑсӑр пулмӗ (1Тм 4:15). Анчах пирӗн пурнӑҫра улшӑнусем пулса иртме пултараҫҫӗ. Ҫавна пула унччен лартнӑ тӗллевсене эпир халӗ, тен, пурнӑҫлама пултараймастпӑр. Е, тен, хамӑр лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртрӗмӗр, ҫавӑнпа халӗ пирӗн ҫӗнӗ тӗллевсем лартмалла. Ҫак сӑлтавсене пула пирӗн вӑхӑтран вӑхӑта хамӑр тӗллевсене улӑштарасси ҫинчен шухӑшламалла.

Сӑваплӑ ӗҫӗн ҫӗнӗ ҫулӗ пуҫланиччен эсӗ хӑвӑн тӗллевӳсем ҫинчен шухӑшласа пӑхма пултаратӑн. Ҫакна эсир ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне сӳтсе явма пултаратӑр-и? Ҫавӑн чухне хӑв тата хӑвӑн ҫемйӳ мӗнле тӗллевсем лартма пултарасси ҫинчен шухӑшласа пӑхма пулать.

Аяларах асӑннӑ ӗҫсенче эсӗ мӗнле тӗллевсем лартма пултаратӑн тата вӗсене пурнӑҫлас тесе мӗн тума пултаратӑн?

Библие вулани тата тӗпчени, тӗлпулусене ҫӳрени тата комментарисем пани (w16.09 27 с., 17 абз.).

Ырӑ хыпар сарни (w23.05 27 с., 4, 5 абз.).

Лайӑх енсене аталантарни (w22.04 23 с., 5, 6 абз.).

Ыттисем: