Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Иеговӑран чунтан парӑнса юратма вӗрен

Иеговӑран чунтан парӑнса юратма вӗрен

Иегова чунтан парӑнса юратас тӗлӗшрен чи лайӑх тӗслӗх кӑтартать (Пс 102:11). Ҫакӑн пек юрату чун туртни те мар, хӑвӑрт иртсе каякан туйӑм та мар. Ҫакӑн пек юрату питӗ вӑйлӑ туйӑм, вӑл нихӑҫан та пӗтмест. Иегова израильтянсене чунтан парӑнса юратнине тӗрлӗ майпа кӑтартнӑ. Вӑл вӗсене Египет чуралӑхӗнчен илсе тухнӑ тата Пама пулнӑ ҫӗре илсе кайнӑ (Пс 104:42—44). Вӑл хӑйӗн халӑхӗшӗн ҫапӑҫнӑ тата вӗсем ҫылӑха кӗрсен, вӗсене каҫарнӑ (Пс 106:19, 20). Иегова пире чунтан парӑнса юратни ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, ҫакӑ пире унран тӗслӗх илме хавхалантарӗ (Пс 106:43).

«ИЕГОВА ЧУНТАН ПАРӐНСА ЮРАТНИ ҪИНЧЕН ШУХӐШЛӐР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Эпир чунтан парӑнса юратнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

  • Чунтан парӑнса юратнине кӑтартас тесен мӗншӗн пирӗн мӗн те пулин хӑварма хатӗр пулмалла?