ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Ездра хӑйӗн ӗҫӗсемпе Иеговӑна мухтава кӑларнӑ
Ездра Турӑ Сӑмахне хӑйӗн чӗри ҫине витӗм кӳме панӑ, ҫакӑ унӑн ӗҫӗсенче курӑнса тӑнӑ (Езд 7:10; w00-U 10/1 14 с., 8 абз.).
Иегова Ездрӑна ӑслӑлӑх панине пурте курса тӑнӑ (Езд 7:25; si-U 84 с., 5 абз.).
Ездра хӑйне кӗҫӗне хурса Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ, вӑл хӑйне Иегова ертсе пырасси тата хӳтӗлесси пирки пӗртте иккӗленмен (Езд 8:21—23; it-U «Смирение», «Помогает получить правильное руководство» подзаг., 1 абз.).
Ездрӑн ӗҫӗсенче Туррӑн ӑслӑлӑхӗ курӑнса тӑнӑ, ҫавӑнпа патша ӑна яваплӑ ӗҫсем шанса панӑ. Эпир те хамӑр ӗҫсемпе Иеговӑна мухтава кӑларма пултаратпӑр.
ХӐВӐНТАН ЫЙТ: «Иеговӑна ӗненмен ҫынсем эпӗ Туррӑн нормисемпе пурӑннине кураҫҫӗ-и?»